Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ


Пĕр каçхине вара Микула пураннă хваттере квартальнăй надзирательпе городовой пырса кĕчĕç. Кил хуçи арăмĕ яланхи пекех пуç тайса йышăнчĕ. Хваттерте пурăнакансен паспорчĕсене тĕрĕслесе тухнă хыççăн сĕтел хушшине лартрĕ. Чей ĕçнĕ хушăра надзиратель ăнсăртран пек сăмах хускатрĕ:

— Çакна пĕлес килет ман, юлашки пилĕк çул хушшинче хваттерте тăракансем нумай улшăннă-и?

— Шучĕ те çук! — надзиратель чăнласа ыйтман пек шутласа, ал сулчĕ кил хуçи арăмĕ.

— Çапах та аса илме тăрăшăр-ха.

Кил хуçи арăмĕ юлашкинчен надзиратель ахальтен çеç халапласа ларманнине туйрĕ. Татах пĕлмеше пенипе полицейскисем çилленме пултарасран шикленчĕ. Тĕрĕссипе вăл пилĕк çул хушшинче миçе çын хваттерте пурăнса кайнине çеç мар, вунă çул хушши таран та ячĕ-шывĕпех астăвать. Акă вара вуншар çын çинчен каласа панă хушăра пĕрин çинче уйрăмах чарăнса тăчĕ.

— Халь вырăс вырнаçнă пӳлĕмре пилĕк çул каярах чăваш ачи пурăнатчĕ. Таса чунтан калатăп, унашкал ăслă та йĕркеллĕ, çынна хисеплекен çамрăка урăх курман эп. Кашни вырсарникун чиркĕве каятчĕ. Килте чухне турă кĕнекисене кăна вулатчĕ. Хваттер укçи тесен, пуринчен малтан тӳлетчĕ.

— Маттур ача пулнă иккен... — Кил хуçи арăмĕн чĕлхине татах уçасшăн ырласа илчĕ надзиратель. — Ăçтисемччĕ вăл?

— Ĕпхӳ кĕпĕрнинчи, çав уездрах, Шауш ялĕнче çуралнăскерччĕ... Александр Клементьевич Соколов ятлăскер.

— Сирĕн патăрта чăвашсем татах тăнă-и?

— Çук. Ытларах вырăспа тутар тăнă. Тата таçтан пĕр çармăспа пĕр мăкшă килсе кĕнĕччĕ.

Надзиратель шухăша кайса ларчĕ. Типографире ĕçлекенсем кăтартса пани тĕл килчĕ. Ку пӳртре, чăн та, чăваш пурăннă иккен. Анчах мĕншĕн хушамачĕ урăхла? Мĕншĕн Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уездĕнчен мар? Надзиратель тата тимлесерех вăлтма тытăнчĕ.

— Маттур чăваш текенĕ ăçта ĕçлетчĕ?

— Хăма çуракан заводра.

— Тус-йышсем пурччĕ-и унăн? Кунта килместчĕç-и?

— Заводра пуррине калакалатчĕ. Ман пата никам çӳренине те астумастăп. Тăхтăр-ха, господин надзиратель, суйрăм... Хваттертен тухса кайнă çура, турă амăшĕн иккунне кĕтсе илес умĕн, пĕр арçын кĕнĕччĕ.

— Мĕнле арçын? Ăçтисемччĕ?

— Сашăпа пĕрле заводра ĕçлекен çын, — терĕ те кил хуçи арăмĕ асăрхаса юлма ĕлкĕрнĕ таран Çтаппана сăнласа пачĕ.

— Астумастăн-и, мĕн çинчен калаçрĕç вĕсем?

— Вăт çавна илтеймерĕм. Палламан çын самант хушши çеç пулнăран тимлеме ăс çитереймерĕм. Ун хыççăн ман Саша та тухса кайрĕ.

— Акă мĕн, Варвара Макаровна... — кăмăлсăрланнине пытармасăр астутарчĕ надзиратель, — хăçан, кам пурăннине манманни аван. Вĕсен сăмахĕсене хăлха тулашĕпе ирттерни — япăх!

— Турă çырлахтăр, господин надзиратель, çавăн чухне таçта пăрăннипе хăлхана чикеймерĕм.

Полицейскисем хăма çуракан завода йĕрлесе пычĕç. Унта кил хуçи арăмĕ каланă хушаматлă çын ĕçленĕ иккен. Халь вăл ăçтине кăтартса паракансем кăна тупăнмарĕç.

Тата тепĕр икĕ эрнерен Ĕпхӳ кĕпĕрнинчи Шауш ялĕнче Соколов Александр Клементьевич ятлă çын пуçĕпех пулманнине пĕлтернĕ хут çитрĕ те, тӳре-шарасем айăплă çынсен йĕрне çухатрĕç.

 

XX

Жандармсен полковникĕ следователе хăй патне чĕнтерчĕ.

— Андрей Куракова тĕпчес ĕç мĕнле пырать?

— Ваше высокоблагородие, — хăйне айăпа хунăн хуравларĕ следователь — çĕнни ним те çук. Тĕрлĕ майсемпе тĕпчесен те, станра каланисенех çирĕплетет.

Жандармсен полковникĕ шăртланчĕ.

— Апла эсир начар следователь! Айăплă çыннăн хирĕç тăрас кăмăлне аркатаймастăр! Акă мĕн хушатăп сире: ыран çак вăхăтра ман пата çĕнĕ хыпар, айăплă çын тунмасăр каласа панине илсе килетĕр! Ăнлантăр-и?!.

Энтрее пĕччен камерăна хупни эрне те çитнĕ. Кашни çĕрех следователь допрос туса сӳслентернипе тем май та шухăшласа пăхрĕ вăл. Ирĕке çухатнăшăн хăйне хăй шеллерĕ, тимĕрçе çавăн чухнех тыттарманшăн ӳпкелешрĕ.

Коридорта шăхăртни илтĕнчĕ. Çывăрма вăхăтне пĕлтерчĕç. Энтрей хывăнса йывăç путмар çине выртрĕ. Сĕнке пуçланăччĕ, тимĕр алăк çăрине чăкăртаттарни илтĕнсен, ыйхи вĕçрĕ.

— Встать! — камерăна кĕрсенех команда пачĕ надзиратель.

Энтрей лӳпперрĕн тăрса урине усса ларчĕ.

— Тумланăр!

Энтрей, тумлансан, аллине каялла тыттарчĕ.

Следователь сассине хăпартмасăр, хута кĕнĕн калаçса тĕпченине Энтрей ун умĕнче питех сехĕрленменччĕ. Паян, следователь ытла улшăннине асăрхасан, сисчĕвленчĕ.

Следователь, Энтрей тавçăрнине çирĕплетесшĕн пек, сасартăк куçне-пуçне чарса пăрахрĕ:

— Айăпланакан Кураков, эпĕ сире шухăшлама хушнăччĕ. Ĕнтĕ ним пытармасăр каласа парăр: кам сирĕн тус-йышăр? Ăçта пурăнаççĕ вĕсем? Типографи ăçта?

— Мĕн пĕлнине эпĕ каланă. Урăх ман ним хушмалли те çук, — халичченхи майлах хуравларĕ Энтрей.

— Суятăн, подлец! — Следователь тем туса пăрахас пек шур куçне çавăркаларĕ те сĕтел çинче выртакан пресс-папьепе илсе печĕ. Пресс-папье Энтрее сăмса кăкĕнчен пырса лекрĕ.

Энтрей куçĕ хуралса килчĕ. Пукан хыçĕ пулмасан, çĕре те персе анĕччĕ. Энтрей антраса кайнине асăрхасан, следователь ун çине графинти шывпа чашлаттарчĕ. Учитель тăна кĕрсен, каллех кăшкăрашрĕ:

— Пыршуна куматăп! Чĕрĕллех çиетеп! Паттăрланнипе мар, чĕри хăпнипе ним тума аптранăран Энтрей те ура çине сиксе тăчĕ.

— Çыхланăр кăна текех... Хама та, сире те шеллемĕп! Маншăн халь пурпĕрех!

— Аха, подлец, хирĕç тăма шутлатăн-и?! Юрĕ, кăтартăп-ха сана мыскара! — Шăнкăрав сассипе надзиратель кĕрсе тăчĕ. — Сăнчăрлăр ăна! Карцере пăрахăр!

Аялти тум вĕççĕн хăварса сăнчăрласан, Энтрее тĕттĕм пӳлĕме тĕксе кĕртрĕç. Хăй ăçтине тавçăрма ĕлкĕриччен, урай пăр пекех иккене туйса, урине улăштарма хăтланчĕ. Сăнчăр чăнкăртатса сасă тунăран алăка шаккаса шăп пулма хушрĕç. Витĕрех шăнтнине тӳсме çукран, асăрхаттарнине те йӳпсемесĕр, сăнчăрне-мĕнне пăхмасăр сиккелерĕ. Вара темиçен кĕпĕртетсе кĕчĕç те Энтрее çапса ӳкерчĕç. Ăçтан лекнĕ çавăнтан тапма пуçларĕç. Энтрей хирĕç тытма хăтланчĕ. Кам та пулин çăлма килессĕн сунса, кăравул кăшкăрчĕ, юлашкинчен тăнне çухатрĕ.

Тем вăхăтран вăл куçне уçрĕ те, хăй умĕнче шур халатлă арçын тăнине курсан, вăл тухтăр е хвершăл иккенне тавçăрчĕ. Шăмми-шакки тӳсмелле мар ыратнине евитлеме хатĕрччĕ, следователь сĕтел хушшинчех ларнине асăрхасан, хăй ăçтине аса илсе чĕлхине çыртрĕ.

Хвершăл тепĕр хут ал тымарне тĕрĕслесе пăхрĕ те:

— Пурте йĕркеллĕ, господин следователь, малалла тĕпчеме пултаратăр, — тесе хăварчĕ.

Следователь, малтанхи пекех кăшкăрашмасан та, хаяррăн каларĕ:

— Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, айăпланакан Кураков, кунта сире хуняму патне илсе килмен. Татах тунма хăтланни хăвăр пуçа хăвăр çини çеç. Луччĕ тĕрĕссине кăтартса парăр та, сирĕн ăраскалăра çăмăллатма тăрăшăп.

Следователь сăмахĕсем Энтрей хăлхине питех кĕмерĕç, тытса хупнăранпа тулса пынă хуйхă-суйхă йӳççи пуçламăш хут тăкăнса кайрĕ — вăл сасăпах макăрса ячĕ.

— Çак териех асаплантарма мĕне курнă эсир мана... Патша тăшманĕсемпе çыхăннă пулсан, тахçанах пĕлтерĕттĕм. Мĕн тесе хӳтĕлес ман вĕсене? Ылхавлă листовкине упранăшăн айăплă ĕнтĕ. Анчах вăл ман алла ăнсăртран лекнĕ-çке-ха; Мĕншĕн тимĕрçĕпе куçа-куçăн тăратмастăр? Вăл ман сăмахсене çирĕплетнĕ пулĕччĕ. Урăх ватсан та, вĕлерсен те, ним те хушаймастăп.

Тĕрмене лекнĕ çынсем айăпсăррине ĕнентересшĕн макăрнине сахал курман следователь, çавăнпа вĕсенчен йĕрĕннĕ çеç тата çине-çине макăртма тăрăшнă. Энтрейĕн куççулĕ чĕререн тухнине сисрĕ те вăл нимле организаципе те çыхăнманнине ĕненчĕ, тĕпчес кăмăлĕ те çухалчĕ.

Тепĕр ирхине, кăтартса панă вăхăтра, следователь жандармсен полковникĕ патне пырсан:

— Ваше высокоблагородие, чи шанăçлă майсемпе те çĕннине ним вăлтаймарăм. Ман шутпа, Кураков чăннипех ăнсăртран çакланнă, социал-демократла рабочи парти организацийĕпе çыхланман этем, — терĕ.

— Листовка... Тимĕрçĕ. Забастовка! Эсир, мĕн, вĕсем те ăнсăртран тухнă тесе каласшăн-и?

— Çук, ваше высокоблагородие, унашкал шухăшламастăп. Унта, чăн та, социал-демократла рабочи партин ĕçĕ палăрать. Çине тăрсах витерме тăрăшнăшăн каçарăр, тархасшăн... Эпĕ çирĕм пилĕк çул ытла ĕçлесе хам ал витĕр пин çын ытла кăларнă, пĕринче те йăнăшман.

Жандармсен полковникĕ шухăша кайрĕ. Ку çынна лайăх пĕлет вăл. Çавăншăн пĕтĕм пысăк ĕçе ун аллине параççĕ.

— Апла сирĕн шутпа мĕн тумалла?

— Ваше благородие, ăна кăларса ямалла. — Мĕн терĕр?..

— Ваше высокоблагородие, эсир мана ăнланаймарăр. Пуçĕпех кăларса ярасси çинчен каламарăм эпĕ. Ăна тепĕр хут тытса хупасси те нимех мар. Вăт, унран хамăр майлă ĕçлеме ал пустарса илсен, эпир пĕрре персе икĕ кайăк çеç мар, виçĕ кайăк та тытăттăмăр. Кураков, чăн та, социал-демократла рабочи партин организацийĕпе çыхăннă пулсан, хăçан та пулин вĕсемпе каллех курнăçĕ те, пирĕн çынсем ăна çавăн чухнех пĕлĕç. Çыхăнман пулсан, хăйне хăй патша стройне хирĕç тапăннă пек тыткаласа шанăçа кĕтĕр те, революционерсем унпала явăçма хăтланĕç. Кураков ун çинчен пире хыпарлĕ. Ăна кăларса яни Янашов хуçа кăмăлне те тивĕçтерĕ.

Жандармсен полковникĕ килĕшрĕ, прокурорпа калаçса пăхма сăмах пачĕ.

 

XXI

Ĕçе хăй аллине илнĕ халăх тем тăвĕ. Иртнĕ çулсенче çак вăхăтра мольăна çурма юханшывран çеç хăваласа ирттерекенччĕ. Кăçал, пĕтĕм ĕçе курттăм илнĕ хыççăн, пĕр эрне маларах Атăл таппине çитерсе гавань хучĕç те вуншар кимĕпе киле кайма тухрĕç. Кăмăлĕсем вĕçсе каяс пек савăк. Урăхла пулма та май çук. Элнет юханшывĕпе мольă хăваласа антарма пуçланăран вара малтанхи хут çынсем хăйсем мĕнле шутланă çавнашкал, ирĕксĕрлемесĕр ĕçлерĕç. Пахилкке тăхăннипе урисене йĕпетсе курмарĕç. Апат-çимĕç те мăй таран. Ĕç укçи сахалтан вăтăр пилĕкшер тенкĕ тивĕ. Çирĕм пилĕк тенкине алла илнĕ ĕнтĕ. Кунашкал пуянлăха тĕлĕкре те аса илмен. Халь вĕсен пурăнма, акса хăварма мĕн кирли пур те пур. Кĕçех йывăçа матка, челенасем туса тиеме тытăнĕç те, каллех укçа кĕме пуçлĕ. Ĕç кунашкалах ăнса пырсан, вĕсем те çынлах пурăнĕç. Çак самантра кашнин чĕринчех куçпа курман, анчах хăйсен пурнăçĕшĕн тăрăшакан çынсем. Камсем-ши вĕсем Кăйкăрпа Чĕкеç текенĕсем? Шухăшпа çеç мар, куçа-куçăн тăрсах тав тăвасчĕ. Кăшшавуйсенче пухăнса ларнă çĕрте мĕн-мĕн каласа кăтартман-ши вĕсене Ваçли! Мĕн-мĕн илтсе тăна хумарĕç-ши вĕсем! Мĕн пĕчĕкренех этем пурнăçĕ турăпа патша кăмăлĕнчен килнĕ пек ĕненме хăнăхсан та, вĕсем, Ваçли каланă тăрăх, урăхла тĕрĕслĕх, ĕççыннисен тĕрĕслĕхĕ, пуррине пĕлчĕç. Кăçал Миххапа кĕрешсе ăна çĕнтерни те çакнах çирĕплетрĕ.

Çапла, бурлаксем мольăна хăваласа вырăна çитерчĕç те вуншар кимĕпе кайма тухрĕç, хаваслăн юрласа ячĕç:

 

Алкум вĕçне тулă акрăм,

Алкум вĕçне тулă акрăм.

Тулли пулчĕ пулмалла,

Кăвакарчăн кулли пулайчĕ...

 

Атăл варрине çитсен, кимĕсен ушкăнĕнчен пĕри уйрăлса анаталла çул тытрĕ. Ун çинче Ваçлипе ытти уполномоченнăйсем.

— Хăвăртрах кайса килĕр!

— Атăлкассинчен ямшăк тытса таврăнăр! — çĕлĕк сула-сула кăшкăрчĕç бурлаксем.

— Каçалапа таврăнатпăр! Кĕтсех тăрăр! Шав лăплансан, каллех юрă янрарĕ:

 

Пахчи-пахчи паранки,

Пахчи-пахчи паранки.

Паранки пулчĕ пулмалла,

Сысна кулли пулайчĕ...

 

Кимĕсем куçран çухалчĕç, юрланă сасăсем те татăлчĕç. Ваçлипе ун юлташĕсем ытти бурлаксем çырана тухнине тавçăрчĕç. Вĕсем кĕçех килне, арăмĕ-ачисем патне çитĕç те пуçламăш хут ĕçĕн ырлăхĕ çинчен каласа савăнтарĕç. Кĕçех мункун çитĕ те, ачисем валли парне туянĕç, уява çынла ирттерме хурăнташĕсене пухĕç. Нумаях та пулмасть вĕсем кунашкал пурнăç курасса ĕмĕтленменччĕ те.

Пĕр Ваçли çеç салхуланса пырать. Унта, ĕçре, халăха вĕрентнĕ, кăмăл-шухăшĕсене Раççейре пуçпулса тăракан йĕркесене парăнмалла мар, кĕрешсе çĕнтерес вăй-халĕсене пĕтĕçтерме тăрăшнă чухне, вăл калама çук хавасчĕ. Халь, киле таврăнас самант çывхарсан, чĕри ытларах та ытларах вăркăшма тытăнчĕ. Ĕç ăнăçлăн вĕçленчĕ те, киле çитсен ун çинчен кама каласа савăнтарас? Кама кирлĕ ун укçи? Халиччен вăл укçине ашшĕне параканччĕ. Тен, ăна та кирлĕ мар. Вăл хăй пуян. Ĕç ăннă пирки те ашшĕнчен ăш сăмах илтеймĕн. Вăл пуçĕпех улшăнчĕ, кĕрешӳрен пăрăнчĕ, хирĕç çул çине тăчĕ. Ваçли тăлăх-турат кăна. Инкекрен хăтăлма пĕр май çеç — авланмалла. Çулĕпе те çамрăк мар ĕнтĕ. Кама килĕштерсе мăшăрланмалла-ши?.. Вăл çав-çавах Кĕтерука юратать. Такам çинчен шухăшлама хăтлансан та, ăна чĕринчен вĕçертеймест. Ан тив, хĕрсем нумай та, вĕсем пĕри те Ваçлие ăнланаймĕç. Пĕр Кĕтерук çеç ăна ăнланса пурнăçне илемлетĕччĕ. Ылхавлă йăла ырлăха çирĕ. Кĕтерук йăмăкĕсем килĕшеççĕ пек те, вĕсем çамрăкрах-и, тен, тата хайсен йĕкĕчĕсем те пулма пултараççĕ. Мĕншĕн вĕсен пурнăçне хутшăнса усал тăвас? Е хăйне Якур усал туни сахал-и?...

Ваçлин салху шухăшĕсем Атăлкасси çыранĕ хĕрлинче тин сирĕлчĕç. Вĕсем кимĕ çинчен сиксе анчĕç те Михха кил-çурчĕ еннелле утрĕç. Йывăçа çав тери хăвăрт хăваласа антарнăшан Михха савăнăçлă кĕтсе илчĕ. Шанчĕç, ĕç укçине халех парса татасса ĕмĕтленчĕç.

Кил хушшинче бурлаксем самантлăха çухалса кайнăн пулчĕç. Акăш-макăш çурт-йĕрте Миххана ăçта шыраса тупăн? Çитменнине, никамран ыйтса пĕлме çук, пĕр çын чунĕ те курăнмасть. Вара аслă крыльца еннелле утрĕç. Кунта вĕсене швейцар кĕтсе илчĕ. Унăн çийĕнчи тумĕ ытла та тĕлĕнмеллипе, хăш-пĕрисем ăна, тӳре-шара вырăнне йышăнса, пуç тайма та хатĕрччĕ. Ваçли, Микула каласа панисенчен ку кам иккенне тавçăрса, бурлаксене хăйсемпе тан çын умĕнче намăса кĕресрен хăтарчĕ.

Швейцар, хуçасене те тӳре-шарасене кăна уçса кĕртме хăнăхнăскер, бурлаксене мăнкăмăлланса чĕнчĕ:

— Сире мĕн кирлĕ?

— Пире хуçа кирлĕ, — пуриншĕн те хуравларĕ Ваçли.

— Хуçа ерçмеет! — терĕ те швейцар алăка хупма тăчĕ.

— Эсĕ тăхта-ха. Эпир мĕн калас шутлине итле! Эпир — бурлаксен уполномоченнăйĕсем.

— Бурлакĕ ахалех паллă.

— Пит аван. Пире хуçа кирлĕ.

— Хуçа никама та кĕртме хушман.

— Эсĕ ăнлан-ха, — хĕрӳленчĕ Ваçли, — эпир йывăçсене мольăпа хăваласа антарнă. Кайса кала, вăл пире çак самантрах йышăнĕ.

— Ман хуçан тарçисем эсир çеç мар. Ăна пуриншĕн те чăрмантарса çӳремĕп. Сирĕлĕр. Кансĕрлесе ан тăрăр! — терĕ те швейцар алăка хупса лартрĕ.

Бурлаксем пĕр-пĕрин çине кăнн пăхса илчĕç.

— Нивушлĕ Хĕлип каласа паман ăна?

— Атьăр ун патне!

Çапла тĕвтурĕç те бурлаксем Хĕлип пурăнакан çурт еннелле утрĕç. Вĕсене вырăс хĕрарăмĕ кĕтсе илчĕ.

— Мĕн шыратăр эсир?

— Пире Хĕлип кирлĕ!

— Хĕлип?.. Вăл, мĕн, сирĕн юлташ-и?

Хĕрарăм йĕрлешкелесе калаçнине сиссен, бурлаксен кăмăлĕ эрленчĕ.

— Çук, эпир ун юлташĕсем мар, пулма та тăрăшмаст-пăр. Зпир мольă хăваласа антарнă çынсем. Хĕлип хуçа вырăнне ĕçленĕ. Çавăнпа ăна курасшăн эпир! — татса хучĕ Ваçли.

— Турă çырлахтăр, эпĕ сире унан юлташĕсем тесе, — ĕнтĕ ихĕлтетсех калаçрĕ вырăс хĕрарăмĕ. Кулма чарăнсан, сассине хăпартрĕ. — Çенĕк умĕнче шавласа ан тăрăр! Филипп Спиридоновича канма кансĕрлетер!

Хĕрарăм ытла та нӳремсĕр айкашни бурлаксене тарăхтарчĕ те, вĕсем пурпĕр Хĕлип канать тенине ĕненчĕç. Каç, Атăл çинчен таврăнсан, ытларах ĕçре пулĕ те халь çывăрать-и, тен. Малалла мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Хĕлип вăраниччен чайнăя кайса ларсан мĕнле-ши? Анчах кашниех киле таврăнма васкарĕç. Паллах, унта мунча хутса хатĕрленĕ. Çапла, ниçта каясси çинчен те калаçса татăлайман пирки Хĕлип вăранасса е Михха астуса йышăнасса кĕтмелле çенĕк пусми çине ларчĕç. Вăхăт нумай та иртмерĕ, выльăх-чĕрлĕх картишĕ енчен Лукарье килнине курчĕç те, Ваçли ăна хирĕç пычĕ:

— Лукерья Семеновна, ман сирĕнпе калаçмалли пурччĕ.

Лукарье Ваçлие Макçăм ывăлĕ пек çеç мар, вăл Микула юлташĕ иккенне те пĕлнипе чарăнчĕ. Чĕри асаилӳсемпе хумханма тытăнчĕ. Тата Ваçли Кĕтерука юратнăран халь те хусахла пурăннипе хăйĕн телейсĕр ăраскале пекех туйăннăран ăшă кăмăллăн та евĕклĕн ал пачĕ.

— Ма пӳрте кĕместĕн?

Щ: — Кĕртмеççĕ, Лукерья Семеновна.

— Кам?

— Михаил Петрович патне швейцар кĕртмерĕ. Хĕлип патне — вырăс хĕрарăмĕ.

Лукарье çенĕк пусми çинче ларакансене асăрхарĕ те самантлăха шухăша кайнăн шарламасăр тăчĕ. Вара сас-сине улăштарчĕ.

— Миххапа Хĕлип мĕн тума кирлĕччĕ сире?

— Эпир сирĕн йывăçа мольăпа хăваласа антартăмăр та расчет илес тесе килнĕччĕ. Михаил Петровича калăр-ха, вăл пире йышăнса расчет парса ятăр. Эпир каçчен киле çитме васкатпăр.

Ваçлине итленĕçемĕн бурлаксем забастовка туса упăшкине парăнтарнине аса илчĕ те Лукарье кăмăлĕ йăлтах пăсăлчĕ. Халь вĕсем мăшкăлласа çӳренĕн туйăннипе Ваçли Макçăм ывăлне, Микула юлташне, хăй пекех ăнăçсăр юратупа асапланнине манчĕ, хăй умĕнче курайман бурлак тăнине çеç курчĕ.

— Сирĕн пурин те укçа илес шухăш çеç. Ман упăшкан пин тарçă, пин шухăш. Хушнă-тăк кĕтĕр.

Лукарье малтанах кăмăллă калаçнăран Ваçли Михха патне кĕме пуласса шаннăччĕ. Хуçа арăмĕ сасартăках улшăнни минретсе пăрахрĕ, тăна кĕрсен тепĕр хут чĕнсе ăнлантарасшăнччĕ — Лукарье çухалма та ĕлкĕрчĕ.

— Вăт ие çăпати, итлесшĕн те пулмарĕ! — хăй тĕллĕн пек ятлаçрĕ Ваçли, юлташĕсем патне таврăнсан. — Ман шутпа, кунта темле ырă мар ĕç пур пек туйăнать. Пирĕнтен мăшкăлласа куласшăн мар-и вĕсем?

— Кам пĕлет, хуçан, чăн та,ерçӳ çук-и, тен? Паянлăха килелле уттарас мар-и? Мунча кĕрсе тасалăпăр та ыран ирех килĕпĕр! — сăмах хушрĕ Аванов.

Ыттисем хирĕçлерĕç:

— Расчет илмесĕр ниçта та каймастпăр!

— Пирĕннинчен пысăкрах ĕç мĕн пултăр унăн!

— Тĕрĕс, юлташсем, ĕçе вĕçлемесĕр хăвармăпăр, — килĕшрĕ Ваçли те.

— Апла мĕн тăвас-ха?

— Ман шутпа, акă мĕн, — хуравларĕ Ваçли, — атьăр Хĕлипе вăрататпăр. Вăл пире пулăшма тивĕç. Тата вăхăтсăр хускатсан та улпутах мар,

Бурлаксем шавлăн калаçса пычĕç те, Ваçли алăка шаккарĕ. Çав самантрах вырăс хĕрарăмĕ тухса хаяррăн кăшкăрчĕ:

— Мĕн çуйхашса çӳретĕр? Сирĕлĕр кунтан!

— Эй, мĕн калаçса тăмалли пур çавăнпа! — терĕ те Ваçли хĕрарăма сирсе хăварчĕ.

Кайри пӳрте кĕрсен, бурлаксем ирĕксĕрех йĕнчесе тăчĕç. Вĕсем кунта Хĕлиппе тĕл пуласса шаннăччĕ. Унпа хыттăн ятлаçма та хатĕрччĕ. Никам та çук иккен. Анчах вырăс хĕрарăмĕ хăваланнпе тепĕр хут шавласа кайрĕç:

— Мĕн кăшкăратăн! Кала, Хĕлип ăçта?

Малти пӳртрен Хĕлип тухрĕ. Вырăс хĕрарăмĕ макăрса ярас майлах кӳлешме пуçларĕ:

— Вăрă-хурахла çĕмĕрсе кĕчĕç!

Хĕлип бурлаксем çийĕн пăхса илчĕ. Ĕçе тытма пырсан намăса кĕртнĕшĕн тавăрма май çитнипе рехетленсе:

— Чĕнмен çĕре кĕме мĕнле хăйрăр? — терĕ. Бурлаксем тӳсеймерĕç, çиллес сăмахсемпе тăрăнтарчĕç:

— Пире чĕнме эпир сан хăнусем мар!

— Расчет пăрăр!

Хĕлипĕн вĕсене хăвалас шухăш та пурччĕ. Бурлаксем ытла та тăвăллине тата аллисенче пакур пур чухне вĕсем тем туса пăрахма та пултарасса аса илсе çемĕçрĕ.

— Эсир уссăрах шавлатăр. Эпĕ сире расчет пама хуçа мар. Е расчетне камран ыйтмаллине мантăр-и?

— Хуçа патне кĕртмеççĕ. Эпир килнине пĕлтер ăна!

— Ну, тус-йышсем, эпĕ хуçа ĕçне хутшăнмастăп. Эпĕ те сирĕнешкелех тарçă çеç. Хуçа сире йышăнман-тăк, унăн, чăн та, вăхăт çук-и, тен. Кĕтсе пăхăр!

— Хăçанччен?

— Эпир киле кайма васкатпăр!

Хĕлип шăртланчĕ. Паçăр çеç хăрама пуçланине манса, канма хистерĕ:

— Ятлаçса ан тăрăр! Тухса кайăр!

Бурлаксем халь тытăçма хатĕррине курчĕ Ваçли, анчах ĕçре усă кӳрес çуккине чухланăран асăрхаттарма васкарĕ:

— Юлташсем, тăнăçлă пулăр! Ку çынпа пирĕн чăкăлташмалли çук. Вăл камне ахаль те пĕлетпĕр! — Хĕлипе куçкĕретех хурласа илчĕ Ваçли. — Паян вăл пире хирĕç çынне тата лайăхрах палăртрĕ. Атьăр!

Кил хушшине тухсан, уполномоченнăйсем тăвăнса çитнĕ шухăшĕсене ирĕк пачĕç:

— Кунта мĕн, пирĕнтен куласшăн-и?

— Михха тени мĕн айкашать?!

— Çавăншăн сехмет вăл!

— Юлташсем, тăнăçлă пулăр, — каллех лăплантарма тăрăшрĕ Ваçли. — Ятлаçса ним те тăвас çук эпир вĕсене. Ман шутпа, Михха патне кĕмеллех пирĕн.

Вĕсем аслă алăк патне пычĕç. Швейцар каллех хăвалама тытăнчĕ.

— Мучи, эсĕ çын евĕрлĕ хăтлан-ха. Эпир выляма мар, ĕçпе килнĕ, — терĕ те Ваçли швейцарпа алăк хушшине кĕрсе тăчĕ. Çав самантра ыттисем кĕпĕрленсе пычĕç. Швейцар алăка хупасшăнччĕ, Ваçли ирĕк памарĕ. — Мучи, уссăрах пăлханатăн. Эпир никама та çаратмастпăр, никама та вĕлерместпĕр.

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17 ... 20