Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Калинке яр-уçă тăтăр:
Чун сисет çын иртессе...
Ан ятла, анне, ан хăтăр,
Чупкăн хĕр ӳсет тесе.
Урăхла шеп кутăруçăн,
Пурте пур ку саманан:
Лар килте — йӳтен хĕр пуçăн,
Çул çӳре — савни тупан.
Эс тиркетĕн: çук ал ĕçĕ...
Пулмалла кăштах чее —
Тĕрĕ тĕрлесе, йĕп вĕççĕн
Халь йĕрлеймĕн телее.
Кам савать, вăл тумĕ айăп,
Çук пулсан сурпан-масмак.
Эп вĕçме çуралнă кайăк,
Кайăп эп тĕнче касма.
Тăвăр пек атте кил-çурчĕ,
Ма йĕрес, ма хурланас?
Йыхăрать пире халь Çурçĕр,
Шутсăр, тет, унта алмаз.
Яшлăха тăвас-и сатăр,
Ĕмĕте килтех çĕртсе?..
Ан ятла, анне, ан хăтăр,
Чупкăн хĕр ӳсет тесе.
Пуç тавра чечеклĕ çивĕт,
Ум тулли сенкер саппун.
Халь çураçнă хĕр пек çивĕч
Улăхра çӳрет сар кун.
Аллинче — шевле пек йĕрĕ
Ылтăн йĕп те хĕмлĕ çип.
Тĕрлемешкĕн капăр тĕрĕ
Пулăшать черченкĕ çил.
Çывăхрах ян кайрĕ кĕвĕ,
Юрласа килет пике.
Ярăнса утмалăх — пĕвĕ,
Кăмăлĕ — сар çу иккен.
Шухăшпа кĕç сăнĕ çиçĕ.
Пур çава та кĕрепле.
Авăнать, хăва пек пиçĕ.
Кĕлетки тӳсет епле?
Питĕнче, куран, тĕп-тĕрлĕ
Тар пĕрчи е хуратут.
...Ытамла, Çавал, кӳр чĕрлĕх.
Кӳр кăварлă юрату.
Уçтук халь çеç качча тухнă арăм. Туйĕ те иртнĕ вырсарникун çеç пулса иртнĕ. Уçтук туйне курма халăх ялĕпех пухăннă. Мĕн шурăм пуç киличченех тăсăлнă туй. Мĕн чухлĕ сăра пĕтнĕ пулĕ, мĕн чухлĕ эрех... Сăмахран, кун пек туйсем Каçал ялĕнче çак çулсем тăршшĕнче сахал пулнă.
Уçтук упăшки Çтаппан хăй туйĕпе тĕлĕнмен мар. Ун çинчен вăл хăй те калать: «Мĕн-ма ĕçес мар, эрех-сăра çук-и-мĕн ман кил-çуртра! Туя пĕр тусан тĕлĕнмелле тăвас пулать!» — тет.
Çук, Çтаппан туйĕпе мухтанмасть. Туйĕ çинчен вăл çын умĕнче анчах калать. Çтаппаншăн туйĕ çăва çине, туйне пурпĕрех тумалла. Вăл урăх япалапа мухтанать. Вăл... Уçтука хăйĕн аллине илнĕшĕн савăнать. Урăх нимшĕн те мар. Уçтук ун аллине аран-аран çеç лекнĕ. Мĕншĕн тесен Уçтукăн хăйĕн тӳрри Мирун пулнă. Çтаппан кил-çуртне Уçтук ашшĕ-амăшсем тытса панăран анчах килсе лекнĕ.
* * *
Çтаппан килĕнче çук. Вăл халăх çине кайнă. Унта паян пахча таврашĕсем сутаççĕ. Эрех пулать...
Уçтук пĕччен. Кĕпе çĕлесе ларать. Чӳрече витĕр кĕрекен хĕвел çути салатса янă вăрăм çӳçĕсем çине ӳкнĕ. Çӳçĕ унăн сарă, пилĕк лапкăшĕпех выртать. Куçĕсем шывланнă. Мерчен куçĕсем çилсĕр чухнехи çутă çăл пек...
Малалла
А-е
Сăвă пек — хĕл кунĕ,
Çавă сăвăра —
Ун çемми, ун чунĕ, —
Эсĕ — ман çумра.
Кăшт хорей пек сасă —
Эс кăштăртатни... —
Çак кунра ман асăм
Вĕçсĕр юратни.
Виç пĕрлĕхлĕ эпĕр:
Шав, талăкĕпех,
Пĕр чун пек итлетпĕр,
Тен, Поэзиех!
Виççĕмĕш вăл пултăр
Халь çеç мар — ялан:
Эп çук чух та — юлтăр,
Эп пур пек... Ан ман.
Чирлетĕп те, — йăлт куранать мана
Халь — юлашки пек...
Ю. Словацкий
— Пĕтнĕ вăй пек çакă юр!
Кăçалхи те мар, — мĕн пур
пурнăçри чи юлашки
шурă-шурă-шурă юр!..
Вилĕмĕн шурри, тен, пур
апрельти çак тăманра...
Вилĕм-юр!.. — вĕркет манра!
Сивĕ унăн шур мĕлки
тăван мар тавралăхра...
— Çук-ха, пуç пулман хальччен
«юлашкилĕх» ĕренки
шăпамри пăлханура.
Акă ирĕн çутинчен
темĕн сăрхăнса кĕрет, —
пӳлĕме-и е чуна?
Кам е мĕн чĕнет мана?
Еç е шанчăк? Е — кĕтрет?..
Е — çĕнелнĕ юр çути,
çӳл тӳпе хыпарçи пек,
чунăн «чи тĕпне» çити
çĕкленет — çĕр анлăшпех:
тем пуплет сассăрлăхра —
вăранас Сăмахăмра.
Акă,
вĕçĕ пур — юратун.
Анчах
вĕçĕ çук — ыратун.
Юрату,
пĕр пĕтĕмлĕхрен,
уйăрăлать те пĕтет — юратусăр.
Юлать — ырату,
унăн — хăйĕн «саккунĕ»:
чунăн хĕрхенĕвĕ тек çуккипе
ӳсет (тен, кăштах тӳрккесрех те калатăп)
«хими япали» пек — шеллевсĕр,
асанлантарма çеç юлать,
каçарусăр.
«Юлташ, çĕкленĕн тӳпене кĕç эсĕ.
Хăвпа мĕскер илетĕн эс, кала?»
Чĕнмест пĕр хушă çăлтăрçă-вĕçевçĕ,
Куç харши çеç çунат пек хускалать.
Çĕмрен-ракети шанчăклă та çирĕп.
Юр-вар çитет.
Çире вĕр-çĕн тумтир.
Илес тесен те, урăх памĕ ирĕк,
Виçе шутне ирттермĕ командир.
«Мĕн илĕн урăх?» —
Йăл кулать тус пирĕн.
Телей пекех хĕвеллĕ ун кулли.
Пит-куç тулли çĕршывăн çутă ирĕ.
Юратнă тантăшсем ытам тулли.
Чăн туслăхра пур кивелми илемлĕх.
Эпир саватпăр кăмăл илемне.
...Тăранмасла, кайран аса илемлĕх
Юлташ пăхать умри сăнсем çине.
Сар çулçăсем хулен шыва ӳкеççĕ,
Çыран мĕлки çур Атăл таранах.
Чăваш çыранĕ, калăн, хăй вĕçевçĕ —
Тем çӳллĕшех çĕкленнĕ таврана.
Хаваслă тус самант алне çĕклет те
Калать савса:
— Мĕн илĕп уçлăха?
Кĕр илемне, мăн Атăла илетĕп,
Юратăва, кăвар пек туслăха!
Каç, хӳме çуммипе вите çывăхнелле шуса пыракан лаша вăрри пек, малтан итем хыçне, кайран ял çине ерипен шуса килет.
Хĕллехи хĕвел анăç çуллахи пек хĕрлĕ мар. Хĕллехи хĕвел анăç тăхлан майлă хурарах пĕлĕтсемпе хупланса илнĕ. Çавăнпа хĕлле ял-сăрт çамкийĕсемпе ял умсем çине хĕрлĕ мĕлке ӳкмест. Анчах — хитре хĕллехи каç.
— Ванюк, улаха кайиччен лашана утă пама ан ман, асту...
Лашана утă парать. Унтан пилĕкне чĕн пиçиххине лайăхрах çыхса лартать те урама тухса каять çамрăк.
Пур килĕре те çавăн пек. Малтан кил-çурта пуçтараççĕ, унтан — урама. Малтан кил-çурта та ачана кипкелесе вырттарнă пек майласа хăвараççĕ те кайран — улаха!..
Çамрăксем урама, ваттисем киле юлаççĕ. Ваттисем — кĕнчеле, пушăт, шĕшлĕ таврашĕнче...
Çĕнĕ сăмах мар ĕнтĕ ку, çĕнĕ мар. Анчах çаплах темшĕн калас килет ун çинчен. Темшĕн кăшт лампă çутипе çуталкаласа ларакан чӳречесенчен чĕвенсех пăхас килет хĕлле. Темшĕн итлес килет çĕрлехи калаçăва. Те шур юртан, те чӳрече петлисем вăрттăнăн чĕриклетнĕрен, темшĕн...
* * *
Ак ик чӳречеллĕ пӳрт. Пӳртри лампă çути урама тухса çула урлă каçса ӳкнĕ. Вăл çутă чӳречесем умĕнчи йăмра витĕр килсе тухнăран çул çине ахаль çутă çеç мар, тĕпленĕ çутă пăрахнă. Йăмра тураттисем кăшт ашкăнкаласа тăнăран вăл та, çул çинчи шурă тĕрĕ те ашкăнкаласа выртать...
Малалла
А. А.
Тăван сăмахăн чĕлтĕревлĕ,
вĕри таппиллĕ кĕввине
ыр вăй хушса эс кĕртрĕн меллĕ,
илемлĕ, çӳллĕ йĕркене.
Пил евĕр пулнă çакă туртăм
юлайтăр терĕн пиллĕхех, —
чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.
Ăна эс — чĕрӳнте сăнанă
хавхалану Хунти туса...
Ак санăн Кĕнекӳ, тăванăм:
тивлетлĕ хĕрлĕх пек таса!..
Хĕветĕр Мадурова
Юр — шав кăштăртатать,
Хресчен пек тĕрмешет.
Ав, чăтлăхпа пырать, —
Унта вăл çул çӳревçĕ пек çӳрет.
Хир çавракалăхне
Майлать вăл, йĕркелет.
Юсать — сăрт кăлтăкне, —
Ăна вăл скульптор пек «гармонилет».
Чуна, тĕрек пĕтсен,
Тем сĕннĕ пек ĕрет,
Пĕлтерĕшлен, майпен.
Çын ăсĕнче — вăл сăвăç пек ĕçлет.
■ Страницăсем: 1... 112 113 114 115 116 117 118 119 120 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...