Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томТăм ӳкнĕ ирĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томВăрман ачисемАслă халалУтартаПирĕн çулталăк

«Мĕне кура мана юратăн?..»


Мĕне кура мана юратăн?

Юлташ та тунсăхăм кăна.

Ал сĕлтрĕм те — тăрсă юлатăн,

Инçетлĕхе сăна-сăна.

 

Инçетлĕхре куратăн ахăр

Пĕрремĕш хут эп килнине.

Пуçне ухать салхуллă кахăр...

Чарлан çухатнă мăшăрне...

 

Асилӳре анчах-тăр савăк,

Ан ӳкĕтле хитрен кулма.

Чĕнмесĕр тăрăп та пĕр авăк —

Вĕренĕн чĕмсĕррĕн юлма.

«Пачах шел мар пулсан...»


Пачах шел мар пулсан,

Кив ĕмĕте çилпе салат.

Куççулĕпе кулсан,

Мана, кур, тĕкĕр те савать.

 

Каях шел мар пулсан —

Пĕччен эп, эсĕ те хăрах.

Асаилӳ кăна юлсан,

Сăвăмсене вута пăрах.

 

Тен, ташлăп çаруран

Кăвар çинче — ăсран кайсан.

«Эп йӳн каçаруран», —

Теменччĕ-и эсех тахçан?

Танюк пичче


Танюк пичче паян мĕн иртенпех туллашса çӳрет. Каç ăна арăмĕпе ывăлĕ кӳрентернĕ.

— Кăçал паранкă нумайтарах лартатпăр, паçма вырăнĕ çине çеç мар, уя та лартатпăр, — тенĕ арăмĕпе ял хуçалăх кружокĕнче члента тăракан вун сакăр çулхи ывăлĕ.

— Çук, лартмастпăр, — тет Танюк пичче. — Сире уйри анасене паранкăпа варлаттармастăп эпĕ. Халь, хам сывă чухне, мана арăм-ывăл тавраш вĕрентнĕ ан пултăр! — тенĕ.

Лешсем çаплах чарăнман. Танюк пиччене паранкă çинчен тăнлантарсах тăнă.

— Мантăн-им, анкă-минкĕ, выçлăх çула? Епле Малти-касри Кĕçтенккиех паранкă нумай лартса выçса вилесрен хăтăлса юлчĕ, е?

— А эпĕ выçăпа вĕлертĕм-и вара сире? Кĕçтенкки, Кĕçтенкки, — йĕкĕлтесе арăмне хирĕçленĕ Танюк пичче. — Кĕçтенккию пит хаклă пулсан, кайса пурăн эппин унпа! Вăл пултарать, вăл вĕт хăйне шур сухал пусса илнĕ пулсан та кăмсамулсемпе явăçса çӳреме вăтанмасть, тьфу!

— Кирек мĕн ту, атте. Аннепе иксĕмĕр эпир уя паранкă лартатпăрах.

— Çук, лартаймастăр!

— Лартатпăр!

Чунĕ чăтайми килсе туллашнипе çумĕнче ларакан арăмне çапса яма тăнă вара Танюк пичче. Анчах ват çын — ват çынах. Çирĕп ывăлĕ Танюк пиччен çапма сулăнакан аллине ярса тытма ĕлкĕрнĕ. Çавăн хыççăн Танюк пичче çине арăмĕ çилленсе кайса каç пулсан пĕрле çывăрман. Танюк пиччене урайĕнче хыт çĕртех çывăрма лекнĕ. Арăмĕ ăна тӳшек çине яхăнне те яман.

Малалла

«Тăшман тени паян та сăхă...»


Тăшман тени паян та сăхă.

Тĕнчен тискерĕсем нумай.

Хура вăя çĕнтертĕр сăвă, —

Çапла калатăп çырнă май.

 

Çынсем паян та тертленеççĕ

Хăрушă пусмăр айĕнче.

Çавна курмасть пулсан поэзи,

Вăл мĕншĕн кирлĕ çĕр çинче?

 

Час-час эп шухăша путатăп.

Илтетĕп, тивĕçĕм чĕнет:

«Этем телейĕшĕн вута та

Кĕмешкĕн хатĕр пул, поэт!»

«Тăратпăр çĕр çинче тĕреклĕ...»


Тăратпăр çĕр çинче тĕреклĕ.

Ĕçпе те юрă-ташăпа...

Ай-хай епле пусать

инкеклĕ,

Пĕр хамшăн юрăхлă шăпа!

 

Мĕн эпĕ унсăр?

Вĕлтĕр çулçă.

Хаяр çил вĕрĕ — вĕç те ӳк.

Уртмахăм манăн йывăр пулчĕ.

Вăл кăçалах пушанас çук.

 

Пире, кунçул, сума сăватăн.

Тепре чухне эс ятлăн-çке.

Чĕвен тăрать-ха çилçунатăм,

Поэзи учĕ ятлăскер.

 

Ут куçĕсем вут-хĕм сапаççĕ.

Тапăртатать тăват уран.

Мана туссем лăплантараççĕ:

— Çырса пĕтмен-ха, пултаран.

 

Вĕсен халалĕ чуншăн çывăх,

Çапах пĕлетĕп хамăнне:

Хăш чух каять çиçенкĕ хывăх

Янравлă тĕшĕ вырăнне.

 

Ыйтмастăп гонорар пĕр пус та

Пуласлăхра пурăннăран.

Пĕр ĕмĕт çеç: нихçан ан пустăр

Ман сăвăсен хирне мăян.

«Вĕр-çĕнĕ пӳрт савса эп лартрăм...»


Вĕр-çĕнĕ пӳрт савса эп лартрăм.

Илемсĕр, тетĕн эс, тиркен.

Пулмарĕ йывăçĕ, хăпартрăм

Ăна эп татăк-кĕсĕкрен.

 

Çил-тăвăл вăрманта кĕрлерĕ,

Кăкларĕ, хуçрĕ хырсене.

Шеллет-и вăл, тĕнче тискерĕ,

Хĕвеллĕ чăрăш тăррине?

 

Çил хуррипе эп татрăм-çуртăм.

Пӳрт лартрăм — эс тирке тăран.

Çĕр çул та ларĕ манăн çуртăм.

Ун çирĕп никĕсĕ — юман!

«Асаплă-çке çак шăплăхшăн юрру...»


Асаплă-çке çак шăплăхшăн юрру,

Туймастăн-им, мăнтарăн сарă кайăк?

Тĕнчем, ăçта сан çылăхсăр Турру?!

Никам та çук. Ытла та тунсăх. Лайăх!

 

Куçран-куçа юлатпăр шăплăхпа.

Шăп иккĕн çеç никам илтми пуплетпĕр.

Мана эс, шăплăх, тутлă канлĕх пар,

Сана чĕре уççи парнелĕп эпĕ.

 

Чун тĕкĕрĕ, чăнах та, эс кăна.

Кунта чухне ытарлăхсăр-мĕн эпĕ.

Тен, пулăп саншăн яланхи хăна,

Никам ăнланайми пулсан — килетĕп.

Асӑрханӑр: пахчара — мина!


Çулĕ самаях пулин те пилĕк авмасăр пĕр кун та иртмест Акреппин аппан. Вăй çук тесе нихăçан та «чĕриклетмест» вăл. Пĕрех май кăштăртатать кил хушшинче. Ахальтен мар ĕнтĕ кил-çурчĕ те, пахчи те тирпейлĕ унăн. Ĕçченĕн ĕçĕ куç умĕнче, ял-йыш хисеплет ăна. Çуркунне тĕлне тĕрлĕ пахча çимĕç калчи çитĕнтерет, тухăçĕ те çулсерен савăнтарать. Хăярĕсем! Пĕчĕк сысна çурисем пек выртаççĕ шултраскерсем йăран çинче. Татса пĕтерессĕн туйăнмасть йышлăскерсене. Анчах мĕн тăвăн, пур çав «пулăшакансем» — пахча вăррисем. Çимĕçĕ йĕкел пек пулсанах куç илми сăнать йăрана вĕтĕр-шакăр, пахча çывăх-ĕнчех явкаланса çӳреççĕ чеереххисем. Мĕн чухлĕ тарăхтарман-ши вĕсем кинемее! Çĕпĕр çар округĕнчи ывăлĕ отпуска килсен çеç лăпланаççĕ йĕксĕксем. Кинемей ывăлĕ ахаль-махаль çын мар вĕт. Офицер! Патвар Пантелей хăшне те пулин ярса тытинччĕ...

Çимĕçне вăрланинчен ытла çеçкине хуçни-ватни, таптаса-çĕмĕрсе çӳрени пăшăрхантарать Акреппина. Кашнин пахчинчех çитĕнет ĕнтĕ хăяр, унăн тутлăрах-ши вара? Е шултрашăн ытараймаççĕ-ши? Сăтăрçăсен алли кĕçĕтет пулас пĕччен кинемейĕнне çаратмасан.

Макçăм пек ăста та чее пахча вăрри ялĕпе те çук-тăр. Унăн хăйĕн меслечĕ. Йăран тăрăх йăваланса шултрисене кĕлеткипе тĕрĕслет вăл. Унтан хăярсене хăпăл-хапăл татса хĕве тултарать те — шăвăнать пахчаран. Никам та сисмест пăшатана. «Макçăмăн ĕнси те куçлă», — мухтаççĕ юлташĕсем. Ача-пăча хушшинче пушшех сисĕнет ку: хăшĕ-пĕри, асли вырăнне хунăн, лăпкăн, асăрхануллăн сăмах хушать ăна. Ахальтен мар пуçтахсенчен ытларахăшĕ «ухутана» унпа çеç каясшăн. Ăнăçăва та пĕрле паллă тăваççĕ вĕсем. Пĕр-пĕр улах вырăна пуçтарăнаççĕ те хăяр çине тăвар сапса хура çăкăрпа «авăртаççĕ» кăна. Унашкал тутлă апат урăх çук тейĕн шăпăрлансемшĕн. Шыв ĕçмелли савăтне те хăяртан ăсталаççĕ: хăвăллатаççĕ те — стакан хатĕр. Эх, вăй хушăннăнах туйăнать хăяр сĕткенĕллĕ шыв тутансан!

Малалла

Хӗр сӑри


Мана кăрлач юрпа перет.

Манран тăвасшăн шур упа...

Çапах чунра пур перекет —

Управлă эп юратупа:

Тăван кил çулĕ маншăн такăр.

Йăли-йĕрки те пур асри.

Ялта епле хĕрӳллĕ тапхăр, —

Кĕрлет каç-каçăн хĕр сăри!

Килрен киле салат пухаççĕ,

Хăмла пĕр ывçă, Кăшт çĕпре.

Кур тутанса вара, сухаçă,

Саркаланса кĕрекере!

Шур перчеткеллĕ пиксем

Шаккаççĕ алăка тултан.

Шур пăс путекĕ пикенсех

Пӳрте сиксе кĕрет малтан.

 

Чĕнмен çĕре мĕнле эс кĕрĕн?

Кашни кĕтет хĕр чĕнессе...

Пырса çитет япшар яш-кĕрĕм

Çухавине юр çĕклесе.

 

Курка пуçлать чи харсăрри.

Малтанхине шалт хумалла!

Пуçланчĕ акă хĕр сăри.

Мĕн авалтан килен йăла.

Кунта чĕре вĕçет чĕкеçĕн,

Сăмах калаççĕ тутаран.

Кунта сăра кăна ĕçеççĕ

Нихçан ӳкмеççĕ ураран.

Хĕр умĕнче епле эс ӳкĕн?

Кунта сăпайлă ял ачи.

Кунта пиçет сасартăк хӳхĕм

Хĕрӳллĕ савăш икерчи.

Маттур хĕрпе тăр куçа-куçăн.

Юратупа яланлăх пуй.

Хĕр сăринче паллашнă хыççăн

Çулла кĕтсех тăр çĕнĕ туй!

«Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ!..»


Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ!

Ĕшентĕм эп ăна çĕкле-çĕкле.

Пайтах мана, савниçĕм, кĕтрĕн эсĕ.

Килмест тесе ан йĕр, ан ĕсĕкле.

Çул тертлĕ пулчĕ.

Пурпĕрех эп чăтрăм.

Сана савса çĕнелчĕ ман чĕре.

Вăй çитĕшне — хама кура мар — йăтрăм.

Пĕр тумламне тăкмарăм эп çĕре.

Халь çитрĕм эп.

Хапха уçса кĕрес-и?

Мĕн чул сăмах сана каламалли!

Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ.

Йăлтах, савниçĕм, вăл сана валли.

■ Страницăсем: 1... 104 105 106 107 108 109 110 111 112 ... 796