Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эс туйна чĕнмерĕн,
Мĕскĕн терĕн пуль.
Чунăма илтмерĕн,
Типрĕ ман куççуль.
Венчетре тăратăн,
Пушă чун пусси.
Çурта лартнă çутă
Йĕрет, мĕн усси?
Пуянни илĕртрĕ,
Чаплă-и манран?..
Телейне вĕçертрĕн,
Ӳкĕнĕн кайран.
Эп усал сунмастăп,
Пач йӳпленчĕ çул.
Çук, пуçа усмастăп,
Мĕнех? Сывă пул!
Ӳсĕр мар эп… Юрĕ,
Урăлтăм тинех.
Çук, пурах çав Турă,
Айăпли — эсех.
Вăрăм хĕлпе сивĕннĕ ман чун.
Кăчăрланнă тейĕн ĕнтĕ юн.
Пас тытнă мар-и çырă çӳçĕме —
Çапах вăй-халăм çук йĕме.
Ăшăнас килет ман, ăшăнас,
Шанчăк çук, Кама-ши ман шанас?
Курăнас килмест халь çын çинче,
Тĕттĕмленчĕ тейĕн çут тĕнче.
Пĕр çыртан тепĕр енне каçма
Кĕпер çук — тĕл пулса калаçма.
Çĕнĕрен карăнаймĕ кĕпер,
Мĕнех, пурăн пурăнайсан чиперех.
Ĕмĕр вăрăм, анчах маншăн мар —
Кĕлленсе тĕп пулчĕ мар-и тымар?
Ăшăнас килни çеç чĕрере,
Тĕл пулма тĕл пулăпăр. Лере…
Вăл Михал пиччен çурăлса кайнă кузурӳкĕ çине пăхса тăрать. Тар унтах, кузурӳк патнех, çитнĕ. Ахаль те лапка сăрланă кузурӳк ун çине тар килнĕрен пушшех йăлтăртатса тăрать.
— Куç ан ӳкер, хĕрĕм, пулас кинĕм, — терĕ Михал пичче Анхвис ун çине пăхса тăнине курса. — Такки çак улăхрах вилсе выртăп сан пирки, а вилес килмест ман ку яхăнта.
Анхвис чĕнмерĕ. Вăл куçне ытти çынсем çинелле хыврĕ. Тутăрсем, картуссем, çара пуçсем — пурте пĕр пек туйăнчĕç. Анчах туса пĕтернĕ ĕç кашнин витĕр тухнă, кашнин çинче хăйĕн паллине хăварнă. Вăл паллă — паянхи ĕç пĕтнине пĕлтерекен савăнăç пулнă. Пĕрин куçĕсенче вăл уççăн куç шăрçисем васкаса вылянине палăртнă, теприсем хăйсен савăнăçне куçпа мар, шӳтлĕ сăмах сӳтсе, сăмах вылятса кăтартнă.
Улăх çулса пăрахнă утăпа сывланă. Утă айĕнчи çĕртен çӳлелле, тавраналла чавка пуç чечекки витĕр тухнă нӳр шăршийĕ сарăлнă. Паçăр, çулнă чухне, вăл ӳсĕр шăршă кăмăла çĕкленĕ. Çава тытнă алă тымарне çĕнĕрен вăй парса тăнă, шăрăхпа кĕрешнĕ Анхвис вăл шăрша халь тепĕр хут туйрĕ. Вăл тепĕр хут Михал пиччен йăлтăртатакан кузурӳкĕ çине пăхрĕ. «Михал пичче, — терĕ вăл ăшра, — эсĕ тăнлă бригадир, эсĕ йĕркеллĕ бригадир, санăн ывăлу пур. Ун куçĕсем çак сан кузурӳк пекех хура, вĕсем аякка пăхаççĕ, илĕртӳллĕ пăхаççĕ. Михал пичче, эсĕ тăнлă бригадир. Анчах сан ывăлу чăнах-та сан пекех-ши вара?» Вăл чавка пуç шăршне хытăрах туйма пуçларĕ. «Михал пичче, эпĕ паян хам телейлĕрен санпа пĕрле çултăм. Ман çава санни хыççăн юлмасăр пынăран эсĕ мана ырларăн, ăшă сăмах каларăн. Ман сана çав ăшă сăмахшăн хирĕçле кăмăл тăвас килчĕ, хам пуç çинчи шур тутăра салтса сан çамку çинчи тарна шăлса илес килчĕ».
Малалла
Мана аса илсен —
Çула тухма пуçтарăн.
Манас марах тесен —
Килне пачах ан таврăн.
Эп пырăп шухăшна,
Юррун çуначĕ пулăп.
Вут хурăп та ăшна,
Ăçтиçукла йăл кулăп.
Алхасăп çӳçӳпе,
Айван куççуль юхтарăп.
Терт кӳрĕп кунĕпе,
Асамлăп та — хам тарăп.
Тархасшăн, ан ылхан:
Чĕрем çапла савасшăн.
Çаран çинчи кăлкан
Кăкру çинче пуласшăн.
Пуçне усать пиçен,
Именчĕ пуль, мăнтарăн...
Мана аса илсен,
Çула тухма пуçтарăн.
Эс — Тивлет, чун тараси те виçеймĕ.
Эс — Чĕкеç, вĕçевре сана çитеймĕн.
Эс — Шерпет, кашăкпа сыпса ĕçеймĕн.
Эс — Хавал, мана юратма ерçеймĕн…
Эс — Тĕнче, ытама сана илеймĕн.
Эс — Илем, чĕнсен те хăвăрт килеймĕн.
Эс — Шăпа, ăраскалăм пурах манăн.
Эс — Шевле, çиçĕм пек çиçсе çухалăн…
Эс — Чечек, никампа танлаштараймăн.
Эс — Инçет, хăваласа та тытаймăн.
Эс — Ĕмĕт, ĕмĕтсен тĕнчи вышкайсăр.
Эс — Шанчăк, пурăнма çук, Пике, сансăр…
Эс, эс, эс…
Тĕлĕкре тĕллентĕн пĕринче –
Тăратăн чăнкă çыр хĕрринче.
Çурхи шыв пĕтĕрĕнсе çурать
Хăй çулне, çырма пулса пырать.
Çар уран. Шап-шурă кĕпепе.
Аркинчен тумлать шыв. Йĕп-йĕпе.
Çӳçенсе чĕтретĕн. Ал сулан.
Çавăнтах ахăлтатса кулан.
Вăйлă хум çапайрĕ çырана,
Кĕç çухатрăм куçăмран сана…
… Хăраса вăрантăм ыйăхран.
Кун çути палăрать тухăçран.
Хĕвелĕн пĕрремĕш урипе
Сĕвĕрĕл, инкекĕм, тĕпĕпех.
Хупахра сĕрме купăс йĕрет.
Мăшăрсем ташăра çаврăнаççĕ.
Урамра тĕркĕшӳ те черет,
«Çăтмаха» кĕме пурте васкаççĕ.
Хусах мар-шим çынсем хупахра,
Çурмалла телей уйăрнă вырăн.
Паллашу пуçланать сăмахран,
Кунта эс икĕ пурнăçпа пурăн.
Юр юрлаççĕ кунтах чикансем,
Ташăра çаврăнаççĕ нумайăн.
Астармашкăн ăста-çке вĕсем,
Хĕрнĕ халăх ташлать кĕвĕ майăн.
Кĕç шампански пăкки сирпĕнет,
Çуйхашаççĕ сассем урăм-сурăм.
Ӳсĕр-пӳсĕр йышра намăс-симĕс пĕтет —
Эп хама кунта ют çын пек туйрăм.
Мунча алăкĕн тутăхса кайнă тăпси çумĕнче пĕр чăмăркка пахча хăнкăлисем купаланса йăшăлтатаççĕ. Кăшт сарăлма тытăннă курăк айĕнче пытанса итем патнелле чупакан ансăр сукмак çинче вĕсем Еккиме пĕр çеçке пилеш çырлисем пек курăнаççĕ. «Ха... хĕвел çинче ăшăнаççĕ. Мĕн тĕрлĕ пĕчĕк чунсем, вĕсем те ăшша хапăллаççĕ, — шухăшласа илчĕ вăл вĕсем çине пăхса. — Аван вĕсене, ни пилĕк ыратмасть...»
Итемре, çапнă пĕчĕк капансем хушшинче, пĕр автанпа ик-виç чăхă чакаланаççĕ. Автанĕ хăйĕн пуçне унта-кунта чăлт-чалт ывăткаласа, урисемпе çунаттисене хыра-хыра час-часах чĕнуллĕн çĕкленкелесе илет. Паçма урлă пĕри хăраххăн итем çапать. Çӳлте, итемсем çинче, хутран-ситрен е çырмари йăмрасем патнелле, е пушаннă ула курак-чавкасем вĕçеççĕ, таçтан, аякри итемсем енчен, такам савăнăçлăн юрлани илтĕнет, хăш-пĕр çĕрте, картасенчен, арпалăхсенчен эрешмен картин шурă çипписем çакăнаççĕ.
Екким мунча умĕнче каска çинче унта-кунта пăхкаласа нумайччен ларать. Ларнăçемĕн хăйне вĕттĕн чĕпĕтекен шухăшсем çавăрса илеççĕ. Ку чăнах та çапла пулассине, ун кӳрши Ихмен ăна чăнахах та хăй тĕрĕслĕхне çапла çирĕппĕн кăтартассине вăл питĕ сахал кĕтнĕ.
Малалла
Кам пултăн эсĕ, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ-и умран.
Эп-и? Кунти. Çапла, кунтанах.
Тусăм? Çунатлă шур урхамах.
Анланмасассăн — кай, тĕлĕнех:
Юлăп яланлăх хам тĕллĕнех.
Пулмĕ никам та чун уçмалли,
Вăрттăн кăтартăп виç саспалли.
(Санăн чи савнă шеп кĕтесӳ)
Кантăк тарланă: «Э те эС, Ю...»
«Эпĕ Сана Юратнă», — вула.
Çулçă тăкать куççуллĕ хула...
Кам пулчĕ çавă, хăш утравран?
Тĕлĕк пек хăвăрт иртрĕ умран.
Эх, çилçунатăм, вутлă чĕрчун,
Пĕр санпа çеç йăпанĕ-тĕр чун.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Хаяр хĕрлĕ пăрăçăм,
Мĕншĕн пыл сĕнмерĕн-ши,
Е тиркет ку терĕн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Пĕр çунатлă тусăмçăм,
Теприне ма хуçрăн-ши,
Ĕмĕте ма татрăн-ши?
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Чул хушшинчи çăлкуçăм,
Тертлĕн, çапах юхатăн,
Вăй-хал, сиплĕх паратăн.
Эх, кун-çулăм, пурнăçăм,
Каçар, Аслă Турăçам,
Каçар ӳпкелешнĕшĕн,
Парнӳне тиркенĕшĕн.
■ Страницăсем: 1... 101 102 103 104 105 106 107 108 109 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...