Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеХусанТом Сойер темтепĕр курса çӳрениПăва çулĕ çинчеХуркайăк çулĕХĕрес хывнă хĕвел

«Мĕншĕн чĕтренчĕк темрен хӳтĕленнĕ турат?..»


Мĕншĕн чĕтренчĕк темрен хӳтĕленнĕ турат?

Мĕншĕн эп — пурнăç хавас пек — салхуллă?

Ĕнерхиллех — кулас мар теекен çеç кулать.

Ĕнерхиллех — кулăнмарĕ ман кулă.

 

Манăн салхулăх — тĕнче темĕн вăрттăн кĕтни.

Вăрттăнлăха кăшт сисме те аван-мĕн.

Маншăн çавах кам мана савнипе савманни.

Пурпĕр паян пĕр сăмах та каланмĕ.

 

Ма ĕмĕлкӳ карă витĕр кичем курăнать?..

Çумăр килет... Пĕр сăмах çеç кăлас-и?

Çумăр—хăй йĕнĕ чухне çеç (ĕнен...) пурăнать.

Унăн апла пурăнма юрамасть-им?

Сăнӳкерчĕк аса илтерет


Сарăхнă сăнӳкерчĕк ман умра.

Тимлесен тĕлĕнмелли пур унра:

Ачасен ушкăнĕ сан çине тинкерет,

Плакат Сталинла вĕренме чĕнет.

Кунта хĕвеллĕ хĕрĕх пĕрмĕш çул:

«Шкул пĕтерекен, телейлĕ пул!»

Штанаш директорĕ приказ çырать,

Июнĕн 15-мĕшĕ тесе палăртать.

Приказ номерĕ вăтăр виççĕ (№33)

Ку числона телейлĕ теççĕ.

Василий Келлер алă пусать,

Приказ айне пичет лартать.

«Экзаменсене ăнăçлă тытнă,

Аттестат илме тивĕçлĕ пулнă.

Ал иккĕн вĕсем, телейлисем,

Икĕ класри вуннăмĕшсем!

— Виктор Моисеева парне парас —

Отличника хавхалантарас!

Мухтава тивĕçлĕ ударниксем —

Шăп та лăп вунулттăн вĕсем!

Таврари тĕрлĕ ял ачисем:

Воробьев Николай,Толстов Иван,

Кондаков Владимир, Маскин Иван.

Осипов Борис, Руссков Фадей,

Белов Федор, Денисов Тимофей.

Иванов Александр, Ермолаев Геннадий,

Иванов Степан, Сорокин Геннадий.

Карпов Иван тата Пудов Яков,

Савельев Петрпа Смирнов Геннадий.

Темиçе мăшăр куç ман çине тинкерет:

Малалла

Ҫивӗч ҫын


Кукама ялта çивĕч çын теççĕ. Вăл Галина Ивановна Манина ятлă. Хамăр районти Туканаш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Çемьере ултă ача çитĕннĕ: виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Кукам кĕркунне утмăл виçĕ çул тултарать. Вĕсен çемьи ытлашши тулăхах пурăнман, ашшĕпе амăшне ултă ачана çитĕнтерме çăмăлах пулман. Кукам 22 çулта Кĕрлев ялне Гриша ятлă каччăна качча тухнă. Çемьере икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Аслă ывăлĕ, пирĕн Игорь кукка, çемьипе Шупашкарта пурăнать, Андриян куккапа пирĕн анне ялтах тĕпленнĕ. Кукамăн пилĕк мăнук. Юнашар ялта çăкăр пĕçермелли пекарня пулнă. Пирĕн кукам çамрăк чухне çавăнта ĕçлеме çӳренĕ. Кив Атикасси ялĕ Кĕрлеврен тăватă çухрăмра. Унта çитме вăл вăхăтра йывăр пулнă, автобус çӳремелли çул пулман, кĕркунне-çуркунне пылчăк тăрăх, хĕлле çил-тăманлă çанталăкра кӳршĕ яла васканă: çăкăр пĕçерме вăхăтра çитмеллех. Вĕсем икĕ сменăпа çăкăр пĕçернĕ, иккĕмĕш сменăра тутлă тĕлĕксем курса çывăрас вырăнне çĕрĕпех ура çинче тăрмашмалла. Кив Атикассинче пĕçернĕ çăкăр тутлă пулнă. Халăх ăна юратсах туяннă. Хăшпĕр чухне çутă пĕтсе ларни те пулнă, ун чухне чустине алăпах çăрма тивнĕ. Çăкăр пĕçерекенĕн ĕçĕ çăмăлах мар, ăшă кăмака умĕнче тарласан, уçăлма тула тухатăн, сивĕ çĕрте чирлесси те часах.

Малалла

Ирхи мерчен


Мерчен, тейĕн, йăлтăртатать

Ирхи сывлăм, ай, хитре!

Эрешĕпе куçа шартать –

Тăван енĕм чечекре.

 

Хĕвел ури ачашласа

Шăрçасене çупкăмлать,

Вĕсемпе пĕрле ташласа

Тавралăха тыткăнлать.

 

Илем типсе çухаличчен

Çара уран чупатăп,

Çветтуй шыва тăраниччен

Тумлам-тумлам çăтатăп.

Шухăшла


Кун хыççăн кун иртсе пырать. Туймастпăр.

Çул хыççăн çул иртни те сисĕнмест.

Ылтăнпала кĕмĕл пуррипеле пуймастпăр,

Аманнă чун пĕчченçĕ чĕрĕлмест.

 

Çут çăлтăра татса пама пулатпăр,

Вăл, калăн, чечек евĕр, пахчара.

Анчах та ма пĕччен тăрса юлатпăр

Пĕрне-пĕри савсассăн та ара?

 

Çăвартан тухнă сăмаха тытаймăн.

Вăл çерçи мар, тĕпрен шутла малтан.

Çын терчĕ-нушипе çак Çĕр çинче никам та

Телей курни пулман — çакна ан ман.

Пухӑнар-и пӗрле?


Халь анчах ачасемччĕ... Асил:

Ăшă-ăшă йăва — тăван кил!

Юнашарччĕ атте, çумрахчĕ анне —

Манас çук пехилне ĕмĕрне.

 

Çур иртет, çу килет, кĕр çитет —

Сисейместпĕр те, ĕмĕр иртет.

Канашлар-и пĕрре, пухăнар-и пĕрле?

Шăнкăрав, тăвана евитле!

 

Халь анчах çамрăксемччĕ эпир,

Пурнăç çулĕ ун чух — шурă пир.

Çĕмĕртсем — çеçкере, юрату — чĕрере.

Эх, килесчĕ çав вăхăт тепре...

 

Çур иртет, çу килет, кĕр çитет —

Сисейместпĕр те, ĕмĕр иртет.

Канашлар-и пĕрре, пухăнар-и пĕрле?

Кĕрекем, туссемпе эс кĕрле!

 

Çур иртет, çу килет, кĕр çитет —

Сисейместпĕр те, ĕмĕр иртет.

Канашлар-и пĕрре, пухăнар-и пĕрле?

Тăхта, ватлăх. Пире ан йĕрле!

Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр!


Пĕррехинче ман атте

Хăй патнерех чĕнчĕ,

Раççей карти илчĕ те

Пӳрнепе тĕллерĕ.

— Ак, ачамăм, кур ĕнтĕ:

Ку — Раççей çĕршывĕ!

Çак мăнаçлă çĕр çинче

Пур Чăваш çĕршывĕ.

Атте тĕллет ак пăнча:

— Чăваш çĕрĕ çакă вăл!

Аттене шанма манса

Картăна пăхатăп.

Ак тупатăп эп «Чăваш»,

Питĕ савăнатăп.

Аттерен ыйтап часрах

Мĕнлескер çĕршывăм?

Анне пычĕ ман ума

Ăшшăн çеç каларĕ:

— Эпир Чăваш çĕрĕнче

Пурăнатпăр халĕ!

Пысăк та пуян çĕршыв

Пирĕн Чăваш çĕрĕ.

Анлă унта уй-хирсем,

Аслă пирĕн вăрмансем.

Шурă Атăл сарăлать

Лăпкăн-лăпкăн вăл юхать.

Тĕрлĕ халăх пурăнать,

Кар тăрса ĕçе тухать.

Чăваш çĕрĕн илемне

Кунсеренех вăл туптать.

Унта пит хитре тĕрсем

Тĕрĕлеç маттур хĕрсем.

Таш ташлаççĕ каччăсем,

Пил параççĕ ваттисем.

Йывăр килнĕ вăрçă чух —

Пурте пĕрле тăнă.

Чăваш маттур пулнине

Пĕтĕмпех кăтартнă.

Санăн ватă аслаçу

Вăрçăра çапăçнă.

Малалла

Ваçлей саккунĕ


I

Баум акăлчан какао юратнă, хаклă йывăçран тунă чĕлĕм ĕмнĕ. Ваçлей шыв ĕçнĕ те çăкаран тунă чăпăк мăкăрлантарнă. Пĕринче вĕсем пĕр-пĕринпе юлташла пекех калаçса ларнă. Çакă вăл 1910 çулта пулнă.

Куçне мăшкăлуллă хĕскелесе Баум акăлчан çапла ыйтнă:

— Эсĕ, Ваçлей, шыв ĕçетĕн, эпĕ — какао. Кала-ха мана: мĕншĕн апла-тăр?

Ваçлей аллисене суллакаласа çаплах ăслăн хуравланă:

— Мĕншĕн тесен эсĕ, ырă çыннăм, акăлчан тата çăмарта фирмин агенчĕ. Санăн укçа нумай, эсĕ унта-кунта çăмарта склачĕсем ларттаратăн, сана пурте итлеççе. Вĕсем хушшинче эпĕ те çавăн пекех итлетĕп. Эсĕ çăмарта пухтаратăн, вĕсене пуйăссем çине тиеттеретĕн, аякка, тинĕс хĕрринелле, ăсататăн, унтан тата аяккалла, инçетелле — Англие. Эпĕ илтнĕ ун çинчен. Сан çĕршывăнта чăх тенине питрех юратрĕç-тĕр, унтан тата питрех çăмартине юратаç-тăр... А эпĕ... — Ваçлей малалла аллисене сулламасăр каланă. — Çăмарта, чăх тенине эпĕ те юрататăп, анчах вĕсене хам çăвара яма хăюлăх çук, çитмест, мĕншĕн тесен эсĕ, ырă çыннăм, ман хуçам пулатăн. Эпĕ санăн кучĕру анчах. Кунсăр пуçне, эсĕ, ырă çыннăм, акăлчан пулатăн, çавăнпа эсĕ çăмарта склачĕсем тутаратăн. Манăн укçа тени, мул тени çук, çавăнпа эпĕ аякка кураймастăп, çавăнпа эпĕ нимĕн те тутараймастăп. Эпĕ кучĕр анчах. Çавăнпа эпĕ, ырă çыннăм, какао ĕçме хăюлăх çитерейместĕп, çавăнпа шыв тенине çеç ĕçетĕп. Анчах манăн, ырă çыннăм, сиртен çакна ыйтса пĕлес килет: мĕншĕн-ши эсир çăмарта склачĕсене хăвăр патăрта, хăвăр çĕршывăрта, тутармастăр-ши? Неуштă сирĕн çĕршывра çав çăмарта тенĕ тутлă çаврашкана тăвакан чипер чăхсем çук-тăр?

Малалла

«Чĕмсĕр пулнăшăн кĕçĕр мана ан кӳрен...»


Чĕмсĕр пулнăшăн кĕçĕр мана ан кӳрен,

Эс умра тăниех, тен, мантарчĕ сасса.

Çеремри сар чечек куç хупать пуль хуллен,

Кăвак куçлă каçран шăппăн çеç вăтанса.

 

Тавçăрайăн-и çĕнĕ каçсен шухăшне?

Чӳрече сиввине чăрсăр çнл чуптăвать.

Таврара çуркунне симĕсленнĕ чухне

Типнĕ çулçă çулпа макăрас пек чупать.

 

Чӳрече. Кăн-кăвак... Сан ыйтуллă сассу...

Ачалла кулăпа çĕнĕ каç çывăрать.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

Темшĕн каç халь пире иккĕн çеç хăварать.

Кĕлĕ


Эй, çӳлти Турă, кĕллĕме илтсем,

Мĕн ыйтнине пурнăçăма кĕртсем.

Мана нумай та кирлĕ мар, пĕлсем,

Пĕр татăк çăкăр, шыв, тăвар…

 

Илтсем!

 

Эй, çӳлти Турă, кĕллĕме илтсем,

Чунсăр çынна чунсăрлăхран чĕртсем,

Вăйсăррине Хăв хӳтлĕхне илсем,

Сыхлав çиттипеле витсем…

 

Илтсем!

 

Эй, çӳлти Турă, кĕллĕме илтсем,

Ача-пăча, ват çын чĕнет: «Килсем!..»

Эс чĕннĕ çĕре вăхăтра çитсем,

Сывлăшна пире вĕртсе кĕртсем…

 

Илтсем!

■ Страницăсем: 1... 97 98 99 100 101 102 103 104 105 ... 796