Том Сойер темтепĕр курса çӳрени


— Ку та аван. Манăн та картина ӳкерме пĕлесчĕ, — терĕ хĕрача.

— Вăл йывăр мар, — терĕ шăппăн Том. — Эпĕ сире вĕрентетĕп.

— Чăнах-и? Хăçан?

— Пысăк перемена вăхăтĕнче. Эсир кăнтăрлахи апат çиме киле каятăр-и?

— Эсир вĕрентесшĕн пулсан, юлатăп.

— Юрĕ. Эсир мĕн ятлă?

— Бекки Тэчер. Эсир тата мĕн ятлă? Пĕлетĕп-çке: Томас Сойер.

— Мана пĕçерккĕ шарас умĕн çапла чĕнеççĕ. Эпĕ кама хам лайăх тытнă чухне вара Том тесе чĕнеççĕ. Эсир мана Том тесе чĕнĕр. Юрать-и?

— Юрĕ.

Том каллех доска çине темскер çырма тапратрĕ, çырнине хĕрачаран пытарчĕ. Анчах халĕ хĕрача аяккалларах сиксе лармарĕ ĕнтĕ, ӳкерчĕке кăтартма ыйтрĕ. Том кăтартасшăн мар пек пулчĕ те:.

— Унта нимĕн те çук, — терĕ.

— Çук мар, пур.

— Çук, çуках, сирĕн пăхас та килмест вĕт.

— Çук, пăхас килет, чăнах, пăхас килет. Тархасшăн, кăтартăр!

— Эсĕр кама та пулин калатăр-и?

— Каламастăп, чăн-чăнах, каламастăп!

— Никама та, никама та каламастăр-и? Виличчен те-и?

— Никама та каламастăп. Кăтартăр ĕнтĕ!

— Сирĕн вуçех те пăхас килмест вĕт...

— Эсĕр, Том, çавăн пек кутăнлашса тăратăр пулсан, эпĕ çапах та куратăпах.

Вара вăл Томăн алли çине хăйĕн пĕчĕк аллине хучĕ. Хуллен кĕрешӳ пуçланса кайрĕ. Том юри хыттăнах хирĕç тăнă пек пулчĕ, анчах хуллен-хулленех хăйĕн аллине доска çинчен сирсерех пычĕ, юлашкинчен вара: «Эпĕ сире юрататăп!» тесе çырнă сăмахсем курăнса кайрĕç.

— Ах, эсĕр мĕнле усалскер! — терĕ те хĕрача, Тома ыраттармаллах аллинчен çатлаттарчĕ.

Лăп çав вăхăтра Том хăйне такам хăлхаран хыттăн ярса тытса хуллен сак çинчен тăратнине туйса илчĕ. Çапла вара ăна, пĕтĕм шкул ĕхĕлтетсе мăшкăлласа кулнă хушăра, пĕтĕм пӳлĕм урлă класăн тепĕр енне илсе кайса, хăй вырăнне лартрĕç. Ун хыççăн учитель, пăр сăмах каламасăр, темиçе хăрушă минут хушши Том çумĕнче тăчĕ, унтан çапах нимĕн шарламасăр тронĕ патнелле утрĕ.

Томăн хăлхи ыратнине пĕçерсе тăчĕ пулсан та, çапах та ун чĕри савăнса хĕпĕртерĕ.

Шкул лăпланса çитсен, Том чăн-чăнах тăрăшсах вĕренме хăтланса пăхрĕ, анчах унăн пуçĕнче йăлт арпашса кайрĕ. Вуламалли урок вăхăтĕнче вăл сăмахсене пăтраштарса йăнăшрĕ. Географи вăхăтĕнче кӳлĕсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типĕ çĕрсем тăва-тăва хучĕ, вара пĕтĕм тĕнче чи малтанхи хаоса куçса тăнă пек пулчĕ. Унтан тĕрĕс çырма вĕрентмелли урок вăхăтĕнче чи çăмăл сăмахсенех çав тери йăнăш çырса пăса-пăса хучĕ, çавăнпа та унтан темиçе уйăх хушши питĕ мăнкăмăлланса çакса çӳренĕ тăхлан медале каялла туртса илчĕç.

 

7-мĕш сыпăк. Сăвăса чуптарса çӳрени тата аманнă чĕре

Том, урока ăшланас тесе, тем пекех тăрăшрĕ, анчах унăн шухăшĕсем салансах пычĕç. Юлашкинчен вăл йывăррăн сывласа илчĕ те вулама чарăнчĕ. Пысăк перемена нихçан та пулас çук пек туйăнчĕ ăна. Тӳсмелле мар пăчă, нименле варкăштаракан сывлăш та çук. Питех те ыйхă килтерекен кунсем хушшинче çак чи хытăрах ыйхăлаттаракан кун пулчĕ пулас. Шкулта вĕренекен çирĕм пилĕк ача хăйсене панă урокĕсене шавласа вĕренсе ларни, вĕсем мăкăртатни вĕллери пыл хурчĕсем сĕрлене евĕрех чуна çывăрттарса ярать.

Инçетре, çулăм пек çунакан хĕвел çутинче, Кардиф тăвĕ хăйĕн ачаш та симĕс тĕслĕ аякĕсене çӳлелле çĕклентерсе тăрать. Унăн айккисене вĕлт-вĕлт выляса тăракан шăрăх тĕтрийĕ хупланă. Аякран пăхсан, вăл хĕрлĕ тĕслĕн туйăнать. Унăн тăрринче çӳлте сывлăшра темиçе кайăк çуначĕсене кахаллăн сарса ярăнса çӳрет. Вĕсемсĕр пуçне, ик-виçĕ ĕнене шута илес мар пулсан, урăх нимĕнле чĕрчун та курăнмасть. Анчах ĕнисем те пулин канлĕ çывăраççĕ.

Томăн чĕри ирĕке тухасшăн çунать. Çав тери кичем вăхăта ирттерсе ямашкăн мĕн те пулин интереслĕ япала тупасчĕ хăть. Вăл хăйĕн кĕсйине хыпашласа пăхрĕ те, сасартăк унăн сăн-пичĕ такам тав тунă пекех çуталса кайрĕ. Вăл ачасенчен вăрттăнтарах кĕсйинчен пĕчĕк коробка туртса кăларчĕ. Унтан вăл сăвăса илчĕ те ăна вăрăм лаптак парта çине хучĕ. Сăвăс та çав минутра хăйне мухтаса хисепленĕ пекех шутларĕ. Анчах вăл çапла шухăшлани малтан нимĕне те ăнланмасăр шухăшлани пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл аяккалла кайма шут тытсанах, Том, ăна булавкăпа чиксе каялла çавăрса, унăн çулне урăх еннелле кăтартса ячĕ.

Томпа юнашар унăн тусĕ, унтан кая мар хуйхăрса пăшăрханакан юлташĕ, ларать: çак хаваслă вăйя вăл шутсăр тав тусах хутшăнчĕ. Унăн тусĕ Джо Гарпер ятлă. Ачасем пĕр-пĕринчен уйрăлмасăр çӳренĕ, праçниксенче вара икĕ вăрçакан çар пуçĕнче пулса пĕр-пĕринпе хирĕç çапăçнă.

Джо курткине хуçлатса лартнă тĕлтен булавка туртса кăларчĕ те арестленĕ сăвăса вĕрентес тĕлĕшпе хăйĕн юлташне пулашмă пуçларĕ. Вĕсем хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕç.

Юлашкинчен Том çапла каларĕ: «Эпир пĕр-пĕрне кансĕрлетпĕр пулсан, ку сăвăспа усă курса нихăш енчен те çителĕклĕ киленсе лараймастпăр», — терĕ. Вăл Джо Гарперăн доскине парта çине хучĕ те çӳлтен пуçласа аяла çитичченех варри тĕлĕнче йĕр туртса тухрĕ.

— Вăт, акă мĕнле кавар тăвăпăр, — терĕ вăл, — сăвăс сан енче пулнă чухне, эсĕ ăна хăвăн мĕн чухлĕ хăвалас килет, çавăн чухле хăвалама пултаратăн — Эпĕ ăна тивес çук; анчах эсĕ ăна ман паталла тартсассăн, вара эсĕ ăна вăл сан еннелле куçичченех ан тив, — терĕ.

— Юрĕ. Пуçласа яр! Мĕн вăй çитнĕ таран хăвала сăвăса!

Сăвăс, самантрах Томран тарса, экватор урлă каçса кайрĕ. Ăна Джо хăвалама пуçларĕ. Сăвăсĕ каллех чупма тытăнчĕ, — экватор урлă Том еннелле яра пачĕ. Çавăн пек экватор урлă каçса çӳренисем час-часах пулкаларĕç. Пĕр ачи çав интереслĕ ĕçе пĕтĕмпех пуçăнса сăвăса хăваласа çӳренĕ хушăра тепри те çавăн пек интересленсех ăна астуса пăхса тăчĕ. Иккĕшĕ те пуçĕсене парта çумнелле тайнă: вĕсен чунĕсем çутçанталăкри ытти мĕн-пур япаласене йăлтах манăçа хăварнă. Юлашкинчен, телей пĕтĕмпех Джо майлă çаврăнса кайнă пек пулчĕ. Ачасем пекех хĕрсе пăшăрханакан сăвăсĕ те пĕрре унталла, тепре кунталла чупрĕ. Анчах Том çентерсе илес тесе шутланă май пӳрнисене сăвăс патнелле тăсма пуçласанах, кашни хутĕнчех Джо булавкийĕ сăвăс çулне вăр-вар пӳле-пӳле лартрĕ, сăвăсе вара Джо çĕрĕ енчех тăра-тăра юлчĕ. Юлашкинчен, Том çавна тӳссе тăраймарĕ. Илĕртӳ ытла та пысăк пулчĕ çав. Вăл аллине тăсрĕ те хăвăн булавкипе сăвăс çулне картласа лартрĕ. Джо тарăхса кайрĕ.

— Том, эсĕ ан чар ăна!

— Эпĕ ăна пăртак çеç хытăрах хускатса ярасшăн, Джо!

— Апла хăтланни лайăх мар, сэр, ан тивĕр ăна!

— Эх, мĕн калатăн эсĕ, эпĕ кăшт çеç хăвалатăп ăна!

— Ан тив сăвăса, теççĕ сана!

— Эпĕ вĕт чарăнмастăп!

— Санăн правă çук ăна тивмешкĕн; вăл ман енче.

— Джо Гарпер сăвăсĕ камăн-ха?

— Маншăн пурпĕрех, хăть те камăн пултăр!.. Вăл ман енче, эсĕ ăна ан тивнĕ пул!

— Епле апла, ан тивнĕ пул! Сăвăс манăн, эпĕ унпă мĕн тăвас тетĕп, çавна тума пултаратăп.

Сасартăк Томăн хулпуççийĕнчен саламат вĕçĕ хыттăн пырса тиврĕ. Джона та çавăн пекех лекрĕ. Çак самантра икĕ минут хушши учитель тăрăшсах вĕсен курткисенчи тусанне çалса силлесе тăчĕ, çавăнпа пĕтĕм ачасем савăнса хĕпĕртесе ларчĕç. Томпа Джо, ытла та хĕрсе тавлашнăран, класс самантрах шăп пулса тăнине те сисеймен; учитель вĕсем патне чĕрне вĕççĕн утса пынă та вĕсем патĕнче пĕшкĕнсе тăнă. Анчах вăл, ачасем мĕн хăтланине пĕлме тăрăшнă пулсан та, вĕсен ашкăнăвĕсем çине темĕнле сăнаса пăхсан та, çак айванла вăйăра нимĕн те ăнланма пултарайман.

Юлашкинчен, сехет вунинкĕ çапсанах, пысăк тăхтав пулчĕ, Том Бекки Тэчер патне чупса пычĕ те ăна хăлхинчен шăппăн çапла каларĕ:

— Шлепкӳне тăхăн та киле кайнă пек пул; унтан, кĕтес тĕлне çитсе, ыттисене пурне те хăвăнтан малалла ирттерсе яр, хăв тăкăрлăкалла пăрăн та кунталла çаврăнса кил. Эпĕ тепĕр çулла каятăп та часах кунта вилсе çитетĕп, — терĕ.

Малтан хытарнă пекех, Том шкултан ачасен пĕр ушкăнĕпе пĕрле, Бекки тепĕр ушкăнĕпе тухса утрĕ. Пăртак кайсанах, вĕсем ансăр лаптăкăн катари вĕçĕнче хирĕç пулса каялла шкул еннелле пырсан, унта никам та курăнмарĕ. Вĕсем шкула кĕчĕç те, хăйсен умне доскасем хурса, юнашар ларчĕç. Том Беккие грифель пачĕ, вăл, унăн аллине тытса пырса, çавăн пекех тĕлĕнмелле тепĕр çурт ӳкерчĕ. Искусствăпа интересленесси иксĕлсе пыра пуçласан, вĕсем калаçма тытăнчĕç. Том калама çук телейлĕ.

— Йĕкехӳресене юрататăн-и эсĕ? — тесе ыйтрĕ вăл.

— Ой, кураймастăп вĕсене!

— Эпĕ те... вĕсене чĕрĕ чух кураймастăп. Анчах эпĕ виллисем çинчен калатăп, — вĕсене мăйĕсенчен кантрапа кăкармалла та суллантарса çӳремелле.

— Çук, эпĕ йĕкехӳресене питĕ юратмастăп. Эпĕ вĕт резинка чăмлама юрататăп.

— Юратмасăр! Шалккă, манăн резинка çук.

— Чăнах-и? Манăн пăртак пур. Эпĕ сана чăмлама паратăп, кайран вара эсĕ каялла пар.

Çакă питĕ лайăх пулчĕ: вĕсем ăна черечĕпе чăмлама пуçларĕç, — Ытах та киленнипе ура сулласа ларчĕç.

— Эсĕ хăçан та пулин циркра пулнă-и?

— Пулнă, ăслă хĕрача пулсан, мана атте тата тепĕр хут илсе каятăп, терĕ.

— Эпĕ циркра виç-тăватă хут та — нумай хут пулнă. Чиркӳрипе танлаштарсан, унта вара тата интереслĕрех: яланах мĕн те пулин çĕнĕ япала кăтартаççĕ, ӳссе çитсен, эпĕ цирка клоуна кĕретĕп.

— Чăнах-и? Вăт аван! Вĕсем пурте çав тери кăмăллăскерсем, уласкерсем...

— Ия, ия, çитменнине тата купипех укçа илеççĕ...

— Кунне долларшар илеççĕ, тет Бен Роджерс.

— Итле-ха, Бекки, сана хăçан та пулин çураçнă-и?

— Мĕн тени пулать?

— Качча каймашкăн çураçнă-и?

— Çук.

— Сан çураçтарас килетчĕ-и?

— Килет те пулĕ. Пĕлместĕп. Мĕнле япала вăл?

— Мĕн вăл? Ним те мар. Эсĕ арçын ачана çапла калатăн çеç: «Сансăр пуçне нихçан та урăх никама та качча каймастăп», — тетĕн, — ăнлантăн-и, нихçан та, нихçан та, нихçан та; унтан вара ăна чуптăватăн. Çавă çеç. Ăна кашниех тума пултарать.

— Чуптăватăн? Мĕн тума чуптумалла?

— Çавăншăн... йăли çавăн пек ĕнтĕ... Пурте ун пек тăваççĕ.

— Пурте?

— Ия, варлисем пурте. Эсĕ астăватăн-и доска çине эпĕ мĕн çырнине?

— Ия... астăватăп.

— Мĕн тетĕн?

— Каламастăп.

— Эппин, эпĕ калам сана?

— Ия... анчах хăçан та пулин урăх чухне кала.

— Çук, халех.

— Çук, халех мар — Ыран.

— Çук, çук, халех, Бекки. Эпĕ хуллен, эпĕ сана хăлхаран шăппăн çеç калатăп.

Бекки иккĕленсе чĕнмесĕр тăнине кура вăл хăйпе килешет пулĕ тесе, Том ăна пилĕкĕнчен ыталаса илчĕ тутине унăн хăлхи патнех илсе пычĕ те ăна хăйĕн ĕлĕкхи сăмахĕсене тепĕр хут каларĕ.

— Халĕ ĕнтĕ эсĕ мана шăппăн çавăн пекех кала, — терĕ вăл.

Бекки нумайччен пăрăнкаласа тăчĕ, юлашкинчен çапла каларĕ:

— Аяккалла çаврăн, мана ан пăх, — вара калăп. Анчах эсĕ никама та ан кала, — илтетĕн-и, Том? Никама та. Каламастăн-и? Чăнах-и?

— Çук, çук! Эпĕ никама та калас çук: ан та шухăшла. Ну, Бекки?

Вăл пуçне аяккалла пăрчĕ. Бекки унăн хăлхи патне каллех пĕшкĕнчĕ те, вăл сывланипе Томăн кăтрарах çӳçĕ вĕл-вĕл туса илчĕ, вара Бекки шăппăн:

— Эпĕ... сире... юрататăп! — терĕ.

Унтан ура çине сиксе тăчĕ те, Томран хăтăлма хăтланса, саксемпе партăсем тавра чупкалама тапратрĕ. Томĕ ун хыççăн хăваларĕ, Бекки кĕтесе кĕрсе лăпчăнчĕ те питне шурă саппунĕпе хупласа лартрĕ. Том ăна мăйĕнчен ярса тытрĕ те йăпатса çавăрма пуçларĕ:

— Бекки, халĕ ĕнтĕ пурте пулчĕ, — чуптумалла çеç. Унтан нимĕн те хăрамалли çук, вăл нимĕн те мар. Тархасшăн, Бекки.

Вăл Беккие саппунĕнчен тата аллинчен туртрĕ.

Хуллен-хулленех Бемки парăнчĕ, аллине усса ячĕ, нумайччен кĕрешнипе хĕрелсе кайнă питне Том патнелле çавăрчĕ. Томĕ вара ăна хĕрлĕ тутинчен чуптурĕ те çапла каларĕ:

— Ну, вăт, пурте пулчĕ, Бекки. Халĕ ĕнтĕ санăн мансăр пуçне никама та юратмалла мар, мансăр пуçне никама та качча каймалла мар. Нихçан та, нихçан та, ĕмĕрне те каймалла мар. Сăмах паратăн-и?

— Ия, Том, сансăр пуçне эпĕ никама та юратмăп, урăх никама та качча каймăп. Эсĕ те, асту, никама та ан ил, мана çеç ил.

— Паллах ĕнтĕ. Каварĕ çавăн пек. Шкула килнĕ чухне-и, шкултан таврăннă чухне-и, санăн яланах манпала пĕрле утмалла. Пире астуса тăмаççĕ пулсан вăйăра та мана суйла, эпĕ сана суйлатăп. Каччипе хĕрĕ яланах çавăн пек тăваççĕ.

— Питĕ аван! Нихçан та ун çинчен илтменччĕ.

— Ку вара питех савăнмалла. Эпир Эмми Лоренспа...

Бекки Тэчерĕн чарса пăрахнă куçĕ Тома йăнăш туса хуни çинчен пĕлтерчĕ, çавăнпа вăл именсе чарăнса тăчĕ.

— Ой, Том! Эппин, эсĕ мана чи пирвай çураçман курăнать?

Хĕрача макăрма тапратрĕ.

— Чарăн, Бекки, ан макăр. Эпĕ ăна урăх юратмастăп,

— Çук, Том, эсĕ юрататăн. Юратнине эсĕ ху та пĕлетĕн.

Том ăна мăйĕнчен ыталаса илме хăтланчĕ, анчах хĕрача ăна тĕксе ячĕ, пичĕпе стена патнелле çаврăнса тăче те татах макăрчĕ. Том ăна ачаш ятсемпе ченсе йăпатма пуçларĕ, хăй малтан мĕн тума хăтланине те туса пăхрĕ, анчах хĕрача каллех ăна тĕксе ячĕ. Вара Томăн мăнкăмăллăхĕ вăранса кайрĕ. Вăл алăк патнелле утса пычĕ те, именнипе пăшăрханса кайнăскер, урамалла тухрĕ. Акă Бекки çаврăнĕ те ун хыççăн крыльцана тухĕ тесе ĕмĕтленсе, вăл вăхăчĕ-вăхăчĕпе алăк çинелле пăхкаларĕ. Анчах Бекки тухмарĕ. Том питĕ хурланса кайрĕ: чăнах та эпĕ айăплă пулĕ-çке, тесе шухăшларĕ вăл. Килĕштерес тĕлĕшпе хăйне хăй пирвайхи утăм тутарасси уншăн йывăр пулчĕ, анчах вăл хăйĕн мăнкăмăллăхне çĕнтерче те каялла кĕчĕ.

Бекки, стена патнелле çаврăнса, кĕтесре макăрса тăрать. Томăн чĕри картах сикрĕ. Вăл Бекки патне утса пычĕ те сăмах пуçласа яраймасăр аптăраса тăчĕ.

— Бекки, сансăр пуçне эпĕ урăх никама та пĕлесшĕн мар, — терĕ вăл ерипен.

Хирĕç нимĕнле сасă та пулмарĕ. Ĕсĕклесе макăрни çеç илтĕнчĕ.

— Бекки, — тархасларĕ вăл. — Бекки! Ну, мĕн те пулин кала-ха?

Çĕнĕрен ĕсĕклесе макăрни илтĕнчĕ.

Вара Том хăйĕн чи хаклă япалине — камин1 решеткин пăхăр шарикне — туртса кăларчĕ те, унпала Бекки куçĕ умĕнче суллакаласа çапла каларĕ:

— Ну, Бекки, тархасшăн... Сана кирлĕ пулсан, эпĕ çакна паратăп!

Бекки шарика тĕртсе ячĕ те, шарикĕ ӳкрĕ, урай тăрăх кусса кайрĕ.

Том урама тухрĕ те ăçта куç курать, çавăнталла каяс, ку кун шкула каялла килес мар тесе шут тытрĕ. Бекки сасартăк темĕн лайăх маррине сисрĕ. Вăл алăк патнелле чупрĕ. Том курăнмарĕ. Том вылямалли площадкăра пулĕ тесе (анчах вăл унта та пулман), Бекки çурт йĕри-тавра чупса çаврăнчĕ.

— Том! Том, кил! — тесе чĕнме пуçларĕ вăл.

Бекки тимлесе итлесе пăхрĕ, анчах хирĕç чĕнекен пулмарĕ. Йĕри-тавра шăпах, çын таврашĕ те курăнмасть. Бекки ларчĕ те каллех йĕме тапратрĕ: вăл хăйне хăй айăплă тесе шутларĕ. Çав тĕлелле шкул ачисем каллех пуçтарăнма пуçларĕç: хăйĕн хуйхине пытармалла, хуçăлнă кăмăлне лăплантармалла тата хăйĕн çине кăнтăрла хыççăнхи вăрăм та кичем уроксен йывăрлăхне тиентермелле пулчĕ. Ют ачасем хушшинче унăн çывăх тус та çук, хăй хурланни çинчен никама та каласа парса чунне лăплантараймарĕ Бекки.

 

8-мĕш сыпăк. Пулас харсăр пират

Том пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла пăрăна-пăрăна тăвăр урамсем тăрăх çӳрерĕ, — вăл шкул ачисем килелле таврăнакан çул инçете юличченех çӳрерĕ. Унтан вăл хуллен пĕр пек тикĕс юртăпа чупма тапратрĕ. Икĕ е виçĕ хут вăл пĕчĕк юханшыв урлă каçрĕ, мĕншĕн тесен арçын ачасем çапла ĕненеççĕ: шыв урлă каçсан, йĕрсем çухалаççĕ, хыççăн хăвалакансен вара ниçта кайма пĕлмесĕр аптăрамалла пулать. Çур сехетрен вăл, тăлăх арăм Дуглас çурчĕ хыçнелле кĕрсе кайса, Кардиф тăвĕ тăрринче курăнми пулчĕ, шкул çурчĕ аялта, хыçалти айлăмра, аран çеç курăнса ларать. Том çăра вăрман ăшнелле кĕрсе кайрĕ, сукмаксăр-мĕнсĕрехвăл чи чăтлăх çĕре пырса кĕчĕ те лăстăркка юман айне мăк çине ларчĕ. Унта çил варкăшĕ те сисĕнмест. Кăнтăрлахи ĕнтĕркеттерекен шăрăха пула кайăк юррисем те чарăнса ларнă. Çутçанталăк тĕлĕрсе тăнăн туйăнать, улатакка йывăçа такканă сасă çеç, вăхăчĕ-вăхăчĕпе инçетрен илтĕнсе килсе, çутçанталăк ыйăхне пăсать. Çав сасса пула вăрманта тата шăпрах туйăнать, — çавăнпа арçын ача хăйĕн ниçта кайса кĕме çуккине тата хытăрах туйса тăчĕ. Унăн чунĕ хурланчĕ, унăн кăмăлĕ таврари çутçанталăкпа пĕтĕмпех килĕшӳллĕ пулчĕ. Вăл, чĕркуççисем çине чавсаланса, янахане аллисем çине хурса, нумайччен шухăшласа ларчĕ. Темĕнле каласан та, пурнăç ăна пустуй тапаланни те хурлăх курни пек анчах туйăнчĕ, çавăнпа вăл хальтерех çеç вилсе кайнă Джимми Годжеса кĕвĕçрĕ. «Ĕмĕр-ĕмĕрех тĕрлĕрен тĕлĕксем курса, тăпра ăшĕнче шăтăкра çывăрса выртни мĕнле лайăх вăл», — тесе шухăшларĕ Том. «Йывăçсем хушшинче çил пăшăлтаттăр, вăл вилĕ тăпри çинчи курăкпă чечексене ачашлатăр, санă варă нимĕн те пăшăрхантарас çук, эсĕ нихçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех нимĕн çинчен те хуйхăрмастăн». Ах, унăн вырсарникунхи шкулта лайăх отмекăсем пулнă пулсан, вăл, тен, вилме те, çак йăлăхтарса çитернĕ пурăнăçа татма та хатĕр пулнă пулĕччĕ... Çав херача тата, — ну, мĕн тунă-ха вăл ăна? Нимĕн те туман. Вăл ăна ырă суннă. Хĕрачи ăна йытта хăваланă пекех, — йытта хăваланă пекех çав, — хăваласа ячĕ. Вăл хăçан та пулин кулянĕ, анчах ун чухне, тен, кая пулĕ. Ах, вăхăтлăха вилме май килнĕ пулсан...

 
1 Камин — уçă çăварлă кăмака, вăл вут çуннă чухне çеç пӳлĕме ăшăтать, унăн мăрйине хупмалли çук.
■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 ... 29

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: