Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Сан юратăву эп пулаймарăм —
Урăххине саврăн кăмăлтан.
Ăшă сăмахсем ăна каларăн,
Пăшăлтатрăн ун ятне ялан.
Пурпĕрех сана вăл хакламарĕ.
Сана мар курать вăл тĕлĕкре.
— Урăххи ман пур, — тесе каларĕ,
Урăххи кĕтет ăна лере.
Сан юратăву эп пулаймарăм,
Хăяймарăм чунăма уçма…
Урăххишĕн çунтăн та туймарăн
Ман ачаш, черченкĕ туйăма.
Сан куллу, сан утту
Куçăм умĕнчех.
Сан кăвар пек туту
Ман тута çинчех.
Сан вĕри сăмахсем
Манăн чĕрере.
Эсĕ хăв аякра,
Эсĕ — инçетре.
Халь ăçти çĕрсене,
Кăйкăрăм, вĕçен?
Утмаçулăм çине
Ан шăтсам, пиçен.
Ман чĕре сассине
Эсĕ илтес çук.
Çуркунне каялла
Таврăнассăм çук.
Çăлтăр, çăлтăр, тӳпере
Эс пит çутă ялкăшан.
Çутатан пирĕн Çĕре,
Сарă-çутă курăнан.
Пăхăр, пăхăр! Вăл нумай,
Сарăлса пырать кăна,
— Тытаятăп-и сана?
— Çук, тытаймăн эс мана!
Пĕррехинче кăнтăрла
Шуса тухрĕ вăл çапла.
Ăна тытас килет ман,
Нихăçан тытса курман.
Вĕçсе кайсан тӳпене
Тытаятăп-ши ăна?
Унта мĕнле çитмелле?
Тата мĕнпе вĕçмелле?
Хăпарма мĕн тупмалла?
Самолет кирлĕ пулать.
Çук, унпа ман ĕç тухмасть,
Ракетах ăсталамалла.
Атте-анне кулянать:
— Ăçта каян, хĕрĕм? — тет.
— Çăлтăр куçа курăнать,
Кăнтăрлах темшĕн вĕçет.
— Эх, ачам, унта çитме
Нумай çăкăр çимелле,
Тивет сан нуша тӳсме,
Çулне-йĕрне пĕлмелле.
— Эп пĕлеп, атте, пĕлеп,
Ан кулян, анне, çитеп.
Мана ракета çитерет.
Ну, халь эпĕ вĕçтереп.
Сывă пул, атте-анне!
Кайрăм çăлтăрăм патне.
— Ачам, чипер кайса кил!
Телейлĕ çул! Ку пирĕн пил.
Ракета çиçĕм пек килет,
Мана шала ларма чĕнет.
Малалла
Салампипе амăшĕ иккĕн кăна пурăнаççĕ. Салампи шкулта вĕренет, амăшĕ ял çывăхĕнчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçлет. Вĕсен бригади çуркуннепе кĕркунне вăрманта çамрăк йывăçсем лартса хăварать, çулла вăрманти çарансенче утă çулса капана хывать. Кĕркунне мăйăр-йĕкел пухса патшалăха ăсатать. Кăмпа та пухать, эмел курăкĕ пухса типĕтет. Салампи те пушă вăхăт тупса амăшне пулăшма тăрăшать: тĕрлĕ курăк пуçтарать, тусĕсемпе кайăксем валли вĕллесем ăсталаççĕ, хĕлле кормушка çине хурса пама хăяр, арбуз, кавăн вăрри типĕтеççĕ.
Епле хитре çуллахи вăрманта! Кайăксем пĕр-пĕринпе тупăшса юрă шăрантараççĕ, лĕпĕшсем куç умĕнчех пĕрне-пĕри тытмалла выляççĕ. Шăна-пăван тапăнни ытлашшиех аптратмасть, аптекăра темĕн тĕрлĕ эмел те пур, вĕсем эмел шăршине тӳсме пултараймаççĕ, пит умĕпех вĕçсе иртеççĕ, çапах та сăхса чăрмантармаççĕ.
Салампи амăшĕ Сухви шкулта тăватă класс çеç вĕреннĕ, унăн ачалăхĕ хăрушă вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Ачалăхне аса илсен унăн яланах куççуль тухать, иртен пуçласа каçчен аслисемпе танах пĕр татăк çăкăршăн пахчара, хирте ĕçлеме тивнине, выçă хырăма улталама çĕрулми крахмалĕнчен яшка пĕçерсе çини, вĕлтĕренпе пултăран вилĕмрен хăтарнине ăçтан манăн!
Малалла
Виçпӳрт Шăмăршăран вирьяла куçнă Г.М.Алексеева
Виçпӳрт-и унта, Çичĕпӳрт-и,
Тӳре-и е мантăр хӳре —
Вăл мар пире тантăшлăх пӳрчĕ
Вăл мар пĕрле турĕ пире.
Тури, анат енĕ, аначĕ...
Чăваш вăл таçтат та перех.
Чăвашлăх — чĕлхемĕр апачĕ —
Пире чăмартарĕ пĕрле.
Эпир — икĕ ĕмĕр тусанĕ,
Эпир — вăрçăпа ӳснисем...
Чăтни, хурланни манăçланĕ —
Вăйлантăмăр çеç тӳснĕçем!
Юлать пирĕнтен те тĕпренчĕк
Пӳрт-çурт, ывăл-хĕр, кĕнеке.
Тĕнче пирĕнпе те çĕкленчĕ —
Телейлĕ çавна пĕлекен!
2002, çурла, 10.
Юнкă, Коминтерн ялĕ.
Шап-шур кайăксем — юратнă юррăмсем,
Мĕн-ма çунат çапса текех вĕçсе килместĕр.
Асамлă кайăксем, çӳлтен-çӳле вĕçсе,
Мана хăвăрпала вĕçме текех чĕнместĕр.
Сисмерĕм те, çу ăшшине хăваласа,
Кĕр сиввисем ман йăвана та тытса илчĕç.
Ӳстернеччĕ чунра, сиплевлĕ шыв сапса,
Илемлĕ чечексем, вĕсем те шанса пĕтрĕç.
Шап-шурă кайăксем — асамлă кайăксем,
Ăçта вĕçсе кайса, курăнмиех çухалтăр.
Чун-чĕрере ӳстернĕ шура чечексем
Мĕн-ма çапла шанса ытла та час хуралтăр.
Кĕр сивисем, хĕвелсĕр çумăрлă кунсем...
Çапах чун-чĕрере упратăп эпĕ шанчăк.
Иртеççĕ сивĕсем, килеç çурхи кунсем,
Çунат çапса, ман юррăмсем те килĕç шавлăн.
10.09.2007.
Сап-сарă çулçă — çут тĕнчен пĕр пайĕ
Вĕлтĕртетсе, хуллен çĕре ӳкет:
Сар çулçăпа йăлт витĕннĕ шур хурăн айĕ,
Тек ан тăк çулçуна, шур хурăнăм, çитет.
Çук, итлемест ман сăмаха çак йывăç,
Тăкать-тăкать вăл çулçине çĕре.
Эп пуçтарап ун çулçине пĕр ывăç,
Тем пăлханса тапать паян чĕре.
Каласшăн вăл мана: «Кĕрхи çанталăк
Хăй йĕркине тытса пырать çапла,
Сар çулçăран хăйне лартать вăл палăк,
Шап-шур хĕле кĕтсе илет çапла.
Эс ан палхан, часах вĕçсе килеççĕ
Çуркуннене лартса шур акăшсем.
Ун чух каллех тавралăха витеççĕ
Сип-симĕс илемпе çĕн çулçăсем...»
03.09.2007.
Айван, ытла та эп айван.
Урăххипе улăштарас-ши терĕм
Сан çутă сăнарна паян?
Сана манаймасса пĕлмерĕм.
Чăнах, пулмарĕ манасси.
Урăххипе калаçрăм эпĕ,
Анчах янрать те ун сасси,
Эп ăна мар — Сана илтетĕп.
Ак урăххи пăхать куçран.
Анчах епле-ха Сана манăн?
Вăл мар – пĕр Эс кăна ялан
Ман çинелле савса пăхатăн.
Яту та Санăн хитререх,
Чĕлхе çинчен вĕçерĕнесшĕн.
Сана манаймăп ахăртнех,
Анчах мана Эс асилен-ши?
Çутă çăлтăр ятлă питĕ хитре çăлтăр космосра пĕр уçланкăра пурăннă. Вăл тĕнчене тĕрĕслеме тухса кайма шутлать. Мĕнле майпа? Уçланкăпа юнашар пĕр ракета вĕçсе пырать. Çутă çăлтăр нумай шутласа тăмасть, ракета сăмси çине хăпарса ларать. Савăннипе юрласах ярать. Иккĕшĕ пĕрле вĕçсе пыраççĕ. Çĕр çинчи çынсем ку ракета çине тĕлĕнсе пăхса тăраççĕ: хӳринчен тĕтĕм вĕçет, сăмсинчен хĕм сапаланать. Вĕçсен-вĕçсен ракета уйăх çине анса ларчĕ. Çăлтăр ракета çинчен шуса анчĕ, уйăх тăрăх вĕçсе пырать. Чулсем, тусем, хура шăтăксем — пур çĕре те кĕрсе тĕрĕслесе тухрĕ. Уйăх чулне катса илсе кĕсйине чикрĕ те тӳрех шкул ачисемпе тĕл пулăва васкарĕ.
Ачасем çĕлтăра курсан тĕлĕнчĕç, анчах та пачах та хăрамарĕç.
— Уйăх чулне тытма юрамасть, вăл сапаланса кайма пултарать, — ăнлантарать Çутă çăлтăр.
Ачасем ăна итлерĕç, уйăх чулне тивмерĕç.
Шăпах çак кун чăвашсем хăйсен космонавтне, Андриян Николаева, халалласа уяв ирттернĕ. Çăлтăр та космонавтсемпе çак уява хутшăнать. Вăл фокус туса кăтартать, вĕçсе ташласа илет, çутатса сӳнсе илет. Каçхине хулара салют пулать, çăлтăр салютра тӳпене вĕçсе хăпарать те татах малалла çул çӳреве вĕçсе каять.
Георгий Матвеев этнолога
Якур! Сан чаплă кун тĕлне
Эп хатĕрлерĕм-ха сăра та...
Çулу ăнса пырас сĕмне
Ăна сыпатпăр сансăрах-ха.
Çул çӳреме хаваслăскер
Таçти çĕре те ăмсанан-тăр...
Çулу сан такăр та кĕске
Пултăр тесе çеклерĕм алтăр.
2002, çĕртме, 17.
Тĕпчев институчĕ.
■ Страницăсем: 1... 223 224 225 226 227 228 229 230 231 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...