Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ПограничниксемХĕçпе çурлаИрĕк çилПурнӑҫ утравӗсемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртАвăн уйăхĕПирвайхи юрату

Карса хурсан


Кăвак çил аллипе тĕнче

Шаккатăр кантăка тултан.

Йăлт-йăлт сиксе, урайĕнче

Шевле ташлатăр ир пулсан.

Сĕтел çине хĕвел куç хывĕ:

Мĕнле пек сăвăсен йĕрки?

Çук-и унта выç тĕшĕ, хывăх?

Чĕрех-и шухăш пайăрки?

 

Кăварăм ман пĕтсе çитсен,

Эп ыйтăп хĕвелтен кивçен.

 

Çут тĕчене çуках хурлассăм.

Эп кăмăл кантăкне карман.

Хĕвел кĕми карса хурсассăн

Витет тусан —

Шалтан, тултан...

Çеçпĕл патне çырнă çыру


Ырă кун, е ырă каç,

Мишша тете, хапăл ту.

Урăхла мĕнле калас?

Сан пата çырап çыру…

 

Чĕрере халь ман мĕн пур,

Каласа парас теп, кур.

Пуçри пĕтĕм шухăша

Сӳтсе явас теп санпа.

 

Паллах, илтме хуравна

Йывăр пулĕ халь мана.

Эсĕ инçе, аякра,

Леш тĕнчери çăтмахра.

 

Çапах санпа калаçсан,

Тен, хуравсем тупăп эп.

Тарăнрах шухăшласан,

Вĕçне-хĕрне çитĕп эп.

 

Чăваш чĕлхи тӳпинче

Санăн ĕçӳ пит çӳлте.

Пĕтĕм тĕнче умĕнче

Мухтанатпăр халь пурте.

 

Эсĕ çырнă сăвăсем

Йĕр хăварнă ĕмĕре,

Санăн хайлав-тĕпчевсем

Пулĕç пирĕншĕн тĕрев.

 

Пĕр çын мар эсĕ – пин-пин!

Пин чăваш та, пин-пин çын!

Сан чĕрӳн кăвар çути –

Пин чăвашшăн çул утти!

 

Сан ятупа пурăнар,

Чăвашла пуплер, савнар.

Сан ятупа мухтанар,

Пĕр-пĕрне телей сунар!

 

Хытă утăмлă пулар,

Уçă чунлă та патвар.

Чăваш Ене юратар,

Малалла

Тупăсем кĕрленĕ чух...


I

Пăрлă Çурçĕрти Баренц тинĕсĕнчен пуçласа вĕри Кăнтăрти Хура тинĕс патне çити, Атăл хĕрринчен Берли-на çити сарăлса выртакан çĕр талккишĕнче тăватă çул хушши хаяр та юнлă çапăçу пычĕ. Кун пек вăрçа этем-лĕх хăйĕн вăрăм кунçулĕнче нихăçан та курман.

Вăрçă хирĕнче икĕ пысăк вăй хире-хирĕç тăчĕ. Пĕри вăл — тискерле çăткăн нимĕç империализмĕ. Тепри — аслă Совет Союзĕ.

Авалхи йытă-рыцарьсен ирсĕр йăхĕсем, эсрель свастикин клемине çапнă чугун çамкаллă нимĕç фашисчĕсем, çав юнлă вăрçа пуçласа ярса, пирĕн тăван çĕршывăн вăй-хăватне 5–6 эрне хушшинче аркатса пăрахма, унăн вĕçĕ-хĕррисĕр пурлăхĕсене, пирĕн халăх ĕмĕрсем хушши тар юхтарса пухнă пуянлăхĕсене хурах пусса çаратма, совет çыннисенчен пĕр пайне вĕлерсе пĕтерме, тепĕр пайне нимĕç баронĕсемпе княçĕсен чурисем туса хума сĕмсĕр ĕмĕт тытнă пулнă. Нимĕç империалисчĕсем, ирĕклĕхе юратакан халăхсене, пĕрин хыççăн тепĕрне, ултавлăн тапăнса, вĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн юнлă атăпа таптаса пăрахса, пĕтĕм тĕнчере пуç пулса тăма хапсăннă. Фашистла Германи çарĕ, Хĕвеланăç Европăри халăхсен юнне кӳпсе тултарса, пирĕн аслă çĕршыв çине килсе сикрĕ. Анчах кунта вăл хурçă хӳме çине пырса тăрăнчĕ.

Малалла

«Çамрăклăх — çук...»


Çамрăклăх — çук. Ватлăха — курас çук.

Эп юлас пек ялан — хальхи евĕр:

сăвăç вăл — чӳк парни пек.

Манăн — çавă парне пулмалла.

Пурĕ-пĕр — хурлă хĕрарăмлăхăн

эп кĕтмен те сунман ыр шеллевĕ

пулчĕ ак манăн тĕле:

шăпама çĕнĕрен пуçласла.

 

Чăн-ши çак туртăм, çак вăй?

Хĕрхенӳн вилĕме çĕнтерес пек хăвачĕ

чĕртĕ-ши çĕнĕ хавал,

сĕмленместеп-ши эп манăçса?

Пурĕ пĕр санăн сăну,

темрен тĕлĕннĕ пĕчĕк ача сан-сапачĕ,

хунтăн черчен çути пек

ăшăтать, — чунăн пайĕ пулса...

«Çын чунĕ пирки мар — ак хăвăнни пирки!..»


Çын чунĕ пирки мар — ак хăвăнни пирки!..

 

Ана ыраттарма ăсталăх кирлĕ мар:

Пĕр-пĕр тирпейсĕрлĕх, айван пулу-иртӳ

Кĕртсе ярать чунна пĕр-пĕр пĕлмен вăййа!

Лекет те — ăнланан: хăруш-мĕн çав «пĕлменлĕх».

Ăна епле халь çăлăн, ун хуçи?

 

Чуна ыраттарма ăсталăх кирлĕ мар.

Вăл кирлĕ — хăтарма! Анчах çакна хальччен

Аса та эс илмен. Чунна та — вĕрентмен.

Автансем


Вуникĕ алшăлли хĕр арчинче.

Вуникшер кун тĕрленĕ кашнине.

Автан тĕрри çав алшăлли çинче,

Халь-халь вĕçме çĕкленĕ çунатне.

 

Çĕр варринче тулта автан сасси.

Çук, пулаймасть пуль хĕрĕн çыврасси.

Кама, кама кĕтет-ши вăл чунтан?

Кăшт тĕлĕрсен — ĕнен-ха тĕлĕке —

Çунат çапса çут арчари автан

Пĕр авăтать, тухасшăн ирĕке.

 

Ăçта çӳретĕн, каччă, çакă каç?

Сар хĕр арчи,

Пĕл, сансăр уçăлмасть.

Чуптунă вар


Каш-каш вăрман, Кашман вăрманĕ

Кĕрхи юрра юрлать ай-хай.

Тăрсах итле, Кăлттин вăранĕ

Чун-чĕрере пиншер сăрнай.

 

Хăрах çунатлă вĕлтĕр çулçă

Çилпе пуплет хăй ӳкиччен.

Юлашки хут вăл алă сулчĕ:

«Çурхи кунра тĕл пуличчен».

 

Хăрни — ӳкет. Юрамĕ унсăр.

Çĕнни килет ун вырăнне.

Теме сиссе-ши, çăмăл тунсăх

Сана илет хăй тыткăнне.

 

Яш ĕмĕтпе пулса пĕр майлă

Эс йывăç хушшипе уттар,

Умне тухать тĕтреллĕ айлăм,

Сар тăрăллă Чуптунă вар.

 

Чуптунă вар... Кашмаш вăрманĕ,

Кала, кам панă çак ята?

Камсем кунта телей вăрланă?

Кам тупнă савăнăç кунта?

 

Тен, халапран сăнарлăх чĕрĕ?

Савса пуль вăрттăн, çĕр каçа

Арман хуçин астармăш хĕрĕ

Пир йĕмлĕ çамрăк сухаçа?

 

Çĕн саманан тымарĕ тарăн.

Çĕнни тăрать-и хăраса?

Кунта венчетсĕр пулнă арăм,

Тен, комсомолка-хĕрача?..

 

Мĕнле пулсан та, ячĕ юлнă.

Тухмасть çак ят çын чĕринчен.

Малалла

Кĕске хӳре


Çулла чикĕре çӳреме ытла та хитре, дозорка хĕрринче ем-ешĕл çирĕксем пăшăлтатса лараççĕ. Вĕсен шавĕ мана тăван яла аса илтерет: чăваш ялĕнчи йăмрасем пăшăлтатнă пекех туйăнать. Унта манăн анне, шăллăмсем. Савнă килйыша, тăван колхоза, хамăрăн аслă çĕр-шыва хураллатăп эпĕ. Мĕн тери хавас мана. Анчах чикĕре шухăша кайса, тĕлĕрсе пыма юрамасть. Эпĕ часах вăрман хĕррине, улах çул çине тухрăм. Çулĕ çеремленсе ларнă. Утнă чухне нимле сасă та илтĕнмест.

Çак вăхăтра умра, инçех те мар, хуллен çăтăрт-çатăрт туни илтĕнчĕ. Тĕмесем кăшт силленчĕç. Вĕсен хушшинчен темскер йăкăлт-йăкăлт сиксе тухрĕ. Мулкач çури иккен. Вăл, кăвак çăмлăскер, хăлхисене чанк тăратнă та хуллен мĕкĕлтетсе пырать, пĕчĕк шырлан тăрăх ман еннеллех килет. Эпĕ те ăна хирĕç утатăп. Мулкач: çури лайах ӳссе çитменскер-мĕн. Мана курсан, нимĕн чухлĕ те хăрамарĕ. Ерипен пăрăнса, вăрмана кĕрсе кайрĕ.

Тепĕр кунне манăн каллех çак çулпа иртмелле пулчĕ. Лăп та шăп ĕнерхи вăхăтра хайхи мулкач каллех мĕкĕлтетсе тухрĕ. Вăл, çул хĕррине ларса, малти урипе сăмсине сăтăрса илчĕ те, шырлан тăрăх сиксе вĕтлĕхе кĕрсе çухалчĕ.

Юлашкинчен, эп мулкач çурипе туслашса çитрĕм. Ăна кашни кунах куратăп. Эп мулкач çурипе çакăн пек туслашса çитни çинчен яла, шăллăм патне те çыру ятăм. Шăллăм ман пата часах ответ ячĕ. Çыру вĕçне вăл «ху туслашнă мулкач çурине те салам кала» тесе çырнă. Çак çырăва тин çеç вуласа пĕтернĕччĕ — застава начальникĕ мана хăй патне чĕнтерчĕ.

Малалла

Çил-тăман Çĕньял тавра


Н. Киркина

 

Курăп эп — пăхмасăр,

илтĕп — тăнламасăр:

асăмрă пăлханĕ

хирĕм çил-тăманĕ.

 

Сунмăп та ыйтмашкăн:

çав çилре пулмашкăн, —

пĕр пулсах — янратпăр!

Пĕр чун пек канатпăр.

 

Каç. Таçта — Çĕньялăм,

çул çинчи ман паллăм, —

кăшт хура, кăшт шурă...

Çил те эп — пĕр юрă.

 

Ял — чĕремĕр пирĕн,

манăн, юрăн, хирĕн!

Ун тавра кĕрлетпĕр,

илттĕрччĕ теетпĕр.

 

Ак вăл. Çаврăнатпăр,

юр хӳсе юрлатпăр;

ял канать илтмесĕр,

кăшт çакна сисмесĕр:

 

тăманра — ман сассăм,

садсенче — ман асăм,

ăссенче те пур-тăр.

...Ыйхăр лăпкă пултăр!

Гладиолуссем


А. Хусанкая

 

Тĕлĕретĕн. Халь вĕсем

Сан куçна тек курăнмаççĕ.

Сас пулса çеç тĕсĕсем

Ылтăн гимн янăратаççĕ.

Тĕлкĕшӳ те янăрав

Ыйхăра ирччен упранĕ.

Шур тĕсрен — шур хăнкăрав,

Тĕм-хĕрли те — тĕсĕн чанĕ.

 

Мĕн ку?—тетĕн. Вăранан.

Каç çаплах кĕрлет тухатнăн,

Вĕç-хĕррисĕр пĕр орган

Сан асна та янăратнăн.

■ Страницăсем: 1... 115 116 117 118 119 120 121 122 123 ... 796