Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăВатă чĕре — çамрăк чунКуçа-куçăнПурăнас килетСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКăвак çĕмренКĕпер

Венчет çĕрри


Сан аллунта венчет çĕрри,

Чиркӳ çурти пекех çунать вăл.

Çук ун пуçламăшĕ, хĕрри,

Хăрушă мар ăна çил-тăвăл.

 

Ман алăра венчет çĕрри,

Телейлĕ юрату палли вăл.

Ун çук пуçламăшĕ, хĕрри,

Хăрушă мар ăна çил-тăвăл.

 

Пĕрлешрĕмĕр, Венчет çĕрри

Хĕрӳллĕ юрату юрри вăл.

Ун çук пуçламăшĕ, хĕрри,

Хăрушă мар ăна çил-тăвăл.

Тус тумашкăн хăрамарăм


Тус тумашкăн хăрамарăм,

Чунăмпа савса суйларăм

Хамăр касри сар хĕре.

Кунĕн-çĕрĕн шухăшларăм,

Антăхса кайса куçларăм,

Лăш! курмарĕ яш чĕре.

 

Вăтанса, савса шӳтлерĕм,

«Юратап» теме пĕлмерĕм

Чун суйланă пикене.

Нумайччен çапла çӳрерĕм,

Йăлăнтарчĕ — ӳкĕтлерĕм

Мăшăр пулма кĕркунне.

 

Ĕмĕте кĕç пурнăçларăм,

Савнă хĕр халь — савнă арăм,

Тавтапуç ылтăн кĕре!

Ахаль мар ăна юратрăм,

Çĕнĕ сăвăсем çуратрăм.

Юрату килет пĕрре!

Ҫылӑх


Пĕр пӳрт хăна вĕрлет. Кил хуçи хĕрарăмĕн паян çуралнă кун. Савнă тăванне, юлташне, кинне саламлама чылайăн пухăннă. Люда та паян нихçанхинчен чипер те илĕртӳллĕ. Тахçанах кун пек савăнман кил хуçи арăмĕ. Йăлтăр-ялтăр кĕпе тăхăннă пĕчĕк пӳллĕ хĕрарăм кашни хăна патне çитет, ĕçтерет, апат-çимĕçпе сăйлама та ĕлкĕрет. Пӳлĕмре илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янраса кайсан урай варрине чи малтан чупса тухса ташша тытăнать, ик аллине ик енне сарса, пуçне мачча енне пăрса хăй тавра çаврăнать. Унччен хăй телейĕшĕн вăтанакан Люда паян пĕтĕм хăнана кун пирки пĕлтересшĕн пек хăтланать. Мăшăрне те хăйпе ташлама сĕтĕрет. Анчах Мишша ташша юратмасть. Ĕçкĕ-çикĕре вăл ытларах аяккарах ларса ытти арçынсемпе картла выляса, пĕчĕккĕн эрех сыпса калаçса ларма кăмăллать. Килĕнче те чĕмсĕртерех вăл. Нумай çын хушшинче ăна кичем. Паян тата кăштах эрех сыпма та юрамасть, çуралнă кун хыççăн тăванĕсене ăсатса ямалла. Çавăнпа Мишша аванах сыпнă арăмĕнчен вĕçерĕнсе ытти арçынсем хушшинелле тарать. Чăннипех илĕртӳллĕ унăн мăшăрĕ! Паян кăна мар. Мĕн пĕрлешнĕренпех вăл Люда çине юратса кăна пăхать. Арăмĕн темле хăтланăвĕ те килĕшет ăна. Вăрçăшнă чухне те çилленмест. Хăй нумай калаçма юратманнипе арăмĕ чĕввĕн тăрса ун умĕнче сике-сике кăшкăрашсан та пăрăнса утать. Юратать вăл арăмне. Çирĕм çул пĕрле пурăнсан та туйăмĕсем ĕнер тĕл пулса юратса пăрахнă пек арçыннăн.

Малалла

Тантӑшӑмсем


Парас-илес пĕтмен-ха пирĕн.

Вĕçне çитмешкĕн те инçе.

Хыпса тухсассăн вăрçă хирĕ,

Выртман эпир лаç хыçĕнче.

 

Хутаç çакса килсессĕн выçлăх,

Пӳлес тесе ун хурлăхне,

Ула ĕне сухийĕ хыççăн

Аксаччĕ шанăç вăрлăхне.

 

Кунçул пĕр пек килмест хаваслă.

Шӳт çĕтнĕ чăркăш тапхăрта

Кăларнă чул, вăрман та каснă,

Юхтарнă сулă Атăлта.

 

Йăпатнă пурнăç е астарнă, —

Йăлăхтарман пĕрне-пĕри.

Лара-тăра пĕлмен хастарлăх

Паян та яшлăх пек вĕри!

«Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр...»


Хурăн сăрчĕ çинче чалăш çумăр

Ташлаттарчĕ ирпе сар çулçа.

Шевлесем,

Савăнса алă çупăр,

Тӳпе уçрĕ кăвак хупăлча.

Сивĕнмен-ха хĕвелĕн мунчи.

Сăрт каçанĕ пăспа, ав, сывларĕ.

Кӳршĕ тус

Çапăнса тухнă мар-и?

Çыпçăнса тулнă милĕк çулçи.

«Шурă хăйăрлă Атăл хĕрри...»


Шурă хăйăрлă Атăл хĕрри.

Чĕрери çулăмпах-ши пĕри

Çырса хунă чĕрсе (ах, чарусăр!):

«Пурнăçа пĕлес çук юратусăр».

Нӳрлĕ хăйăр çинчи сăмахсем...

Çырана асамлатнă вĕсем.

Нихăçан çухалмассăн, хитрен

Курăнаççĕ мана инçетрен.

Тĕрлĕрен çав, чăнах та, тĕмен,

Улшăну пуласса та кĕтмен,

Хум килсе сапаларĕ «ю»-не,

Туйăм ларчĕ ытла та йӳне.

Пушă юлнă çав «ю» вырăнне

Çыртăм «ы», аптăранă енне.

(Мĕн иртни яланах таврăнусăр):

«Пурнăçа пĕлес çук ыратусăр.»

«Шутарса чӳрече каркăçне...»


Шутарса чӳрече каркăçне,

пӳлĕме тĕксĕм хăтлăх кӳретĕп.

Юлашки юрату куççульне

çăлтăрсем курасран шикленетĕп.

 

Асапа ăнланас пек çурта

манпа тан куççульпе ĕсĕклерĕ.

Çул çухатнă этем-ши тулта

кантăк умĕн пĕр сассăр çӳрерĕ?

 

Юрату ĕмĕлки-ши темччен

уйрăлма хăяймасăр тертленчĕ?

Юлашки хут эс кайнă енче

куç курми шухă тăвăл çĕкленчĕ.

 

Шутарса чӳрече каркăçне

пӳлĕме тĕксĕм хăтлăх кӳретĕп.

Сӳнтерсе шур çурта çулăмне

чĕрери çулăмпа кĕрешетĕп.

Анатоли Ырьят: суйласа илнисем


Чăваш культури çуралнă Чĕмпĕр — Ульяновск хулинче писатель пулса ӳссе çитĕннĕ А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕн Анатоли Ырьятăн (Дмитриевăн) çак черетлĕ сумлă кĕнекине суйласа илнисем тесе пĕтĕмлетсе калама та пулать пулĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл хăйĕн литература каçалăхне тин çеç пуçласа янă автор мар, хăйĕн 65-мĕш çуралнă кунне палăртма хатĕрленекенскер, пулас юбилейĕ тĕлне тĕсесе кăларчĕ вăл ăна.

Ку умсăмахра эпĕ унăн биографийĕпе вăл литературăна епле çул-йĕрпе пырса кĕни çинче чарăнса тăрасшăн мар. Кун çинчен çак кĕнекерех вырăсла çыракан чăваш писателĕ пирĕн тусăмăр Александр Богатов тĕплĕн çырса кăтартнă. Çитменнине «Канаш» хаçат вулавăшĕ» рубрикăпа тухнă «Пурнăç утравĕсем» малтанхи сăввисен ярăмĕпе паллаштарнă май эпĕ те самай тĕплĕн асăннăччĕ. Ку кĕнекере авторĕ хăй çырнă кĕске биографийĕ те пур.

Паллă писательсен биографийĕсене аса илер-ха: вĕсенчен чылайăшне литература тĕнчине хаçат çавăтса кĕнине асăрхама пулать. Анатоли Ырьятпа та шăпах çапла пулса тухрĕ. Вĕренмелле ача чухнех сăвăсем çырса пăхнă-ха вăл. Пĕр ӳстермесĕрех каламалла, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче пирĕн Ульяновск облаçĕнчи тăван чăваш чĕлхипе тухма пуçланă хаçат вара литературăна çирĕппĕн сиксе кĕмелли трамплин пулса тăчĕ.

Малалла

Пуҫелӗк


Ĕшенчĕк каç хăйне кĕттермĕ.

Тип утăран эс вырăн сар.

Çĕр тĕмески начар минтер-им

Шута кайса

Пуç ывăнсан?

Яш чухнехи пекех çӳçенĕп.

Ман çӳçенме сăлтавĕ пур.

Эп сисиччен эс хур пуçелĕк,

Пуçран сӳсе шур тутăр хур.

Эп юрă асилем пĕр çаврăм,

Вĕçсе пулам кăвак тĕтре.

Вунçиччĕри сăнпа,

Çап-çамрăк,

Сана курап эп тĕлĕкре.

Телейĕм виçине пĕлмесĕр

Ыйтам эп шăпаран пухут.

Нимле амак малта кĕтмесĕр

Пулам эп каччă

Тепĕр хут.

Савниçĕм,

Эс татах мантарăн

Хăш сылтăмне, сулахайне.

Каллех сыв пул темесĕр

Тарăн

Эс туй пĕркенчĕкĕ айне.

Юратупа ултав асапĕ

Шăнăçаймасăр пĕр çĕре

Чуна тăрук хура сăн çапĕ,

Сасартăк çурăлĕ чĕре.

Юлашки хут вара çӳçенĕп.

Унта эп тухăп тутăха.

Çĕн сăвă кĕнеки, пуçелĕк,

Эс хур ман сарă тупăка.

 

Унта —

Ман ĕмĕр,

Манăн сассăм.

Унта — санпа ман чĕресем.

Нумай, нумай килет пурнассăм.

Кĕлри

кăвар пек,

чĕрĕлем!

«Ман сăвва ăнланмастăн пулсан...»


Ман сăвва ăнланмастăн пулсан,

кай кунтан.

Сăввăмсем ахальтен çуралман:

эс — савман.

 

Иртсе кайнă асап — хут çинче,

чун çинче.

Тĕлĕнтермĕш те чĕмсĕр тĕнче —

мал енче.

 

Макăрмастăп, кулмастăп, куран:

чун — чултан.

Иртнине хӳсе кайнă тăман —

шур тусан.

 

Тем сиссе пăшăлтатрĕ йăмра.

Эс — умра.

Пуласси те, иртни те сăнрă,

сăввăмра.

 

Ман сăвва ăнланмастăн пулсан,

кай кунтан.

Чул чунран шăтса тухрĕ — йăпăн —

чĕр тюльпан...

■ Страницăсем: 1... 107 108 109 110 111 112 113 114 115 ... 796