Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Чапшăн пурăнмастпăрУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеХум пӑшӑлтатӑвӗЧакăл-туАтте пилĕКĕпер

«Юр та юр...»


Юр та юр. Ун сивĕ те шурă,

ун шăналăк чунĕ çине

март хĕвелĕ сапать хĕн-хурлă

хавхаланăвăн ылтăнне.

Çурхи юрă


Кайăкĕсем çунат çапса юрлаççĕ,

Сывлăмпала сассисене уçаççĕ.

Ту хыçĕнчен çурхи хĕвел тухать,

Çĕршывăмăр хаваслăхпа тулать.

 

Чечекĕсем çеçкисене сараççĕ,

Çăра пылпа тулли тулса лараççĕ.

Çĕрти сĕткен вĕсемшĕн туртăнать,

Хĕвел çути вĕсемшĕн йăлтăрать.

 

Пыл хурчĕсем вĕллисенчен тухаççĕ,

Ыра пĕлми ĕçченĕн пыл пухаççĕ.

Çĕре сырса илет симпыл шăрши,

Хаваслăн та туллин сывлать çĕршыв.

 

Улмуççисем кĕрнеклĕн хумханаççĕ,

Улмийĕсем хитрен чăмăртанаççĕ.

Тăван çĕршыв — пĕр пысăк сад нахчи,

Ун çийĕнче вылять хаваслă çил.

 

Тӳпепеле самолетсем каçаççĕ,

Çут тӳпене шăп çурмаран йăсаççĕ.

Вĕсем çинче хĕвел шевли вылять,

Çĕршывамăр хаваслăхпа тулать.

 

Вĕçевçĕсем çурçĕрелле васкаççĕ...

Ешĕл садра ĕçлет ăста пахчаçă,

Хăй пахчинчи кашни-пĕр йывăçах

Çитĕнтерет пит тимлĕ çак хуçа.

 

Кайăкĕсем пахча тулли юрлаççĕ,

Юррисемпе çак пахчаçа ырлаççĕ.

Хĕвел сипетлĕ ăшă сапнăçем

Садра ӳсеç чи тутлă çимĕçсем.

«Ăшă каç...»


Ăшă каç. Юр выртать пĕр тикĕс.

Çăмăл йĕр... Пыратпăр йĕрпеле.

Лăпкă çил ачашшăн пире хирĕç

Вĕркелет.

 

Шурă çурт. Ав уйăх та хăпарнă.

Çывхаратпăр. Çилĕ кăтăклать.

Виçĕ каитăк. Виççĕшне те карнă

Шăтăкла.

 

Çывхаратпăр. Ырă колхоз каçĕ.

Кантăкран пăхатпăр кăшт кăна.

Хĕрсем хыттăн шавласа вулаççĕ

Пушкина.

Йăмрапа этем


Ĕлĕк-авал, çынсем пӳлĕмре ӳсекен ӳсен-тăран çинчен пĕлмен вăхăтра, пурăннă тет пĕр Этем. Кашни çуркуннех çак Этем хăйĕн килĕ умĕнчи ӳсен-тăран чĕрĕлнĕ вăхăта сăнаса киленнĕ. Çу каçипех йывăç çинчи симĕс çулçăсене пăхса савăннă. Кĕркунне вара, йывăç çинчи çулçăсем тăкăнма пуçласан, çав тери куляннă. Çапла çул хыççăн çул иртнĕ. Вăхăт майĕпен малаллах шунă.

Акă ăшă çу хыççăн кĕркунне те çывхара пуçланă. Хайхи Этемĕн симĕс çулçăсенчен пачах та уйрăлас килмен. Шутласа çӳресен-çӳресен Этемĕн пуçне пĕр шухăш пырса кĕрет: йывăç-курăка вăл хĕл каçипех пӳртре ӳстерме шутлать. Çак шухăшпах вăл пĕр Йăмра патне пырса:

— Йăмраçăм, пар-ха мана эсĕ хăвăн пĕр туратна. Эпĕ ăна пӳрте кĕртсе лартăп. Вара вăл мана хĕлĕпех хăйĕн симĕс çулçипе савăнтарĕ.

— Илех ара, — хуравланă Йăмри. Çутçанталăк пире пăхса, упраса пурăнать. Эсĕ, Этем, çак турата çутçанталăк пире упранă пек упраятăн-и?

— Эпĕ — Этем! Эпĕ тем тума та пултаратăп, — хуравланă лешĕ. Вăл вара йывăç туратне хуçса илет те килне илсе таврăнать. Чи хитре чӳлмек çине хайхи йывăç туратне лартать.

Çапла кун хыççăн кун иртет. Анчах та йывăç турачĕ симĕс çулçă кăларас вырăнне хăрма пуçлать. «Мĕн амакĕ пулса иртет ку туратпа? Мĕншĕн симĕс çулçă кăларас вырăнне хăрма тытăнчĕ?» Çапла ним ăнланмасăр Этем хайхи Йăмра патне çул тытать.

Малалла

Ачалăх


Кăвак хулпи пекех

ачалăх вилĕмсĕр:

вăл ман куштăрхакан асилӳре —

вăрман манма пултарайман хыр симĕсĕ —

çĕршер çилпе куç умĕичех çӳрет!

 

...Вăрман сукмакĕ.

Ватă, суккăр юрăçă —

юман-çилсем çинче тем ĕнĕрлет.

Паян та йывăç юррипе ун пурнăçĕ

тухать ума ачалăхпа пĕрле.

Пасар


Кунĕ — сулхăнрах уяр.

Кунта пасар кăнтăрлаччен шавларĕ.

Ак халь пĕрре те ăнланмалла мар:

ик-виçĕ çын та,

çил çӳппе вылярĕ.

Варланчăк, пушă.

Ман çак самантра

пĕр ĕмĕт çеç — тухса тарас килет.

Хĕвелĕ сулхăн çутă та, ара,

кама йӳнеçтерейĕ çак ӳкерчĕк?

Çак саманта ылхантăм эп чунра,

анчах мĕн тăвăн: çынлăх пур унра.

«Эп пĕкĕрĕлнĕ çирĕм виççĕрех...»


Эп пĕкĕрĕлнĕ çирĕм виççĕрех.

Эс, тен, хунав пек — ĕмĕт пĕтĕмпех.

Эпир санпа пăхатпăр ик çĕре.

Кашни çӳретпĕр тĕрлĕ ĕмĕтпе.

 

Çука юлнăскере тесе кăна

эс кулă парнелетĕн-им, пике!

Сăмахшăн та хавас кĕтмен хăна.

Куллушăн та, апла, тав тем пекех...

Çĕнĕ кун хĕвелĕ


Мĕнпур чечек, мĕнпур ем-ешĕл çулçă,

Мĕнпур кĕтес, мĕнпур таса чĕре

Çак Çĕнĕ Кун хĕвелĕпеле тулчĕ,

Чăн ирĕк тупрĕ тĕнчере.

 

Парка хунавлă, чĕр сĕткенлĕ пурнăç

Тапать çĕртен — хăватлă кăкăртан.

Çĕкленчĕ чăваш халăхĕ сатуррăн

Мĕнпур пек халăхпа пĕр тан.

Тĕттĕм каç


Хаяр вăрçă вăхăчĕ...

Правленирен тухса килелле кайнă май Татьяна Хурасева бригадир лаша витине кĕрсе пăхма шут тытрĕ. Вăрмантан ăшăрхаса-ĕшенсе килнĕ лашасене çийĕнчех апат пама кирлĕ мар. Уйрăмах ир шăварасран сыхланмалла. Кун пирки конюхсем пĕлеççĕ-ха. Çапах та хăв куçупа кĕрсе курсан — шанчăклăрах...

Кун çути пĕтнĕ-пĕтмен кĕрхи каç хăрăм пек хуралса ларать. Пĕр-икĕ çул маларах Татюк (ялйыш ăна яланхилле çапла чĕнет) кунашкал тĕттĕм каçсенче пĕччен çӳреме мар, пӳрт алăкне тулалла уçса пăхма та çӳçенетчĕ. Клубран çĕрлене юлса таврăннă чух вара ăна е хĕр-тантăшĕсем ăсатса яратчĕç, е...

Татюк правлени крыльцинче кăштах тытăнса тăчĕ. Ассăн сывласа илчĕ. Хăнăхнă май, пусма картлаçĕпе хăвăрт-хăвăрт анчĕ те тĕттĕмелле чăмрĕ. Унăн уринчи кĕмсĕркке атă шăннă çĕре çирĕппĕн кăна кĕрслеттерсе пырать. Инçете-инçете янраса каять çак сасă кĕрхи уçă сывлăшра. «Атте атти... йывăртарах çав вăл мана, кун каçа ывăнтарать», — пăшăрханса та мар, савăнса та мар шухăшларĕ Татюк. Пĕр çирĕм утăм кайсан, хыçалта правлени алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕннĕ пек пулчĕ. Тен, туйăнчĕ çеç?!. Татюк кун пирки шухăшламан та пулĕччĕ-ха, анчах ăна пĕр кăлтăк аса килчĕ. Тин çеç правленире пулнă чух Куян Михалĕ ун çине яланхи пек мар, темĕнле урăхларах пăхни килĕшмерĕ. Тĕмсĕлсе пăхакан куçĕн ырă мар çути Татюкăн питне, пĕтĕм ӳтне-пĕвне çилĕмле япала пыра-пыра сĕртĕннĕн туйăнчĕ. Тен, çав сĕмсĕр куç халĕ правлени крыльцинчен Татюк ăçталла утнине сăнаса тăрать пуль?! Ахаль çын куçĕ тĕттĕмре курмасан та, Куянăн таçтине те витĕрех курма пултарĕ... Çакăн пирки шухăшласа, Татюкăн пĕтĕм çанçурăмĕ сăрăлтатса кайрĕ. «Çыпçăнать, — хăй ăссĕн мăкăртатрĕ вăл. — Пулать вĕт çав териех чун выртман çын... Унашкаллине кăмăлламастăн çеç мар, пачах тӳсейместĕн...» Мĕншĕн çапла иккенне Татюк хăй те пĕлмест, халиччен пĕлме те тăрăшман. Кăмăл туртмасть — çав туйăм кăна, хĕр чĕринче.

Малалла

«Çĕрле уйра тавралăх уйранран...»


Çĕрле уйра тавралăх уйранран:

кăштах кăвак вăл уйăх çутинче.

Тин çунă юр ĕшеннĕ те аран

нăтăртатать.

Урасенче — тĕнче.

■ Страницăсем: 1... 210 211 212 213 214 215 216 217 218 ... 796