Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хӗвел мулкачӗсемĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томКушкă ачиАтте пилĕКайăк тусĕХĕрлĕ тюльпанТăм ӳкнĕ ир

Вивальди


Епле хастар Вивальди «Кĕрĕ»1:

Ăçта салхулăх, ĕшенӳ?

Хĕвел-и çук? — Хĕвел пек кĕрĕ

Çак музыкăна — Тĕлĕнӳ!

Епле пуç çийĕн ялтратать вăл

Аллегрон ылтăн анлăшне, —

Унра — Тухăçлăха курать вăл,

Чыслать вăл кĕр çĕнтерĕвне.

Хĕвел анчах атте-и? Çил те,

Франциск каларăшле, — тăван!

Адажио ялтравĕ витĕр

Юра та — тăванла куран.

Поэт тата епле каланă, —

Шыва та вăл чĕнет: «Аппа!..»

Вивальди «Кĕрĕ»! — Çĕрĕн анĕ

Кĕрлет пек ылтăн хăватпа.

Ман савни


Ик куçу сан — икĕ хурлăхан,

Йăм-хура та хĕлхемрен хĕлхем.

Йăм-хура пулсан та, ан хурлан,

Саншăнах, савни, çунать чĕрем.

 

Яштака пĕвӳ сан — шур хăва:

Тăхăнатăн шур кĕпе ялан.

Ан çунтар мана эс, пĕл хăвах —

Сăнăма сасартăк шуратан.

 

Тутусем сан — пиçнĕ пĕрлĕхен,

Хĕрлĕ сăнлă çырлапа пĕрех.

Чуптума — савсассăн — ан хĕрхен,

Туту пулĕ тата хĕрлĕрех.

 

Çӳçӳ санăн хум пекех кăтра,

Хумхатса тăратăн кăмăла.

Кăтруна çил уçнă вăхăтра

Ман чуна кам уçĕ-ши, кала?

 

Аллусем сан çепĕç те ĕçчен,

Ачашпа ӳсмен эс ачаран.

Каччуна сан ачашлас килсен,

Мĕншĕн эс, савниçĕм, вăтанан?

Тĕлĕнмелле «шпион»


Чикĕри пограничниксем хĕллехи сивĕ тăманра та, çуркуннехи шыв-шурсенче те, çулла юхтарса каяс пек çумăр çунă чухне те, кĕркуннехи пăч тĕттĕм каçсенче те чикке тимлĕн хураллаççĕ. Мĕн чухлĕ хастарлăх, паттăрлăх кăтартмаççĕ пуль вĕсем! Хăшпĕр чухне тата кулăшла япаласем те пулаççĕ.

Пирĕн заставăри Мельниченко пограничник яланах мухтанма юрататчĕ. Эпĕ нихçан та шикленместĕп, тетчĕ. Пĕчĕк чухне ачасемпе тавлашса çăва çинчех çĕр выртрăм, тесе ĕнентеретчĕ. Унта пĕр вăранмасăр, ним тĕлĕк курмасăр çывăрнă, тесе каласа паратчĕ. Эпир пĕлместпĕр: тен, çывăрма та пултарнă ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен çăва çинче çывăрни килте пахчара çывăрнинчен нимех те уйрăлса тăмасть, хăрамалли ним те çук.

Пĕррехинче Мельниченкопа Павлов секрета кайрĕç. Секрет тесе пĕр-пĕр вырăнта тăшмана сыхласа тăнине, выртнине калаççĕ. Вĕсем хăва тĕмĕ çумне, упасарри тĕмĕ ăшне выртнă та тавралăха сăнама тытăннă. Нимле сас-хура та пулман. Ӳхĕ кăна, вăрманти шăплăха пăсса, кĕскен ӳхĕре-ӳхĕре илнĕ. Инçех те мар шыв шăнкăртатни илтĕннĕ. Шăнкăр-шăнкăр туса, пĕр кĕвĕллĕ юхнă вăл. Ăна итлесен, ача чухне хире выртма кайни аса килнĕ. Çав вăхăтра пуç тăрринчех тем: ах-ах-ах! тесе çухăрса янă та, хашлатса илсе, хурăн çине пырса ларнă.

Малалла

Сад


Тен, кăшт сăвă евĕр

Çакă пĕчĕк сад:

Саспалли-çулçийĕ

Хутшăнсах пырать;

 

Туратсен чĕтревĕ —

Леш, — строфа пекки.

Пăнчине ав лартрĕ

Çĕмĕрт сапаки.

 

Ак кун иртрĕ... Халь те

Асăмрах янрать

Лăпкă сăвă евĕр

Çав сас-чӳсĕр сад.

Хулари каç


Ашăмра тăнлатăп

Тепĕр çак юрра:

Уйри пек туятăп

Хулари юра.

 

Шыв-пăрпа варланнă

Тĕксĕм киосксем —

Калăн, пурте маннă

Темĕнле хӳшсем;

 

Парк, кафе те станци

Пуш хирти пекех...

Ах, çаплах юлсанччĕ

Эсĕр ирчченех —

 

Çĕмелсем çĕршерĕн

Пулнă пек умра!

Мĕн çеç тинкермерĕн,

Асăм, çак каçра,

 

Пурте — курăнасшăн,

Калăн, «хресченлех»;

Уйăх та ялтрасшăн

Ешнери пекрех.

 

Ах, çапла вĕçлетпĕр

Çĕр çинчи çула:

Ĕçпеле ӳсетпĕр

Лăпкăн — малалла.

 

Пур пĕр — асăн мулĕ

Хăйĕн еккипех

Пуçтарнасшăн пулĕ

Шав — тăван енрех, —

Ун çути çитесшĕн,

Тен, кунтах вара, —

Хирти пек çиçесшĕн

Хулари уйра?

 

Кăшт çав хирĕн анĕ

Кантăр, шăпланса!.. —

Час — хула вăранĕ

Çав хире тулса.

Тепĕр çамрăк сăнар


Епле шартать çак ăнланми хĕрхаллĕх

Сасса та куççуле пĕр пек туса!

Тен, хрусталле те шевлелле тасалăх

Янрать, — юнра, шăм çутинче ванса?

Тен, сисĕнет-и ӳт илемĕнче

Чĕре Ыррин никам курман тымарĕ?

Куççулĕ те ун — чунĕн çутă тарĕ, —

Чун сассине янратнă пек ялтрать;

Савушăн кĕрлекен пăлхавсенче

Вăл — сассăр. Хĕрхенӳ шăплăхĕнче

Вăл Сиплĕхен тĕшши пек çуталать.

Хурама


Хăйне пăхма нимех те мар-и?

Кур акă, йывăç йывăçах:

Çавах çулçи, çавах тымарĕ,

Хуйхи-суйхи те пĕр çавах.

 

Тен, хурăнпа танлаштарсан,

(Эп илтнĕ пуль çĕр хут та)

Мĕн пур туратлă хураман?

Ни пĕрене, ни вутă.

 

Эп хурăна хурласшăн мар.

Тирексене те эп тиркемĕп.

Кашнин пур хăйĕн пархатар,

Хăйне çеç тивĕçлĕ илемĕ.

 

Кунта сăмаххăм урăхла.

Асилтĕм эп.

Çак вăрманта вăл,

Ир ирхине вăр-хурахла

Кĕтмен çĕртен тапранчĕ тăвăл.

 

Çил хуçрĕ çамрăк хурăна.

Чун татнăн ӳкрĕ хыр турачĕ.

Çăка пыл сапнă вырăна

Хура аçа çапса çунтарчĕ.

 

Пĕр хурама çеç сĕмсĕре

Пĕр çулçă та татса памарĕ.

Тымар чĕрнисемпе çĕре

Нихçан ямассăн пăталарĕ.

 

Çук, вăл каймарĕ ӳпĕнсе.

Паян та, кур, кĕрнеклĕ, çӳллĕ.

...Чăн-чăн хăюлăх умĕнче

Пуçа тайса хыватăп çĕлĕк.

Вожатăй


Каçал ялĕ — Киремет сăрчĕ çинче. Вăл инçетренех курăнса тăрать. Ку вăл таврари ялсем умĕнче комсомолсемпе пионерсем пит нумаййипе чаплă...

Кĕпер çырми текен çырмара Капти çемйи пурăнать. Капти вăл ватă. Çитмĕл çул патнелле çитет. Шухăшласа пăхсан, Каптин авланнă ачисемпе качча кайнă хĕрĕсем çеç пур тесе каламалла пек. Анчах апла çеç мар. Каптин пионер та пур... телĕнмелле. Тĕлĕнсе хуран ăшне кĕрсе ӳкмелле. Мĕнле-ха вара çитмĕл çулхи старикĕн тăхăр çулхи ывăлĕ пур?!

Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Ял çынни Каптирен пĕртте тĕлĕнмест. Мĕншĕн тесен Капти çитмĕл çулта пулсан та хĕрĕх çулхи çын пекех паттăр, вăйлă...

Анчах халĕ пире Капти кирлĕ мар. Пире унăн ывăлĕ пионер Таçук кирлĕ.

Таçук та ашшĕ пекех çирĕп. Сывлăхĕ те маттур. Ӳсĕрсе те курман. Ĕç тăрăшĕнче ашшĕне пулăшма пуçлани виçĕ çул çитет ĕнтĕ. Шкула çӳрет пулсан та, шкултан таврăнсан выльăхсене пăхать, çырмаран киле шыв кӳрет. Пиччĕшĕ пур — комсомолец, вăл килти ĕç çине çаврăнса та пăхмасть. Çавăнпа ăна Капти юратмасть.

 

* * *

Таçук халь килĕнче çук. Вăл шкултан темĕншĕн килсе çитеймен-ха. Те пуху тавраш пулнă вара?

Малалла

«Чун кодексĕ пек пулнă Пил Сăмахĕ...»


Чун кодексĕ пек пулнă Пил Сăмахĕ,

Кашни атте-анне чĕрин ахахĕ

Сасартăк çуталса каять асра, —

Данта вуланă пек аса илетĕп,

Ăшри йĕркелĕхе хывасчĕ тетĕп, —

Унпа пуласчĕ урăх халăхра.

 

Яшрах чухне — «лирикăлла» туяттăм,

«Уй евĕр пулăр» тенине чухлаттăм;

Халь — кăшкăрсах каласчĕ ыттине! —

«Аттемĕрсем, сире сума сусăччĕ;

Хальхи ăспа паян сире савсанччĕ!» —

Теетĕп пурнăçра çуккисене.

Аннемĕрсен кантăкĕсем


Ас виçейми — Тĕнче!.. Пĕрех пăхать

унра, куç пек аннемĕр чӳречи:

Вĕçсĕрлĕхре хăй ăшшине упрать

çемье телейĕ, терчĕ, — чун тĕнчи.

 

Этем — тусан пĕрчи çеç текенсем

йышлăланаççĕ хăш-пĕр çĕрсенче.

Анчах этем ăшшиллĕ кантăксем

кашнийĕ — çăлтăр. Кашниех — тĕнче.

 

«Пысăккине» анчах-и, — «пĕчĕккин»

вĕçсĕрлĕхне те çын уçать иккен.

Çук вĕçĕ — космосра та — хăй çутин,

вăл, çын хĕвелĕ, кая мар — нимрен.

 

Пур — Тĕп тăву та. Халь этем чĕри

тимлет çакна та — кантăк леш енче.

Пĕрех, Çăлтăрлăхра — чĕрин ырри!

Аркатакан — сив ăс тусанĕнче.

 

Тен, Çăлтăрлăхăн варрине çити

«ахаль» чечек те ăшшине сарать:

Тĕнче Гармонийĕнчи ун çути,

ман шутăмпа, кĕрешнĕ пек ялтрать.

 

Анчах этем кун пек пĕлĕвĕпе

лармасть — «Çут тĕнчене» кăна шанса.

Мул сăхăмне сирет — Кĕрешӳпе,

Çын тупсăмне Художник пек курса.

 

Çак курăмра — кашнийĕн хăй «пăнчи».

Хăй мелĕ. Хамăнни пирки калам:

ман «пăнчăм» вăл — аннемĕр чӳречи.

Кăшт сăввăмпа ун çутине сарам.

■ Страницăсем: 1... 118 119 120 121 122 123 124 125 126 ... 796
 
1 Итальянсен комлозиторĕн Вивальдин (1678—1741) «Кĕркунне» ятлă концерчĕ. Сăвăра асăннă Ассизи Францискĕ (1181–1226) — Итали поэзине пуçарса яракансенчен пĕри, унăн вăйăмĕ Данте пултарулăхĕнче сисĕнет.