Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ИлемСалампиСуя телейЧакăл-туТăм ӳкнĕ ирÇул хыççăн çулСунарçă халлапĕсем

Юрату чечекĕ


Сап-сар чечек, сар чечек,

Ман юрату чечекĕ;

Сап-сар чечек, сар чечек,

Усал çынсен элекĕ.

 

Эп çак сарă чечеке

Пит юратса ӳстертĕм.

Чăтаймарăм элеке

Куççульпеле йĕпентĕм.

 

Пурĕпĕрех чечеке

Куллен-кунах шăвартăм.

Ĕненмерĕм элеке

Юратăва упрарăм.

 

Сап-сар чечек, сар чечек,

Эс — юрату чечекĕ.

Сап-сар чечек, сар чечек,

Кай эс, çынсен элекĕ.

 

25.08.2007.

«Ешĕл улăхĕ астарчĕ...»


Ешĕл улăхĕ астарчĕ

Кăн-кăвак чечексемпе.

Тусăм чĕрене çунтарчĕ

Хура çĕмĕрт куçсемпе.

 

Чечек татрăм та — вăл шанчĕ

Çурăлса çитичченех.

Туса саврăм та — вăл манчĕ,

Тăрса юлтăм пĕчченех.

 

Ман пуласчĕ кăвакарчăн,

Вĕçеесчĕ тӳпене.

Тек нихçан та курас марччĕ

Çак ултавлă куçсене.

«Шурă юр çине ятна...»


Шурă юр çине ятна

Эп çырса хăвартăм.

Мантăм санăн сăнарна.

Халь ятна та мантăм.

 

Çурхи шывĕ шавласа

Çырмана васкарĕ.

Чунăм юлчĕ пушанса,

Сӳнчĕ пуль кăварĕ.

 

Сив юр выртнă вырăна

Тухрĕ ешĕл курăк.

Пурнăç кĕчĕ таврана,

Эп те халĕ урăх.

Эх, тĕнче-е-е!


Отчечĕсене лайăх йышăннипе савăннă Сергей Алексеевич лӳшкекен çумăра пăхмасăрах урам тăрăх шăхăрса юрласа пырать. Ĕнтĕ йĕпенмен вырăн та юлмарĕ пуль хăйĕн çинче, пурпĕрех ертӳçĕн кăмăлĕ уçă. Ара, кун пек лайăх пулса тухасса шутламанччĕ те вăл. Ĕнер кăнтăрла отчетсем хатĕр маррине пĕлсен çил-тăман кăларнăччĕ ертуçĕ кантурта.

— Укçа илекенĕ пĕр кĕтӳ, çапах ĕçне тĕплĕ тăвакана хунарпа шырасан та тупаймастăн! — хĕремесленсех кăшкăрашрĕ Сергей Алексеевич сĕтеле çапса.

— Çак сăмахсене пурте тивĕç мар-ха та, — лăпкăн кăна сăмах хушрĕ ăна хирĕç кадрсен пайне ертсе пыракан Алина Петровна. — Камăн туса лармалла тет Ингăшăн отчетсене.

Иккĕмĕш çул ĕçлет пирĕн патра. Экономист тивĕçĕсене халиччен те пĕр чĕптĕм те вĕренсе çитеймерĕ. Укçа тӳлесе виçĕ хут сессие кайса килнипе мĕн пĕлĕвĕ пултăр. Унăн бази те професси училищинчи курс анчах. Асăрхаттартăм-çке эп сире ăна ĕçе илнĕ чухне.

Çак калаçăва пĕр чĕнмесĕр итлесе ларчĕ Дмитрий Эдуардович, унтан лăпкăн кăна сăмах хушрĕ:

— Хам пулăшас пуль. Çĕрĕпех ларма тивет паллах. Чирлекелесе тăратăп та. Пулăшасах пулать.

Дмитрий Эдуардович ку кантурта вăхăтлăха анчах ĕçлет. Вăл пенсионер. Тавах турра! Хальхинче отчетсене çĕрĕпе ларса йĕркеллех хатĕрлесе панă.

Малалла

Арăсланпа Сарине


Тĕттĕм каç, çил-тăман айăн-çийĕн

Çавăрать, уласа макăрать.

Кивĕ çурт. Пĕчĕк çеç кантăк витĕр

Ăшă çутă хуллен сăрхăнать.

Çывраймасть-мĕн ача: туйăнаççĕ

Çил-тăман кĕввинче усалсем.

Авă, çурт кĕтесне хыпалаççĕ,

Хăратма пуль кĕресшĕн вĕсем.

Мĕлтлетет сар çурта. Хускалаççĕ

Пур енчен те хура мĕлкесем,

Турчăка та ухват ав тытаççĕ,

Пӳрт тулли, пӳрт тулли усалсем!

Çупăрлать мăнукне ват асламăш,

Йăпатма тыттарать пашалу,

Шыраса ун валли чун кантармăш

Ас илесшĕн юмах-юптару.

 

«Пĕр ялта, çичĕ ту, тинĕс урлă, —

Ват асламăш пуçлать юмахне, —

Пĕр ача кун çути курнă пулнă

Сассипе янратса тĕнчене.

Кунсерен вăй хушса амаланнă

Улăх тăрăх чупса çар уран.

Вун çултан çавăн пек патварланнă,

Хытă тĕлĕннĕ пурте унран.

Вăйĕпе пуринчен те ирттернĕ,

Никама парăнма хăнăхман,

Кĕрешсе те, чупса та çĕнтернĕ,

Пурте чĕннĕ ăна Арăслан.

Кăпăшка çӳçĕсем хумлă-хумлă,

Куçĕсем — йăм-хура хурлăхан.

Пикесен чĕрисем вутсăр çуннă

Малалла

Ӳпкевлĕ сунам


(Ешентей эптере)

 

Эп пултăм аякра. Ĕçлерĕм анатра.

Юратрăм чăваша та тутара.

Хисеп те чыс умра, юлташ та тус çумра

Пулман тени ан тухтăр тутаран.

 

Тăван енче кăна эп ниçталли хăна.

Унти чăвашăн вырăсли паха.

Хурлать килти хăрпан. Ятлать ялти тăван

Вирьял çыннин чăвашлăхĕ сахал.

 

Те чунĕсем кăра. Те ăсĕсем мăка:

Тăванлăхран тăраççĕ хăраса.

Çĕклесшĕн эс ăна. Упрасшăн эс ăна

Пулайĕ-ши, эптерĕм, вăратса!

 

1994, çĕртме, 11.

Хравути поххи.

«Алхаçăн тытăнса утмалăх...»


Алхаçăн тытăнса утмалăх,

Тен, çулĕ çук та — ĕмĕт пур!

Ман ĕмĕте эс асăнмалăх

Мал еннелле кăшт тĕртсе хур...

 

Чараймăпăр — миме мăкалĕ,

Хуралĕ сивĕнсе чĕре:

Пĕчикçĕ пурнăçăн мăскалĕ

Пурне те вырттарать çĕре.

 

Эпир те кайăпăр, тăванăм,

Ӳпкелемесĕр ĕмĕре...

Эп мĕн ĕçлем, эс мĕн тăвайăн

Пулăшмасассăн пĕр-пĕрне?

 

Утар-ха иккĕн юнашаррăн,

Тирпейлĕн кӳлĕнер ĕçе.

Кĕрлетĕр хăш-пĕри хăр-харрăн

Пĕлмесĕр пирĕн тивĕçе...

 

1987, кăрлач, 22.

П.Хусанкай ячĕллĕ кермен

«Шырлан пуçне тултарнă чул пек эпĕр...»


ЧР Çутĕç тӳрин çумне А.П.Никитина

 

Шырлан пуçне тултарнă чул пек эпĕр

Çĕн çул айне выртар пуль чулланса:

Тумхах та лакăм-тĕкĕм тĕпленмесĕр

Тухаймĕ чăваш лавĕ тапранса.

 

Тухма чан çапрĕ. Тапранар, тăванăм!

Çулне те, кĕперне те хывмаллах —

Хамăр алпа хамăр тытса тумасăр

Туса памасть ни турă, ни аллах.

 

1986, çĕртме, 20.

Хитре кĕпе çĕлерĕм


Пĕр каçхине эпĕ тула тухрăм. Каçĕ лăпкă, хушăран çеç тӳлек çил вĕркелесе питрен ачашласа илет, çӳçе лăпкать. Пĕлĕт çинче çăлтăрсем нумай. Манăн вĕсене тытса пăхас килчĕ. Нумай шутласа тăмарăм, пĕлĕт çине пусмапа хăпартăм та вунă çăлтăр татса илтĕм. Эпĕ аппаланнă хушăра пусма тайăлса кайрĕ те çĕр çине ӳкрĕ. Çĕр çине епле анас? Çăлтăрсене пĕрле чăмăртаса тытрăм та Çĕр çинелле вĕçсе антăм, çăлтăрсем Çĕр çине хăш-пĕр чухне вĕçсе аннине курнăччĕ, çавна аса илни мана пулăшрĕ те! Киле çитсен çăлтăрсене тумбочкăна пуçтарса хутăм. Çав каçхине пĕр тĕлĕк курмасăр çывăрнă. Тепĕр кун тăнă-тăман çăлтăрсенчен мăй çыххи тума шутларăм. Питĕ чипер кĕпе çĕлерĕм, мăя йăлтăркка шăрçа çакрăм. Тепĕр кунхине анне валли те хитре кĕпе çĕлеме шутларăм.

Анчах та тепĕр каç çăлтăрсем пĕлĕт çине тухмарĕç. Пусма тăрăх темĕн чухлĕ чупрăм, чупса та ывăнтăм, çăлтăрсем тӳпере курăнмарĕç. Çав тери пăшăрхантăм. Тепĕр ир çумăр çума пуçларĕ, кунĕпе çумăр çуса тарăхтарчĕ. Каç пуласпа аранах çумăр лăпланчĕ, çанталăк юсанчĕ.Эпĕ йăлтăркка кĕпепе урама тухрăм. Пăхрăм та тӳпере çăлтăрсем каллех нумай. Туссене курнăнах туйăнчĕ, савăнсах кайрăм. Хам çине пăхрăм та ман йăлтăркка кĕперен ним те юлман!

Малалла

«Кĕрхи сив çил те сӳнтермерĕ...»


Кĕрхи сив çил те сӳнтермерĕ,

Шăнтмарĕ ман чĕре вутне.

Сӳнтерме мар, татах çĕклерĕ,

Вăйлатрĕ вăл ун хăватне.

 

Сив хĕл те çитрĕ. Тусăм, пурпĕр

Тухмастăн эсĕ асăмран.

Йăлтах сиплет, теç, вăхăт-тухтăр,

Çук, ӳт илмерĕ ман суран…

■ Страницăсем: 1... 225 226 227 228 229 230 231 232 233 ... 796