Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Али-паттăрШăплăхри аслатиХĕллехи каçсенчеКăвак çĕмренСӳнми хĕлхемАтăл шывĕ юха тăратьПолк ывӑлӗ

Такмаксем


Тапăр-тапăр тапăртатса

Ура хуçса ташлар-и?

Такмакĕсем шăнкăртатса

Çурхи шыв пек юхчĕр-и?

 

Эп те чăваш, эс те чăваш,

Юрă-ташă чăвашла.

Кам каларĕ: «Чăваш йăваш...»

Тух-ха, манпала ташла!

 

Курăпăр унта кам йăваш

Ташă картине тăрсан,

Шăхăрса тăрать вăш! та вăш!

Купăсçă хĕрсе кайсан.

 

Атăл хумĕ пек юхаççĕ

Нарсписем, Пинерписем...

Кĕçенсе ташша тухаççĕ

Çĕмĕрт куçлă каччисем!

 

Урай хăми шăтăртатса

Тăрать, мĕнле чăтать-ши?

Пĕр-пĕринчен сăмах вăлтса

Яш-кĕрĕм савăнать-ши?

 

Çамрăксем вăййа тухсассăн

Пĕтĕм тĕнче савăнать.

Ура хуçса ташласассăн

Урай хăми авăнать.

 

Атьăр, юрлар, атьăр, ташлар

Пĕрле пухăннă чухне.

Ĕмĕрлĕхех пĕрле пулар,

Упрар чăвашлăх йăхне.

 

Çĕр пин сăмах. Çĕр пин юрă.

Çĕр пин ташă пирĕн пур.

Чĕлхе çепĕç. Чунсем ырă.

Эпир — чăваш! Ай, тур-тур!..

 

Кам хитререх чăвашсенчен?

Малалла

Пурнăçпа вилĕм


Ушкăн-ушкăн шур пĕлĕт иртет...

Тăлăх хирте каç пулса килет.

Курăксене тайса çил вĕрет,

Çĕр çумĕпе тусан вĕçтерет...

 

Хирте пĕр тĕмеске пĕр-пĕччен...

Тăпри çине пуснă вĕлтĕрен.

Вилнĕ çын тăпри вăл — çак тăпра

Ырă çынни вилнĕ вăрçăра.

 

Ĕç ачи вăл. Çĕнĕ пурнăçа

Сыхласа вилнĕ вăл — çапăçса

Чухăнсемшĕн хăйĕн кун-çулне,

Çамрăк ĕмĕрне вăл хĕрхенмен.

Коммунизм хĕрлĕ ялавне

Чун тухиччен çĕре ӳкермен.

 

Çывăр, тăван, иртрĕ ĕмĕрӳ...

Вăхăтсăрах сан тухрĕ чуну.

Анчах çăмăл пултăрччĕ тăпру,

Канлĕ пултăр нӳрĕ вырăну!..

 

Мĕскĕн тăван, сан чуну тухсан

Никамăн та куççулĕ юхман.

Санăн куçна арăму хупман,

Аннӳ масар çине ăсатман.

Ютри çынсем сана аякка

Пытарайнă çакă шăтăка.

 

Тăванăмçăм, вăрансам, вăран

Çак вăхăтсăр йăвăр ăйхăран:

Килте çамрăк арăму кĕтет;

Ачу: «Атте хăçан килет?» — тет.

 

Эх, тăванăм, иртнĕ кун-çула

Кам çавăрса парĕ каялла?!

Малалла

Пуласси


Вырăсла кĕвĕ

Çил-тăвăл иртсессĕн йăлтăра çанталăк

Кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.

Юмахри илемлĕ çут кĕмĕл çурт майлă

Çут тĕнче çуталĕ, çĕнелсе лăпланĕ.

 

Ирĕклĕхшĕн вилнĕ тăвансенĕн юнĕ

Чĕлтĕрти çеçкеллĕ хĕрлĕ чечек пулĕ.

Кĕмĕл сывлăм шывĕ чечек çинче çунмĕ, —

Çунĕ çут тĕнчешĕн тăкăннă куççулĕ.

 

Чухăнлăх, пуянлăх, уйрăмлăх йăранĕ

Ирĕкле çĕнелнĕ пурăнăçран тарĕ,

Чĕрере ачашшăн çунĕ, çулăмланĕ

Тантăшлăх, тăванлăх, юрату кăварĕ.

 

1918 ç. çуркунне, Теччĕ;

1921 ç. çуркунне, Шупашкар

Ирхи кĕлĕ


Эпĕ урамран выляса кĕтĕм. Пӳрт алăкне уçрăм çеç, асаннене курах кайрăм. Мĕнле савăнăç! Асанне патне чупса пытăм та ăна ыталаса илтĕм. Вăл мана хăй çумне лăчăртарĕ те:

— Мĕнле ӳссе кайнă эс, — терĕ пуçран ачашласа. — Маттур.

Акă асанне кутамккинчен пĕчĕк пир хутаç кăларчĕ. Эпĕ тӳрех ăнкартăм: вăл хĕвелçаврăнăшпе хутăштарнă мăйăр илсе килнĕ ĕнтĕ. Пирĕн пата килмессеренех — çулла-и, хĕлле-и — кашнинчех мана çав хутаçри сарă мăйăрпа сăйлатчĕ асанне,

Халĕ те вăл мана пĕр пысăк ывăç хĕвелçаврăнăшлĕ мăйăр тыттарчĕ. Шăлна катса ан пăрах тесе мана анне мăйăр тукмакки пачĕ. Пуçларăм хайхи мăйăра шĕкĕлчеме. Асанне ку хутĕнче, юнашар ялта пурнаканскер, ик-виçĕ кунлăха анчах мар килнĕ.

Атте аннене ыран Шупашкара больницăна илсе каять иккен. Вăл тĕп хулара пир-авăр комбинатне тунă çĕрте ĕçлет те. Анне ун чухне пилĕкпе питĕ хытă аптратчĕ.

Тепĕр кунне эпĕ çывăрса тăнă вăхăтра эпир асаннепе иккĕнех. Аттепе анне тул çутипех тухса кайнă. Пуйăспа каймалла та-ха. Асанне тĕпелте кăштăртатать, çимелли пĕçерет.

Эпĕ вырăн çинчен тăтăм анчах — асанне ман пата çитрĕ те.

Малалла

«Куян Якурккипе Шăрчăк Мĕкĕтине...»


Куян Якурккипе Шăрчăк Мĕкĕтине

Спиркка Муççи пĕрер курка тыттарнă...

Тĕнче симне те пурнăç сĕлтине

Вĕсем пире пиелесе хăварнă!

 

Паллах, вĕсем асилнĕ Кокеле,

Леш вĕсемпе калаçнă питĕ сапăр...

Кудрявцева та пуç таяс килет...

Тăпри çине, тăванăмсем, шыв сапăр!

 

Çитсе çӳрерĕм эп вĕсен çĕрне,

Тем, ытлашши хисеп тусах каймастпăр...

Юратмасассăн хамăр пĕр-пĕрне

Ытти этем те юратсах каймасть-тăр?

Юрлас килет


Юратмашкăн хистет çурхи тĕнче,

Юратмашкăн хистет çурхи кун.

Юрату аллинче, тыткăнĕнче

Юратса киленет çамрăк чун.

 

Юрлас килет, юрлас килет,

Çунатланса вĕçес килет.

Юрлас килет, юрлас килет,

Юрату тыткăна илет.

 

Шăпчăксем юрласа киленеççĕ,

Çурхи кун юрăçсемшĕн — шерпет.

Çеçкери шăплăха иленеççĕ,

Юратмашкăн сунаççĕ тивлет.

 

Ах, ан çĕт эс, ан çĕт çутă курнăç,

Юрату туйăмне те вăрат.

Тĕрĕс-тĕкел çеç ирттĕрччĕ пурнăç,

Юррăна эс, шăпчăкăм, шăрат!

Сирень


Ир-ирех чĕнтĕрлĕ çурхи шуçăм

Таврана ачашшăн вăратать.

Мĕскер пулчĕ, çаврăнать ман пуçăм,

Мĕскер пулчĕ, чуна хăратать.

Сирень, шап-шурă сирень...

Ан кĕттер, пĕлтер.

Хăш тĕлте, ăçта

Эс утса çӳрен?

Сирень, шап-шурă сирень...

Ху патна чĕнтер.

Сансăр пурнăç та

Йывăр, ан кӳрен.

 

Уçă кантăкран шап-шурă сирень

Пуç таять шăршипе ӳсĕртсе.

Куç хупман çĕрепех, хăв та пĕлен,

Ывăнтăм савни сана кĕтсе.

Çав-çавах тайма пуç, шур чечекĕм,

Йăпатса чуна пусартăн эс. I

Тен, çумрах çӳрет шăпа-телейĕм,

Мĕн пулсан та ман санах кĕтес...

Юрламасăр чун чăтмасть


Ална пар, тăван, эс мана,

Иккĕн тытăçса юрлар.

Ăшăнтăр кăштах самана,

Савăнса кулар, ташлар!

 

Юрламасăр чун чăтмасть,

Юрă чуна ăшăтать.

Чун чирлемест, чун ватăлмасть,

Çĕнĕ туйăм çеç шăтать.

 

Туслăх вăйĕ, туслăх шайĕ

Ӳссе пытăрччĕ ялан.

Чăваш юррин чапĕ кайĕ

Çӳлле, çăлтăрсем таран.

 

Мĕншен савăнса юрлас мар,

Чăваш чунлă эс пулсан?

Ташша тух, атя, яра пар,

Тӳперен çĕре эс ан!

Йăмра хӳтлĕхĕнчи тĕлĕнтермĕш


Эх, мĕнле илемлĕ вăл Чăваш ен! Илĕртӳллĕ вăрманĕсем, симĕс улăх-çаранĕсем, вĕçĕ-хĕррисĕр сарă тулă пуссиллĕ хирĕсем, тăрна куçĕ пек тăрă юхан шывĕсем чун-чĕрене хăпартлантарса ырă шухăшсем çуратаççĕ, ĕмĕтсемпе малалла çунатлантараççĕ. Пирĕн тăрăхри йăмраллă чăваш ялĕсем капмар та мăнаçлă курăнса лараççĕ. Йăмра вăл мĕн ĕлĕкрен чăваш ялĕн палли пулнă, ăна пирĕн мăн асаттесем юратса, хисеплесе çитĕнтернĕ. Çуркунне, хĕвел хĕрте пуçласан,йăмра çине иленнĕ шăпчăксем çынсене хăйсен юррисемпе тыткăнланă, çанталăк ăшăта пуçласан, йăмра чечеке ларса çулçисем сарăлсан, унта вĕлле хурчĕ сĕрленĕ, ача-пăча йăмра вуллинчен шăхличĕ ăсталаса, тĕрлĕ çемĕ кăларса, таврана кисретсе тăнă. Каçсерен ĕçпе пиçĕхсе ывăннă çĕр ĕçченĕ йăмра айĕнче канса вăй пухнă, халап-юмах çаптарнă, яш-кĕрĕм вăйă картине пуçтарăнса, çепĕç юрă-кĕвĕ шăрантарса, ывăннине манса кайсах ташă-çемĕ кĕрлеттернĕ.

Ман юратнă тăван ял Кĕçĕн Пăла хĕрринче вырнаçнă. Унăн икĕ енĕпе те йăмрасем ӳсеççĕ. Пĕрисем мăнаçлăн тӳпенелле каçăрăлса, теприсем шыв çинелле тайăлса, сарăлса, хăйсен илемĕпе савăннă евĕр лараççĕ. Çак тавра кĕтӳ ярсан ача-пăча шавĕпе тулать.

Малалла

«Килсе курмассерен куç савăнать...»


Килсе курмассерен куç савăнать,

Чĕлхе çинче сăмахăм çаврăнать.

Ырлассăм та килет, мухтас килет,

Тĕртсе илме те пур-тăр-ха тивлет.

 

Çӳлĕк çинчи сăвăçсемпе пĕрех —

Лараççĕ вĕт ĕретпеле ĕрет:

Кашни мĕлкеç мухтать хăйĕн ĕçне...

Анчах мĕскер юлать тĕнче вĕçне?

 

Ун пек, кун пек ӳкерчĕксем курсассăн,

Тен, манăн та юрать сăмах виçме?

■ Страницăсем: 1... 170 171 172 173 174 175 176 177 178 ... 796