Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Юптарса та йăпатса
Вăл сана эрех сĕнетчĕ.
Куркине çӳле йăтса
«Туслăхшăн» тесе ĕçетчĕ.
Тӳсеймерĕн.
Сĕннине
Эсĕ ĕçрĕн.
Ку мĕн пулчĕ?
Сан кунçул курки тĕпне
Сĕм ултав йӳçекĕ юлчĕ.
Мăнкун иртсен тепĕр кун —
Тунтикун
Таса атте Ахванаççи,
Ун матăшки Анастаççи
Пулчĕç хăнара —
Ăшă сăрара.
— Хăритун!
Паян тунтикун, —
Терĕ пуп сăра хуçине
Выляткаласа куçсене.
— Çаплах, ара, çаплах,
Çветтуй атте,
Тыт-ха татах.
Ĕç ман килте, —
Терĕ Хĕритун алтăрпа
сăра парса,
Пуп çумне ларса.
Хĕритун арăмĕ Укçине
Пăхса илчĕ пуп çине.
Вăрттăн, куç айĕпе,
Пуçларĕ сăмах майĕпе:
— Ташласан та юрать те
Пĕрре,
Таса атте.
Хам ĕçтерем — тыт тепре.
Ĕçрĕç ĕçмеллех,
Ташăра вĕçмеллех.
Çӳçне-пуçне арпаштарса,
Пуп пуçларĕ ура хуçса:
— Эх, ну!
Эх, ну!
Унччен-кунччен, мăнкунччен,
Кукăль пиçсе тухиччен,
Хура халăх сисиччен
Пурăнар-ха виличчен.
Эх, ну!
Эх, ну!
Кăчăк туртса кăмăл ту!
Ура тапса ташă ту!
Çăвар карса юрă ту!
Эх, ну! Эх, ну!
Эпĕ сан йысну. —
Ячĕ пупăн çеммипе
Херитунĕ кĕслепе:
— Тĕнкĕлти-тĕнкĕлти кĕслеме
Малалла
Вăт пурнăç! Ачу-пăчуна аран-аран пăхса ӳстеретĕн те, ах! тинех карчăкпа лăпланса пурăнмалли тапхăр çитрĕ теме те çук, çавăнтах мăнукусене пăхма тивет. Çуралнă-çуралман тăватă урапаллă кӳмене персе чикеççĕ те, пилĕк минутлăха тесе тухса уçăлса çӳренĕ пекки тăваççĕ те алăк умне тăратса хăвараççĕ. Çийĕнчен: «Ним тумасăр ухмаха тухатăр вĕт!..» —тесе кăшкăраççĕ хамăр ӳстернĕ ачасем. Пирĕн ылтăн-кĕмĕл мăнуксене пăхса савăнмалли çеç юлать вара.
«Пирĕн, çамрăксен, ача пăхса ларма вăхăт çук! Ĕçе те каймалла, лавкка тăрăх чупса лайăх тум илсе хитреленсе çӳреме те ĕлкĕрмелле, парикмахерскине те кайса лармалла, атту «босс» мĕн калĕ? Эсир вара енчен енне ахалех сулланса çӳретĕр, ши! шăхăрса, вăрманти пек пĕрне-пĕри хăваласа!» — тесе хушса хураççĕ.
Ай, тур-тур! Ку саманара ачасене ним калама та çук. Тӳрех çăвара уçнă-уçман пăкăласа лартаççĕ. Алăка шан! хупса хăвараççĕ те — хӳрине те кураймăн. Хамăр та халь çав тери ватах мар, пенсие тухайман-ха, пур пĕр пирĕн ĕçе ним вырăнне те хумаççĕ. Ирех тухса каяççĕ те хĕрĕмпе кĕрӳ, мăнук çывăрса кайсан кăна пĕрин хыççăн тепри машинăпа ик енчен чăш! та чаш! ярăнса таврăнаççĕ. Ма тесен кĕрӳ ялта совхоз директорĕнче ĕçлет-çке-ха, укçине кăна питĕ лайăх илет тет. Ытти вара унта ним лайăххи те çук тет. Фермăна тахçанах пĕтернĕ тет, унта халь ĕне вырăнне выç кашкăр улать тет, тепĕр чух тăмана вĕçсе кĕрет, шăшисем çухалнипе вăл та çавăнтах вăшт! кăна вĕçсе тухса тарать тет. Уйĕнче вара, ай, тур-тур, вĕлтĕренпе армути ăмăртса тенĕ пек каш! кашласа ӳсеççĕ. Сухаласчĕ, трактор валли солярка кирлĕ-çке, анчах та ăна илме укçи аптрал. Сăмакун ярса тĕрлеттерейместĕн вĕт.
Малалла
Светланăна асăнса
Çутă ирĕклĕхне, саланми тытăмне
ялтратса эс ун аитĕр курнан паянччен, —
«Çутăпи» ятлăскер, санăн пур шевлӳне
манăçун сив тăпри илеймерĕ пиртен, —
çутине упраса юлчĕ сан шăплăху;
тем пĕлтерĕшлĕ пек, вăл çумрах туйăнать, —
е ассем ыратни унта, е — эсĕ ху? —
сăн çути-и ялтрать, шур çуху-и шартать?
Эсĕ халь те — çав çутă шартни, чӳхенни, —
чĕрӳнте ăшăнса вăл витетчĕ сăнна,
ун чĕтренĕвĕ пекчĕ — эс шăппăн кулни,
кĕвĕлле ăшăтатчĕ вăл сан сассуна...
Çынсене пилленсе, еплерех Юрату
ыратса-ши санра яшлăхри халĕпе? —
Хальчченех хĕвĕшет-вĕркĕшет сан çуту
пирĕн хĕв-шухăш пек, хӳсенчи сывлăш пек...
Нумайрах-и унта е кăштах, —
Вилĕмрен кам мĕн упрĕ?.. Кашнишĕн
Вăл ялан — илекен вăй анчах.
Ма хăран эс, — çакна ăнлансах, —
Эс çеç кайнăн, — шăпу çывхарнишĕн?
Эс мĕнех илсе кайăн хупа?
Уншăн мар-çке эс халь. хуйхăратăн, —
Çын кунта пурăнать ăшăпа,
Çав ăшша — ӳстермерĕн чунпа! —
Халь ак — чĕптĕм анчах хăваратăн...
О.Д.
Пур иккен çавăн евĕр сăваплă Чару:
сăмахпа та кĕме юрамасть-тĕр
Сан черчен те тулли яшлăхна;
сăнарна çеç йĕрлем эпĕ хур тĕкĕпе.
Илтĕнет, хум сасси пек, гекзаметр...
Чĕнет пек такам — Вăхăт çитрĕ.
Эс — Мастер. —
Ку вăл — Гете сасси пек!
Ку — унăн пил евĕр Элегийĕнчи1 сасă пек.
Çак тӳлек хут енре
ăсăмри анлăшне халь сарать манăн
Марненбадăм,
Анчах — пур-ха элчелĕн умри паллисем! —
Эс пур чух пулас çук уйрăлу, —
Сан таса сăнарна çуратса
тĕлĕнен куçсене шартĕ манăн хăватăм,
Ман ăс-хал çӳллĕшне мраморла ялтратса
эпĕ калăп: вăл — сан хавалу.
Халлĕхе — эпĕ сан Çутуна
ĕмĕр пулнă Илемĕн чĕр тытăмĕ тем-и, —
Ман чĕре тĕшшинчен пуçласа
Малалла
Çул пĕр енĕ тулă,
Тепĕр енĕ — вир.
Калаçу эп илтрĕм çил хускалнă ир.
Тулă хушрĕ шăппăн:
— Вир, ăçта ӳсетĕн?
Эс ахаль те çӳллĕ, хăмăш пек çĕклентĕн.
Хуравлать вир:
- Акă, çума-çумăн, таччăн
Çулпала килеççĕ сарă хĕрпе каччă.
Иккĕшĕ те çамрăк,
Иккĕш те хитре.
Вĕсене куратпăр яланах хирте.
Кĕркунне çитсессĕн — вĕсене кам пӳлĕ —
Чаплăран та чаплă,
Çын курман туй пулĕ.
Кĕрекене ларĕç сарă хĕрпе каччă.
...Пиçĕ виртен пăтă,
Тулăран — кулачă.
Ватă Кăркка хавасланчĕ,
Пусма ларчĕ,
Чĕп кăларчĕ.
Тĕрлĕ çимĕç вăл çитерчĕ,
Пур чĕпписене
Ӳстерчĕ
Хурлăхпа.
Пепкисемшĕн
Хĕпĕртерĕ,
Вĕсене ертсе çӳрерĕ
Ӳркенмесĕр
Урам тăрăх,
Шырама вĕрентрĕ ырлăх
Пур вăйпа.
Ӳстерсессĕн,
Хуйхă килнĕ —
Чĕпписене тĕнче илнĕ
Юта тахăш ертсе кайнă
Ватă Кăркка
Пĕччен ларнă
Макăрса.
* * *
Ялти çамрăк
Çавăн евĕр
Хулана куçать вĕç-хĕрсĕр.
Ĕç алли çукран
Уй-хирĕ
Тыррине тăкать каç-ирĕн
Кулянса.
Микуль мучипе Сопрапи пичче çĕр валеçнĕ çĕрте, уйра хĕремесленсех ятлаçрĕç. Пĕр-пĕрне каламан сăмах хăвармарĕç.
— Каптăрканă карчăкушăн та çĕр илсе юласшăн. Вилес пулать унăн, — терĕ юлашкинчен Сопрани.
— Ху тата аçу кинĕпе пурăнса ачасем çăвăрласа тултартăн, — терĕ Сопранине Микуль мучи.
— Эсĕ мана ма намăслантаран халăх çинчех. Сута парсан — тыткалăп. Халăх, пул свидетель.
Микульпа Сопрани ятлаçни кулăшла пек туйăнчĕ халăха. Халăх ахăлтатса кулса ячĕ.
— Аçу кинĕпе пурăнмасан, кам кинĕпе пурăнан тата эсĕ? Сан арăму аçун кинĕ пулать ĕнтĕ вăл, — терĕ хура Йăван Карачăмĕ Сопранине.
Ку вăхăтра Микуль мучи уйăрăлса уттарчĕ килелле. Анчах Сопрани суда парасран хăратех ун чĕри; пусас мар урана урăх çĕре пустарать.
— Хурах, Микуль мучи! — тенĕ сасă илтĕнчĕ таçтан.
Ним çаврăнса пăхмасăр вĕçтерчĕ Микуль мучи малалла. Сопрани хăвалать терĕ пулмалла. Шăп çитсе тухрĕ çырма пуçне, курăнах кайрĕ ун куçне пĕр хĕрарăмпа арçын. Ни малалла, ни каялла. Мĕнле куçа хупмалла?
— Хурах, Микуль мучи! Тархасшăн, çăл! — тесе кăшкăрчĕ хĕрарăмĕ.
Арçын мулкач пек вĕçтерчĕ çырма тăрăх анаталла. Микуль мучи те пăхкаларĕ унталла та кунталла. Вашкăртрĕ вăл та ялалла.
Малалла
Епле палăртатăн — питех тăсăлми шăпама,
Иртнишĕн — епле эс чунра ӳкĕнӳ хускататăн!
Мĕн пур тĕнчепе пĕр пуласчĕ —
сана упрама!..
Эс çак ĕмĕте вăратса çеç кăшт хурлă тăватăн.
Куçпа эс калатăн: «Ман яшлăх — тулли».
Эс ыйтан:
«Куратăр-и ман телее?» Тинкерсе эс хушатăн:
«Илем-и эп, — калăр!»
Куçпа хуравлатăп — аран, —
Чĕнме хăяймасăр...
Пĕлетĕп: пĕрех эс — куратăн!
Куратăн: тĕтре ăшĕнчи хĕвел евĕр, манра
Эс пур яланах, — эсĕ ху çутупа ху тĕл пулăн
Ман пур ĕçĕмре, уттăмра, сассăмра, куллăмра!..
Татах — телейленĕн,
татах — телейлетĕн те кулăн.
Пур кăткăслăха туйăмра-шухăшра çĕнтерсе
Кун-çул тупсăмне каярах-и юлса эп ăнлантăм?
Халь уншăн сана тав тăватăп эп «Пурнăç» тесе, —
Ан тив, элчелре палăрать-и кăшт хурлăхлă картăм...
Тасалчĕ пур тупсăм, — сăваплă та чĕрĕ — Илем,
Вăл — эсĕ, вăл — сан кантăку,
Малалла
■ Страницăсем: 1... 126 127 128 129 130 131 132 133 134 ... 796
1 Кунта Гетен юлашки паллă ăстăвăмĕ, «Марнекбад элегийĕ», пирки каланă.
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...