Том Сойер темтепĕр курса çӳрени


— Пăх-ха! Пăх! — терĕ шăппăн Том. — Мĕн унта?

— Вăл тамăк ăшĕнчи вут! Ой, епле хăрушă!

Темĕнле лайăх палăрман кĕлеткесем тĕттĕмре ачасем патнелле çывхарса килчĕç. Çав кĕлеткесем умĕнче авалхи йышши шăвăç хунар чӳхенсе пычĕ, çĕр çинелле вăл, чĕкеç шатрисем тăкнă пекех, темĕн чухлĕ çутă хĕмсем тăкать.

— Ку шуйттансем пулĕ! — терĕ шăппăн Гекльберри, хăй шартах сикрĕ. — Виççĕн! Халĕ ĕнтĕ эпир пĕтрĕмĕр. Эсĕ кĕлтума пĕлетĕн-и?

— Кĕлтуса пăхăп. Эсĕ ан хăра — вĕсем пире тивес çук. «Турăçăм, лăпкă та пĕр шухăшсăр ыйхă парнеле пире...»

— Шăп!

— Мĕн, Гек?

— Вĕсем çынсем! Пĕри те пулин çынах. Унăн сасси те Мэфф Поттерăнни пекех.

— Ну, вăл пулма пултарас çук!

— Эсĕ шăп лар, ан сывла. Вăл пире курас та çук: вăл яланхи пекех ӳсĕр халь. Эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ.

— Юрĕ. Эпĕ шăпах ларăп. Чарăнса тăчĕç. Тем шыраççĕ. Тупаймаççĕ. Акă каллех кунталла! Ав, мĕнле чупаççĕ. Каллех хуллентерех утма пуçларĕç. Каллех хăвăртрах. Халь тата — ой, епле хытă пыраççĕ! Тӳрех кунталла килеççĕ, кун пирки нимĕн иккĕленмелли те çук. Итле-ха, Гек, эпĕ тепĕр сассине те палласа илтĕм — вăл индеец Джо.

— Паллах, вăл çав усал метис. Унăн вырăнне шуйттансем пулнă пулсан, лайăхрахчĕ-и, тен? Мĕн кирлĕ-ши вĕсене кунта, пĕлессĕм килетчĕ манăн.

Пăшăлтату шăпланнă, мĕншĕн тесен виçĕ çын вилтăпри патнех çитнĕ те ачасем пытанса ларнă вырăнтан инçетре те мар чарăнса тăнă.

— Çакăнта, — тенĕ те виççĕмĕшĕ, хунара çӳлелле çĕкленĕ, çавăнпа унăн пичĕ çине çутă ӳкнĕ. Ку çамрăк тухтăр Робинзон пулнă.

Поттерпа Джо индеец наçилккапа кантра тата икĕ кĕреçе йăтнă. Вĕсем хăйсен çĕклемне çĕр çине хучĕç те вилтăприне чавма тытăнчĕç.

Тухтăр хунара вилтăприн пуçĕ вĕçне лартрĕ, хăй, пĕр хурами çумне çурăмĕпе тайăнса, çĕр çине ларчĕ.

Вăл ачасем патĕнчех тăрать, ачасем ăна алăпа тĕртме те пултарнă пулĕччĕç.

— Хăвăртрах, хăвăртрах, — терĕ вăл хуллен. — Кашни минутрах уйăх тухма пултарать.

Лешсем ăна хирĕç темĕн мăкăртатса илчĕç те малаллах чаврĕç. Пĕр вăхăтра вĕтĕ чулсемпе тăпра муклашкисене аяккалла ывăта-ывăта яракан кĕреçе сассисем чакăртатни çеç илтĕнсе тăчĕ, — пĕр евĕр салхуллă сасă. Юлашкинчен кӳплетнĕ сасă илтĕнсе кайрĕ: кĕреçе тупăх çумне пырса çапăнчĕ. Виç-тăватă минутранах чавакансем тупăка çӳлелле туртса кăларчĕç. Çав кĕреçесемпех вĕсем тупăк хупăлчине уйăрса илчĕç, çын виллине туртса кăларчĕç те нимĕн уяса тăмасăр ăна çĕр çинелле пăрахрĕç1. Çав тапхăрта пĕлĕтсем хыçĕнчен уйăх тухрĕ те вилнĕ çыннăн кăвак сăнне çутатрĕ. Хăйхисем çывăхрах наçилкка илсе пычĕç, ун çине вилене хучĕç, ăна утиялпа витрĕç те кантрапа çыхса лартрĕç. Поттер пысăк хуçмалла çĕçĕ кăларчĕ, усăнса тăракан кантра вĕçне татса илчĕ те çапла каларĕ:

— Йăлт хатĕр, мăйпăран господин. Акă мĕн: парăр пире тепĕр пиллеклĕхне, ахаллĕн вилĕ кунтах юлать.

— Тĕрес, тĕрĕс! — тесе кăшкăрчĕ Джо индеец.

— Ку мĕне пĕлтерет? Итлĕр-ха! — терĕ хиреç тухтăр. — Эсир укçине малтанах ыйтрăр вĕт, эпĕ сире тӳлерĕм-çке.

— Тӳлерĕр, анчах пирĕн сирĕнле урăххине шутламаллисем те пур, — терĕ Джо, тухтăр патнелле пырса. Тухтăр ура çине тăчĕ. — Пилĕк çул ĕлĕкрех эсĕр мана хăвăр аçун кухнинчен хăваласа кăлартăр, эпĕ унта мĕн те пулин çимелли ыптма кенĕччĕ. Эпĕ ырăшăн пыман терĕр эсĕр. Эпĕ уншăн сире çĕр çултан та пулин тавăратăпах тесе тупа тусан, сирĕн аçу мана, çапкаланчăк вырăнне шутласа, тĕрмене хуптарчĕ. Çавна эпĕ маннă пулĕ тесе шутлатăр-и эсир? Çук, манман, ахальтен мар ĕнтĕ манăн ăшăмра индеец юнĕ çӳрет. Халĕ эсир манăн алăра, эпир сирĕнпе шутласа татăлатпăр, çавна пĕлсех тăрăр.

Вăл чышкине тухтăр сăмси патнех илсе пычĕ. Лешĕ кĕтмен çĕртен аллипе хăмсарса ячĕ те пĕрре çапсах индееца çĕре персе ӳкерчĕ. Поттер çĕççине пăрахрĕ те:

— Эй, эсĕр! Ку мен! Эпĕ юлташа хĕнеттерместĕп! — терĕ.

Вăл тухтăр çинелле сикрĕ. Вĕсем иикĕше тытăçса илчĕç те пĕр-пĕрне чышкăлама тапратрĕç, курăка таптаса, ура кĕлисемпе кăпăшка çĕре чаврĕç. Джо индеец ура çине сиксе тăчĕ; унăн куçĕнче курайманлăх çунать; вăл Поттер пăрахнă çĕççе илчĕ те кушак пек йăпшăнса, пĕтĕм пĕвĕпе авăнса илсе, йĕри-тавра чупкалама пуçларĕ, чышмашкăн май шырарĕ. Сасартăк тухтăр, тăшманăн ытамĕнчен хăтăлса тухса, Вильямс тăпри çинчи йывăр хăмана ярса тытрĕ те вăл хăмапа Поттера çав тери хыттăн çапса ячĕ, лешĕ вара çĕр çинелле кайса ӳкрĕ. Çак тапхăртах метис, çавăнпа усă курса, çамрăк çыннăн кăкăрне çĕçĕпе яшт чикрĕ те аври таранах кĕртсе лартрĕ. Лешĕ тайăнса кайрĕ те Поттер çинелле авăнчĕ, ăна хăй юнĕпе вараласа пĕтерчĕ. Капланса килнĕ пĕлĕтсем çав хăрушă сценăна тĕттĕмпе хупласа лартрĕç, хăраса ӳкнĕ ачасем каялла çаврăнса пăхмасрах сиккипе тара пачĕç.

Уйăх каллех пĕлĕтсем хыçĕнчен шуса тухрĕ, питĕ тарăн шухăша кайса, икĕ çын ӳчĕ патĕнче тăракан Джо индеец курăнчĕ. Тухтăр ăнланмалла мар темен мăкăртатса илчĕ, пĕр-икĕ хутчен хаш-хаш сывларĕ те шăпах пулчĕ.

— Акă ĕнтĕ, шуйттан илесшĕ, эпир хамăр хушăра шутласа татăлтăмăр та! — терĕ хулленрех метис.

Вăл çав вилне çынна çаратрĕ. Унтан синкер тунă çĕççе Поттерăн сылтăм аллине тыттарчĕ те ӳпĕнтернĕ тупăк çине кайса ларчĕ.

Виçĕ, тăватă, пилĕк минут иртрĕ. Поттер тапранкалама пуçларĕ, йынăшса ячĕ. Вăл аллинчи çĕççине пăчăртаса тытрĕ, ăна пичĕ патнех илсе пычĕ, шартах сикрĕ те çĕрелле пăрахрĕ. Унтан тăчĕ те вĕлернĕ тухтăрăн ӳтне хăй патĕнчен тĕртсе ячĕ. Ун çине пăхса илчĕ, унтан тĕтреллĕ куçĕсемпе йĕри-тавра пăхкаларĕ те метис хăйне сăнанине курах кайрĕ.

— Ай, турăçăм! Ку мĕнле пулчĕ-ха, Джо?

— Ĕç питĕ начар, — терĕ лешĕ, вырăнтан тапранмасăр. — Мĕншĕн-ха эсĕ çапла турăн?

— Эпĕ-и? Шухăшламан та.

— Юрĕ, калах! Унпа инкеке ирттерсе ярас çук! Поттер шуралса кайрĕ те чĕтрене ерчĕ.

— Эпĕ хамăн мухмăр иртсе кайнă пулĕ тесе шухăшланăччĕ. Паян каçалапа манăн ĕçмелле те марччĕ. Ку таранччен те пуçра шавлать, — кунта килнĕ чухнехинчен те ытларах... Эпĕ тĕтре ăшне кĕрсе кайнă пекех, нимĕн те астуса илейместĕп. Калах-ха мана, Джо, тӳррипе кала, авалхи тусăм, нивушлĕ эпĕ ăна пуçтарса хутăм? Эпĕ вĕлерес теменччĕ вĕт, манăн пуçра та ун пек шухăш пулман, хамăн чунăмпа, ырă ятпа тупа туса калатăп. Джо! Кала мана, мĕнле вăл пулчĕ, Джо? Ох, мĕнле тискер! Вăл çав тери çамрăкскерччĕ, хăйне лайăх карьера тума пултаратчĕ...

— Мĕнле пулчĕ тетĕн? Паллах, эсĕр иксĕр тытăçса илтĕр. Вăл сана пуçран хăмапа яра пачĕ, эсĕ çавăнтах тешĕрĕлсе антăн. Кайран ӳсĕр пекех тайкаланса тăтăн, çĕçĕ илтĕн те, лăп вăл сăна шутсăр хытă çапса янă тапхăрта, эсĕ ăна çĕçĕпе яш тутартăн. Унăн хыççăн вара эсĕ кайса ӳкрĕн те ку таранччен çаплипех, йывăç муклашки пек, выртрăн.

— Ох! Эпĕ мĕн тунине хам та пĕлмен-çке. Суятăп пулсассăн, çав вăхăтрах тăпра ăшне анса каймалла пултăр манăн. Çак япала пурте эрехрен килнĕ, — ӳсĕр пулнă эпĕ, — çитменнине тата çилленсе кайнă... Эпĕ çĕççине тыткалама та пĕлместĕп. Хĕнекелесе хăтланнă, кун пирки тавлашмастăп, анчах çĕçĕсĕр, чышкăсемпе çеç хĕненĕ. Кăна сана кирек кам та калĕ... Джо, ан кала никама та! Ман çинчен каламастăп тесе сăмахна пар, Джо! Эпĕ яланах сана юратнă, Джо, яланах сан майлă тăнă. Эсĕ ăна астăватăн вĕт, чăнах? Эсĕ никама та каламастăн-и, Джо?

Мĕскĕнскер, çын вĕлерекенскер, чĕркуçленсе ларчĕ, тархасласа аллисене тăсрĕ. Лешĕ ун çине, нимĕнле шухăш пулман пек, салхуллăн пăхса ларчĕ.

— Юрĕ, Мефф Поттер, эсĕ яланах ман тĕлĕшрен чыса пĕлсе, тӳррипе туса пынă, эпĕ те сана çакăн пекех тăватăп. Ан пăшăрхан, манăн сăмах шанчăклă. Кунта урăх нимĕн те калаçмалли çук.

— Джо, эсĕ — ангел, турăшăн та. Юлашки сывлăш тухса кайичченех пиллесе пурнăп сана. — Вара Поттер макăрса ячĕ.

— Ну, çитĕ! Çитет! Нăйкаса тăма вăхăт çук. Кай ав çав çулпала, эпĕ ку çулĕпе каятăп. Асту, хăвăн хыççăн йĕр ан хăвар.

Поттер юртăпа яра пачĕ, унтан хытăрах, мĕн вăй çитнĕ таран хытăрах чупма пуçларĕ.

Ун хыççăн пăхса, метис хăйĕн ăссĕн çапла мăкăртатса илчĕ:

— Хăйне çапнăран, эрех ĕçнĕрен вăл чăнласах ухмахланса кайнă пулсан, çĕçĕ çинчен часах астуса илес çук-ха. Астуса илсен те, кунтан инçетре пулать, каялла кунта таврăнма хăрĕ, чăх чĕри! — терĕ.

Ике-виçĕ минут иртрĕ те, — вĕлернĕ çынна, утиял ăшне чĕркенĕ вилле, хупăлчасăр тупăка, чавнă вилĕ шăтăкне пĕлĕт çинчи уйăх çеç пăхса тăчĕ. Йĕри-тавра каллех шăпланчĕ.

 

10-мĕш сыпăк. Йытă улани инкек пулассине систерет

Ачасем малалла та малалла, хула патнелле, чупрĕç. Сехри хăпнă вĕсен. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе вĕсем, хăйсене хыçалтан хăваласран хăранă пек, каялла çаврăна-çаврăна пăхрĕç. Хăйсен çулĕ çинче тĕл пулакан кашни тункатах вĕсемшĕн чĕрĕ çын пек, тăшман пек туйăнчĕ, ăна курсан, вĕсен сывлăш тăвăрлана-тăвăрлана килчĕ. Вĕсем хула хĕрринче ларакан йывăç пӳртсем çумĕн чупса пынă чухне йытăсем вăранчĕç те вĕрме тапратрĕç. Вĕсем вĕрнине илтсен, ачасен çунатсем шăтнă пекех пулчĕç.

— Ĕлĕкхи сăран савăчĕ патне чупса çитмешкĕн çеç вăл юлтăрччĕ, — терĕ Том шăппăн, сывлăшне аран çавăрса. — Эпĕ халех кайса ӳкес пекех туйăнать.

Гекльберри ăна хирĕç мăшлата-мăшлата пашкарĕ. Ачасем куçĕсене илмесĕр сăран савăчĕ çинелле пăхрĕç, вĕсен епле пулсан та çавăнта çитесси килчĕ, унта çитесчĕ тесе, вĕсем юлашки вăйĕсене пухса чупрĕç. Юлашкинчен, вĕсем ун патне чупса çитрĕç те, уçă алăкĕ витĕр хулпуççи çумне хуллуççипе çыпçăнса шалалла чупса кĕрсе, çавăнтах урайне, пушă çуртри салху тĕттĕмлĕхе кĕрсе ӳкрĕç.

Вĕсем питĕ хĕпĕртерĕç, анчах хăйсем шутсăрах ывăннă. Хуллен-хуллен вĕсем сывлăш çавăрса илчĕç, вара Том хуллен çапла каларĕ:

— Гекльберри, эсĕ мĕнле шухăшлатăн, мĕн пулать-ши?

— Робинзон тухтăр вилет пулсан, çакăнса тăмалли пулать пулĕ тесе шухăшлатăп эпĕ.

— Апла пулас çук!

— Вăл пулатех ĕнтĕ.

Том шухăша кайрĕ те тепĕр минутран çапла ыйтрĕ:

— Кам каласа кăтартать вара? Эпир-и? — терĕ.

— Мĕн пуплетĕн эсĕ? Апла юрать-и вара? Ун пекки пулсан, тата Джо индееца çакса вĕлермесен, вăл пире пĕтерет вĕт. Вара пирĕн вилĕмрен хăтăлмалли май та çук. Вăл, чăнах та, халĕ кунта иксĕмĕр урайĕнче выртнă пекех пулать.

— Эпĕ хам та çапла шухăшлатăп, Гек.

— Камăн та пулин кайса каламалли пулсан, çакна Мефф Поттер кайса калатăр; унăн çакна тума айванлăхĕ те çитет пулĕ? Ялан ӳсĕр çӳрет...

Том чĕнмесĕр тăчĕ, вăл каллех шухăша кайрĕ. Юлашкинчен вăл кăшт çеç илтĕнмелле çапла каларĕ:

— Гек, Мефф Поттер нимĕн те пĕлмест вĕт-ха... Вĕлерни çинчен вăл ăçтан кайса калама пултарать-ха?

— Епле апла нимĕн те пĕлмест!

— Çаплах, Джо индеец тухтăра лăп çав тапхăрта, тухтăр Поттера хăмапа пуçран панă хушăра, çĕçĕпе чикрĕ вĕт-ха. Ăçтан вăл курма пултартăр-ха? Вĕлерни çинчен вăл ăçтан пĕлме пултартăр?

— Ах, хăямат, чăнах та çапла вĕт!

— Çитменнине тата, эсĕ шутла-ха, çавăн пек çапнăранах-и, тен, Поттер йăлтах пуçтарăнса выртнă.

— Çук, Том, ун пек пулас çук пулĕ. Унăн ăшчиккинче эрех пулнă вĕт. Эпĕ ăна тӳрех сисрĕм. Тата вăл яланах ӳсĕр çӳрет. Манăн атте эрех кӳпсе тултарсан, ăна пуçран темĕнте те çапма пулать... Хăть чиркӳпе çап, нимĕн те пулас çук, чăнах. Вăл хăй те çапла каланăччĕ — темиçе хут та! Мефф Поттерна та çавнашкалах ĕнтĕ. Поттер урă пулнă пулсан, тата пуçран çавăн пек парсан, тен, вăл вилсе те каятчĕ пулĕ... халĕ эпĕ пĕлместĕп, апла пулĕ тесе шухăшламастăп.

Том каллех хăй шухăшне шухăшлама пуçларĕ.

— Гек, эсĕ ăнсăртран каласа ярас çук тесе хăвна шанатăн-и? — терĕ вăл нумайччен чĕнмесĕр тăнă хыççăн,

— Калас килет-и, килмест-и, Том, пирĕн шарламалла мар. Хăвах пĕлетĕн, çав шуйттан метисĕ... Эпир лăпăртатас пулсан, ăна çакса вĕлермесен, вăл пире, кушак çурине путарнă пекех, шыва путарĕ... Итле-ха, Том! Тавай пĕр-пĕрне тупа туса, чĕлхесене çыртса çӳретпĕр тесе сăмах паратпăр.

— Тĕрĕс, Гек. Ку чи лайăххи пулать. Эппин, аллуна çĕкле те тупа ту...

— Э-э! Çук, апла юрамасть. Вăл ахаль ĕçсенче, пустуй япаласенче çеç, пуринчен ытла хĕрачасемпе тупа тумă чухне лайăх, мĕншĕн тесен вĕсем юлашкинчен çапах улталаса хураççĕ, пăртак çилленсенех лăпăртатса кăтартаççĕ. Çакăн пек пысăк ĕçре çырнă килĕшӳ кирлĕ. Юнпа çырни.

Том пĕтĕм чултан çав шухăша ырларĕ. Вăл шухăш вăрттăнла та, салху та, хăрушă та пулчĕ. Çитменнине, вăл ку тĕлте пулнă пур ĕçсемпе те, таврари япаласемпе те, çĕрлехи вăхăтпа та пĕтĕмпех килĕшсе тăчĕ. Том урайĕнчен уйăх çутипе йăлтăртатса выртакан таса хыр хăма татăкки илчĕ, кĕсйинчен хĕрлĕ сăрă татăкки туртса кăларчĕ, хăма татăкĕ çине çутă ӳкмелле ларчĕ те çакăн пек йĕркесем чĕркелесе çырчĕ; çӳлтен аялалла аннă кашни йĕрех вăл чĕлхипе пулăшрĕ, çавăн чухне чĕлхине шăлĕсем хушшине пăчăрта-пăчăрта тытрĕ, аялтан çӳлелле йĕр тунă чухне чĕлхине кăларчĕ.

 

Гек Финн тата Том Сойер эпĕр —

иксĕмĕр те тупа тăватпăр.

Çак ĕç тĕлĕшĕнчен чĕлхене

çыртса çӳретпĕр тесе,

пĕр сăмах та пулин лапăртатсан,

пирĕн çав вырăнтах

вилсе выртмалла пултăр.

 

Том çырма пĕлнинчен тата унăн питех аван стильне курса, Гекльберри хĕпĕртесе ӳкрĕ. Вăл çанă вĕçĕнчен булавка туртса кăларчĕ те хăйĕн пӳрнине чикесшĕн пулчĕ, анчах Том ăна чарчĕ:

— Тăхта! Ун пек ан ту. Вăл пăхăр булавка. Унăн çинче симĕс тутăхни2 пулма пултарать.

— Симĕс тутăхни? Мĕнле япала вара вăл?

— Наркăмăш йышши япала. Çăтса пăх-ха — курăн. Том хăйĕн йĕпне чĕркесе лартнă çипне сӳтрĕ те, ачасем иккĕшĕ те черечĕпе хăйсен пӳрнисене йĕппе чикрĕç, вĕсенчен пĕрер тумлам юл пăчăртаса кăларчĕç.

Темиçе хутчен çавăн пек туса тата перо вырăнне кача пӳрнипе усă курса, Том аяла хăйĕн ячĕн малти саспаллисене çырчĕ, унтан Гекльберрине Г. тата Ф. епле çырмаллине вĕрентрĕ, вара килĕшĕве алă пусса çиреплетрĕç. Вĕсем, чаплăн, йăла-йĕркене пăхăнса тата тĕрлерен сăмахсем каласа, хăма татăккине стена çумнех алтса чикрĕç, — çапла хамăр чĕлхесене çыхăнтарса тăракан сăнчăрсене ĕмĕрлĕхех çăраççипе питĕрсе хутăмăр, çăраççине таçта инçете-инçетех ывăтса ятăмăр, тесе шутларĕç вĕсем.

Çурри ишĕнмĕ çуртăн тепер вĕçĕнчен пĕр темĕнле кĕлетке йăпшăнса кĕчĕ, анчах ачасем ăна курмарĕç.

— Том, — терĕ Гекльберри шăппăн, — халĕ ĕнтĕ эпир лăпăртатса кăтартас çук... нихçан та тесе шанса тăратăн-и эсĕ?

— Паллах, шанса тăратăп. Кирек мĕн пулсан та, эпир шарламастпăр. Каласан, эпир çавăнтах вилсе выртатпăр вĕт. Эсĕ манса кайрăн-и-мĕн?

— Апли апла та-ха...

Вĕсем татах тепĕр хушă пăшăлтатрĕç. Сасартăк вĕсенчен инçехре те мар, пĕр вунă утăмра тенĕ пек çеç, вăрăммăн та салхуллăн улани илтĕнсе кайрĕ.

Ачасем хăраса пĕр-пĕрин çумнелле пăчăртанчĕç.

— Кам çине пăхса улать вăл? — терĕ Гекльберри шăппăн, сывлăш çавăраймасăр. — Сан çине е ман çине?

— Пĕлместĕп... шăтăк витĕр пăх! Хăвăртрах!

— Çух, эсĕ пăх!

— Пăхма пултараймастăп... пултараймастăп эпĕ, Гек.

— Тархасшăн, Том. Акă каллех...

— О, турăçăм, питех хĕпĕртерĕм эпĕ! — терĕ Том шăппăн. — Эпĕ вăл уланине палласа илтĕм: вăл Булл Харбисон йытти.

— Турра тав, эппин! Манăн пĕтĕмпех сехре хăпнăччĕ, — вăл çапкаланчăк йытă тесе шутланăччĕ эпĕ.

 
1 Çав вăхăтра тĕн тĕшмĕшĕсене пула медиксене çын виллисем тăрăх анатоми вĕренме чарнă. Çавăнпа та тухтăрсемпе студентсем ирĕксĕрех вилĕ шăтăкĕ чавакансене сутăн илмелле пулнă, лешсем вара вĕсене тин çеç пытарнă вилĕсене шăтăксем ăшĕнчен чаваласа кăлара-кăлара панă.
2 Пăхăр симĕс тĕслĕ тутăхса ларать, наркăмăшла япала пулать.
■ Страницăсем: 1... 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 ... 29

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: