Том Сойер темтепĕр курса çӳрени


Томсен пĕтĕм класĕ, юри суйласа пухнă пекех, канлĕхсĕр, шавлакан класс пулнă. Урок ыйтма пуçласан, арçын ачасенчен нихăшĕ те урокне кирлĕ пек вĕренменни палăрнă, кашни ачанах пирвайхи йĕркерен пуçласа юлашки йĕркине çитичченех вăрттăн каласа пымалла пулнă.

Кирек мĕнле пулсан та, вĕсем çапах та темĕскер лăпăртаткаласа каларĕç, кашнинех вара уншăн пĕчĕк кăвак билет парнелерĕç, библири икĕ çаврана пăхмасăр калама вĕренмĕшĕн кăвак билет параççĕ. Вунă кăвак билет пĕр хĕрлĕ билетпа танлашнă, ăна çав билетсемпе улăштарса илме юранă; вунă хĕрлĕ билет пĕр сарă билетпа танлашнă; вунă сарă билетшĕн вара директор питĕ хытă тăрăшнă ачана ахаль хуплашкаллă библи панă. (Çав пурăнма хĕнех мар вăхăтра вăл библи хĕрĕх цент çĕç тăнă.)

Доре художник ӳкернĕ картинăллă библи паратпăр тесен те, икĕ пин çаврана пăхмасăр калама вĕренмешкĕн ман вулакансем хушшинче миçе çыннăн вăй-хал, тӳсĕмлĕх çитĕччĕ-ши? Мэри ав çавăн пек майла икĕ библи туяннă — ăна икĕ çул хушши питĕ тăрăшса вĕреннĕшĕн панă. Пĕр нимĕç ачи тата тăватă е пилĕк библи туяннă. Пĕрре вăл нимĕн такăнмасăр, йĕркипе виçĕ пин çавра каласа панă. Анчах тăнпуçа çав тери хытă ĕçлеттерни ăна пĕтерсе хунă, çав кунтанпа вара вăл йăлт ухмах пулса юлнă. Ку ĕнтĕ шкулшăн пысăк инкек пулнă, мĕншĕн тесен ĕлĕк, чаплă кунсенче, урăхла каласан, халăх нумай пуçтарăннă чухне, директор яланах (Том калашле) çав ачана чĕнтерсе кăларнă та «пырши татăличченех» мекĕрлентернĕ. Шкул ачисенчен пĕр аслисем çеç хăйсен билечĕсене пуçтарса усранă, библи илесчĕ тесе, вĕсем çеç нумай вăхăт хушши тăрăшса вĕреннĕ, — çавăнпа та ун пек парне парасси сайра хутра çеç пулкаланă, вăл паллă тума тивĕçлĕ япала пулнă. Томăн ăспуçĕ, тен, нихăçан та ун пек парне илесшĕн пулман пулĕ, анчах унăн пĕтĕм ăшчикки çав парнене илсе мухтава, чапа тухасшăн тахçантанпах çуннă ĕнтĕ.

 

Шăпах каланă сехетре директор, хăйĕн аллине кĕлĕ кĕнеки тытса, кафедра умне тухса тăчĕ. Унăн шĕвĕр пӳрни кĕнекери страницăсем хушшинче. Вăл хăй калакан сăмахсене пите хытă тимлесе итлме хушрĕ.

Юрăçă концертра тухса хăй пĕччен юрă юрланă чухне унăн аллинче нотăсем пулнă пекех, вырсарникунхи шкулăн директорĕ хăйĕн яланхи кĕске сăмахне каланă чумне те унăн аллинче кĕле кĕнеки пулатех. Кĕнеки ăна мĕн тума кирлине ниепле те ăнланма çук: çав асап куракан çынсенчен нихăшĕ те кĕлĕ кĕнекине те, нотисене те нихăçăн уçса пăхмаççĕ.

Директор — пĕр вăтăр пилĕк çула çитнĕ килĕшӳсĕр çын. Качаканни пек сухалĕ унăн хăйăр тĕслĕ, кĕске кастарнă çӳçĕ те çавăн тĕслех. Крахмалпа хытарса лартнă çухин çӳлти хĕррисем хăлхи çумне сĕртĕннĕ пекех курăнаççĕ, çухийĕн шĕвĕр вĕçĕсем çăвар кĕтессисем патĕнче тенĕ пек хуçланнă та малалла кăнтарса тăраççĕ. Вăл çуха вара хӳме пекех туйăнать, çавăнпа та директор ирĕксĕрех пĕрмай малалла çеç пăхма пултарать, аяккалла пăхас тесен, унăн пĕтĕм пĕвĕпе çаврăнма тивет. Унăн янахĕ банк билечĕ пекех сарлака та вăрăм галстук çинелле тайăннă, сылтăмалла та, сулахаялла та сарăлса тăракан галстукĕн вĕçĕсене питĕ вăрăм шерепепе илемлетнĕ. Унăн атă сăмсисем çавăн чухнехи модăпа, коньки пек, питĕ çӳлелле таврăнса тăраççĕ, — ун пек пултăрччĕ тесе, çамрăк çынсем вăл вăхăтра питĕ хытă тăрăшнă: сехечĕ-сехечĕпе стена çумĕнче ларса, хăйсен атă-пушмак сăмсисене стена çумне пăчăртаса тытса тăнă. Уолтерс мистерăн сăнĕ-пичĕ питĕ тарăннăн шухăшлакан çыннăннии пекех курăнать, чунĕ унăн тӳрĕ кăмăллă пулнă. Таса япаласемпе вырăнсене вăл питĕ аван уянă, вĕсене пурнăçри мĕнпур япаласенчен уйрăм шутланă. Çавăнпа та вырсарникунхи шкулта сăмах тухса каланă чухне унăн сасси расна майлăран янранă, ахаль кунсенче ун пекки вуçех пулман. Директор хăйĕн сăмахне çапла пуçласа ячĕ:

— Халĕ ĕнтĕ, ачасем, эпĕ сире пĕр-икĕ минут хушши май килнĕ таран тӳрĕ те шăп ларма тата хăвăрăн мĕнпур тимлĕхĕрпе манăн сăмаха итлеме ыйтасшăн. Ак çакăн пек. Лайăх арçын ачасемпе хĕрачасен хăйсене хăйсен çавăн пек тытмалла çав. Эпĕ куратăп: пĕр пĕчĕк хĕрача чӳрече витĕр пăхса ларать. Эпĕ таçта йывăç çинче ларатăп та пĕчĕк кайăксене сăмах калатăп тесе шутлать пулĕ вăл хĕрача. (Ырласа хи-хи! тесе кулни илтĕнчĕ.) Эпĕ сире каласшăн: хамăн умра çавăн чухлĕ савăнăçлă, тап-таса, пĕчĕк ача пит-куçĕсене курсан, манăн кăмăл питĕ савăнать, вĕсем ырра, чăнлăха вĕренесшĕн çак таса стенасем ăшне пуçтарăннă.

 

Тата малалла та çавăн йышшиех каларĕ вăл. Кайран мĕн каланине асăнмасан та юрать. Директор хăйĕн пĕтĕм сăмахне нихăçан улшăнман пĕр калăппа калăпласа каларĕ, çавăнпа эпир ăна пурте ахалех те пĕлетпĕр.

Çав сăмахăн юлашки пайне каланă хушăра усал арçын ачасем хушшинче тӳплешӳсем тухкаласах тăчĕç. Ачасем хăйсен вырăнĕсенче сиккелесе ларчĕç, пĕр-пĕринпе пăшăлтатрĕç. Çав шав хумĕсем вара вăхăчĕ-вăхăчĕпе, чул сăртсем пекех, ниçталла пăрăнмасăр ларакан Мэрипе Сид патнелле те пыра-пыра çитрĕç. Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаçасси-тăвасси йăлтах чарăнса ларчĕ, вăл хăйĕн сăмахне вĕçленине ачасем питĕ шăппăн та хытă тав туса кĕтсе илчĕç.

Ачасем ытларах пăшăлтатса калаçса хăтланни çав шкула курма тесе çынсем пынипе те çыхăннă, — ун пек япала шкулта сайра хутра çеç пулкалать, — Тэчер адвокатпа пĕрле пĕр кăвак çӳçлĕ начаркка старик, пит çамрăках мар, хитре, пăлатна джентльмен тата пĕр чаплă дама (паллах, джентльменăн арăмĕ) пырса кĕчĕç. Дама пĕр хĕрачана çавăтнă. Том хăйĕн айăпне туйнипе, хăйне питех лайăх мар пулнипе вырăнта лара-тăра пĕлмерĕ. Вăл Эмми Лоренс куçĕпе тĕл пулма хăяймарĕ, Эмми йăвашшăн та ачашшăн пăхнине хирĕç пăхмашкăн пултараймарĕ. Шкула пырса кĕнĕ хĕрачана курсан, Томăн чунĕ питех савăнса кайрĕ. Вăл çавăнтах мĕн вăй çитнĕ таран темтепĕр хăтланма тапратрĕ: арçын ачасене чышкаларĕ, çӳçĕсенчен туртрĕ, пит-куçĕпе мăшкăла-мăшкăла кăтартрĕ, пĕр сăмахпа каласан, — хĕр чунне мĕнле илĕртме пулать, хĕр мĕне ырлама пултарать, çавсене пурне те тума тытăнчĕ Том. Çак самантра ун савăнăçĕ çумне пĕр лайăх мар япала пырса пĕрлешрĕ: вăл хăй садра, ангел чӳречи патĕнче, мăшкăл курни çинчен астуса илчĕ. Анчах çак асаилĕве йăшакан хăйăр çине çырса хунă теме пулать. Томăн савăнăç юхăмĕсем ăна йăлтах çуса ячĕç.

Хăнасене хисеплĕ вырăна кĕртсе лартрĕç. Уолтерс мистер, хăйĕн сăмахне каласа пĕтерсенех, хăнасем камсем пулнине шкул ачисене пĕлтерчĕ.

Арçынĕ ытла та чаплă çын — округри судья иккен. Çавăн пек чаплă çынна ачасем нихăçан та курман; вĕсем ун çине пăха-пăха тĕлĕнчĕç, ăна та ытти мĕнпур çынсемпе пĕр пек йышши япаларанах тунă-ши тесе ыйтрĕç пĕр-пĕринчен. Вĕсем судья епле мĕкĕрнине илтесшĕн çунчĕç, анчах вăл мекĕрсе ярасран питĕ шикленчĕç. Вăл Санкт-Петербургран çирĕм милре ларакан Константинополь1 хулинчен килнĕ, çавăнпа та вăл çул çӳресе тĕнче курнă тесе калама пулать ĕнтĕ. Вăл хăйĕн куçĕпех округри суд çуртне курнă, çав çурт тимĕртен, тет. Çавăн пек шухăшласа вăл çынна темĕн вырăннех хуни ачасем куçĕсене чарса пăрахса шăп-шăпах ларнинчен палăрчĕ. Вăл çын аслă судья Тэчер, хăйсен хулинче адвокатра тăракан Тэчерăн тăванĕ пулнă. Пĕтĕм шкул ачисем ăмсанса пăхса тăччăр тесе, Джефф Тэчер çавăнтах хăй пиччĕшĕ пулакан аслă çынпа пĕр тан пек калаçкаламашкăн малалла утса тухрĕ. Хăйĕн юлташĕсем пăшăлтатнисене илтме пултарас пулсан, вăл сăмахсем уншăн питĕ тутлă музыка пекех пулнă пулĕччĕç.

— Пăх-ха, Джим, вăл унталла каять! Пăх-ха, тетĕп! Акă вăл ăна алă парать... Авă мĕнле! — алă парать! Мур илесшĕ, санăн та Джефф вырăнĕнче пулас килетчĕ пулĕ? — тесе пăшăлтатрĕç юлташĕсем.

Уолтерс мистер хăйне майлă «мухтанса хăтланчĕ», вăл, хăй ĕçченнине палăртса, чупкаласа çеç тăче: кам çине мĕн тиентерме пулать, кашнинех вăл канашсем парса, ĕç хушса, приказсем парса тиентерсе çеç тăчĕ.

Библиотекарь та «мухтанса хăтланчĕ»: çĕклемĕ-çĕклемĕпе кĕвене йăтса каллĕ-маллĕ чупкаларĕ, шутсăр тăрăшса, шавласа, чупкаласа çеç çӳрерĕ.

Çамрăк учительницăсем, ачасем патнелле ачашшăн тайăлса тăрса, хăйсене майлă «шухăшлареç», — унччен пăртак малтантарах çав ачасенех вĕсем чĕпĕтнĕ, хăлхисенчен туртнă, — халĕ ĕнтĕ вĕсем итлемен ачасене кулкаласа çеç лайăх пӳрнисемпе юнаса каларĕç, итлекеннисеме пуçĕсенчен ачашласа шăлчĕç.

Çамрăк учительсем хăйсен влаçне палăртса ятла-ятла илнипе, ырă дисциплина тунипе «мухтанчĕç». Пĕтĕмпе каласан, арçын учительсемпе хĕрарăм учительсем пурте тенĕ пекех кафедра таврашĕнче кĕнекесем патĕнче ытларах çӳрекелерĕç.

Хĕрачасем, хăйсен черечĕпе, тĕрлĕ майлă «мухтанса хăтланчĕç». Арçын ачасем вара çав тĕлĕшпе тăрăшмаллипех тăрăшрĕç: сывлăшра çапăçу çинчен пĕлтерекен сасăсем илтĕнсех тăчĕç. Чăмланă хутран тунă шариксем вĕçкелесе тăчĕç.

Çак мĕнпурри хушшинче вара çемçе пукан çинче ларакан аслă çыннăн кĕлетки ăраснах çӳллĕ курăнса тăчĕ. Вăл судья пек çӳлтен çеç пăхса кулнипе шкула çутатса, хăйĕн чаплăлăхĕпе ăшăнса ларать тейĕн, мĕншĕн тесен вăл та хăйне майлă «мухтанать».

Уолтерс мистерăн савăнăçне пĕтĕмпе тăрласа çитермешкĕн пĕр япала çеç çитеймерĕ: вăл хăйĕн чаплă хăнисене тĕлĕнмелле тăрăшса вĕренекен ача кăтартасшăн çунчĕ, чи тивĕçлĕреххисене библи парасшăн пулчĕ. Шкул ачисенчен хăшĕ-пĕри темиçешер сарă билет пуçтарса çитернĕ пулсан та, ун кăмăлне тивĕçтерекенни тупăнман: директор лайăх вĕренекенсене ыйтусем парсах тĕрĕсленĕ. Ах, çав нимĕç ачине каллех лайăх тăнпуç тавăрса парасчĕ, уншăн директор нимĕн те хĕрхенмĕччĕ. Унăн пĕтĕм шанчăкĕ çухалнă тапхăрта Том Сойер малалла тухса тăрать те пĕр купа билет: тăхăр сарă билет, тăхăр хĕрлĕ тата вунă кăвак билет кăларса кăтартать, хăйне уншăн библи пама ыйтать.

Ку ĕнтĕ тăп-тăрă пĕлĕт çинчех аслати кĕрлесе янă пек пулчĕ. Уолтерс мистер Сойер çине тахçанах ĕнтĕ алăпа сулнă: çитес вунă çул хушшинче те унтан нимĕн тулкки те курас çук тесе шутланă вăл. Анчах фактсене хирĕç каяймăн: акă пичет пуснă хутсем выртаççĕ, вăл хутсем тăрăх тӳлесек пулать. Тома çӳллĕ вырăна, судья тата ытти хисеплĕ çынсем ларнă çĕре, хăпартса тăратрĕç, начальство хăй вара çав питĕ пысăк хыпара пĕлтерчĕ. Вăл ытла та тĕленмелле, тăнран яракан хыпар пулчĕ. Çак иртнĕ вунă çул хушшинче те шкул ун пек сюрприз2 курманччĕ: пурте тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Çĕнĕ герой тăруках чаплă судьяпа пĕр тан танлашса çитне пек туйăна пуçларĕ, шкул ачисем халĕ пĕрре вырăнне икĕ тĕлĕнмелле япалана курса тăчĕç. Арçын ачасем пурте Тома шутсăр кĕвĕçрĕç, хӳме шуратнă чухне пуçтарнă ырлăхпа сарă тата хĕрлĕ билечĕсене улăштарнă ачасем пуринчен те ытларах вĕчĕрхенчĕç. Çавăн пек намăссăрланса чапа тухмашкăн Тома хăйсемех пулăшнине вĕсем халĕ тин çеç ăнланса илчĕç. Çав чее ултавçă, çав илĕртекен çĕлен хăйсене çăмăллăнах лартнăшăн вăл ачасем хăйсене хăйсем питĕ тарăхрĕç.

Директор кирлĕ пек чаплăлăхпа Тома библи кĕнеки тыттарчĕ, анчах каланă сăмахĕ ун ытла хĕрӳллех пулмарĕ: темĕнле сисĕмлĕх çав мĕскĕн çынна ку ĕçре вăрттăнлăх пурах тесе систерчĕ. Анчах кăна вуçех тĕртмесен аванрах пулĕ тесе шутларĕ директор. Çак ачан вунике çавра вĕренме те ăс çитеймест, çав хушăрах вăл хăй тăнпуçĕн ампарĕсенче икĕ пин кĕлте библи ăслăлăхĕ пухса лартнă тесе шутлас пулсан, вăл вара ытла та çыпăçусар япала пулнă пулĕччĕ.

Эмми Лоренс хĕпĕртнипе çутăлса çеç тăчĕ. Вăл хай савăннине Том куртăрччĕ тесе тăрăшрĕ. Анчах Том ун çинелле пăхмарĕ те. Çакă Эммие тĕлĕнмелле пек туйăнса кайрĕ. Унтан вăл пăртак вăтаннă пек пулчĕ, унтан унăн пуçне ырă мара систерекен шухăш пырса кĕчĕ, — пырса кĕчĕ те тухса кайрĕ — унтан каллех пырса кĕчĕ. Эмми сăнасарах пăхма тытăнчĕ, — вăрт çеç пăхса илни те ăна питĕ нумай чухлаттарчĕ, унăн чĕри вара çурăлсах кайрĕ, вăл кĕвĕçрĕ, чутах макăрса ямарĕ, пĕтĕм тĕнчене курайми пулчĕ, пуринчен те ытла Тома кураймарĕ. (Тома кураймастăп тесех шутларĕ вăл.)

 

Тома судья умне пырса тăратрĕç, анчах мĕскĕн ача хыттăн сывлама та хăяймарĕ, унăн чĕлхи типсе пыр шăтăкĕ çумнех çыпçăнса ларчĕ. Вăл çав çыннă хăрушă чаплăлăхĕнчен пăртаках хăранипе тата пуринчен ытла çав çын хайхи хĕрачан ашшĕ пулнине пĕлсе тăнипе унăн чĕри кăлтлатсах сикрĕ. Тĕттĕм пулас пулсан, Том çав çын умне чĕркуçленсе ларса ăна ӳксе пуççапма та хатĕрччĕ. Судья, Том пуçĕ çине аллине хурса, ăна аван ача терĕ, тата: «Эсĕ мĕн ятлă?» — тесе ыйтрĕ. Ачан чĕлхи çыхăнса ларчĕ, вăл çăварне карса пăрахрĕ те юлашкинчен тин:

— Том, — тесе ячĕ.

— Çук, çук, Том мар…

— Томас.

— Вăт ку тĕрĕс. Эсĕ мĕн те пулин хушса калассине эпĕ малтанах пĕлтĕм. Аван, аван! Анчах çапах та санăн тепĕр ят та пур пулĕ тетĕп, эсĕ ăна мана калатăн пулĕ-çке?

— Джентльмена хăвăн хушаматна кала, Томас, — тесе сăмах хушрĕ Уолтерс, — тата хăвăнтан аслисемпе калаçнă чух «сэр» тесе хушса калама ан ман. Хăвна ху обществăра тытма пĕлес пулать.

— Томас Сойер, сэр.

— Ну, вăт! Ăслă, аван ача! Лайăх ача, маттурскер. Икĕ пин çавра — вăл нумай, питех нумай, питех нумай. Ху çав çаврасене тăрăшса вĕреннĕшĕн эсĕ нихçан та ӳкĕнес çук, мĕншĕн тесен пĕлни вăл тĕнчере пуринчен те ытла кирлĕрех. Пĕлни вăл çынна асла кăларать, ырă кăмăллă тăвать. Эсĕ ху, Томас, хăçан та пулин чаплă çын пулса тăрăн; çавăн чух вара эсĕ каялла çаврăнса пăхăн та çапла калăн: çакăн пек пулса тăма мана вырсарникунхи калама çук ырă шкул пулăшрĕ, вăл шкула эпĕ ача чухне çӳренĕччĕ, çакăн пек пулса тăма мана манăн хаклă учительсем пулăшрĕç, вĕсем мана тăрăшса ĕçлеме вĕрентрĕç; çакăн пек пулса тăма мана ырă директор пулăшрĕ, вăл эпĕ тăрăшнине ырласа, мана астуса пăхса тăчĕ; манăн хамăн библи пултăр тата вăл библи яланах хам çумра пултăр тесе, директор мана шутсăр хитре хуплашкаллă тĕлĕнмелле аван библи пачĕ; çакăн пек пулса тăмашкăн мана тĕрĕс вĕрентсе ӳстерни пулăшрĕ тесе калăн. Ак çакăн пек калăн эсĕ, Томас, паллах ĕнтĕ, эсĕ çав ике пин çаврашăн нимĕнле укçа та илме килĕшес çук. Нихçан, нимĕнле укçа та. Халĕ ĕнтĕ эсĕ мана тата çак икĕ дамăна хăв вĕреннисенчен мĕн те пулин каласа пама килĕшмĕн-ши? Эпĕ эсĕ килĕшессине пĕлетеп, мĕншĕн тесен эпир вĕренме юратакан ачасемпе мухтанатпăр. Эпĕ паллах, вуникĕ апостол ячĕсене пурне те пĕлетĕн ĕнтĕ. Каласа пар-ха пире, малтанхи икĕ апостолĕ мĕн ятлă пулнă?

Том хăйĕн тӳмине тытса турткаларĕ, судья çине айванла пăхса илчĕ те, хĕрелсе кайнăскер, пуçĕне аялалла усрĕ. Уолтерс мистерăн чĕри татăлсах анчĕ! Ку ача чи çăмăл ыйтăва та хуравлаяс çук вĕт, — мĕн тума судья унтан ыйтса хăтланать-ши? Анчах çапах та вăл хăйĕн сăмах хушма кирлех тесе çапла каларĕ:

— Джентльмена каласа пар ĕнтĕ, Томас, ан хăра! — терĕ.

Том, аптăраса кайса, пĕр ури çинчен тепри çине пускаларĕ.

— Мана ĕнтĕ эсĕ каласа паратăнах, — тесе сăмах хушрĕ çак хушăра дама, — Христосăн малтанхи икĕ вĕренекенĕ çапла ятлă пулнă...

— Давид тата Галиаф3.

Çак сценăн юлашки тĕлне хĕрхенӳ чаршавĕ карса лартар.

 

5-мĕш сыпăк. Çыртакан нăрăпа йытă çури

Вунă сехет çурă тĕлĕнче пĕчĕк чиркӳн çурăк чанĕ çапма тапратрĕ, çавăнтах вара ирхи проповедь итлеме халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Вырсарникунхи шкулта вĕрентекен ачасем тĕрлĕ çĕрелле саланчĕç, хăйсене яланах аслисем астуса тăма пултарччăр тесе, вĕсем ашшĕ-амăшĕсем ларакан сак çине кая-кая ларчĕç. Акă Полли мăнаккăшĕ те килсе çитрĕ. Сидпа Мэри ун çумне пырса ларчĕç. Том тулалла, куçа илĕртекен çуллахи ырă япаласем çинелле пăхса ан лартăр тесе, ăна чӳречерен аяккарах, чиркӳн аяк енчи пӳлмекĕ патнелле лартрĕç. Халăх хуллен-хулленех аяк енчи вырăнсене те йышăнса илчĕ. Акă ĕлĕксенче лайăхрах кунçул курнă чухăн ватă почтмейстер ларать; ăкă хула пуçĕ тата унăн майри, — мĕншĕн тесен хулара ытти усăсăр япаласем хушшинче хула пуçĕ те, мировой судья та пулнă; акă тăлăх арăм Дуглас ларать, вăл пĕр хĕрĕх çула çитпе хитре те капăр херарăм; ырă, уçă кăмăллăскер, çитменнине тата пуянскер: унăн сăрт çинче ларакан çурчĕ — çурт мар, кермен темелле, пĕтĕм хулипе те пĕртен-пĕр кермен. Çитменнине тата вăл хăнасене питĕ аван пăхакан кермен, унта пĕтĕм Санкт-Петербург хули мухтанмалăх чи чаплă праçниксем пула-пула иртеççĕ. Акă пысăк çын, Риверсон адвокат, ларать. Вăл нумай пулмасть çак вырăнсене таçтан инçетрен килсе вырнаçнă. Акă вырăнти пике пырать, унăн хыççăн чĕресене çунтаракан çамрăк хĕрсем, батистпа та лентăсемпе капăрланса лартнăскерсем, батальонĕпех кĕпĕлтетеççĕ. Акă çамрăк клерксем4, — çак хулара миçе клерк пур, çавсем пурте чиркӳ алăкĕ патĕнче çурункă евĕрлĕ стена пек пухăнса тăнă. Вĕсем, çӳçпуçĕсене помада сĕрсе лартнăскерсем, хитре хĕрарăмсемшĕн çу-наканскерсем, хăйсен хушшипе мĕнпур хĕр иртсе каяссине кĕтсе тăраççĕ, хăйсен тутисене ĕмсе, кулкаласа пăхса тăраççĕ. Юлашкинчен, акă, пуринчен кайран, примерлă ача Вилли Меферсон килсе çитрĕ. Вăл хăйĕн амăшне яланах çав тери хытă упраса пăхса çӳрет, ăна кĕленчерен якатса тунă тейĕн. Чиркĕве те амăшĕпе пĕрле çӳрет вăл, мăнаçланнă хĕрарăмсем пурте çавăнпа ăна питĕ мухтаççĕ. Арçын ачасем вара пурте ăна кураймаççĕ: вăл хăйне хăй çавăн пек питех те лайăх тытнăшăн, пуринчен ытла тата çав ача лайăх тесе хăйсене яланах «сăмсисенчен тĕртнĕшен» кураймаççĕ. Хыçалти кĕсйинчен унăн, астумасăр хăварнă пек, сăмса тутăрĕн кĕтесси курăнса тăрать (кашни вырсарникунах çапла). Томăн сăмса тутăрĕ нихçан та пулман, сăмса тутăрĕпе çӳрекен арçын ачасене вăл юрăхсăр шухăшсем вырăнне çеç хурать. Пĕтĕм чиркĕве халăх тулса çитсен, кая юлнисене систермешкĕн татах тепĕр хут чан çапрĕ, унтан вара чиркӳре питĕ шăп пулса тăчĕ, юрламалли вырăнта тăракан юрлакансем хи-хи тесе кулкаланипе пăшăлтатни çеç çав шăплăха пăсрĕ. Юрлакансем вĕсем яланах чиркӳри кĕлĕ вăхăтĕнче ихиклетсе, пăшăлтатса тăраççĕ. Пĕр чиркӳре эпĕ хăйсене юрăхпăрах тытакан юрлакансене курнăччĕ, анчах вăл ăçта пулнине астумастăп. Çавăнтанпа нумай çул иртрĕ, мĕн-мĕн пулнисене пурне те эпĕ мантăм; вăл япала таçта ют çĕршывра пулнăччĕ пулас.

 
1 маларахра асăрхаттарнине вула
2 Сюрприз — кĕтмен çĕртен парне илни, кĕтмен çĕртен пулнă япала.
3 Библире каланă тăрăх, Давид вăл патша пулнă, Галиаф — кĕрешекен вăйлă паттăр. Христосăн малтанхи вĕренекенĕсем тесе библи Петрпа Андрея калать.
4 Клерк — кантурта ĕçлесе, çырса ларакан çын.
■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 29

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: