Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кушкă ачиПахчапа мунча хуҫиЙăмраллă ялШăплăхри аслатиӐшӑ ҫумӑрСалампиЫтла та хитреччĕ ун чух çуркунне

Çын тата сцена


Вера Кузьминана

 

Этемĕн чĕри — сцена.

Э. Дикинсон

 

Артист вăл—куçаруçă пек.

Пин тĕрлĕ çыннăн кăмăлне

кĕртет вăл ĕмĕр тăршшĕпех

хăй сăн-питне, ӳтне, чунне.

 

Çĕршер сăнар туса парать

кайран вăл çак асапĕнчен.

Поэма евĕр янăрать

ун ролĕ сцена тĕнчинчен.

 

Çав музыка тĕшши пулса

çунать шалтан пĕр тĕп Сăнар.

Ун хĕн-тертне сума суса

тăнлар... Сăмахсăр пуç таяр.

 

Трагеди сцени пек — чĕри! —

тахçан Эмили калашне.

Сăпайлă шăплăхра, юри

итлер — чĕрийĕн таппине.

 

Ун ĕçĕ — аслă, куçару:

ун вăйĕпе, ун таппипе

кĕрлет — ăсталăх, пултару

чăваш шăпин хавалĕпе.

«Кипке шăрши...»


Кипке шăрши

Сунмасть пурне те сывлăх,

Сăпка çакса курмарĕ-çке мачча...

Пире кирлехчĕ, тусăм,

Хĕр е ывăл —

Кирек кам пултăр, пурпĕрех —

Ача.

 

Ăна кĕтсе миçе хут вырăн сарнă?

Ăна миçе хут курнă тĕлĕкре?

Юратнă арăм,

Сан пекех вăл сарă

Е йăм-хура, анчах манран хитре.

 

Çук, курăнмасть пăхсан та ватлăх каçĕ.

Çапах çӳçсем куллен шуралнăран

Чĕремĕрсем пĕр шăппăн йăпанаççĕ:

«Параймĕ çимĕç тăм ӳксен йăран».

 

Чĕр ĕмĕте кам хурлăхран кăкарĕ?

Ватăлмасла, савни, кил çывăха:

Пускил ачи, пĕр пĕчĕкçĕ Гагарин,

Пире лартса вĕçтерĕ уçлăха.

Аллă пин тенкĕ


Пас тытнă хурăнсем, чăрăшсем пĕр хускалмасăр, мăнаçлăн лараççĕ. Вăрман çуллахинчен те çăрарах, хитререх. Турат çинчи юр пĕрчисем кĕмĕл пекех çуталаççĕ. Таçтан, çурçĕр енчен вĕçсе килнĕ шап-шурă кайăксем чăв-чăв туса çӳрени илтĕнет. Çулла, тем пысăкăш хумсемпе шавласа, катерсене асар-писер силленĕ кӳлĕ йăлтах пăрпа витĕннĕ.

Пĕррехинче эпир кӳлĕ çинче каток тума шутларăмăр. Юра шăлса тасатрăмăр, шыв сапса якатрăмăр. Каток тунă çĕрте уйрăммăнах Николенкопа Гришин пограничниксем тăрăшса ĕçлерĕç.

Çавăнпа та çак катока «Николенко ячĕпе тăракан каток» теме тытăнчĕç. Катока уçма та вăхăт çитнĕччĕ. Анчах кĕтмен ĕçсем килсе тухрĕç.

Çак вахăтра пире питĕ кирлĕ задани пачĕç. Пирĕн застава хуралласа тăракан чикĕ урлă пĕр шпион каçса кайма шутлать иккен. Пире унăн сăнӳкерчĕкне кăтартрĕç. Вăл вăтам пӳллĕ, тӳрĕ сăмсаллă, сарă çӳçлĕ çын. Çак çынна кирек мĕн пулсан та, чикĕ урлă каçарса ямалла мар. Николенкопа Гришин кашни кунах секрета кайрĕç: вĕсене хыр вăрманĕнчи чи вăрттăн вырăна ячĕç. Çапла пĕр эрне те иртсе кайрĕ. Тӳрĕ сăмса çук та çук. Неушлĕ каçса кайма пултарчĕ? Застава начальникĕ Сорокин тарăхмаллипех тарăхса çитрĕ.

Малалла

«Çывăрса каяс чухне...»


Çывăрса каяс чухне

Сĕмленетĕн, ăнкаратăн

Темĕнле тарăнлăха,

Темĕнле шалти хака:

Ху эс тупсăм иккенне

Ерипен туйма пуçлатăн.

 

Ут, ăс-хал... Çав пĕрлĕхӳ

Вилĕме пĕлетчĕ... Халĕ

Тупсăму — пĕр шиксĕр сан,

Тен, вăл вилĕмсĕр вăйран?

Тен, сан вилĕмсĕрлĕхӳ —

Çавă тупсăм «мăтерьялĕ».

«Эп пĕлетĕп — эс килместĕн...»


Эп пĕлетĕп — эс килместĕн

ман пата ыран ирпе.

Шур плащна çакса иртместĕн

ман пата эс ерипе.

 

Хывмăп шăппăн сан тусанлă

пĕчĕк пушмакусене,

ăшăтаймăп эпĕ санăн

пĕчĕкçĕ пӳрнӳсене.

 

Çирĕме çитсе илемлĕн

çуталса ӳсен çынна

мĕн калайăп эп тирпейлĕн

пĕр ăна савса кăна?

 

Ерипен ларса манасчĕ

санăн ылтăн пек çӳçне.

Сассăр сăвăсем çырасчĕ

ман — Лонгфелло калашне.

 

Эх, телейлĕрех пулмашкăн

тупаймарăм вăхăт эп,

тем шырарăм, тем тупасшăн, —

хам та пĕлеймерĕм эп.

 

Сывă пул, Рембо! Сыв пул эс,

тунсăхлă пиччем, Бодлер!

Кунăмсем ман лăпкă пулĕç;

каçăм пулĕ ман сенкер.

 

Вут ялтравĕ, вут кĕрлевĕ...

Кĕркунне хура садра

астрăсем чӳхеннĕ евĕр

вут вылять каланккара...

 

Эп пĕлетĕп — эс килместĕн

ман пата ыран ирпе.

Шур плащна çакса иртместĕн

ман пата эс ерипе.

Каюти


Шăнса кӳ-щĕ пулас çил тути —

Питĕмрен чуптăвать пикенсех.

Кĕпе вĕççĕн кăна пикесем

Улăхра çулаççĕ каюти.

 

Ăшăнасшăн тытатăп çава.

Те çу кунĕ иртсе кайнăран,

Те çави ют алла хăнăхман, —

Хуть мĕн ту, юрламасть çав-çавах.

 

Хĕр кулать: «Пусарах кĕллипе...».

Юриех астарать, йĕкĕлтет.

Вăл пĕлет мĕншĕн эп килнине.

Камшăнах килнине те пĕлет.

 

Çур чечекĕ пекех кăн-кăвак

Мăшăр куçĕ — сапать шĕл-кăвар.

Сис, чĕреçĕм, пĕлетĕн хăвах,

Саншăн мар вăл çунать, саншăн мар...

 

Пулнă вăхăт, çаран утине

Çулнă эпĕ, юлманччĕ çынран.

Йăлтăр хĕмлĕ кăвак куçсене

Мĕншĕн, мĕншĕн ун чух тĕл пулман?

 

...Кĕрхи çил ман çума çулăхать,

Каç енне шĕвелет кун çути.

Çулса тăкăр, хĕрсем, улăха.

Пурпĕр çурмĕ чечек каюти.

Чĕре


Ыраттарса сиксе ан кай,

Усал чире халех ан парăн.

Вĕçне çитмен,

Ĕçсем нумай,

Çын умĕнче тем чухлĕ парăм.

 

Пĕлетĕп, айăпĕ хамра:

Хăш чух сана ахаль çунтартăм.

Ытлашши пек, хам кăвара

Сив чунсене парса çухатрăм.

 

Çапла туни те кирлĕ, тен.

Çук, ӳкĕнместĕп уншăн халь кăшт.

Сӳни-сӳнми тĕлкĕшиччен

Хĕм сирпĕтсе çутат та ялкăш!

 

Чĕреçĕм, çун.

Ĕç пур çинче

Ан уксахла, чире ан парăн.

Çĕршывăм, халăх умĕнче,

Кунçулăмшăн тем чухлĕ парăм.

Пăр çинче


Эпĕ ялти шкулта вĕреннĕ чухне, малтан, физкультурăна пит килĕштерсех кайман.

— Математикăпа вырăс чĕлхи кăна кирлĕ. Физкультура ниме те тăмасть, — теттĕм.

Çавăнпа та эпĕ пĕррехинче физкультура урокĕнчен вăшт кăна тартăм.

Кун пирки мана учитель ятларĕ. Эпĕ çапах та ӳкĕте кĕмерĕм, тепринче каллех киле вĕçтертĕм. Ман çинчен часах хамăр класри пионерсен пухăвĕнче калаçрĕç. Ытла та намăс пулчĕ ун чухне, çамка çине тар тапса тухрĕ.

— Пурнăçра математикăна, вырăс чĕлхине, физикăна лайăх пĕлни кăна мар, çирĕп сывлăхлă пулни те кирлĕ. Начар сывлăхлă пулсан, самолĕтпа вĕçме те ямаççĕ, çара та илмеççĕ. Геолог, топограф, инженер пулас тесен те çирĕп сывлăхлă пулмалла, — терĕ учитель.

Эпĕ вара чăтса тăраймарăм, малашне физкультура урокĕсене çӳреме сăмах патăм. Часах йĕлтĕр спорчĕпе интересленме пуçларăм. Кашни кунах ярăнаттăм. Малтан пĕр-ик çухрăма кăна кайса килеттĕм, унтан кӳршĕ яла çитиччен вĕçтереттĕм. Кашни кунах: çил чухне те, тăман чухне те, çанталăк питĕ сивĕ тăнă чухне те ярăнаттăм. Çапла эпĕ шкулта чи аван йĕлтĕрçĕ пулса тăтăм.

Йĕлтĕрпе лайăх çӳреме вĕренни чикĕре пысăк пулăшу пачĕ. Эпĕ сире ун çинчен кĕскен те пулин каласа парам-ха.

Малалла

Лорири тĕлпулу


Паруйр Севака асăнса

 

Чунăн лăпкă тĕнчинче

вăрттăн, çулăм пек çунса

Лорин шурă çутинче

тунсăх ӳсрĕ нĕр туса:

шухăшра ман ирсерен

пурччĕ пĕр сăнар ялан:

анас пекчĕ ту çинчен

эс — вĕри куллупалан;

сăвăллă повеçӳнтен

(вĕçлеймерĕн-çке, пиччем)

янăратчĕç пек хуллен

кредо евĕр йĕркисем, —

ту çинче те айлăмра

санăн халалу пулса

илтĕнетчĕç пек асра:

«Çын ан уттăр манăçса —

ыттисемшĕн çулхыван,

вăл ан пултăр — таптакан;

чун ыратнă вырăнта

ан шыратăр вăл янтта;

ан шыратăр нимĕн те

çын куççулĕ пур тĕлте...»

Çакă тимлĕ сăмахсен

вĕçсĕр ахрăмĕ пекех

çĕкленетчĕç чул тусем

сан çĕрӳн талккăшĕпех;

кĕлчечекĕн хĕмĕпе

ман юна вĕрилетсе,

çӳл Сăмах тупсăмĕпе

тĕвĕри пек пĕрлешсе,

ĕмĕрхи Кĕнекинчен

тăванла тĕрек пама

сан сăнарлă Эрмен ен,

пил пек, кĕчĕ шăпама —

сан вĕри сăмахусен

чул çинчи пек тĕррипе!..

«Тусăм» теттĕмччĕ унччен,

Малалла

Виçĕ çичйĕркелĕх


1

Ун уттине те сăввăм халаллантăр!..

Чун вăйĕ, халь, хăй çӳллĕшне хăй çиттĕр,

Чечекĕн ăшлăхĕ пек анлăлантăр,

Санар çутса кăтарттăр — çутă витĕр.

«Илем» сăмах — умри ун пĕвĕ пултăр!

Çĕршер куçра — Хăтлав ĕлки пек юлтăр,

Çĕршер ăса — халал ăшши пек виттĕр.

 

2

Ача чĕриллĕ симĕс куçлă вутăш!

Хĕвеллĕ мелос1 ылтăнĕ пĕр сассăр

Унра — шухăлăхпа пурнать пек хутăш,

Кĕтретлĕ никĕс евĕр, палăрмасăр.

Ах, ылтăн мелос! Вăл часах кун курĕ,

Вăл пулĕ — лăпкă, пил юрри пек Юрă.

Хăйне те — пил!.. Тен, янăрĕ вăл мансăр.

 

3

Тен, «çӳллĕ» сăмахсем кунта чылай-тăр.

Анчах вĕсем те кирлĕ пулĕç уншăн.

Элчелĕ унăн çӳллĕхлĕ пулайтăр

Ăс-хал çутишĕн, чӳк парас пек чуншăн!

Тен, пулмĕ те ун пек. Тен, пурнăç пилĕ

Юта çеç хурĕ... Тен, ун чух асилĕ

Кунти хăй çутине вăл — Çĕнĕ куншăн.

■ Страницăсем: 1... 117 118 119 120 121 122 123 124 125 ... 796
 
1 Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни.