Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеПĕчĕк патшалăхМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..ТанатаЧипер АннаТĕлĕнтермĕш юмахсемЙĕрсем çухалмаççĕ

Илем


1

Шыв хĕрринче хăраххăн çарамас.

Вăл вăтанать, пăхмашкăн юрамасть.

Сисетĕн-и, чипер хĕр? Кăкăрна

Чăп! Чуптăвать хĕвеллĕ кăнтăрла,

Вут-хĕм хыпса илет вак хумсене,

Вĕсен тĕрри ӳкет питӳ çине.

Çак илеме сисместĕн пулĕ, тен.

Шута кайса, çӳçне эс çивĕтлен.

 

2

Илем хĕнпе килет иккен.

Папка çурмашкăн кун çитсен,

Хаш хашлатать сар вĕрене,

Тăкать куççуль пек сĕткенне.

Кăштах çулçи çунат сарсан,

Чĕтрет ăна тăм хăртасран.

Иртет пĕр кун, иртет эрне,

Карать çĕн чатăр вĕрене.

Илет те çамрăк хĕр санне,

Канма ларать хăй сулхăнне.

Ăна пăхса эс киленен...

Илем хĕнпе килет иккен.

«Итле-ха, эрĕм-армути!..»


Итле-ха, эрĕм-армути!

Сана кам сунĕ кун çути?

Эс тулă мар,

Чечек те мар,

Шăпăр çыхсан — типен вăр-вар.

Ку çеç-и?

Эс тăватăн хур.

Санра тăшман йăли те пур:

Уя-хире сырса илен.

Эс, сĕлĕх пек, сĕткен ĕмен,

Ĕне сĕтне кӳрен йуç тутă.

Кам калĕ: «Эрĕм — лайăх утă...»

 

Пĕррехинче

Аран сывлатăп.

Пуç ыратать, сурать шăмшак.

Чирлерĕм, кăм&п та кăпшак.

Чăмларăм армути — сывалтăм!

 

Эккей, вара-çке шухăшлан:

Эс, эрĕм, тус-и е тăшман?

Е хăшпĕр çыннăн пек, санра —

Ырри-усалĕ пĕр картра?

Анюкпа Ванюк


1

Ванюк уйран ĕнесем валли утă турттаратъ. Фермăна çитесси инçе юлманччĕ ĕнтĕ. Тулли çуна сулнăка сулăнчĕ, çул хĕрринчи радио юпи çумне пырса сĕртĕнчĕ. Нимех те мар, Ванюк, ăна-кăна пăхса тăмасăр, малалла кайрĕ.

Силос траншейисем енчен пĕри кĕрт ашса чупать: Ванюк патнелле килмест-и çавă? Чăн та, çапла. Вăл трактор çулĕ çине тухса тăчĕ.

Анюк иккен. Ферма хĕрĕ, доярка. Алă сулать, Ванюка чарăнма хушать.

Мĕн пулнă капла? Мĕн пулнă ăна? Ванюк трактора чарчĕ, кабина алăкне уçрĕ. Анюк ун патне пычĕ, хаяррăн пăхрĕ.

— Нуккă, çилхăван! Тух-ха хăвăн йăвунтан!

— Мĕн тума? — ун-кун пăхкаласа илчĕ Ванюк.

— Тух, теççĕ сана, тух эсĕ!

— Эй, ман санпа ним ĕç те çук. Пăрăн кунтан! Ан чăрмантар!

Ванюк алă сулчĕ, кабина алăкне шартлаттарса хупрĕ. Анюк самантра трактор умне тухса тăчĕ. Куçĕ, ан, куçĕ-ĕ! Витĕр шăтарса тухать тейĕн.

— Хуть те таптаса кай, пăрăнмастăп! — пат татса хучĕ вăл.

Ванюк аптăрарĕ, каллех кабина алăкне уçрĕ.

— Ну, мĕн кирлĕ сана? Мĕн?

— Тух, тенĕ сана, тух эсĕ!

— Вăт, пулать... шыври, — сăмса айĕн мăкăртатрĕ Ванюк. Ирĕксĕррĕн хирĕнкелесе, трактор çинчен анчĕ.

Малалла

Хусанкай лампи


1

Чунрине май пур таран

кăшт калайăп-и?

...Ман сĕтел çинче ялан —

Хусанкай лампи.

 

Парнеленĕччĕ ăна

ывăлĕ тахçан.

Çутă ункă... Мĕн кăна

эп унра курман?

 

Пушкин сăнлĕ кабинет

çавă çутăра.

Акă амăшпе пуплет

пĕчĕк кухньăра.

 

Акă Йăлăм, пыл шăрши...

Пĕр кĕввех поэт:

«Пырăр-ши» те «пымăр-ши», —

интонацилет.

 

2

Антрацит хĕмленнĕнĕх

йăлт çиçет кулли.

Унсăр халь, тен, тĕксĕмрех

ун тăван хули?

 

Шутламастăп-ха апла!

Упрĕ ĕмĕрнĕ

çĕр-çĕр ял, вуншар хула

унăн сăнарне.

 

Хурарахчĕ куç хури,

хурланма тивсен:

«Вĕтĕ те,— вĕçĕ-хĕрри

çук-мĕн вĕт чунсен».

 

Халăх палăртнă этем

пулнине пĕрех

пил пек туйнă вăл теем

хăй Сиктĕрминчех.

 

Ылтăнлатрĕ пиллĕ ĕç

пиллĕ сăнара;

пурнăçа шанманни çеç

çукчĕ çав сăнра.

 

3

Малалла

Кĕске халал


Аслă ывăлăма Энтрие

 

Тен, кăшт çакна асра тытар

(Ыр шухăш вăл — тем чул):

Юратасса кĕтекен мар,

Юратакан эс пул.

 

Тата — ăсра такăрлатар

Кăшт — çакăн евĕр «çул»:

Ӳпкелемешкĕн — йывăр мар,

Каçаракан эс пул.

 

«Илесчĕ çеç» текен — эс мар.

Эппин, çавлах эс юл:

Ялан — параканни пулар!

Илекенни — тем чул...

Хиртри пĕр станци


М. Сениэле

Станци — чарăну.

Вăйсăр çил, тусан.

Сан шăпу-куну —

Çав пуль чарăнсан...

 

Çук тек — каймалли,

Ĕнтĕ çитрĕн. Ан.

Станци... Кам валли?

Эрĕм. Çил. Тусан.

 

Пушăлăх кăна!

Тĕлсĕр йăпану.

Тен, кĕтет сана,

Чăн та, — чарăну?

 

Çук, асил: чунра

Пур-ха — талпăну.

Сайраран вара

Кирлĕ-тĕр — кану.

 

Кирлĕ — ăнланма

Хăвăн шăпуна,

Кăшт çеç тавçăрма

Малалли куна;

 

Мĕн пурнăçланман,

Мĕн — шайне çитмен, —

Йăлт эс тапратан,

Йăлт сӳтен, виçен;

 

Çухални-çĕтни

Ав пытарăнман:

Туманни-туни

Тинкерет куçра, —

 

«Туп та пурнăçла,

Çук пулсан — шыра!» —

Шухăшу çапла

Пăтрашать пуçра,

 

Пурнăç — пăтрашать.

Терт — кун пек «кану»!

...Пуйăс кăшкăртать.

Станци — чарăну.

Илсе каять каччи хĕрне...


Мăн улăхра, çăкалăхра

Сĕрлет вăрăмтуна.

Илсе каять каччи хĕре

Арăм тума.

Утаççĕ нӳрĕ сукмакпа.

(Эпир туйра сикетпĕр...)

Ав тухăç йăл кулса ярать,

Ача çуратнă евĕр.

Унăн ачи — вĕр-çĕн хĕвел.

Пĕлĕт кипки те пур-тăр...

 

Сирĕн ачу та хĕвел пек

Сап-сарă пултăр.

Çӳлтен çӳле, малтан мала

Çĕклентĕр тепĕр паттăр,

Хĕвел пек сиртĕр тĕттĕме.

Вăл çутă саптăр.

 

Мăн улăхра, çăкалăхра

Сĕрлет вăрăмтуна.

Илсе каять каччи хĕре

Арăм тума.

Ракетница


Застава таврашĕнчи хурăнсем, çирĕксем сап-сарă саралчĕç. Вĕсем çине чăрăшсем çав тери ăмсанса, киленсе пăхаççĕ. Ара, ытла та хитре тумланнă вĕт. Çывăхри вăрманта тем чухлех кăмпа тухнă. Çак вăхăтра пограничниксем кăмпана кайма юратаççĕ. Застава поварĕ Смирнов кăмпасене тĕлĕнмелле лайăх шаритлет. Çак кăмпана çисен, застава начальникĕ Сорокин та пĕррехинче: «Вăт, ку апат», — терĕ. Отряд штабĕнчен килнĕ полковник та ăна мухта-мухта çирĕ.

Пĕрре çапла нарядран таврăннă хыççăн, эп хам юлташăм патне пытăм та:

— Кăмпана кайса килер мар-и? Кăмпа нумай теççĕ, — терĕм.

Терентьев хаваслансах килĕшрĕ.

Эпир хăпăл-хапăл пуçтарăнтăмăр та вăрмана тухса вĕçтертĕмĕр. Вăрманти кăсăясем сарă «кĕрĕк çĕлетме» ĕлкĕрнĕ те иккен. Турат çинчен турат çине йăлт та йăлт сиксе çӳреççĕ. Эп Терентьев çине пăхрăм та чăтаймасăр кулса ятăм.

— Мĕншĕн кулатăн-ха эс? Мĕн пулнă? — терĕ манăн юлташ, ним тума аптраса.

Терентьев чĕн пиçиххи çумне хыпашласа пăхрĕ те, унта ракетница пуррине пĕлчĕ. Акă мĕн иккен. Терентьев нарядран килнĕ хыççăн ракетницăна кăларса хума маннă, хăйпе пĕрлех илсе тухнă. Ракетница тенĕрен çакна каласа парам: вăл наган евĕрлĕ, анчах унăн кĕпçи питĕ пысăк. Унпа ракета яраççĕ.

Малалла

Шăплăх


Вероникăна

 

Лăпкă-ха эс, Çĕрĕм,

кун хуллен шăвать.

Манăн пĕчĕк хĕрĕм

флейта пек юрлать.

 

Уншăн — пур оркестрăм:

шăплăх вăл теем.

(Çав кĕвве илтместĕм

яшлăх иртнĕçем.)

 

Флейта янăруçăн

шăплăх ун тавра

çуттăн, лăпкăн, уççăн

çаврăнать уйра, —

 

кăшт — ача пек тем-и

эп ăна савса:

айăпсăр илемĕ

унни пек — таса!

 

Перома пăрахрăм,

хĕрĕм — ыйхăра.

Шăплăх, сассăр ахрăм,

халь канать — унра.

Асаилӳ


Хăш чух, хăш-пĕр аллăрисем те эпĕр

шкул çулĕнчи пек яшсене те тимлĕн

хисеплеме те, — тӳррĕн каласан, —

пĕлсех каймастпăр, — пур-çке çав «хăр-хар»:

ăна-кăна кăштах эп куркаланă.

Ав именсе хăшĕ-пĕри пире

айван çеç сăввине «кăшт» кăтартасшăн, —

юрать, — тем мар: кăштах пулсан, «кăштах

пăхса илетпĕр» (юрĕ-ха, хăш чух

ăшри «мăрт-мартлăха» пит кăтартмастпăр).

Тата — хăш-пĕр яшшийĕн, вĕрискерĕн,

пулать кăшт йăнăшни те, — кăшт тăхтар,

«сăтăрçăна» хӳтернĕн, йĕрлер мар

(кун пеккине те эпĕр куркаланă), —

шанни те кирлĕ, кăшт кĕтни те — пăсмĕ.

Эс акă — аслă: пысăк ĕçӳпе,

тата — «тур панипе» те... Пул эс — аслă

кăшт — халăхри пек: акă çакă яшшăн

ӳсĕмӳпе — ун ашшĕ евĕр эсĕ,

çавна ас ил-ха... — Ав куçран пăхать вăл.

...Сăвва — «асаилӳ» тесе пуçларăм,

эппин, асаилӳпелех — вĕçлем.

Вунтăххăрта эп. Хусанкай ун чух

çитмен хĕрĕх çичче те... Эп каятăп

института, — сывпуллашмашкăн кĕтĕм,

час — пуйăс та... Калаçура сасартăк

йăл куллипе çиçет ак Петр Петрович:

Малалла

■ Страницăсем: 1... 114 115 116 117 118 119 120 121 122 ... 796