Уках хурăнĕ


— Çакăн пек ирĕккĕн урама тухса ларасси çинчен те шутламан ĕнтĕ,— терĕ Укахви.— Çак та тем пахиех...

Виçĕ хĕр-тантăш пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнсе вăрах вă-хăт чĕнмесĕр ларчĕ. Хĕветли кĕтмен çĕртен нăшăклатса илчĕ. Укахвин те ним сăлтавсăрах куçĕ нӳрелме хăтла-нать. Анчах ăна каллех шăпчăк юрри чарать: «Укахви, Укахви!.. Чарăн, чарн, чарн, чарн! Халлĕ вăл, халлĕ вăл!.. Чăп-чăп-чăп-чăп!.. И-и, чăтăмсăр!»—тет шăпчăк виçĕ çул каяллахи пекех. "'

Чи малтан Ольга пуçне çĕклерĕ.

— Çапах та кĕтсе илтĕмĕр,— терĕ вăл.—Кĕçех ак савнисем таврăнĕç, алсăр-урасăр пулсан та... Пуç сывă пултăр çеç...

— Укахви,— терĕ Хĕветли,— эсĕ хытах сывмар теç-çĕ-и çак?..

— Ентĕ мĕн чухлĕ сĕлкĕшлĕ шывра чакаланман,— пă-шăрханса каларĕ Олыа.— Мĕн чухлĕ юрлă-юпăнчăллă çанталăкра...

— Кай, Ольга... Тархасшăн ан асăн-ха,— пӳлчĕ ăна Хĕветли.— Аса илсен чун çӳçенет. Сывлăхна упра, Уках-ви. Йывăрах пулсан—больницăна кайса вырт. Коля та чĕрех пуль-ха, ыран-паян персе çитĕ ак.

Укахви çакна хирĕç темĕнле хурлăн каласа ячĕ:

— Каччă кĕтсе ларасси иртрĕ пулĕ ĕнтĕ манăн...

— Кай, Укахви! Ытла шанчăксăрла ан пупле-ха. Ма çапла калатăн-ха?

Укахви хăйĕн тĕп хуйхине пытарса пачах урăх япала каласа хучĕ.

— Ара ĕнтĕ,— терĕ вăл такăнкаларах,— ырринех са-хал куртăмăр та... Вăрçă чăн-чăнах чарăннă тенине те ĕненессĕм килмен пек. Темĕнле çывăрмасăр курнă тĕлĕк пек туйăнать.

— Коля таврăнмасăр та ĕненместĕн ĕнтĕ эсĕ.

— Темле. Чун татса калаçман. Хăй те улшăнчĕ-тĕр, ютшăнчĕ те пуль. Таврăнсан туслă пуласси те — ик те-лейлĕ.

^ Ытлашши ан тусăн-ха, Укахви. Санăнни пек каччă çăмăл ăслă мар вăл. Пуçа илнине тăватех... Манăн ав пит ăнтăллă яшах пулмарĕ те,— шансах пĕтерейместĕп. Теп-лерен пĕрре хыпар ярать.../'

Хĕрсем çапла хура çĕрлечченех калаçса ларчĕç те ав-тансем çур çĕр авăтсан килĕсене кĕме тапранчĕç.

Ольгăпа Хĕветлин ыран каллех ялтан пĕр çитмĕл-са-кăр вун çухрăма вăрман ĕçлеме каймалла иккен.

— Сана та пирĕнпе ярасшăнччĕ,— терĕ Хĕветли.— «Вăл ахаль пăлахая перет, канаса кайрĕ»,— тет сан çин-чен паян Сахрун арăмĕ...

Укахви куна илтсен шартах сикрĕ. Кăмăлĕ хуçăлчĕ:

— Ах, шеремет чĕлхисем!—терĕ вăл сасартăках хал-тан кайнă евĕр.— Ма пуплеççĕ-ши чуххăм. Мĕн чухлĕ чун-на хытарса, шăлна çыртса ан тӳс — сулăиа панине таш-ланçи туса, макăрас килнине кулам пек туса... Татах çа-вăн пек йывăр ят илтсе лар... Тăрăнса анмасăр та ĕнен-меççĕ пуль çав...

 

8

Шинельне тăхăнчĕ пуль,

Кутамккине çакрĕ пуль;

Вăрçа кĕрсе, хыт аманса,

Асапланса выртрĕ пуль.

Халăх юрринчен

 

Укахви çĕр çывăраймарĕ: ал хурси те, хул та ыратать, шăмă сăслать. Кунсăр пуçне тата чĕре çинче тем йăшкаса тăрать: хăрушăскер, хатарлăскер.

Укахви хĕвелчченех тăрса ĕне суса кĕчĕ, сĕтне сĕрчĕ. Хăрах алăпа çеç сунипе вăрах ларчĕ вăл ĕне айĕнче. Сулахай алла çĕклесенех çатăр-р ыратса чунах пырса тиврĕ. Куçĕ те унăн, ыйхă татманнипе, юнăхса тăрать.

— Ĕне темскер сĕт тартрĕ паян,— каларĕ Укахви пӳрте кĕрсен,— ним чухлĕ те антармарĕ.

— Пăрупа икĕртмерĕн пуль,— терĕ амăшĕ.

— Пăрушĕ пехлерĕ-ха вăл. Кĕтӳре курăк çук,— тавăр-чĕ Укахви.— Çав вăрман хĕррисенче сĕтеклĕ-ха та. Малаш-не çавăтса çитерме каймалла мар-и тетĕп. Алă час тӳр-ленмесен, тен, ĕне çавăтса çӳрекеленинчен кăшт пайти пулĕ-и манран.

Амăшĕ кăн-н пăхрĕ: «Çула çитнĕ хĕр ĕне çавăтса çӳре-ни килĕшет-и?»— тесшĕнччĕ пулас,— чĕнмерĕ. Вара вăл хĕрĕ хăйĕн чирĕ пирки тем пытарса тăнине чухласа илчĕ.

— Эсĕ юсанать темерĕн-и?— ыйтрĕ вăл асăрханса.

— Юсанĕ-ха та...

Укахви сăмахне каласа пĕтермесĕрех кĕтӳç какăрĕн сассине илтсе пӳртрен тухрĕ те выльăхсене ял вĕçне пу-хăнакан кĕтĕве хăваласа кайрĕ. Кĕтӳ ярса таврăнсанах вăл ĕçе кайма пуçтарăнчĕ.

— Çимесĕрех каятăн тем? Енер те хĕлхем ăша ямарăн. Укахви апат анман çĕртенех, амăш кăмăлне, кăвас икерчи хуçса илчĕ. Амăш кунта та пăшăрханма пăрах-марĕ. Канăçсăр шухăш пусрĕ ăна: ахаль мар апат та ан-масть-ха унăн.

— Еçне больницăран хут пур çĕртех тухмасан та пы-ратче-и,— терĕ вăл çапах та лăпкăн.

— Ял çинче пăлахая перет теççĕ тет ав,— каларĕ Укахви.

— Кам калать?.. Сахрун арăмĕ-и? Çынна çимесĕр сă-мах тупаймасть ĕнтĕ çав. Ак ăс-пăс! Хĕр ачи ахаль пĕр вырăна çиччĕ пусать... Курам-ха эп ăна пĕрре!

— Хушша-хуппа ан кĕр, анне. Хăлха хăнăхнă ĕнтĕ.

Килте ларсан чун канмасть хамăн та. Çынсенчен катăк пек.

Амăшĕ киле пĕччен юлсан кĕпе кивме кайма хатĕр-ленчĕ. Кĕпе валашки пĕве хĕррине кайса лартрĕ, кĕвенти-сене леçрĕ, вара кĕлпе кĕлернĕ миххисене, тăлисене илме тепре хутларĕ.

Ялта çын сасси илтĕнмест, Тури пĕве хĕрринчен çеç такам лаптак тукмакпа кĕпе çапса яла янратать. Тата урама кăларнă чĕчĕ пăрушĕсем хĕвел ăшшипе савăнса каçăхсах кайнă та хӳрисене тăратса, тапхăр-тапхăр кил-петсĕррĕн мĕкĕрсе ярса, тĕр те тĕр каллĕ-маллĕ ĕрĕхсе чу-паççĕ.

Карчăк, хăй те уçах мар кăкăрлăскер, каллех хĕрĕ пир-ки шута кайрĕ.

«Çак чиртен çăлăнса юлсан хăй те ӳлĕм сыхланул-лăрах пулĕччĕ. Самана хушши чипер тăрă тăрсан пурнăçĕ майлансах каймалла-ха. Хĕрне качча та памалла пулĕ. Çав Колиех тĕрĕс каччăччĕ те. Укахвие арăм тумах уйлатчĕ. Çипуçне те пăхса тăмастчĕ пуль... Çапах хĕр япа-лине хатĕрлемелле-ха. Таврашлă хĕре никам та хирĕçех пулакан мар. Кĕркунне çав сыснана пусса сутсан — хура кĕрĕк çĕлетсе парас, хăнтăрĕсем янтă, йывăç çăвĕ те пур... Çипуç ырă пулсан çын кирек ăçта та хăюллă. «Таса тум-ланнă çынсем умĕнче ухмаха перетĕп те — тăратăп варă»,— тет шеремет хĕрĕ. Сывалĕ-и-ха ĕнтĕ. Çамрăкăн унăн ма-лалли ĕмĕтлĕ...»

 

* * *

Кăнтăрлаччен ӳркевлĕн те ерипе шунă хĕвел кăнтăрла иртсен васка пуçларĕ.

Кăнтăр апачĕ хыççăн ĕçе пуçăниччен çынсем, яланхи пекех, тĕрлĕ сăмах-юмах хускатрĕç.

Ытларах ваттисен кил-çурт, ĕç-пуç калаçăвĕ çиелте.

— Çичĕ пуслăх ача тарăхтарать,— тет пĕри выльăх-чĕрлĕх пирки сăмах хускалсан.— Кĕтĕве ярас — курăкĕ çук. Вăрман таврашĕнче пур та — мăн çыннăн сĕтĕрĕнсе çӳрес пулать.

Пĕри кинĕсене ӳпкелет:

— Анмарĕç çав кинсем... Ахаль каламаççĕ, кин ăш-ши — кипке ăшши тесе. Сĕтел умĕнчи çын пулман унта кайсан. Хăй-сем килсен вут пек сăра ĕçтеретĕп. Кукăль-çăмахĕ ĕмсе ямалла...

— Сан çапах кинӳсем-тăванусем нумай-ха. Тăван тă-валлах туртать вăл. Пырать-ха килех тăраççĕ. Пирĕн кам

çине таянас? Упăшка таврăнмарĕ, ывăл çухалчĕ,— тавă-рать ăна Коля амăшĕ.— Кин кĕртсе те пулмарĕ ав...

Укахви Коля амăшĕнчен ним йӳн-йӳтĕмсĕрех вăтанать. Коля çине çитни ăна хăй пирки калаçнăнах туйăнать, халĕ те вăл пит пĕçерсе килнине сисрĕ.

Коля амăшĕ те Укахвие юратать. «Эх, кин тăвасчĕ-ха ман сана»,— тет вăл, Укахви хăйсем патне пырсанах. Хăй, юмартскер, темĕнле васкамалла чух та апат лартмасăр ямасть.

Çак вăхăтра уя почтальон килчĕ те хаçатсем, çырусем валеçсе пачĕ, унтан çынсене шартах сиктерсе хĕрарăм кăшкăрса ячĕ.

— Коля! Колька! Сывă!.. Çыру çырса янă!.. Хĕрарăм аллипе хăлаçланса кăшкăрчĕ çакна. Вара çă-

мăлланса урипе тапрĕ:

— Э-эй! Ман мĕн кулянас тек!

Вăл вара çерем çине шăкăрах ларса тухнă хĕрарăмсене йĕркерен тыта-тыта тӳнтерме тытăнчĕ. Хĕрарăмсем те са-вăнчеç.

— Халлĕ, халлĕ... Сывах эппин?

— И-и, пирĕн кин яшлансах кайрĕ!

— Ватă-и эп халь?—хăпартланчĕ Коля амăшĕ.— Шу-хăш ватăлмасть, шăм-шак çеç ватăлать!.. Ывăл чĕрех халь! Ма пурăнас мар!..

Çакăн хыççăн хĕрарăм сасартăк шăпланса çырăва кă-кăрĕ çумне чăмăртама, чуп тума пуçларĕ, унтан çĕре ху-çăлса анчĕ те макăрса ячĕ. «Ывăлăм, ывăлăм! Чĕрĕ-им эс...»— пăшăлтатрĕ вăл.

— Хутне эс вуламасăрах ан лутăркаса пĕтер-ха,— терĕ тахăшĕ ун аллинчи çырăва илсе.— Ха, йĕпетсе пĕтернĕ, эккея...

— Кӳр,— терĕ Коля амăшĕ çырăва туртса илсе.— Укахви! Кил кунта. Вуласа пар, Укахви! Кин кĕртетĕп халь! Укахви пулать ман кинĕм—урăх никам та мар!

Укахви хĕп-хĕрлĕ пулчĕ. Хăй çапах та конверта илчĕ те типтерлĕ уçрĕ. Вуланă чух сасси унăн тытăнчĕ. Çырăва вăл пĕр вырăнта сиктерсе хăварнине шута илмесен кăл-тăксăр майлах вуласа пачĕ, анчах сиктерсе хăварнă йĕрке-семшĕн ăна тепĕртакран ытларах та намăс турĕç.

— Э-э, кунта çуррине сиктерсе хăварнă вăл,— терĕç хĕрарăмсем.

— Хăй çинчен çырнине сиктернĕ...

— Вулăр сасăпа!

Ик-виç хут вуласа пачĕç Укахви çинчен çырнине. Ун çинчен пĕтĕмпе те çакă çеçчĕ:

«...Укахвй мĕнле пурăнать-ши? Качча кайман-и? Хам таврăниччен тархасшăн пăхса усрăр ăна, качча илсе ан кайччăр».

Коля темĕнле уйрăм сăлтавсене пула халех киле таврă-нас çукки, ун патне пит тăтăш çыру çырма та юрасах кайманни çинчен çырнă. Анчах ку — ĕçĕн тĕрĕсне тĕпчесе пĕличчен çеç çапла иккен. «Шансах тăрăр, манăн чĕрем çинче пĕр чĕптĕм те хура тумха çук, таврăнатăпах» тесе вĕçлет вăл çырăвне.

Çакăнтан вара çыру вулакансем акă мĕн тавçăрса илчĕç.

Коля тыткăна лекнĕ ахăр. Вăл мĕнле майпа унта лек-нине тĕрĕслеççĕ пулас.

Ку пит тӳррех килмен. Коля малтанах тыткăна лекмен пулнă. Тăшман ункинчен хăтăлас çуккине пĕлсен вĕсен отделенийĕ партизана кайнă. 1945 çул пуçламăшĕнче тин вăл тыткăна лекнĕ.

 

9

Ума çакрăм ик саппун —

Хурипеле шуррине:

Хури — хуйхă пуçтарма,

Шурри — шухăш пуçтарма.

Халăх юрринчен

 

Çулсеренех тĕрлĕ чечек шăтать, тата çав пĕлтĕрхи-ви-çĕм çулхи чечексемех: чапăр курăкĕ, сар чечек...

Çынсем хушшинче те «çуркунне çитсен» çĕр çине «пĕл-тĕр-виçĕм çул» çуралнисем пеккиех çуралать пулмалла. Анни, Хĕветли, Укахви...— тахçан пĕрре çĕр çине килсе кайнăскерсемех.

Укахвисем, çулсерен шăтакан мăкăнь пек, яланах çуралма кирлĕ.

Харпăр чечекĕнех хăйĕн тĕсĕ, çулçи, çеçки, хăнăхăвĕ, чăтăмĕ пур. Укахвисен те çаплах. Укахвисем сăнĕпе те ну-май чух пĕр сăнарлăрах. Пĕр-пĕр пĕрешкел çĕрте çуралса ӳссен, пĕрешкел хура-шур курсан — вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме те хĕн пуль: чăтăмĕ те, кăмăлĕ-хевти те пĕ-решкелех пулĕ, çавна май вара кун-çулĕ те пĕр евĕрлĕрех шăвĕ вĕсен, пĕр евĕрлĕ вĕçленĕ те...

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Краснова Л. Г. (2020-04-24 14:44:48):

кашни вуламассерен куççуль юхать

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Тинеспи (2021-04-15 18:18:23):

Мĕн тери вирлĕ çырнă, кашни сăмахĕ чуна хускатать, шухăша ярать, мирлĕ пурăнма чĕнет...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: