Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шевле çутиПăва çулĕ çинчеВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртАндрей ПеттокиВӗре ҫӗленПирĕн çулталăкЧапшăн пурăнмастпăр

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?


Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Хуравне ăçтан тупам?

Ĕмĕр кĕтнĕ тĕлпулу,

Ăнланманлăх, уйрăлу...

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Тен, эс — çĕр, эпĕ — утрав...

Уйăрать пире шыв-шур.

Шыв — куççуль, асап, хĕн-хур.

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Тен, карап — эс, эп — çыран...

Шав ишетĕн малалла,

Çаврăнмастăн каялла.

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Тен, хĕвел — эс, эп — тумлам...

Пит пăхсассăн тĕсесе

Çухалатăп именсе.

 

Кам халь эсĕ, эпĕ кам?

Çĕтрĕ манăн ăш салам —

Çитеймерĕ сан патна,

Вăратмарĕ куллуна.

Эп çуккă, çук, пулам çуках...


Эп çуккĕ, çук, пулам çуках...

Кулянмĕ шутсăр никамах.

Тен, йĕрĕ хурланса анне,

Пит хĕрхенсе айван хĕрне.

 

Эп çуккă, çук, пулам çуках...

Куççуль тăкатăп кăлăхах.

Вăл шанăç кӳмĕ чĕрене,

Сӳнтерĕ куçăм çутине.

 

Эп çуккă, çук, пулам çуках...

Сана кĕтетĕп пустуях.

Пăлхавлă чунăм çуннине

Пĕлеймĕн, савăн теприне.

 

Эп çуккă, çук, пулам çуках...

Ĕмĕтленетĕп-ха çапах.

Тен, чĕртен шанăç кăвайтне...

Вара эп килĕп тĕнчене.

Çавраҫил


Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă Сильвестр тетене халаллатăп

 

Аслă Палас шывĕн енĕпе Яшма ялĕсем вырнаçнă. Пĕринче, çырман сылтăм енче, чăвашсем, сулахай енче тутарсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ялĕсене те Чăваш Яшми, Тутар Яшми теççĕ. Чăвашсем сад ĕрчетме, йывăç ӳстерме юратаççĕ. Вĕсен ялĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех лапсăркка ватă хурамасемпе, мăнаçлă топольсемпе, çатрака туратлă йăмрасемпе хупланнă. Çуркунне çав йывăçсем çинче темĕн чухлĕ курак йăва çавăрса чĕп кăларать. Нумай çын пахчинче тĕрлĕрен улмуççи, чие, слива, хурлăхан ӳсет, çырласем пиçеççĕ.

Аслă Палас Чăваш Яшмин çурçĕр енĕпе авкаланса иртет. Унăн сылтăм çыранĕ тăрăх, ял хĕрринчен пуçласа мĕн вĕçне çитиех, тăват-пилĕк çухрăм та пулĕ, йăвă ӳсекен йăмрасем акăш-макăшшăн кашласа лараççĕ.

Аслă Паласăн сулахай çыранĕ те, Тутар Яшми те вара çап-çара пекех: тутарсем йывăç лартса çитĕнтерме юратсах каймаççĕ.

Паласкас урамĕ çырма хĕррине çитиех тăсăлса анать. Ун вĕçĕнче, сылтăм енче, тимĕр витнĕ икĕ крыльцаллă, йĕри-тавра решеткеллĕ карта тытса çавăрнă капăр çурт ларать. Çурт çумĕнчи вырăсла хапхапа юнашар алăкĕ урам еннелле уçăлакан пысăк кĕлет. Ун умне хăмăрпа сăрланă вăрăм чикмек таянтарса хунă. Пӳрт крыльци, ултă чӳречеллĕ, тĕрлĕ сăрсемпе сăрласа эрешленĕ ытармалла мар çурт, лавккана кĕмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алăк,—малалла вара, мĕн шыв хĕррине çитиех, çӳллĕ решетке тăсăлса каять. Ун çумĕпе, урам енче, ытама кĕми ватă йăмрасем ӳсеççĕ. Решеткен тепĕр енче, пысăк пахчара, çĕре яхăн улмуççи çитĕнет. Çулла кашни йывăçĕ айĕнче пекех, пĕчĕк кăна тăпăл-тăпăл пӳртсем пек, вĕллесем курăнса лараççĕ.

Чуншӑн ырӑ ҫуркунне


Алă пачĕ ăшшăн çуркунне,

Йăл кулать хĕвел ачашласа.

Улăшĕ тавралăх хăй тумне,

Çумăрсем те çăвĕç кашласа.

 

Шăнкăрчсем те çитрĕç инçетрен,

Чунăма уçаççĕ юррипе.

Йăвисен эрешĕ хитререн

Тав тăваççĕ пуль çав чĕрипе.

 

Васкаса юр ирĕлет куллен,

Кĕрлесе юхать шыв канавра.

Сиплĕ сĕлтĕшпе, уй-хир, чӳхен,

Çур илемĕ çиçтĕр сăвăра.

 

Васкаса çĕкленчĕç çеçпĕлсем

Мамăк пек юр ирĕлсе пĕтсен.

Шурă тутăр çыхрĕç çĕмĕртсем

Ешĕл пурçăнпа çĕр витĕнсен.

 

Сар хĕр евĕр мар-шим çуркунне?

Чĕрчунсен чĕри юратура.

Тав тума тăрасчĕ Тур умне,

Савăнса пуçласчĕ çĕн юрра.

Ҫӗнни


Тиркеччĕр-и поэт кивелчĕ,

Çĕнни нимех те çук, тесе...

 

Хирте утать çĕн шуçăм-евчĕ

Хĕвеллĕ кун туйне кĕтсе.

Яла кĕрет — хĕçтимĕр, шифер

Çунма пуçлать пӳрт тăрринче.

 

Кулса ярать хавассăн, шиксĕр

Пĕр харăс çитмĕл чӳрече.

Ир васкатать: ĕçе тăр, тытăн...

 

Ялйыш хăйех васкать, куран.

Ĕçе чĕнсе сасартăк, хыттăн

Никам тӳнккемĕ кантăкран.

Пĕрре çапах та эп илтейрĕм

Чӳречерен шакканине:

— Тырна паян пырса илмерĕн,

Килсе тăкатпăр кил умне!

 

Куççулĕ тухрĕ.

Çак самантшăн

Эп хĕпĕртерĕм чĕререн.

Çитӳллĕ пурăнăç курасшăн

Эпир мĕн чухлĕ тертленмен?

Каласшăн мар эп — кам ĕненĕ? —

Каçса кайса, ейкеленсе:

Кашни киле çăтмах иленнĕ,

Пылпа çу тăкăнать, тесе.

Куçне хупса тăма кам хăйĕ?

Шанса тăр, халăха пĕлсен, —

 

Мухтавĕ, савнăçĕ пур хăйĕн.

Хуйхи-суйхи те пур, пĕтмен.

 

Темле пулсан та, ĕмĕт тутă.

Пурнать пĕр шиксĕр ял çынни.

Питсем çинче хĕлхемлĕ çутă.

Çак çутă маншăн чи çĕнни!

«Асап ан кӳр гитара хĕлĕхне...»


Асап ан кӳр гитара хĕлĕхне,

Асап ан кӳр. Тархасшăн...

Текех пыраймăп санăн тĕлĕкне,

Эп халь пĕччен пуласшăн.

 

Тавралăх та çухатрĕ тимлĕхне,

Чĕтрет яштак хăвалăх.

Саспах пĕрре чун тăвăннă енне

Йĕресчĕ лăпланмалăх.

 

Утас утта пĕлеймĕн хăш чухне:

Тĕнче — пуçватмăш шахмат.

Эп маннă халăх йăлине, чӳкне,

Çĕре ӳксе пуç çапмăп.

 

Текех çук юратун çук пӳлĕхне...

Гитара тем каласшăн.

Асап ан кӳр гитара хĕлĕхне,

Асап ан кӳр. Тархасшăн.

«Хум чуптурĕ çыран хĕррине...»


Хум чуптурĕ çыран хĕррине,

Шăпăртах шăпăрланнă сар эрĕм.

Юлашки юрату юррине

Юратусăр каçа парнелерĕм.

 

Сывлăша çавăратăп аран.

Халь пĕр туйăмсăр лăпкă çанталăк.

Шурă кăпăк — шур аркă таран,

Аркăма хум чӳхерĕ пĕр авăк.

 

Ӳпкелеш, ятласах-тăк, ятла,

Юрату та вилмест пуль сăлтавсăр.

Шыв çине чĕркелетĕп ятна,

Çырăнмасăр çĕтет вăл пĕр шавсăр.

Знакомствӑ


Тинер Тимьянĕ ик уйăх ĕнтĕ ĕçсĕр çӳрет. Хулари учрежденисен алăкĕсене пурне те шутласа тухнă вăл, анчах ниçта та, нихăш кĕтесре те ун валли хатĕрленĕ вырăн пулман. Штатсем пур çĕрте те тулса çитнĕ, пушă пукансемпе сĕтелсем çук. Çавна кура ĕнерпе паян ĕçе кĕресси çинчен шухăшлама та пăрахнă вăл. Шанчăкне чистиех çухатнă.

Ак паян вăл мĕн иртенпех хула пахчинче утса çӳрет... Миçе сак çине пырса лармарĕ пуль ĕнтĕ Тимьян, анчах пĕрин çинче те виç минутран ытла лараймасть, кăшт ытларах ларсанах пуçне тĕрлĕ шухăшсем пăвса илеççĕ, — вĕсем ăна ерипенех туллаштарса пыраççĕ.

Тимьян ытла пĕчĕк çынах мар. Вăл пысăк вырăнсенче те ĕçлесе курнă. Вĕренмен çын та мар. Ку тарана çитсе темиçе техникума та кĕрсе тухнă. ВУЗ алăкне те курман мар, унта та пĕр-ик эрне вĕренкеленĕ. Тĕнче ăçталла сулăнса пынине, этемлĕх шыв çинчи турпас пек малаллах ярăнса пынине те пĕлмест мар вăл. Çавăнпа та бюрократсене, волокитчĕксене вараланчăк шывра тĕртсе ярас пекех тулашать... Пуринчен питрех юлашки кунсенче «знакомствă» текен япала пит йăлăхтарнă ăна. Унпа пĕрле ĕçсĕр пулнă çынсем пурте «знакомствă» пирки ĕçе вырнаçса пĕтнĕ... Пурте ĕçсĕр пулнă чухне лайăхах пураннă Тимьян, халь ун çине çаврăнса та пăхмаççĕ... Çимелĕх пулăшу ыйтсан çук тесе пăрăнса каяççĕ...

Малалла

Кӑмпара


Вăрманта кăмпа нумай:

Çуллă кăрăç, хурăнай...

Пĕшкĕнме çеç ан ӳркен,

Кĕç тулать пĕрне.

 

Ĕшенсен, хуллен ӳкен

Сар ĕшне хĕрне.

 

Ывăтан куç тӳпене.

Кăн-кăвак вăл, тап-таса.

Çĕр çине вăл ӳпĕнет

Кĕленче хуран пулса.

 

Çӳл тупемĕр тăрă халĕ.

Пурпĕрех пуçра çав шут:

«Чăн-ши вăл татах хуралĕ,

Çулăм тăкĕ тепĕр хут?»

 

Çилĕпе каян шурса,

Туртăнса илет сăн-пит:

Ан çĕклентĕр çĕр çурса

Вилĕм атомĕн кăмпи!

«Выля, выля, çилленчĕк çил...»


Выля, выля, çилленчĕк çил,

Ула, ула.

Тертпе çунать пĕр вутпуççи —

Кула-кула.

Кулли суранлă та йăваш,

Куççуллĕ те.

Чунпа илтсен — ытла ачаш,

Çу çилĕ пек.

Ирех хĕрелчĕ кĕр çулçи

Ăна кура.

Тертпе çунать пĕр вутпуççи

Кула-кула...

■ Страницăсем: 1... 103 104 105 106 107 108 109 110 111 ... 796