Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраЧапшăн пурăнмастпăрУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑТаркăнĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томАндрей ПеттокиВатă чĕре — çамрăк чун

«Аран кунлатăп кун, çĕре çĕрлетĕп...»


Аран кунлатăп кун, çĕре çĕрлетĕп,

Ларатăп пур тĕнче çинчен манса.

Е çĕр хута пĕр шанчăксăр кĕтетĕп

Куçран пăхса телейĕм куласса.

Суйса хăвар-ха «килĕп, кĕт» тесе,

Е виç сăмах хăвар та тĕрлесе —

Йăпанăп сăмахна аса илсе.

Кӑмпасем


Уçланкăра Шăна кăмпи тет ӳснĕ сарăлса,

Хăй капăрне мухта-мухта ларать якăлтатса.

— Эх, курăр-ха мана! Эп тислĕк кăмпинчен хитре,

Епле чипер, кĕçех мана та тупăнĕ витре!

Шур кăрăçа кăна никам

Курмарĕ çулçă хупăран.

Путиш ача


Путиш ача, вĕлтрен тăрри тенĕ ăна ялта. Вĕсен килĕнче тата сакăр ача ӳснĕ. Ашшĕ пĕр çурхи ăшă кун юлашки сурăхне пусса шăрттан тутарать те вăрăм укçа хăваласа çурçĕре каятăп тесе пĕтĕм çемйине куççулĕпе макăртса хăварсах кутамкка йăтса ялтан тухса уттарать. «Ан хуйхăрăр, пăртак чăтăр. Çитсенех ĕçе вырнаçап та сире килсе илеп е укçа пухса хам таврăнап. Çĕнĕ пӳрт лартăпăр», — тесе шантарать çула тухас умĕн. Пĕрре хĕпĕртесе, тепре хурланса ăсатать арçына пӳрт тулли ача-пăча. Пурăнаççĕ хайхисем ашшĕнчен хаваслă хыпар кĕтсе. Хыпарĕ çук та çук. Уйăх та иртет, иккĕ те çитет. «Инçе пуль çав çурçĕр тени, ачамсем, икĕ уйăхра та çыру çитеймерĕ аçуран. Те почтальонĕсем чăваш çĕрĕ ăçтине пĕлмеççĕ ĕнтĕ», — тет ним тума аптраса çитнĕ амăшĕ. Сакăр хырăма тăрантасси — калама канас. Пайтах юр-вар кирлĕ. Мухтав Турра, ĕне пур. Тем курĕччĕç. Çитменнине пĕрре катана хăрăк туртма кайнă Натале умне лесник пырса тухнă, кантрисене татса ватап тесе хăратнă та хĕрарăма мăшкăлласа янă. Икĕ уйăх пек иртсен çав шуйттанран çие юлнине пĕлнĕ Натале. Мĕн тумарĕ пуль ача пăрахас тесе: хăй пысăкăш тулли михĕсене хырăмпа йăтатчĕ, лаша ураписене хырăмĕ çине таянтарса пушататчĕ, темле шĕвексем те ĕçрĕ. Ачи вара яхăнне те тухас темерĕ çав тери ăшă пӳртрен, пурăнасах терĕ. Çапла тăрмашкаласа амăшĕн варĕнче сакăр уйăх ытла пурăнчĕ.

Малалла

«Тӳперен сар тенкĕсем ӳкеççĕ...»


Тӳперен сар тенкĕсем ӳкеççĕ.

Кĕр çилне эп лартрăм юнашар.

Алă сулчĕ тусăмсен Кӳкеçĕ.

Ман умра шап-шурă Шупашкар.

 

Тунсăха туйса илен кĕç эсĕ:

Кайăк тĕкĕ ӳкрĕ шыв çине.

Атăл урлă акăшсем вĕçеççĕ,

Хăвалаççĕ иртнĕ çу кунне.

 

Кăнтăра çити хăюллăн вĕçчĕр.

Хыçалтан пĕччен пăхса тăрса,

Сĕмсĕр хуйхă, кĕвĕçӳ е вĕчĕ

Ан хăварччăр чĕрене хăртса.

 

Куçăмра çунмасть текех çут ĕнчĕ.

Эп тытатăп вăхăт шухăшне.

Кайăк пек хуса çитеймĕп ĕнтĕ

Яш кунсен хаваслă ушкăнне.

 

Çав кунсем (кам чунĕ ĕмĕтсемсĕр?)

Тен, килес пулсассăн çаврăнса,

Вĕсемпе нимех тума пĕлмесĕр

Каялла эп парăп тавăрса.

 

Йыхăрать янравлă пурнăç маршĕ.

Юратма чĕнет тăван çĕре.

Çавăнпа, тен, кирлĕ-кирлĕ маршăн

Пăлханма пăрахнă чун-чĕре.

 

Ĕмĕтсем çула тухма хистеççĕ.

Ĕмĕтпе пурнакансем, васкар.

Алă сулчĕ тусăмсен Кӳкеçĕ.

Ман умра вĕр-çĕнĕ Шупашкар.

«Ан шыра мăна — тупаймăн...»


Ан шыра мăна — тупаймăн,

Ăшунта ыр пурнăç сун.

Хитре мар çынра пытаннă

Ман ачаш, ытарлă чун...

 

Ан шыра мана — тупаймăн,

Тур çырни пулать тата.

Ахальтен-им эп вăтаннăн

Куçăма санран тартап...

 

Ан шыра мана — тупаймăн,

Кам куçран пăхмасть — сăна.

Хальхинче вара сăпайлăн

Кăшт кулса ăсат кăна.

«Шухăшласа кăлартăм пулĕ...»


Шухăшласа кăлартăм пулĕ

Сан хӳхĕм сăнарна

Çак майсăр арпашулăхра

Чуна лăплантарма.

Ултавлă курăну йăл кулĕ —

Йăпате пĕр кана.

Вĕренĕп хитремарлăхра

Суя илем курма...

Шухăшласа кăлартăм пулĕ

Сан çутă сăнарна.

Эс кăмăл ту, эс килĕш тулĕк

Ман çăлăнăç пулма.

Кĕнеке юратакан


Кĕрет тет пĕлĕш пĕлĕшĕ патне,

Пуш вăхăт пулнăран ара.

— Эх, ăслă эс — мĕн чухлĕ кĕнеке!!!

Сан çӳлĕксем мачча таран!

Ашмарин пур, Гюго та Майн Рид,

Маршак, Дюма, Юхма Мишши...

Маттур та эсĕ çав тери,

Çӳл çӳлĕке епле çитетĕн-ши?

— Эп пуç ватмастăп, тупата!?

Пылесоспа çитеп унта!!!

 

* * *

Çаплах пурнать тет ăслă ăçтиçук,

Ун кĕнеке нумай — «тусанĕ» çук.

Лаша ăçта çухалнă?


Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçнелле пулса иртнĕччĕ ку ĕç, вунсаккăр тултарса пыраттăмччĕ эпĕ ун чухне. Ялхуçалăх техникумĕнче виççĕмĕш курсран вĕренсе тухнăччĕ. Çулла пире практика вырăнне пĕр уйăх вĕренӳ хуçалăхĕнче ĕçлеттерчĕç. Пĕрле вĕренекенсене кама ĕне сăвакан, кама выльăх пăхакан, кама кĕтӳçĕ, кама хуралçă е лавçă тата ытти те пулма уйăрнăччĕ. Мана лаша пăхакансенчен асли туса хучĕç. Ирхине ирех, виçĕ сехетре лашасене хире симĕс курăк çитерме хăваласа тухмаллаччĕ манăн. Тăххăрччен вĕсене çитерсе çӳремелле те витене кайса хупмалла. Вара манăн ĕç вĕçленет те. Малалла лашасене урăх конюх пăхса тăрать. Чылайăшне лавçăсем ĕçе кӳлсе каяççĕ.

Çав кун яланхи пекех ирхине ирех мана каçхи хуралçă пырса вăратрĕ те лаша витине тухса чупрăм. Сăлăпсене илсе лашасене урама хăваласа кăлартăм. Пĕрне тытса йĕнерлерĕм, утланса лартăм та лашасене хăваласа хире çул тытрăм.

Тул тин çеç çутăлма пуçланă-ха. Таврара шăплăх хуçаланать. Лашасем сĕтеклĕ курăка çăвар тулли чăмлани çеç илтĕнсе тăрать. Эпĕ утланнă лаша та курăк çиет. Чĕлпĕр вĕçне йĕнерĕн малти арчакĕнчен çыхса хутăм та, ирĕклĕнех пуçне пĕшкĕртме пултарать янавар. Лайăх, ăслă лаша. Пĕрремĕш курсран вĕренсе тухсанах, хама вĕренӳ хуçалăхне лавçăра ĕçлеме пирвайхи хут ярсан паллашнăччĕ унпа. Ирхине аслă конюх — пиллĕкмĕш курс студенчĕ мана лаша тытса кӳлсе панăччĕ: «Практика вăхăтĕнче ку лаша санăн пулать. «Чайка» ятлă вăл. Паян хам кӳлсе патăм, ыран ху тытатăн. Лаша кӳлме пĕлетĕн пулĕ?» — тенĕччĕ.

Малалла

«Эс хăш чух — аçа та çиçĕм...»


Эс хăш чух — аçа та çиçĕм.

Тепĕр чух — сап-сар шевле.

Улшăнса тăран, савниçĕм,

Курăнатăн çĕнĕлле.

 

Аслати пекех кĕрлетĕн.

Айĕн-çийĕн çавăран.

Мĕн туса мана тиркетĕн?

Çав-çавах мана... аван.

 

Çĕнĕрен çуралнă евĕр

Эп туятăп хама-хам.

Питĕме хĕн ан йĕрлетĕр.

Пĕр шăлам та пăрахам.

 

Юнашар ялан манпа тăр.

Çиç шевлен, аçа çаптар.

Эп халь тим пулаймăп паттăр.

Пурпĕрех ӳкме ан пар.

Çамрăклăх


Шур юланут çинче ман Çамрăклăх,

Анман, вĕçет Çĕр çийĕпе.

Чун ватăлмасть. Вĕçет ман Çамрăклăх

Иртет кун-çулăм йĕрĕпе.

 

Çара уран чупать ман Çамрăклăх

Чĕр сывлăмлă çерем çинче.

Çерем кăмпи пухать ман Çамрăклăх,

Вăлах — пĕр пайĕ çут тĕнчен.

 

Шур çӳçĕмре вылять ман Çамрăклăх,

Хĕвел çинче, ăшша туйса.

Çак сăввăмра янрать ман Çамрăклăх

Сăмах çумне сăмах хушса.

■ Страницăсем: 1... 106 107 108 109 110 111 112 113 114 ... 796