Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Асамат кӗперӗ сӳничченЙышăнман сăмахсемСăвăсемпе поэмăсемЧакăл-туЫлханлă хура çĕмĕртКăвак çĕмренАли-паттăр

«Каç аллине кĕрсе ӳкет тĕнче...»


Каç аллине кĕрсе ӳкет тĕнче.

Салхуллă анăç — реквием.

Пĕрех

каç

сӳннĕ кун çутийĕ умĕнче

пĕччен Сальерирен те мĕскĕнрех.

Июнь


Епле эпир чĕлхесĕр, чечексем! —

Юрлар-я пĕрех хут пĕр çаврăм юрă?

— Чĕрне вĕçне тăрса, куçа хĕссе —

кама эс каç, тус-тантăшăм, чуптурăн?

 

— Ай, пулчĕ каçĕ çутă та кĕске,

каччи ытла та çамрăк та хăюсăр.

Сан, тантăшăм, варли хăюллăскер,

ăсатран-и вара пĕр чуптăвусăр?

 

— Ай, чунăмçăм, ан ӳктĕрччĕ куçу,

те эп ăна, те вăл мана чуптурĕ...

Çапла юрлаççă чечексем ку чух,

пире тинех ăмсанмасан та юрĕ.

Кремль


Васкавлă пуйăс кĕрлесе

Çитсессĕн Мускава,

Инçе çул хыççăн чĕресем

Хавассăн хускалаç.

 

Сан кăкăрна хĕвел тулать,

Вăл ырă та вĕри.

Сан умăнта — аслă хула,

Тăван çĕршыв чĕри.

 

Пин тĕрлĕ сасăпа кĕрлет,

Юрлать хăй юррине.

Эс пĕтем халăхпа пĕрле

Чăматăн çĕр айне.

 

Эс тытнă пĕчĕк чăматан,

Эс килнĕ ялтанах.

Ниçта лармасăр, чи малтан

Ларатăн метрона.

 

Сисместĕн эс ун чуппине.

Аван çеç кăкăрта.

Эс Революци площадьне

Çитетен хăвăртах.

 

Кунта эс каймăн аташса,

Сана мĕншĕн тесен

Кĕтсе илеççĕ ялкăшса

Кремль çăлтăрĕсем.

 

Каллех, каллех сан кăкăрна

Çапать-çке вĕри хум...

Вĕсем ак тăчĕç сан умна

Паян малтанхи хут.

 

Вырнаçиччен пĕр-пĕр çĕре

Çак аслă Мускавра

Эс тĕлĕнсе утса çӳрен

Кремль йĕри-тавра.

 

Утатăн эс. Ыр ĕмĕтре —

Туятăн — чăн телей.

Мухтавлă Хĕрлĕ площадьре

Малалла

Радио-хаçат Йĕпреçре


Пусăрăнса кăна ĕçлесе ларнă чух пирĕн радио-хаçат редакцине пĕр вăйпитти этем тăвăл пек тулхăрса кĕчĕ.

— Кунта-и радио?

— Кунта... кунта.

Çӳллĕрех пӳ-силлĕ, пĕр çирĕм пилĕк урлă каçнă тĕреклĕ те пиçĕ çамрăк пирĕн умра — ăнсăртран мăшкăла тăрса юлнă хаяр вăй евĕр — тилĕрсе тăрать. Урмăшса кайнă хурарах куçсем пĕр юлташ çинчен теприн çине çиçĕм пек вĕлтлетсе çӳреç. Типсе куштăрканă тута-çăвар пĕтĕм пыр тĕпĕпе темскер ахăрса каласшăн, анчах хатĕрленсе тăнă чăрсăр сăмахсем, кăмăл ытла та чӳхеннĕрен пулас, чĕлхе çине витĕмлĕн килмеççĕ.

— Çак иккен-ха, апла... радио... Эп... Эп «Тымар» колхозран... Хай... председатель.

— Э-э-э... К-йев юлташ, эсир-и-ха вăл?

— Так, так... ларсамăр.

Умра кам тăнине пирĕн ачасем чухласа илчĕç. Шевле пек çăмăл кулă пĕтĕм пӳлĕме çутатса ячĕ.

К-йев юлташăн пирĕн çине пăртак «вĕчĕ» пур. Ĕнер каç пĕтĕм Йĕпреç районĕ «Тымар» колхоз председателĕ çинчен илемсĕр хыпар итлерĕ...

...Колхоз хĕрсе кайса авăн илнĕ. Задани татăклă: çавăн чул-çавăн чул çапса çавăн чул-çавăн чул паянах станцăна леçмелле.

Кунĕ çырла пек тăнă. Вăй-хал çĕкленнĕçем çĕкленсе пынă... Юлашки сарăма пĕтерсе тухнă чух вăрман хыçĕнчен пĕр çĕлĕк пек пĕлĕт çĕкленет. Кĕтмен çĕртенех çак «çĕлĕк» пĕтĕм тӳпене хупласа илет. Унччен те пулмасть, пĕтĕм таврана çил-тăвăл лăскама тытăнать.

Малалла

«Тавăрса кăларнă кĕсъе пек...»


Тавăрса кăларнă кĕсъе пек

яп-яка та пушă кунсем...

Кун пек чух ним тума пĕлместĕн,

тĕлсĕр-мĕнсĕр çӳрен кумса.

 

Пурнăç пултăр Урал пек чуллă.

Вăл ан пултăр тап-такăр çул.

Ун чухне сăввусем те пулĕç.

Пурнăçу та пулĕ ун чух.

«Çунать шап-шурă çутă...»


Çунать шап-шурă çутă.

Айкашнă кĕвĕре

халь çемĕ пур-и, çук-и —

çутта ку пурпĕрех.

 

Ачам — ачашланаймăн.

Вăл — çутă. Эсĕ — чун.

Лăплан, пуçа пин майлă

пин шухăш хĕснĕ чух.

 

Тавра пăхса эс хаклă

ăслăлăха вĕрен:

чунра çăтмах та, тамăк та —

алра тыт чĕлпĕре.

 

Енчен те çутçанталăк

халь саншăн хаклă мар —

иртсе пырать ачалăх,

умра — ачалăх мар.

«Эс пуррине эп шаннă...»


Эс пуррине эп шаннă —

çук маррине ĕненнĕ.

Санпа шайласа эп хамăн

хайлавсене виçейнĕ.

Ăçта кайса çухалтăн? —

Пăрахрăн эс мана.

Пĕр нимсĕр юлтăм хам та —

çухатрăн эс сăнна.

Илем те пур, телей те пур...


Куçусемпе савса калатăн:

Илем те пур, телей те пур,

Чун савнисем хăвна савман-тăк

Çын савнине ăша ан хур.

 

Ытахальтен ачаш кулни те

Хĕвел пек хаклă йывăр чух.

Сан куллупа эп шанчăк илтĕм,

Тинех лăпланчĕ вутлă чун

 

Пăхайрăн та, темле тирпейлĕн

Хавас куçпа, хавас куçпа —

Каллех çырлахрăм эп телейлĕн

Чăтса ирттернĕ пурнăçпа.

 

Куçусемпе çынна саватăн,

Савакансен телейĕ пур,

Çут тĕнчене савма калатăн

Пулас килет татах маттур.

Кăçалхи калăм


Кирлĕ мар пире Мункун,

Пасхă, Инэчи!..

(Уйри ст[ена] хаçатĕнчен)

 

Вăрман хĕррине лăп кăна тăсăлса выртнă айлăма виçĕ ял кӳршĕ-аршăллă вырнаçнă. Çакă виçĕ ялтан иккĕшĕ — Сентĕр, пĕри — Шăхач. Виçĕ ялăн виçĕ чĕлхе, виçĕ ял виçĕ тĕслĕ калаçать, мĕншĕн тесен пĕр Сĕнтĕри — чăваш, тепри — ирçе, Шăхачĕ — вырăс. Чылайччен çак ялсем пĕр-пĕрне ăнланман теççĕ, анчах пурăна киле пĕр евĕр пурăнăç, пĕр пек хуйхă-суйхă вĕсене пĕр-пĕринпе паллаштарнă, виçĕ халăхăн пĕр ĕмĕт чăмăртаннă, чĕлхере те пĕр евĕр сăмахсем çуралма пуçланă. Акă ĕмĕр илтмен «колхоз» ятлă сăмах сиксе тухнă. Ку сăмах виçĕ чĕлхере те пĕр пекех илтĕннĕ, пурин шухăшне те пĕр майлах пăтратнă. Ку сăмах пыра киле виçĕ ялшăн та чăнлăх пулса тăнă, юлашкинчен çакă ялсенчен 145 килĕ «Сталинград» ятлă колхоза чăмăртаннă. Анчах пирĕн шухăш кун çинчен каласси мар-ха, пĕр пĕчĕкçеççĕ кăна пример урлă «Сталинград» çыннисем кам иккенне каласа парасчĕ пирĕн.

«Сталинград» çынни — тĕлĕнмелле чăрсăр этем. Унăн чăрсăрлăхĕ чи малтан — ĕçре. Ĕçре «Сталинград» çынни кирек хăçан та кал-кал та çиллес. Вăл пĕр ĕçе тирĕнсе ларсан хăй те асăрхаймасть, ун мĕнпур шухăшĕ-кăмăлĕ, мĕнпур сывлăше ĕçе парăнать, çав ĕçĕн вăйĕ, сулăмĕ пулса тăрать. «Сталинград» этемне, вăл ĕçре пулсан нимĕнле вăй та туртса илеймест, хăйсем калашле, çурăм хыçĕнче аçа çапсан та вăл хăнк та тумасть, мĕншĕн тесессĕн вăхăтра тунă ĕçĕн хакне «Сталинград» паттăрĕ лайăх пĕлет. Анчах та... халиччен пĕр вăй кăна çак харсăр этеме ĕçрен туртса илме пултарнă. Çака вăй Мункун ятлă пупнă, Сентĕр чăвашĕсем ăна Калăм тенĕ, шăхачсем Пасха ят панă, ирçесем Инэчи тесе чĕннĕ.

Малалла

«Эп илĕртӳллĕ лĕпĕш...»


Эп илĕртӳллĕ лĕпĕш.

Ман çул: çилпе-çилпе.

Вĕçетĕп эп сан çӳллĕш —

тĕнчемĕр çийĕпе.

Куçсем мана сăнаççĕ,

атя, ача, выляр.

Эп сан патра хăна çеç,

чечек çумне ларар.

Чечек çине пăхар-и?

Ан тив мана, ача.

Куçна кунта хăвар эс —

эпир лĕпĕш анчах.

■ Страницăсем: 1... 211 212 213 214 215 216 217 218 219 ... 796