Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Ĕçлеме! — хуравларĕ Якур, хăйне хуçи татăк çăкăр парасса кĕтекен йытă пек тыткаласа.
Лаврский пуçне сулса ырларĕ.
Уполномоченнăйсем пĕтĕм чун-чĕререн тăвăлланса ларчĕç. Пуринчен ытла Ваçли çилленчĕ. Савнă Кĕтерукне туртса илнĕшĕн вăл Якура хăйĕн тăшманĕ тесе шутлатчĕ. Унтанпа вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ: пурнăçри киревсĕр йăласем ăçтан тухнине ăнланнăçемĕн Якура каçарнăччĕ те. Çамрăк ĕмĕрĕн телейĕ татăлнашăн тискер йăлана кăларнă самана ытларах айăплă. Хĕлиппе Михха ĕç пама пырсан, Якур вĕсем майлă кайса халăха хирĕç тăни Ваçлин курайманлăхне тепĕр хут чĕртрĕ. Халь халăха сутма килнине пĕлсен, ăна тем туса пăрахас патнех çитрĕ. Анчах çак самантра урăхла тавăрма çуккипе, сăмахпа путарса лартма ура çине тăчĕ.
— Господин председатель, ман ыйту пур! — Лешĕ ирĕк парсан: — Чĕрчĕлĕх Тихонов! — йĕрĕннине пытăрмасăр чĕнчĕ Ваçли, — камсем вĕсем, Миххапа килĕшекенсем? Эсĕ-и е урăххисем?
Председатель Лаврскипе Миххана хур кӳме чарчĕ пулсан, хăйсен хушшинче тем калаçма та ирĕк пама шутларĕ. Ан тив, култарччăр.
— Чĕрчĕлĕх Тихонов, хуравлăр!
Якур Ваçли çине вутăн-хĕмĕн пăхса илчĕ. Кĕтерук ăна юратнăран вăл Ваçлине курайман. Иккĕшне куçа-куçăн тăма май килмен пирки çеç унпа питлешейменччĕ. Халь май килчĕ те, Якур ытлашши тăвăлланнипе чĕлхине çухатрĕ.
— Санран ыйтаççĕ, ма шарламастăн? Камсем вара вĕсем, Миххапа килĕшекенсем?
Ваçли сасси Якур хăлхинче ытла та кулнăн янларĕ.
— Кам, кам?1. Эпир!.. — персе ячĕ Якур хаяррăн.
— Эпир текенсем миçен вара эсир, çавна пĕлесчĕ тата? — ĕнтĕ ним пытармасăр йĕкĕлтерĕ Ваçли.
— Миçен?!. Çавăн чухлех!..
Судьйсемпе уполномоченнăйсем хушшине кулнă сасă илтĕнчĕ.
Якур тилĕрнипе антрана тухнă евĕрлех пăхкаларĕ.
— Эх, ача... «Çавăн чухлĕ» тени ытла та нумай çав... Акă шутласа кăлармалăх сана турă ăстăн паман. Иçмасса, çакна каламăн-ши? Çавăн чухлĕ йышлăн килĕшсе, Миххан ăçти ĕçĕнче пултăр вара эсир?
Якур ним те чĕнеймерĕ.
— Ма шарламастăн? Ăçта ĕçленине те мантăн-и?
— Ĕçлемен вăл!
— Çынсем ĕçленĕ чух мухмăрпа тапкаланса выртнă.
— Çавăнпа тăнне-пуçне çухатнă! — председатель ирĕк панине сиссе, йĕплерĕç ытти уполномоченнăйсем.
— Господа судьясем! — юлашкинчен чĕлхине тупрĕ Якур! — Эпĕ сире çакна калама маннă. Ку çын, — аллипе Ваçли енне сулса кăтартрĕ, — мана тахçантанпах çилленсе пурăнать. Эпĕ ун савнă хĕрне туртса илнĕ, çавăншăн вăл мана, уполномоченнăй тивĕçĕпе усă курса, ĕçе илмерĕ. Халь тата ăссăрла ыйтусем парса пуçа çавăрма хăтланать. Анчах пулаймĕ! Мана аташтараймăн! Тата эпĕ унран ним чул та хăрамастăп!
Судьясем хыттăнах ахăлтатса ячĕç. Лаврский те тӳсеймерĕ.
Ваçлин кулăш кăмăлĕ сĕвĕрĕлчĕ, вăл вĕриленсе кайрĕ. Якур сутăнчăк çеç мар, хăйĕн ирсĕр ĕçне арăмĕн таса ятне те хутшăнтарчĕ.
— Сипетсĕр этем! — шăл витĕр сăптăрчĕ Ваçли. — Иçмасса, айăпсăр арăмун чысне упрасчĕ!
Ытти уполномоченнăйсен тарăхăвĕ те çиеле тапса тухрĕ. Вĕсем судра ларнине мансах пĕрин хыççăн тепри Якура питлеме тытăнчĕç:
— Миçе пуса сутăнтăн?
— Арăмна ан тапрат! Эсĕ ун кача пӳрнине тăмастăн! Бурлаксем шавласах ятлаçни председателе йăлăхтарса çитерчĕ. Вăл сасартăк кулма пăрахрĕ те Ваçлисене калаçма чарчĕ. Ытти чĕрчĕлĕхсене кĕрте-кĕрте ыйтса пĕтерсен, Лаврскине юлашки сăмах пачĕ.
Лаврский паçăр хăй ыйтнине тепĕр хут çирĕплетсе хăварчĕ те, мĕнпур ăстăнне пухса, чĕлхе ăсталăхĕпе усă курса, суд умĕнче уполномоченнăйсене киревсĕр çынсем пек кăтартма тăрăшрĕ. Ун сăмахĕпе вара уполномоченнăйсем Миххашăн çеç мар, патшалăхшăн та хăрушă пăлхавçăсем. Вĕсенчен укçа шыраса илни сеç сахал. Халех Çĕпĕре тытса ямасан та, хурăн хуллипе ăшаласа тăн кĕртме тивĕç.
Уполномоченнăйсем хăраса ӳкмерĕç, пĕрин хыççан тепри хăйсен хĕн-хурлă пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç, ваккатпа Хĕлип чĕрчĕлĕхĕсем тӳрĕ мар çынне палăртрĕç.
Юлашкинчен Ваçли ура çине тăчĕ. Ку залра вуншар хресчен ларнине аса илсе, вĕсен умĕнче судне, ваккатпа Миххана тата патша саккунĕсем пуянсене çеç хӳтĕленине тăрă шыв çине кăларма шут тытрĕ. Ан тив, чĕрчĕлĕхе килнĕ чăвăшсем паян сутăнчăксем те, вĕсенчен нумайăшĕ ирсĕр ĕçе тăтăк çăкăршăн хутшăннă. Тӳрĕ сăмах вĕсен чĕрине тивмесĕр иртсе каймĕ.
— Господа судьясем, — терĕ Ваçли, — ку ĕçе Христос тĕнне тытакан этемсен йăлинче пулмалла мар ĕç тенĕччĕ эп малтанах. Ман сăмахсем тĕрĕс килсе тухнине хăвăрах куратăр ĕнтĕ. Сирĕн умра паян, ваккатĕнчен пуçласа юлашки чĕрчĕлĕхе çитиех, сутăнчăк та çумĕнче хĕрес çук çынсем тăра-тăра каларĕç.
— Протестлетĕп! — кăшкăрса ячĕ Лаврский.
— Максимов, хăвăра йĕркеллĕ тыткалама тăрăшăр. Ахаллĕн чарма тивет, — асăрхаттарчĕ председатель.
— Вĕсем мĕн таран суйнине, çав вăхăтрах эпир укçа шырани тĕрĕссине хăвăрах куратăр. Халиччен тӳрĕ ваккат тесе шутланă çын, господин Лаврский, каллĕ-маллĕ перкелесе те, Янашов пире укçа договор тăрăх шутласа тӳленине сиреймерĕ. Спиридонов Янашов договор пуррине пĕлни çинчен çеç мар, договор тăрăх процентпа тӳленине ним пытармасăрах çирĕплетрĕ. Пĕр пуса сутăннă чĕрчĕлĕхсем пирки мĕн калăн? Вĕсем хăйсем пекех выçлă-тутлă пурăнакан тăванĕсен пурнăçне çиме килнĕ. Акă, яла таврăнччăр-ха. Ытла сипетне çухатнисем намăс харамĕнчен çунсах кайĕç. Ĕнтĕ, господа судьясем, эпир сирĕн тӳрĕ кăмăл çине, аслă патша санкунĕсем пуриншĕн те пĕр тивĕçли çине шанса, пирĕн майлă, тĕрĕслĕх майлă татса парасса кĕтетпĕр.
Ваçли сăмахне пĕтерчĕ. Судьясем канашлама кайрĕç. Уполномоченнăйсем, суд ĕçе хăйсем майлă татса парасса шанса, Ваçли çине хавасланса пăхрĕç. Суд тухса решени вуланине илтсен, вĕсем çамкаран кӳсекпе çапнă пекех минрерĕç. Договор тăрăх бурлаксем Миххаран укçа шыранине пăрахăç тунă иккен. Халăха улталанăшăн Хĕлипе ятланă. Бурлаксенчен Михха валли вунă пин те çирĕм çичĕ тенкĕ, кашни бурлакранах çирĕмшер тенкĕ, шыраса илме йышăннă. Халех укçа тупса параймасан, пурлăхĕсене сутмалла тенĕ. Суд бурлаксемшĕн те ырă ятлă пуласшăн пек курăнма, Михха килĕшсен, ку укçана ĕçлесе татма ирĕк панă. Пĕтĕмĕшпе илсен, уполномоченнăйсем çакна лайăх ăнланчĕç: вĕсен мăйне нихçанхинчен хĕсĕкрех мăйкăч тăхăнтарнă. Тĕрĕсрех каласан, пилĕкçĕр хĕрĕх бурлака сехметĕн чури туса хунă. Çирĕм тенке татмалăх сахалтан та виçĕ уйăх пĕр пуссăр ĕçлеме тивет.
— Ку вăл пырасла! Мăя чул çых та Атăла сик!.. Бурлаксем шавласа кайма та хатĕрччĕ — Ваçли асăрхаттарса чарчĕ.
— Юлташсем, тăнăçлă пулăр! Хамăр нуша çинчен калаçмалли вырăн мар кунта. Эсир пристане кайăр та мана кĕтĕр.
Ваçли ахаль çынсем апатланакан столовăя кĕчĕ те пĕр сĕтел хушшинче Микулана асăрхарĕ, ун патне пырса ларчĕ.
— Ну, ĕç-пуçсем мĕнле? — ыйтрĕ Микула. Ваçли хыпарласан: — Эпĕ хулари юлташсемпе сӳтсе явам-ха. Вара малалла мĕн тумаллине шутласа пăхăпăр. Эсĕ уполномоченнăйсем патне кай та пуçĕсене усма ан пар. Кĕрешӳ пуçланнă кăна. Вĕçлессе эпир вĕçлĕпĕр, — терĕ.
Кузнецов килĕнче Микулана паçăртанпах кĕтсе тăнипе тӳрех Округ сучĕн ĕçĕсем çинчен сăмах хускалчĕ.
— Çавăншăн класлă суд вăл... — шухăшне пĕтĕçтерчĕ Кузнецов. — Анчах вĕсен çĕнтерĕвĕ вăхăтлăха кăна. Паян вĕсем бурлаксен куçне çеç мар, ытти чухăн хресченсен куçне те уçрĕç. Халиччен патша саккунлăхне, суд-йăрмахсен тĕрĕслĕхне ĕненекенсен чĕрисем те сивĕнĕç. Кунашкал пулма эпир çĕршер, пиншер листовка сарса пулăшăпăр. Çынсене, пуринчен ытла бурлаксене, чи малтан çакна астутарасчĕ: вăхăт çитмесĕр нимле харкашу-тапăну та ан хускатчăр. Ан тив, халлĕхе сехмет савăнтăр. Вăхăт çитсен, юнлă куççуль юхтарĕ.
— Шанатăп, Леонид Сергеевич...
— Ĕнтĕ комитетри юлташсем патне каяр. Вĕсем те кĕтеççĕ сана. Унта марисен енчен килнĕ юлташсемпе паллаштаратăп. Вĕсен пулăшăвĕ те кирлĕ сире.
— Ăнланатăп, Леонид Сергеевич...
XXIII
Якур ыйхăран вăраннă çĕре чӳречерен кун çути кĕнĕ. Вăл, вăхăт каç пек суннипе, хăй ăçтине аса илесшĕн çаврăнкаласа пăхрĕ те, тимĕр решеткене курсан, шартах сикрĕ. «Ăçта эпĕ?» Тăна кĕме хăтланнăçемĕн ун куçĕ умне пулса иртнисем тухса тăчĕç. Акă вĕсем судран тухрĕç.
— Эсир паян хуçана юрахлă ĕç турăр. Сире уншăн мухтама, парнелеме те тивĕç. Кунта килнĕ чухне аллăшар пус пама сăмах тунăччĕ, халь пĕрер тенке те шеллеместĕп. Йывăçа тиеме вăхăт çитсен, сире пуринчен малтан ĕçе илетĕп те ыттисенчен вуншар пус хаклăрах тӳлетĕп. Ялан паянхи пек хуçа хутне кĕрсен, вăл сире нихçан та пăрахмĕ, — терĕ те Хĕлип кашнинех пĕрер тенкĕ укçа кăларса тыттарчĕ.
Якур пристаньрех шкальккă илсе ĕçрĕ. Пăрахут çине ларсан, татах тăрларĕ те Атăлкассине ӳсĕрĕлсе çитрĕ. Пăрахут çинчен ансан, тӳрех хупахалла утрĕ. Малалла мĕн пулнине, пуçне касса кайнă пек, ним те астумасть. Кĕсйине хыпашларĕ, пĕр пус та тупаймарĕ. Çак ăна пăшăрхантарчĕ. Урăх ĕçме çуккине ăнланчĕ вăл. Ăшчикĕ вутпуççи çăтнă майлах çунать. Юлашкинчен, аран-аран ура çине тăрса, решетке витĕр пăхрĕ те хăй арестленĕ çынсене хупакан пӳрте лекнине тавçăрчĕ. «Мĕнле аван мар ĕç тунă-ши эпĕ? Мĕншĕн тытса хупнă-ши мана? Нивушлĕ кунта илсе килнине хуньăмпа Натюш курман?..» Тем чул тăрăшсан та, Якур тĕппипе аса илеймерĕ. Стражник кĕрсе унăн шухăшне татрĕ.
— Аван çывăртăн-и?
— Хама хам та чухлаймастăп-ха, — урăх ним калама аптраса хуравларĕ Якур.
— Апла тесен кайрăмăр!
— Ăçта?
— Станувуй патне.
— Мĕн тума? — пушшех хăраса ӳкрĕ Якур.
— Мĕнне унта пĕлĕн! — терĕ стражник. Станувуй сасартăках хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ:
— Мĕн хăтланнă эсĕ, сукин çын!
Якур куçĕ алчăрарĕ, чĕркуççи шăнăрĕсем чĕтрерĕç, чĕлхи çухалчĕ.
Огуречников татах сехрине хăпартрĕ:
— Аллуна çын кĕсйине чикнине астăватăн-и, сукин сын?! Халех Çĕпĕре, каторгăна ăсататăп!
Тем пулсан та куна кĕтменччĕ Якур. Анчах тăна çухатнă ӳсĕр çын мĕн айкашмĕ? Огуречников сăмăхне пĕтĕмпех ĕненмесен те, чунĕ ура тупаннелле анчĕ. Çĕпĕре ярсан, таврăнас çук. Пĕтнĕ пуçĕ çавăнта. Якур чĕркуççи çине ӳкрĕ:
— Ваше благороди, каçар, тархасшăн. Эпĕ вил ӳсĕр пулнипе ним те астумастăп. Чăнах хăтланнă-и, тен? Малашне чипер пурăнма тăрăшăп... Каçар, тархасшăн...
— Каçар-и, сукин сын! Çын кĕссине çаратнă чухне аванччĕ-и? Çĕпĕре! Урăх пĕр сăмах çук, Çĕпĕре!
— Ваше благороди, тархасшăн, Çĕпĕре ан ярăр.
Огуречников сассине улăштарчĕ.
— Чĕркуççи çинчен тăр. Ав, пукан çине лар! Айăпна йышăнни килĕшет мана. Халлĕхе Çĕпĕре ăсатмăп. Ху тăрăшсан, иксĕмĕр тус-йышланăпăр!
— Тăрăшăп, ваше благороди...
— Аван... Çак хут çине аллупа паллă туса пар-ха. — Якур ним шухăшласа тăмасăрах хĕрес палли çырчĕ. Вара Огуречников ăнлантарчĕ: — Халь эсĕ кунта мĕн илтни-курниие никама та каламастăп тесе ал пусрăн. Сăмаху çине тăмасан, тӳрех Çĕпĕре яратăп!.. Вăт, çапла, Егор Тихăнч... Сан кăштах пурнăçна улăштарма тивет. Паян эсĕ Янашов хутне кĕни питĕ лайăх. Киле таврăнсан, ăна хирĕç кай. Такам умĕнче те ун çинчен çисе калаç. Паянах Ваçлипе мирлешме, унăн шанăçне кĕме тăрăш. Вара вăл ăçта мĕн тунине, мĕн калаçнине асăрха. Халăх хушшинче те хăлхана тăратса çӳре. Мĕн сас-хура пур, тӳрех кунта килсе пĕлтер. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, ваше благороди.
— Эсĕ ăнланасса шаннă эпĕ. Çавăнпа Çепĕре каясран хăтартăм... — Огуречников кĕсйинчен виçĕ тенкĕ кăларса пачĕ. — Ку сана валли мухмăр уçма тата Ваçлине хăна тума. Ĕнерхи пек пуçа çухатмасан, ĕçмелĕх укçа яланах тупăн.
Станувуй патĕнчен Якур лăпланса, кăмăлĕ çĕкленсе тухрĕ. Прахăрпа тĕл пулсан пушшех хавасланчĕ. Васкаварлăн сăмах хушрĕ:
— Хаклă хуньăм... Мĕнле пурăнатăн?
Прахăр станувуй патне никам та ырă ĕçпе килменнине чухланăран кĕрӳшĕ унта кĕнинчен тĕлĕнчĕ, анчах ним палăртмасăр хирĕç саламларĕ:
— Аван-ха. Ху мĕнле? Тата мĕн ĕçпе çӳретĕн?
Якур хуравлама сасартăках кирлĕ сăмах тупайман пирки.
— Кил хушшинче калаçса тăма аван мар, хуньăм. Акă, шкалькă кайса илем те, пĕрер черкке сыпмалла сан пата кĕрсе ларăпăр, — терĕ.
Прахăр килĕшесшĕнех марччĕ, анчах шанманлăх пысăкланса пынăçемĕн хирĕçлемерĕ.
Якур часах икĕ шкалькă илсе килчĕ.
— Натюш ăçта тата? — Прахăр хĕрĕ çуккине асăрхаса ыйтрĕ Якур.
— Станувуй арăмне пулăшать.
Якур урăх тĕпчемерĕ. Шкалькăсене сĕтел çине кăларса лартрĕ. Прахăр пĕр чĕл çăкăрпа тăвар хучĕ. Пĕрер черкке ĕçсен, Якур сăмах пуçарчĕ:
— Сисетĕп, хуньăм, мана юратмастăн эсĕ... Кунта мĕнле лекнине пĕлсен, пушшех те кураймăн. Эпĕ куна тивĕçлĕ те... Сан умăнта ӳкĕнес шутпа ним те пытармăп. Ĕнер эпĕ ӳсĕрпе çын кĕсйине кĕрсе кайнă. Çавăнпа мана стражник тытса хупнă. Паян ирхине станувуй Çĕпĕре ăсатассипе йăлтах хăратса пĕтерчĕ. Вăт, мĕн пурри те çав çеç... Мана ятлама тивĕç.
Прахăр ĕненнĕ пек пулчĕ. Кĕрӳшĕ хăй айăпне туйса кунашкал ӳкĕнсе калаçнине илтменччĕ вăл. Хĕрне, мăнукĕсене шелленипе кĕрӳшне чипер çул çине тăратма тăрăшас шухăш пырса кĕчĕ.
— Сана кӳренмесен те тӳсме çук, кĕрӳ. Ăçта пырсан та, хăвна ху аван мар туса çӳретĕн. Чăннипех çын кĕсйине кĕнĕ тесен, питех намăс вара. Халăх пĕлсен мĕн калĕ? Сан ма çын вереллĕ пурăнас килмест-ши? Ылтăн пек ачусем пур. Арăму тесен, камăннинчен начар? Ăнланмалла пек-çке çавна.
— Пĕтĕмпех ăнлантăм, хуньăм. Юсанма тăрăшăп. Эпĕ ухмахланнине ял çине сармасан та пырĕ. Вăрă ятне илтесси сим пыл сыпасси мар. Каçарма ыйтатăп.
Икĕ шкалькă эрехе ĕçсе ярсан, Якур хăй хуньăшне лăплантарса хăварчĕ. Çула май хупаха кĕрсе тепĕр пулштух илчĕ.
Энĕшкассине вăл каçалапа тин çитрĕ те, Огуречников хушса янă пек, Ваçлипе курнăçма шут тытрĕ. Ун телейĕшĕнех-и, тен, Ваçли килте.
Якур кĕни Ваçлишĕн усал-тĕсел тухса тăнăн туйăнчĕ. Округ судĕнче пĕр-пĕрне темтепĕр каласа пĕтерни çеç мар, иккĕшин хушшинчен çичĕ çул каярах хура кушак тухса кайнăран Якур хăй патне пырасса асра та тытман. Пуçĕпех урăхла, суд хыççăн улахрах çĕрте тĕл пулсанах, харкашу тапранасса кĕтнĕ. Çавăнпа вăл сасартăк ним те чĕнеймерĕ.
Якур куна сисмен пек пулчĕ.
— Ваçли, — терĕ вăл каçару ыйтнă сасăпа, — эсĕ мана кураймастăн... Сăлтавĕ те пур. Тивĕç те... Халь çакăнта шăмма ватса кăларсан та, сăмах тăвассăм çук...
— Мĕн кирлĕ сана, мĕн ĕçпе килтĕн ман пата? — юлашкинчен ыйтрĕ Ваçли.
— Хуть ĕнен, хуть ан ĕнен, Ваçли... Эсĕ судра тухса каланисем ман чĕрене çурсах пăрахрĕç-и, тен... Пĕтĕм кăмăл-шухăшăма тепĕр май çавăрса лартрĕç. Арăм пиркн кĕвĕçни те тĕрĕс мар. Сана юратсан та, вăл ман пите пĕçертмелле ĕç туман. Çитменнине, ĕнер сехмет майлă кайса халăха хирĕç тăтăм. Эс калашле, хамашкал чухăнсене сутрăм. Мана шыва путарсан та çылăх мар. Турă çырлахтăр... Ăçта кĕрсе каяс ман...
Халиччен усал чеелĕх нушине тӳсмен, çын çине ăшпиллĕн пăхма хăнăхнă Ваçли кăмăлĕ çемĕçрĕ, Якура курайманлăхĕ йăвашлана пуçларĕ. «Чăн та чухăн мар-и вăл? Патшан ирсĕр саманинче çын пурнăçне, ăстăнне амантакан йăла чури çеç мар-и? Эпĕ судра калани ун чĕрине мĕншĕн тивме пултарайман? Ăна пуçĕпех тăшмана кăларса пăрахиччен хамăр майлă çын туни авантарах мар-и?» Ваçли мирлешнĕ сассипе хуравларĕ:
— Пирĕн çулсем сехметĕннипе маррине тахçанах ăнланмалла эсĕ. Е сана сахал тарăхтарнă-и вăл? Халь çакна тăна хуни çыншăн мар, хăвшăн аван пулĕ.
Якур кунта кĕнĕ чухне Ваçли чăнннпех те çапса пăрахасса кĕтнипе питех шикленнĕччĕ. Халĕ кил хуçи кăмăлĕ улшăннине сиссен, вăл йăлтах лăпланса татах шанăçа кĕме васкарĕ.
— Тăнлантăм... Питех тăнлантăм, Ваçли. Сехмет нушипе мăшкăлне манран ытла никам та курман. Ăншăрт çапса хуçтăр ăна! Урăх кĕвĕçместĕп. Эсĕ çеç каçар...
— Ман сана каçармалли те, айăпламалли те çук...
— Паллах.... Пĕр вăхăталла ӳснĕ. Пĕр улахсенче çӳренĕ... — Якур йăлтах хăйса çитнипе Ваçли сăмах чĕнме ĕлкĕриччен сĕтел çине юлашки эрехне кăларса лартрĕ. — Ан çиллен, Ваçли... Каçарттарма ятнех илсе килтĕм. Пĕрер черкке ĕçер-ха...
«Кирлĕ мар, пуçтарса чик» тесшĕнччĕ Ваçли. Пурнăçĕпе ăраскалне аса илчĕ те, Кĕтерукпа пурăнакан çынпа тата çывăхрах паллашас килчĕ. Май килсен, Кĕтерукпа хĕрне хисеплесе усрама ăс парсан та питех аванччĕ. Кĕтерукпа иккĕшĕн ăраскалĕсем пурпĕр пĕр çул юппине тухас çук ĕнтĕ. Иçмасса, кайса вырнаçнă çĕрте телей куртăр.
— Ваçли, ма шарламастăн?... Хаяр сунса килчĕ тетĕн-им?..
— Паçăрах каларăм, пирĕн иксĕмĕрĕн ним валеçмелли те çук...
«Кĕтерук... Ăна уйăрмалла мар-и?» тесе чут çеç персе ямарĕ Якур. Вăхăтра тăна кĕме ĕлкĕрнипе хускатнă сăмахне малалла тăсрĕ:
— Питех тĕрĕс. Черкке пар хăвăртрах. Сыпатпăр та ĕçĕ пĕттĕр! — Ваçли черкке çуккипе стакан илсе килчĕ. Якур çур стакан ытла тултарса, Ваçли умне лартрĕ.
— Кунашкал юрамасть... Малтан ху ĕçсе кăтарт-ха!
— Мĕнех вара... Малашне мирлешсе пурăнассишĕн! — терĕ те Якур шалт ĕçсе хучĕ. Юлашки эрехне Ваçлине тултарса пачĕ. Анчах малтанах хĕрнĕскер сасартăк ӳсĕрĕлнипе, Ваçли ĕçнипе ĕçменнине те асăрхама манса, чĕлхи çине мĕн килнине сӳпĕлтетрĕ:
— Вăт пурнăç, Ваçли... Ĕçке яратăп кăна. Кĕтерук ман арăм... Ман хĕрача, ывăл ача та пур... Миххана упа ташши ташлаттарăпăр-ха. Акă йывăçне тиеме вăхăт çиттĕр кăна... Пуринчен малтан хам хирĕç калăп... Судьясем мĕнех вĕсем. Ним те мар. Эпир хамăра хамăр хуçа... Хĕлип пире пĕрер тенкĕ пачĕ. Укçа вĕсен çеç пек хыт кукарла айкашаççĕ. Укçа татах пур вăл... Акă — Якур кĕмĕл укçасем кăларса кăтартрĕ те каллех кĕсйине ячĕ. — Кулăшла, эпĕ судран тухнăранпа та киле пырса çакланман-ха... Ĕнер мана хупах умĕнчен тӳрех станувуй патне тытса кĕнĕ...
Ваçли чĕри кăртах турĕ. Сасартăк çакна аса илчĕ. Хĕлип пĕр тенкĕ çеç панă пулсан, укçа татах ăçтан тупнă вăл? Ун кĕсйинче халь те пĕр тенкĕ çеç мар-çке?
Якур хăй йăнăш персе янине сиссе тӳрлетме хăтланчĕ:
— Вара хуньăм патне кĕрсе çывăртăм. Ятлать мана хуньăм... Икĕ шкалькă илсе ĕçтертĕм те хăех майлашрĕ...
Ĕнтĕ Ваçли Якура ĕненсе лăпланас вырăнне пушшех çуйланса кайрĕ. Чĕлхине татах уçасшăн сăмах хушрĕ:
— Çав уретник-стражниксемпе питех тарăхмалла. Чипер çӳрекен çын çумне мĕн тесе çыпçăннă-ши?
Ваçли хута кĕрсе калаçни Якура каллех аташтарчĕ. Вăл тавçăрайман пек туйăнчĕ ăна. Асăрханма кирлине манса сӳпĕлтетрĕ:
— Кулăшла, ирхине вăрантăм та пăхатăп... эсĕ мĕн тен... решеткеллĕ пӳлĕмре вырта паратăп. Станувуй Çĕпĕре, каторгăна ăсататăп тет... Кулăшла... мана кам хăратайрать-ши... Эпĕ ахальтен Тихăн Якурĕ-и...
Ваçли вутлăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ. Иккĕленмелли çук, ку путсĕр этем ăнсăртран килсе кĕмен. Ваçли. вĕçне çитичченех тăрă шыв çине кăларма шутласа вăлтрĕ:
— Якур, тăхта, мĕн аташатăн эсĕ? Малтан хуньăм патĕнче çывăртăм, кайран арестленĕ çынсене хупакан пӳртре çĕр каçрăм тетĕн.
Якур пуç тăрăх шыв янă пек шарт сиксе тăна кĕчĕ. Станувуй хушман сăмахне персе яман-и вăл? Анчах Ваçли иккĕленĕвне сирме май тупайман пирки сăлтавсăрах ихĕлтетрĕ. Ваçли валли тултарнă эрехе ĕçсе ячĕ.
«Кĕтерукпа иксĕмĕре уйăрнăшăн, халăха сутнăшăн, полици аллине çакланса провокатора тухнăшăн тавăрма кунтан меллĕ самант шыраса тупаймăн. Анчах мĕн усси? Полицейскисен хăлхине кĕрсен, тата ытларах шанми пулĕç. Микула кум никампа та харкашма юрамасть тесе ăнсăртран асăрхаттармарĕ. Ан тив, вăл ăна ним тавçăраймарĕ тесе шутлатăр та, мĕнле килсе кĕнĕ, çав майлах тухса кайтăр».
— Тĕрĕссипе, эсĕ ăçта çывăрни мĕн тума кирлĕ вăл мана? Эпĕ| ахальшĕн кăна ыйтрăм.
Якур лăпланчĕ. Халь çеç Ваçли умĕнче полицейскисен йăрăсне уçнăшăн шикленни те сирĕлчĕ.
— Чăн сăмахăн суйи çук, Ваçли... Кам ăçта çĕр каçни кирлĕ мар пире. Эпĕ кунта тус-йышланма кĕни паха. Ĕнтĕ кăмăлăмра мĕн пуррине пытармасăр каласа патăм, кайма та юрать... Кĕрсе чăрмантарнăшăн çилленсе ан юл... — терĕ те Якур, пушă кĕленчине чиксе, тухса кайрĕ.
XXIV
Якур хунĕ патĕнчен кайни нумай та иртмерĕ, станран ахаль тумлă Мошков тухрĕ. Васкамаллах мартан-и, тен, вăл сăртри çулпа çуркуннехи Атăл тинĕс пек сарăлса выртнине пăхкаласа утать. Аслă улăх вырăнче халь сăртанкăсем, хăва тăррисем кăна палăраççĕ. Тавракурăмра марисен сĕм вăрманĕ хуралса ларать. Атăл урлă каллĕ те маллĕ кимĕсем каçса çӳреççĕ. Шыв хĕрринчи чăвашсем вут-шанкă пухаççĕ. Кунта çавнашкал, шывра тытнă вутпа пурăнаççĕ.
Сала ялĕнчен иртсен, Атăл куçран çухалчĕ. Мошковăн хавасланнă кăмăлĕ улшăнмарĕ. Хĕлле Микуласене хупма тапăннă инкеке тӳснĕрен вара пуçламăш хут рехетленсе пырать. Ан тив, ун чухне станувуйран та, Микуларан та пуç тайсах каçару ыйтма тиврĕ те, ĕçрен кăлармарĕç, хупма тапăнни те уссăрах мар-и, тен. Округ судĕнче каланисене илтнĕ хыççăн станувуй ирĕксĕрех Ваçли çине шанмасăр пăхрĕ. Ăна уйрăмах асăрхама хушрĕ. Шанманни тĕрĕс килсе тухтăрччĕ. Мошков чипер утнă çĕртех шăлне шатăртаттарса илчĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...