Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленХĕçпе çурлаАсаттесемСар ачапа сарă хĕрВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртТантăшсемÇамрăк ĕмĕт

«Мĕншĕн кăйкăр пит çӳле-çӳле вĕçет...»


Мĕншĕн кăйкăр пит çӳле-çӳле вĕçет,

Çĕнĕ ĕмĕт çуратма пире чĕнет.

 

Мĕншĕн вăрманта юман патвар ӳсет,

«Ман пек паттăр пурте пулăр эсĕр!» — тет,

 

Мĕншĕн Атăл сарлакан çапла юхать,

Кимĕпе пире вăл ярăнма хушать.

 

Мĕншĕн улăхра ӳсеççĕ чечексем,

Савнине парнелеме ӳсеççĕ пуль вĕсем.

 

Мĕншĕн çĕмĕрт пахчара çеçке сарать,

Çеçкине вăл савнине саламлама калать.

 

Мĕншĕн çутатать-ши тӳпере хĕвел,

Хăтлă пултăр тет пуль пирĕн ăш тĕпел.

 

Тӳпере мĕскершĕн пур-ши çăлтăрсем,

Тĕнчене илем кӳресшĕн пуль вĕсем.

 

Мĕншĕн ярăнса çӳлте чупаççĕ пĕлĕтсем,

Савнипе иксĕмере ярăнтарасшăн пуль вĕсем.

 

15.09.2007.

«Кăтра пĕлĕт çине ларса килтĕм кунта...»


Кăтра пĕлĕт çине ларса килтĕм кунта,

Ман парне пулаймарĕ янтравлă, ĕлккен.

Çĕнĕ юрă, савниçĕм, çуратрăм чунра,

Юрлаймарăм ăна мухтанса та хитрен.

 

Мĕншĕн юррăм çапла янраймасть ман паян,

Мĕншĕн сассăм ытла та ман вăйсăр, тăван?

Халăх терчĕ çапла пуслăх пек-ши пусать,

Кашни чун тертленсе чура пек пуç усать.

 

Ах, çаратрĕç, çĕршывăм, ытла та сана,

Килсĕр-çуртсăр хăварчĕç тем чухлĕ çынна.

Вăр-хурах пуçлăхсем кунта килчĕç ăçтан,

Мĕншĕн халь те çитмест вĕсене чĕр ылхан?

 

Хура пĕлĕт килсе тĕнчене хупласан,

Çĕр çине çумăр пек куççульсем тăкăнсан,

Атте-Турă курса вĕсене тавăрать,

Халăха çĕн пуласлăх-телей вăл парать.

 

Ĕненетеп çакна, пит шанатăп çакна,

Сассăм вăйсăр пулсан та юрлап юррăма,

Ан çухат, ан пытар эс те хăв шанчăкна,

Килес кун çутине парар мар такама.

 

17.09.2007.

«Сехет шаккать вун икĕ хут...»


Сехет шаккать вун икĕ хут,

Çут черккере вылять эрех.

Малашлăх халĕ шурă хут.

Мĕскер кĕтет унта пире?

 

Эпир шутланă ĕмĕтсем,

Пĕлетĕп, çутă та хитре.

Эпир йăтатпăр черккесем

Пĕрле те мар,çапах пĕрле.

 

Пĕр-пĕринчен инçе-инçе,

Анчах шăпах пĕр вăхăтра.

Кĕперĕн икĕ вĕçĕнче,

Кĕпер вара çунать вутра.

 

Çунать йăлтах, йăлт-тĕппипе,

Йӳç тĕтĕм куçăма хуплать.

Пĕр çырăн икĕ енĕпе

Пире утма шăпа хушать.

 

Шаккать сехет, вылять эрех.

Текех пĕрлешмĕ пирĕн çул.

Ăçта эс халĕ — пурпĕрех,

Пĕр ĕмĕт ман — телейлĕ пул!

Пулас кинсем


Кĕнекере çырса кăтартнă чăваш хĕрĕсем — Талюнапа унăн тус-тантăшĕсем — çитĕнсе çитнĕ-çитмен фронта тухса каяççĕ. Тăван çĕршывшăн пынă хаяр вăрçă вĕсен шухăш-кăмăлне пиçĕхтерсе çирĕплетет, халăх ирĕклĕхĕшĕн, юратнă çĕршыва хӳтĕлесе хаварассишен темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттереççĕ вĕсем. Хаяр çапăçусенчен киле çĕнтерӳçĕсем пулса таврăннă хĕрсем мирлĕ ĕçе кӳлĕнеççĕ. Тăнăç пурнăçра та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

«Пукрас тиха пек ĕрĕхсе...»


(Сăмахлăх энциклопедийенчи калаçу)

 

Ертӳçĕ:

Пукрас тиха пек ĕрĕхсе,

Хĕм кăларса кăна çӳрерĕр.

Йĕпхӳ те илчĕ пĕрĕхсе,

Хĕвел те имĕртрĕ хĕртсе —

Пĕрех маттурланса ĕçлерĕр!

 

Хĕрсем:

— Тавах, пиччемĕр, ыр сăмахшăн,

Эпир ялан маттур пуласшăн.

 

Ертӳçĕ:

— Тына пăру пек лăппи-лап

Пускаласа куçран ӳкмерĕр.

Çапах, çĕркаç куçран пăхса,

Чарăксăрришĕн тарăхса,

«Ташши тарам, кăшт ĕçлĕр», — терĕм...

 

Каччăсем:

— Каларăр-ха... Анчах вĕт — яшлăх,

Чуна кирлех-çке юрă-ташă...

 

Ертӳçĕ:

— Кирек хăçан та пит маттурччĕ,

Куçран ӳкмен чăваш каччи...

Анчах та пысăк ӳтĕм пулчĕ,

Ятлас та тупăнчĕ, ах турçăм,

Памах лекет «хăлха çакки»...

 

Хĕрсем:

— Каçар, Станьял пичче, тархасшăн,

Пĕреллĕхе айвансене:

Кирлех пулсассăн, йăттурташшĕ

Кĕртетпĕр хамăрах тĕне...

 

Малалла

«Халь пуплетпĕр каялла виçелле...»


Арçук Тарасова

 

Халь пуплетпĕр каялла виçелле —

Хăшне тĕрĕс, хăшне йăнăш тунă,

Кама лекнĕ хĕç, кама — пуçелĕк,

Кама мĕншĕн çĕр тĕпне те хунă...

 

Пĕрлешсе ĕмĕтленни, мăнтарăн,

Чăхăмланă лашалла шăмарчĕ.

Пурнăç ĕмĕтленнĕ пек тухмарĕ,

Çутă ĕмĕт вут пуççи хăварчĕ...

 

Вут çунни те, ăш хыпни те пулчĕ,

Пулчĕ тăшмана тытса вĕтни те.

Çав йăлтах юмах пек тăрса юлчĕ,

Малашне ăна та тамăк витĕ...

 

1998, çу, 26.

Авăркас, Треппел ялĕ.

«Ватăлнаçемĕн ватăлсах пыратпăр...»


В.В. Савельев-Саруя

 

Ватăлнаçемĕн ватăлсах пыратпăр,

Чупать-васкать кунçулăн урапи.

Çапах чунра ĕмĕтленсе упратпăр,

Чакмасть пĕрре те чун-чĕре таппи.

 

Яш чухнехи пекех халь те саватпăр

Каçхи çут çăлтăрсем куç хĕснине,

Çӳл тупери хĕвелшĕн савăнатпăр,

Инçет илет пире хăй ытамне.

 

Хĕл кунĕнче çăвать сив юр шап-шурă,

Ăна паян куратпăр асам пек

Çуркуннене кĕтсе, юрлатпăр юрă,

Савнисене саватпăр çамрăк пек.

 

Кайăкхурсем кикаклатса вĕçеççĕ,

Симфони пек çак сасă таврара,

Хăйсемпеле пире таçта чĕнеççĕ,

Çĕн ĕмĕт çуратса кашни çынра.

 

Çĕн ĕмĕт пур-тăк ватăлмастпăр эпĕр,

Пуласлăх парнелет пире кунçул.

Ĕçлемелли тем чул, ĕçрен писместпĕр,

Эппин, тăванăм, ĕмĕр çамрăк пул.

 

11.09.2007.

«Каллех паян та ним те çыраймарăм...»


Каллех паян та ним те çыраймарăм,

Асамлă кайăксем килмерĕç ман пата.

Хам юрату çинчен те калаймарăм,

Юррăмсене çухатрăм эп таçта.

 

Ман юррăмсем асамлă кайăксемччĕ,

Час-час вĕçе-вĕçе килетчĕç ман пата.

Ах, шыраса ман вĕсене тупасчĕ,

Ăçта шырамалла сире, ăçта?

 

Шыранипе те чĕннипе килмеççĕ,

Ытла хăй евĕрлĕ асамлă кайăксем.

Вĕсен хăйсен тĕнчи, вĕсем пĕлеççĕ

Кама раскал кӳмеллйне вĕçсе çитсе.

 

Эппин, паян та эп пĕччен юлатăп,

Эппин, паян та юррăм юрланмасть.

Çапах та шанчăк эп хамра упратăп,

Ăна ман çухатмашкăн юрамасть.

 

Вара пуласлăх та пулать, пĕлетĕп,

Пурнать ман юрату чун-чĕрере.

Асамлă кайăксем, сире чĕнетĕп,

Чун-савнине тупмашкăн пулăшăр пире.

 

11.09.2007.

Телефонпа янă çыру


Паян ĕç кунне çĕкленӳллĕ кăмăлпа пуçларĕ Мая Александровна. Килте пурте йĕркеллĕ, ĕçре те ку эрнере чăрмавсем çук. Пай пуçлăхĕ Николай Ефремович командировкăра. Никам та ăна илсе кил, куна туса пар, унта шăнкăравла тесе тинкене илмест. Юлашки вăхăтра интернетпа кăсăкланма пуçларĕ Мая Александровна. Питĕ аван япала иккен вăл. Тем те пĕлме пулать ун урлă. Ак ĕнер аякри тăванĕсен тăхăмĕсене шыраса тупрĕ. Лешсем Çĕпĕр çĕрĕ çинче пуçĕпех çухалнăччĕ. Мăн аслашшĕпе пĕртăванне кулак тесе çемйипех ăсатнă пулнă та, çавăнтанпа вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмен халиччен. «Ав мĕнле вăл прогресс текенни. Ют çĕршывра ăсталанă пуян ăс-тăнлă техникăпа рехетленетпĕр вĕт. Пирĕн çĕршывра юлашки вăхăтра мĕнле прогресс пулчĕ-ши? Пĕтĕм прогресс — хаксем урнă юлан ут пек ĕрĕхнинче», — кулянса шухăшларĕ хĕрарăм.

Чăнкăр-чăнкăр! сас пачĕ кĕсье телефонĕ. СМСка килчĕ пулас. Кам та пулин шăнкăравласан ун телефонĕ: «Тыт, тыт хăвăртрах!» — тесе çухăрать. Упăшки шӳтлесе çапла туса панă ăна.

Хĕрарăм телефонне илчĕ те СМСка вулама пуçларĕ. Вуласа тухрĕ те лаках ларчĕ пукан çине. «Пуйăс ыран кăнтăрла иртсе икĕ сехет çурăра çитет вокзала. Эсĕ мана кĕтсе илессе шанса тăратăп. Санăн Николашка».

Малалла

«Эс мана асилместĕн, пĕлетĕп...»


Эс мана асилместĕн, пĕлетĕп,

Эс мана манса кайнă, паллах.

Çак пустуй шухăшсен çыххине те

Эпĕ салтрăм пулас кăлăхах.

 

Пулнă-иртнĕ те тек таврăнаймĕç

Ачалла айванла туйăмсем.

Çут ачалăх та халь иртсе кайрĕ,

Эпир хамăр та урăх çынсем.

 

Те юратнă эпир, калаймастăп,

Ачалла кăмăлланă-и, тен.

Чĕрере вут-кăвар çуралсассăн

Ăнланма та ăна пĕлеймен.

 

Кирлĕ мар кулянмашкăн иртнишĕн,

Пулаймасть вăхăта çавăрма.

Пурпĕрех тĕнчере эс пурришĕн

Эп телейлĕ туятăп хама.

■ Страницăсем: 1... 222 223 224 225 226 227 228 229 230 ... 796