Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Çу хыççăн кĕр килсе шаккарĕ
Сив çумăрпа ман кантăкран.
Выç кашкăр евĕр çил уларĕ,
Кичемлĕх çуратса чунра.
Кĕр хыççăн хĕл те килсе çитрĕ.
Шур мамăк ир те каç вĕçет.
Пĕтĕм тĕнче пĕркенчĕк витрĕ.
Кун хыççăн кун çапла иртет.
Иртет çав вăхăт. Вăл шеллевсĕр,
Пырать хăй майĕпе шуса.
Кашни кунах çапла сисмесĕр
Эпир пыратпăр улшăнса.
Кашни кунпа-çке уйрăлатпăр —
Эс инçерех те инçерех.
Тулта сив юр çĕре шуратрĕ,
Хупларĕ вăл сан йĕрсене.
Улатăрах сив çилĕ, уртăр,
Вăл пурнăçлать-çке хăй ĕçне.
Анчах кĕр çумăрĕ те, юр та
Мантармĕç çĕмĕрт куçсене.
Чăваш пулса, кĕрешĕве çĕкленнĕ
Мăн ламтайсем чылай çул каялла,
Чăваш пулса, тем чухлĕ ĕмĕтленнĕ
Çĕнсе юта, тупма ăраскала.
Чăваш пулса, пуласлăхшăн кĕрешнĕ,
Çĕкленĕ тӳпене чăвашлăха.
Чăваш пулса, тамăрсемпе пĕрлешнĕ,
Пуласлăх панă савнă халăха.
Чăваш пулса, йăла-йĕрке упранă,
Уявсенче те савăннă чунтан;
Чăваш пулса, тăванлăха упранă,
Йăх-шыв чапне яман сĕм авалтан.
Чăваш пулса, чĕлхемĕре упранă,
Тăван чĕлхемăр пулнă чăн сăвап.
Чăваш юррисене савса юрланă,
Паян та эп вĕсемшĕн кĕлтăвап.
Чăваш пулса, эпир телей шыранă,
Саркун çĕршывĕ, тен, пур пуль тесе.
Чăваш пулса, тăшмансене тылланă,
Телей тупассине ĕмĕтленсе.
Кашни терте, хĕн-асапа çĕнтернĕ
Чăваш çынни пулса чăн-чăн чăваш.
Ахальтен мар хăйне «чăн чăващ» тенĕ
Нихçан ниме те парăнман чăваш.
Чăваш пулса, чăваш, ав, парăнтарчĕ
Çӳл тӳпене те чăн-чăн улăпла.
Эппин, туссем, нихçан та манас марччĕ
Малалла
Тĕнчере чăннипех кĕнчеле тĕрлĕрен,
Пĕри лайăх арлать,
Тепри çăм çеç чăмлать.
Самана кăна мар, çыннисем тĕрлĕрен,
Кашни хăй пĕлнĕ пек тĕнчере пурăнать.
Пĕри, кур, хура çăкăр çисен те юрлать;
Теприне шурă çăкăр та пач тутлă мар,
Тарăхса ун пекки такама та варлать,
Ун пекки тĕнчене кӳрес çук пархатар.
Пĕр усалшăн мĕнпур тĕнчене вăрçар мар,
Тĕнчере ырă чунлă çынсем те пайтах.
Çут хĕвел çутипе куллен-кун савăнар,
Сив хĕл хыççăн килет çуркунне васкасах.
Тĕнчере чăннипех тĕрлĕрен кĕнчеле,
Ку вăл чăнлăх, каяймăн тарса чăнлăхран
Кам мĕнле чунлине кашни çын пĕлмелле,
Аякра тăмалла пирĕн пур усалран.
Кĕнчеле тĕрлĕрен чăннипех тĕнчере,
Пĕри лайăх арлать,
Тепри çăм çеç чăмлать.
Пĕр пек чунлă çынсен пулмалла пĕрлĕхре,
Ăраскал та ун чух кирлĕ пек ытамлать.
14.08.2008
Сар хĕвелĕ тахçанах пытаннă. Сарлака ял урамне уйăх çеç çутатать. Унта-кунта çăлтăрсем курăнкалаççĕ. Урампа пилĕккĕн пыраççĕ. Кусем — кӳршĕ ялти асламăшĕ патĕнчен хăнаран килекен ачасем. Тăманкка ялĕнче пурăнать вĕсен асламăшĕ. Ачи-пăчипе мăнукĕсем манмаççĕ ăна, пӳртре, кил картинче, пахчара тирпейлесе пулăшма тăтăш кайса çӳреççĕ. Пилĕк мăнукĕ те унăн çав тери ĕçчен те çивĕч. Акă паян та асламăшне кил-çурта тирпейлеме пулăшса ĕшеннĕ ачасем васкамасăр килелле утаççĕ. Каçхи тӳпене сăнама ачасене питех те интереслĕ, уйрăмах чи кĕçĕннисене — Илюшпа Алюш йĕкĕрешсене.
— Алюш, пăх-ха, мĕн чухлĕ çăлтăр! Эпĕ вĕсене халех пурне те шутласа кăларатăп, кур: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă… — шухăша кайса тăчĕ Илюш.
— Малалла пиллĕк пулать, — аса илтерчĕ ăна аппăшĕ Зина.
— Хам та пĕлетĕп эпĕ, ан чăрмантар, — аллине сулчĕ Илюш, — çĕтерсе ятăн эсĕ мана, халĕ хăв шутласа пар мана çăлтăрсене!
— Илюш, тĕнче уçлăхĕнче темиçе миллиард çăлтăр, эпир вĕсене нихăçан та шутласа тупас çук, — тет Зина.
— Миллиард мĕн вăл? — интересленет Алюш.
— Миллиард вăл — питĕ пысăк хисеп, ун таран шутлас пулсан ыранччен те шутласа пĕтереймĕн, — ăнлантарать Зина.
Малалла
Аякра аслатийĕ кĕрлет,
Çутă çиçĕм çиçет çут хĕç пек.
Урхамахăм, чĕнсе, кĕçенет,
Ыткăнар-ха мала сиккпех.
Хушмав:
Çутă хĕçĕм пур пултăр,
Тăшман пуçĕ çук пултăр!..
Хаяр вăрçă пырать аякра,
Кĕрешеççĕ унта паттăрсем.
Курайманлăх пурнать ман чунра,
Мĕншĕн килчĕç кунта тăшмансем.
Хушмав:
Çук, никам та чĕнмен вĕсене,
Усал çил пек тасалччăр вĕсем!
Паттăрсем, халь çĕклер хĕçсене,
Мулкач чунлă паян тăшмансем.
Хушмав:
Александр Аксара
Юхать Хырла, юхать Пăла,
Юхаççĕ Ункăпа Кĕтне...
Чăвашлăх пур, чăваш пулать,
Памастпăр чăваша пĕтме.
Пурнать Еншик, ӳсет Нăрваш,
Чечексĕр мар-ха ешĕл вар.
Хăватланать анат чăваш,
Хăв Улăп пултăн, Туливар!
Тавах, вăртахăм! Çак шăпа
Яш чух картнипеле пĕр тан.
Çул тилхепи сана — шăпах,
Тасалчĕ Ту шуçлак пăртан.
1998, чӳк, 28.
Чăваш педуниверситечĕ.
Александр Аксара
Эпир те вĕт пуласшăн çынпа тан —
Нуша лавне туртатпăр тăваллах.
Туртми те тупăнать вĕт, тупата,
Те пулăшаççĕ турăпа аллах?
Пире санпа çил çапнă вăхăтра,
Хăпарнă чух ту хысакки çине
Хысна шыçмакĕ — мăкăлти чăваш —
Çапса хăварчĕ тимĕр кӳмипе...
Çапин! Эпир санпа чăтатпăрах —
Пирĕн ыратакан татах та пур!
Çак сăрт çине шалçа çапса хăвар,
Суран çине, эппинччĕ, сур та хур!
Турта хушши лашамăр ăйăр мар —
Çапах тапаçланатпăр тăваллах!
Шуçать ура чулпа та хăйăрпа...
Сăрт тӳпине эпир хăпармаллах!
1982, çурла, 27.
Пултăм-çке пĕррехинче
Марс планета çийĕнче.
Эп туслашрăм Эссипе —
Çав планета хĕрĕпе.
Ак калать Эсси мана:
«Эсĕ пирĕншĕн — хăна.
Хăрама та кирлĕ мар,
Эпĕ саншăн тек ют мар».
Лайăх хĕрача Эсси.
Сире вăрттăн калас-и?
Илсе кайрĕ вăл мана
Тĕрлĕ-тĕрлĕ вырăна…
Эх, унта çĕнни нумай,
Тĕлĕнтермĕшсем чылай.
Эсси улмуççи çинчен
Татса пачĕ шур пиçен.
Вăл чикет пуль тенĕччĕ,
Çук, çемçен çеç перĕнчĕ.
Куртăм хĕрлĕ лантăша,
Тусăм сисрĕ: «Ку — пăшал».
Пăшал тенине илтсен
Чупрăм эпĕ ку çĕртен,
Такăнтăм тĕмескерен…
Эх, вăрантăм тĕлĕкрен.
Эпĕ çăлтăрсем çине пăхса ĕмĕтленме юрататăп. Каçсерен вĕсем тӳпере ялкăшма пуçласан вĕсем çине пăхса тĕлĕнетĕп. Мĕн тĕрлĕ çăлтăр çук-ши пĕлĕт çинче! Хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак, çав хушăрах пурте çап-çутă, кăпăшка юр пеккисем те пур, пурте ман çине тĕлĕнсе пăхаççĕ, эпĕ те хирĕç кулатăп. Сивĕ-ши, ăшă-ши вĕсем? Алла тытса курас килет. Алла кĕмеççĕ çав вĕсем, чăннипе вĕсем питех те пысăк теççĕ, çĕр çинчен пăхнăран çеç пĕчĕк пек курăнаççĕ иккен. Пĕлĕтре çăлтăр нумайланса кайсан вĕсем çĕр çине ӳкеççĕ иккен. Пĕррехинче шăпах çав самант пулнă, ман пуç çине пĕр пĕчĕк çăлтăр сиксе анса ларчĕ те, ман чун савăнса кайрĕ, юрлас килет, ташлас килет, пурне те парнесемпе савăнтарас килет! Эпĕ савăннине кура манпа пĕрле урамри мĕнпур чĕр-чун ташша ячĕ, эх сикетпĕр, эх ташлатпăр, кам мĕнле пултарать, çапла авкаланать, кушакпа йытă, сурăххи те, сысни те, лаши те кунтах. Лаша çине пурте пĕрле хăпарса лартăмăр та хайхи çăлтăр патне хăнана кайса килтĕмĕр, çăлтăрсене питĕ чаплă концерт лартса патăмăр. Вĕсем пире пĕр хутаç эреш парнелерĕç, эрешне хамăр ялти пур çынна та валеçсе парса савăнтартăмăр.
Çăлтăр çĕр çине ӳкнине курсан хăвăн ăшра ĕмĕт каламалла, вара эс ĕмĕтленни пурнăçланать теççĕ ваттисем. Эпĕ те çăлтăр ӳкнине курса çак калав конкурса хутшăнтăр тесе ĕмĕтленсе ĕлкĕртĕм.
Çĕмĕрт тĕслĕ куçсене
Пĕр самант та манаймастăп.
Сан çинчен ялан шутлап.
Чĕрери туйăмсене
Хут çине кăлараймастăп,
Çав кӳрет мана асап.
Тĕксĕм каç çак пӳлĕмре
Шур хута эп варалатăп
Пушă сăмахсем çырса.
Эрнерен иртет эрне,
Саншăн çеç эп тунсăхлатăп,
Вăрттăн куççуле шăлса.
Мĕн çырни — йăлтах суя:
Сăмахпа уçса калаймăн
Чĕрере мĕн пуррине.
Пурпĕр манмăп эп сана.
Çутă ĕмĕтĕм эс манăн,
Чун çунтармăш ĕмĕрне.
■ Страницăсем: 1... 226 227 228 229 230 231 232 233 234 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...