Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сӳнми хĕлхемКатӑлнӑ уйӑхАслă халалĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томКушкă ачиВатă чĕре — çамрăк чунХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăх

Эндре Ади


Йывăр хĕлччĕ — маншăн.

Çĕрĕ-çĕрĕпе

Калаçатчĕ Сăвăç

Хăй тăлмачĕпе.

 

Таванла туяттăм

Хĕнлĕ сăнарне,

Шăплăхра илтеттĕм

Унăн сассине:

 

«Чăтăмлăх вăл — тĕрлĕ.

Пирĕнни вара —

Пултăр-и — поэзи,

Хамăра кура...

 

Шăмă сурнă евĕр

Ыратать вăл, чун.

Тĕсĕ еплерех-ши

Çавă ыратун?

 

Шурăран вăл шурă,

Çунакан ăс пек, —

Пуç мими хĕрет пуль

Çав курми тĕспе!

 

Сассуна тупта эс

Унăн вутĕнче, —

Ăс тасалăхне çеç

Куртăр çут тĕнче.

 

Кĕл те ĕнĕк юлтăр

Хамăрта кăна.

Питĕ хĕн килсессĕн —

Аса ил мана...»

 

Чăн та, йышлă пулчĕç

Асăнăвăмсем...

Мастерăн чунне эп

Халь мерттес! теем.

Каллех — аннене асăнса


Пурте — кайрĕç. Эс — пурах,

Пулмаллах теетĕп.

Пур пулсан та кăлăхах

Эп сана чĕнетĕп.

 

Пĕтĕм пурнăç иртиччен

Шав пытарăп теттĕм.

Ку та — вĕçленет иккен, —

Çук ак çакă тертĕм.

 

Пытару — мĕн пур хала

Ишрĕ, тамалтарчĕ,

Эс çукки пайла-пайла

Чун-чĕмех пытарчĕ.

 

Мĕн хăвартăн — пушлăха? —

«Çук, — пур чух, — эп саншăн!»

Юрату çукки, эс халь

Вилĕмех пуласшăн!..

Мăйăр


Сана тĕл пултăм ăнсăртан,

Килетĕн эсĕ мăйăртан.

Шӳтпе сĕнетĕн:

— Мăйăр кат,

Сап-сарĕ вăл, тĕшши те тутă...

Хĕр куçĕнче хĕмленчĕ çутă,

Чуна çунтаракан хăват.

Çил уçнă çӳçĕ вăйăра...

Тути калать:

— Шăлна ан ват,

Катма çук хăшпĕр мăйăра.

Хĕритун


— Инкек ку арăмпа. Хĕрарăм — хĕрарăмах ĕнтĕ вăл. Çавна та тавçăрса илмен: кам хушнă-ха ăна ку вăхăтра çăмăлланма?! Ку пылчăкра мĕнле каяс-ха ун патне? Нивушлĕ çавна та тавçăрса илме пĕлмест. Ах, тан права теççĕ тата ахаль чухне. Çăмăлланмалли вăхăт çитсен, пĕр виçĕ уйăх та пулин чăтма пултарайман япала, мĕн тан прави çинчен калаçмалли пур. Арçын ĕмĕр-ĕмер çăмăлланмасăр чăтма пултарать Хĕрарăм пур — патне çитсен пĕр виçĕ уйăх та чăтма пултараймасть. Ак сана тан права!

Шупашкарти учрежденинчен пĕринче ĕçлекен Хĕритун, ялти арăмĕнчен çыру илнĕ хыççăн, хăйĕн пĕчĕк пӳлĕмĕнче каллĕ-маллĕ уткаласа вăрçса çӲрет. Чуспа сарнă урайĕ вăнкки-вăнкки авăнать. Сĕтел çинчи чернилĕ пыл сăра пек тăкăнать.

— Паччушки, Хĕритун! Мĕн пулнă ара сана? — тесе кăшкăрса ӳкрĕ Хĕритунăн хулари хура куçлă вăрăм еркĕнĕ, çав вăхăтра пӳлĕме пырса кĕрсе.

— Арăм çăмăлланас вăхăт çнтнĕ.

— Ара, мĕн ухмахланатăн эсĕ, Хĕритун? Ăçта-ха ман çăмăлланас вăхăт? Халь пилĕк уйăх тултарман вĕт.

— Санăн та çире пур-и?

— Тата эс кам çинчен?

Ку сăмахсем хыççăн Хĕритунăн чĕри хăрăк шанкă пекех шарт! хуçăлчĕ. Пĕр арăмĕ — халь çăмăлланать, тепри — хатĕрленсе тăрать. Пуçа ăçта кайса чикес? Ак тамаша!

Малалла

Шандор Петефи


Ах, Антигона çук

Сан вил ӳтне тупмашкăн...

Якош Арань

 

Сан тусу калашле,

Антигона пулман эс вилсен

сан ӳтне пытармашкăн,

сан тăпру вăл — мĕн пур Мадьяр ен,

палăку — кащни сăрт, кашни çурт.

Эс кашни самантра

чĕрĕлетĕн каллех —

çĕнĕрен эс пуçлан пурăнмашкăн,

юррине çеç пуçлатъ те мадьяр, —

çуралан тепĕр хут, — пин те вĕçĕмсĕр хут.

 

Кам эс халь? Моцартла хавалу,

çиçĕм пек, çĕр-шывун ялавне те çутатнă,

янăранă гимнра...

Халь те тăнăçсăр вăл!

Халь те канăç ăна кирлĕ мар.

Çиçĕм пулнă эс ху.

Çиçем пурăннă, çиçĕм кĕрешнĕ те çиçĕм юратнă,

хут çине çырнă — çиçĕм!.. — Халь çав çиçĕме

чĕринче уирать пĕтĕм мадьяр.

Кĕр пуçламăшĕн ӳкерчĕкĕ


3. Кирша

 

Сивĕ кĕр кунĕ.

Тĕтреллĕ урам.

Кĕренленсе халь шăнаççĕ питсем.

Ĕнтĕ

ларек сентрисем çинчи панулмисем

куç умĕнчех,

пысăкрах курнакан пуличчен

пасарăççĕ;

 

бульварта шăнтнă сĕт сутакан çамрăк хĕрĕн

кĕрен аллисем те паян

пăлхантараççĕ пек темшĕн мана:

 

«Кĕр çывхарать-çке, юлташăм,

ах, кĕр çывхарать»,

яш чухнехи пек сăмах çеммине пăхăнса

Лавров1 сăввине,

хумханса ăшăмра асăнатăп;

 

хĕр шăнтнă сĕт сутнă май тĕтре витĕр кулать, —

пур туйăма çĕнетес тенĕ евĕр,

сасартăк,

аса килеççĕ вара ларекри улмасем:

çапла вĕсем кулĕччеç тетĕп,

 

кулма пултарсан, —

çак булъварти кĕр пуçламăшĕн

кăвакрах-кĕренрех тĕсĕ витĕр.

Хуралçă


— Сыхла çак капана тимлĕ,

Никама та ан яр.

Усал тăшман килĕ,

Тенĕ йыттине

Кулюк каçхине.

Вĕрсе вырт — ан тар! —

— Ляв, ляв, ляв!

Памăп никама пĕр лав.

Шан мана, —

Тенĕ йытă хуçана.

Утă капанĕ тăррине

Йăпăр-япăр улăхайрĕ,

Кулюка-хуçине

Ăшă куçпа ăсатрĕ.

— Тавралла карта.

Кам кнлĕ кунта?

Юрас тесе хуçана

Хупас мар-и кăшт та куçăма?

Парас мар хам вырăна.

Ытти... кай хăть çăвана.

Туртам ăшă ыйха,

Манса мĕнпур хуйха

Хам-хам... А-у-у.

Кулюк, сывă пул! —

Выртрĕ чĕркенсе,

Лайăх витĕнсе

Лаши, ĕни,

Тыни, сурăххи, качаки,

Ун таки

Тăчĕç тавралла —

Каçхи апат тумалла.

Иксĕлет капан

Хăвăрт, аван.

Вăранчĕ Хураçки —

Капан хуралçи:

— А-у, хам-хам.

Кам унта, кам?

— Эпĕр, Хураçка, эпĕр

Пулăшас тетпĕр.

Çывăрах, ыйхуна пуçтар.

Ăшчикне ан çунтар.

— Ляв, ляв, ляв!

Эсĕр миçе лав?

Хăварăр пĕр çĕклем,

Унсăрăн кичем.

Малалла

Туя чĕнес шухăш пур


Вăтăр çул мĕскер вăл хĕршĕн

Пур пулсассăн ăраскал?

Паянтан качча илесшĕн

Отставкăри генерал.

 

Юн тени вĕри-ха манăн.

Хама хам çӳреп шанса.

Юрататăп вăрттăн-карттăн

Саппасри пĕр сержанта.

 

Ман хăшне тăвас-ши мăшăр?

Хăшне-ши юрать шанма?

Генерал çинчен манмасăр

Пĕрлешем-ши сержантпа?

 

Кун пирки, мĕнле калас та,

Шухăшланă эп вăрах:

Генералпа çырăнас та

Сержанчĕпе çывăрас.

 

Чаплă кĕрĕк тăхăнтартĕ,

Пулĕ дача, «Мерседес»...

Урăх мĕнпе савăнтарĕ —

Ватă çынран мĕн кĕтес?

 

Шухăш лайăх. Аптрамастăп.

Чĕре темĕн систерет:

Отставкăри генералăн

Çук-ши тетĕп пистолет?

 

Çамрăкпала вырăн ăшă,

Анчах хăй вăл — çап-çара.

Саппасри сержант пĕр хушă

Пултăр, чăн та, «саппасра».

 

Пулăшсамччĕ, вулаканăм,

Ĕçӳ çине сур та хур.

Ырă канаш паракана

Туя чĕнес шухăш пур.

Пурçăн халат илĕртет


Алюшпа Валюш, упăшкипе арăмĕ, вырăн çинче телевизор пăхса выртаççĕ. Валюша кичем. Экран çине сӳрĕккĕн, шухăша кайса пăхать. Акă вăл пĕчĕк минтере тытать, минтер кĕтессипе упăшкине хулĕнчен тĕккелет, ун çумне ачашшăн йăпшăнать.

— Алюш, Алюш тетĕп?

— Мĕн кирлĕ? — телеэкран çинчен куçне илмест упăшки.

— Ах, çак вара, — ӳпкелешет Валюш, — тӳрккес калаçать.

— Ну, итлетеп, кала.

— Атя чуп тумалла выльăпăр?

Ку сăмахсене илтсен Алюш арăмĕ çине кăнн! пăхрĕ.

— Мĕн тетĕн? Тепре кала-ха.

— Ан йĕкĕлтесе вырт, — упăшкине чавсипе тăк! тĕкет хĕрарăм. — Мĕн пĕлмĕше перетĕн? Ĕлĕкхи пек...

— Эс йĕркеллĕ ăнлантар-ха. Эп манса кайнă ĕнтĕ.

— Ну, эппин, малтан эсĕ мана чуптăватăн, унтан эпĕ сана, — хавхаланса каять Валюш.

— А-а-а, — йĕкĕлтет каллех арçын. — Эпĕ мĕн тесе...

— Эй, сӳпĕлтетсе выртать тата... Чи интересли, — вăта пӳрнипе юнаса малалла ăнлантарать Валюш, — куçа уçма юрамасть!

— Уçсан мĕн пулать?

— Выляса яратăн. Эпĕ выляса илсен хама валли пурçăн халат туянатăп. Çĕнĕ çул парни.

— Енчен те эсĕ выляса ярсан? — чеен кулать Алюш.

Малалла

Трахомпа Пахом


Сар сухаллă,

Хăрах ураллă,

Ни пысăк, ни пĕчĕк,

Тумтирĕ пит çĕтĕк,

Пахом патне пӳрте

Пĕр ирпе

Вăраххăн уçса алăка

Сулахай алăпа

Кĕрсе тăчĕ пĕр çын.

— Килĕр.

Кунтарах иртĕр, —

Сак кăтартрĕ кил хуçи. —

Кирек кам пултăр —

Хăна пулăр.

— Христа-рати

Парать-и?

Пуçтарма тухрăм.

Кун чул çеç пухрăм.

Памаççĕ,

Кулаççĕ, —

Хутаççине çĕклесе

Кăтартрĕ силлесе.

— Колхоза кĕмелле.

Мĕн... çӳремелле.

Пулăн тутă — ĕçлесен, —

Сĕнет Пахом чĕререн

— Илмеççĕ.

«Кирлĕ мар» теççĕ, —

Майпен ларчĕ сак çине,

Мăч-мăч хупса куçсене.

— Ху кĕресшĕн мар-и, тен?

Тен, тарса çӳрен?

— Апла мар, —

Хăна карчĕ çăвар.

— Кулак?

— Эс ан кулах.

— Кам тата? —-

Пахом хыттăн ыйтать.

— Трахом...

— Трах-о-ом! — тĕлĕнчĕ Пахом.

— Çапла. Ниçта вырăн çук

Ку чух.

Хваттер ямастăн-а? —

Тархасларĕ хăна.

— Хваттере?!

Кай çăва патне — лере.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 127 128 129 130 131 132 133 134 135 ... 796
 
1 Л. Лавров (1906—1943) — вырăс совет поэчĕ