Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Алюш ывăлăма
1
Паян тĕнче парни —
эс пиллĕк тултарни.
Санран инçе аçу...
Ак телеграф та çук.
Эппин, çак сăвăран
сан минтерне çити
ăсантăр ман ятран
шур кĕлчечек çути!..
Санпа халь вĕсене
сăнасчĕ çак садра —
аçу ачалăхне
упранă çĕр-шывра:
тахçан Карелире
эп пулнă — пиллĕкре...
2
Эс, кайăк юрри пек,
пĕр чĕвĕл-чĕвĕлпе
ялан асра, ăсра
«чи-чи» пулса янра:
чи çепĕççи эс, чи
сарри, кăвак куçли;
чи — асăм варринчи,
чи — ăшă сăмахли;
чи — чунăм юратни,
чи — чунăм ыратни;
çакна ачаш ăспа
мăн çын пек ăнланни,
куçран пăхса чунпа
тӳрех туяканни;
чи сассăр кĕтекен,
чи ăшшăн сĕнекен!..
Çав «чи» — кашнийĕн пур!
Пулах — чи пиллĕхли:
çакна ăсна эс хур,
эс, манăн пиллĕкри!
1976, Карели
Вунçиччĕре чух тĕл пулман,
Кашни хăй тĕллĕн ĕмĕтленнĕ:
Курас савни чипер пуль ман,
Хитрешĕн эсĕ те сĕмленнĕ.
Вунтăххăрта пĕлес те çук —
Шăпамăр уйрăммăн çӳренĕ:
Сталинградра эп çуннă чух
Эс тракторпа хирте ĕçленĕ.
Вун çул иртсен те паллашман.
Телей тĕшши пулайрĕ выçă —
Мана пăрахрĕ тусам ман,
Йĕрсе эс утнă тупăк хыççăн.
Мĕнпе сипленĕ ку суран?
Хура çĕлен пек хурлăх сăхрĕ.
Сана тĕл пултăм ăнсăртран,
Сисмесĕрех качча эс тухрăн.
Эпир пĕрлешнĕ чуптуса,
Пурпĕр чĕремĕрсем ыратна.
Эп савнă малтанхи туса,
Эс вилнĕ мăшăрна юратнă.
Çывăхланман каç сĕмĕнче,
Ыйха путса курман та ырран.
Эс пĕр енче, эп — тепринче
Тата мĕн чухлĕ пушă вырăн.
Ĕçе васканă ир тăрсан,
Ĕçре çеç çăлăнăç шыранă.
Хĕрсе хул-çурăм тарласан,
Темле хĕн-хуйхă та шăранĕ.
Хĕл иртрĕ.
Тусăм куçĕнчен
Юлашки хут куççуль тумларĕ.
Телей йăл кулчĕ ун çинче,
Малалла
Мускав. Курск вокзалĕ. Аслă вокзал. Унăн аслă залĕнче тĕрлĕрен халăх хĕвĕшет. Пуринчен ытла Кавказ еннелле, Крыма Хура тинĕс хĕрринелле каякансем.
Кавказ еннелле билет сутакан икĕ касса юнашарах. Иккĕшĕн умĕнче те питĕ те вăрăм черет. Тăрас-ши черетре, е юлас-ши тепĕр поезда? Иккĕлентерет шухăш черет хӳрине пырса тăнă май.
— Сочие мар-тăр черет? — васкамасăр пырса тăчĕ ман çума пĕр шукăль тумланнă вăтам çулсенчи самăр çын.
— Çавăнта... Сирĕн ăçта каймалла? Çавăнта-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Çавăнта та-ха...
— Апла-тăк тăрăр черете васкарах...
— Кунта тăрсан, ку кунсенчех лекме пулĕ-ши касса çывăхне?
— Çынсем тăраççĕ...
— Тăма пултараççĕ. Черетре тăма никама та чармаççĕ. Ăçтан пултăр эсĕр? Ăçта ĕçлетĕр? Ăçти санаторие каятăр? — ыйту çине ыйту сапрĕ хайхи çын ман еннелле. Хуравласа ĕлкĕр кăна. Çавăнтах тахçантанпа паллакан юлташ хушаматне маннă пек пулса, кăмăллăн ыйтрĕ:
— Сирĕн хушамат мĕнлеччĕ-ха?
Эпĕ пĕлтертĕм.
— Ăхă... Тольмасов... Акă мĕн, геноссе Тольмасов. Манăн япаласене сыхлăр-ха вăхăтлăха. Хăвăр ниçта та ан кайăр. Парăр мана хăвăрăн курорта каймалли хутсене. Эпĕ черетсĕр кĕме пултаратăп... Ак çаксене те тытса тăрăр-ха, — мана бумажникпа блокнот тыттарса хăварчĕ хайхи, васкаварлăн касса еннелле утса.
Малалла
Г. Юмарта
Йыш шавĕнче, куç умĕнче
хунать хăш-пĕр Сăмах...
Ĕç хĕрнĕ чух ман ĕç çинчен,
тăванăм, ан ыйтах.
Сăмахăм манăн — шăплăхра,
ăна кĕтен, кĕтен...
Вăл — тимлĕ кайăк пек унра,
хăнăхтаран — майпен.
Екки çапла-çке: тахçантан
вĕреннĕ вăл çакна.
Манас тесессĕн те кайран
манаймĕç, тен, ăна...
Эппин, шур хут шăплăхĕнче
кăшт пултăр-ха кăчух;
кайран, вĕçевĕн ваййинче,
тен, хам — курас та çук.
«Илтем витре, кайрăм шыва
Килте шыв çуккипеле.
Витре çумне ларса йĕтĕм
Телейĕм çуккипеле».
Çак юрра Урташ юрлатчĕ
Тутарларан куçарса.
Куççульне туссем шăлатчĕç
Пĕр-пĕринчен пытарса.
Эп «Валя» тесе чĕнеттĕм
Пиччене тус пулнă май.
«Халăх сăвăçĕ-и? — теттĕм, —
Эс пуль вăл, Валя-агай».
Вăл — кăшт куç хĕссе илетчĕ
«Тĕшмĕртеп-ха» тенĕ пек.
«Верлена вула-ха, — тетчĕ, —
Верлена — саватăп эп».
«Дуэтпа» час-час юрлатчĕç
Урташпа Скворцов Юркка.
Пурнăç — вĕçсĕр туйăнатчĕ, —
Кам пĕлес — пуласлăха!
Пулнă «трио» та, «квартет» та,
Сыпкаланă тепĕр чух.
Тӳснĕ, савăннă та чăтнă, —
Халĕ ак — пĕри те çук.
«Ай çӳрерĕмĕр те мар-и
Патăрьел хирĕпеле!
Шел-çке: юрă тăваймарăм
Çав асаилӳпеле...» —
Хурланса халь асăнатăп
Эп Валян çак сăмахне.
Ĕнтĕ «соло» эп юрлатăп
Вăл тахçан юрланине:
«Илтĕм витре, кайрăм шыва
Малалла
Пуçларăн эс элек сутти...
Çитет, текех тăваймăн хур —
Таса куçпа хĕвел çути
Курмашкăн манăн тивĕç пур.
Иртнисене асилтерсе
Юнпа тек çăвăнмĕ суран.
Яраймăн эс мана тĕртсе
Пĕр тупнă шанчăклă çулран.
Иртни — ăшри сĕм суккăр туртăм,
Ултавлă шел, куçри ула.
Çак пĕчĕк йăнăша пула
Эп шутсăр пысăк хурлăх куртăм.
Чуна йĕпленĕ чикене
Тӳссе, хама çĕнетрĕм пĕтĕм.
Асап шăлне курсан тин пĕлтĕм —
Кам çын,
Кам кашкăр иккенне.
Хитре хĕрсене, илем тивлетне мухтаççĕ сăвăçсем,
Сăра ĕçнине, эрех çирĕпне саваççĕ вĕсем.
Савнăç хушшинче асаççĕ кив сăвăçсен паттăрĕсем,
Юратнипе илеме çеç кураççĕ вĕсен куçĕсем.
— Ĕçсĕрсене мар, илемĕпе чапланнине те мар,
Хĕрачана юратнипе асапланнине те мар, —
Ĕçпе пиçĕхнĕ, йывăр пурнăçлă çынсемшĕн
Юрлатпăр эпир — ĕçпе ӳсĕрĕлнĕ, халь килнĕ сăвăçсем;
Наян çынсем мар, шурă алăлли мар, —
Тĕттĕм асапран килсе ирĕке хапăл тăвакансем,
Пăянхи ирĕкшĕн ĕнер вăрçăра çапăçнă патгăрсем
Итлĕç савăнса ĕçлĕ пурнăçăн савăнăçĕпе хурлăхне.
Ирхи кăвак пĕлĕт тӳпинче ниçта пĕр татăк шур пĕлĕт курăнмасть. Хĕвел хăйĕн çамкине кăтартрĕ çĕр çине, савăк, çутă куçĕсемпе пăхрĕ кăмăллăн.
— Хĕвел тухиччен çитеймерĕмĕр. Ĕçлеме ирех тухакан вĕсем, — систертĕм юлташа.
— Ĕçленĕ çĕре каятпăр.
Чугун çул хĕрринчен пăрăнса кĕтĕмĕр вăрмана.
Шалкăм вăрман. «Пăт, пат. Шăпăр-шапăр. Пат!» — ват юман йĕкелĕсене çĕр çине тăкать.
Анчах вăрăмах каймасть ку вăрман уй енне. Шĕшкĕлĕх, хурăнлăх, çăкалăх — тĕрлĕрен вĕтĕр-шакăр йывăçсем пуçланаççĕ çавăнтах.
— Ку «Волонтер» вăрманĕ. «Волонтера» тухатпăр. Инçе хăвармарăмăр, — ытла та васкамасăр утатпăр малалла.
— Муээк, муээк, муээк! Ă-ăм-м-м, — çинçен пуçласа мăн сасăпа пĕтернĕ вăкăр сасси илтĕнчĕ пирĕн умрах.
— «Волонтер» вăкăрĕ.
«Волонтер» ĕне кĕтĕвĕнчен пăрăнтăмăр сылтăм еннелле.
Республикăра «Волонтер» паллă коммуна пулнăран çул тытатпăр эпир унта. Кайса курасах килчĕ. Çĕрĕç комнссариачĕ 1929 çулта «Волонтера» республикăри сăнавлă коммуна шутлас тесе йышăннă. Колхозник-ударниксен слечĕ те çавнах каласа хăварнă.
Шăпах тухрăмăр чăх вити патне.
Малалла
Шăнкăрч — ик эрне юрларĕ,
Виç эрне — тăри сас пачĕ,
Хĕвеле, çĕре тав турĕ.
Çитрĕ пуль—ахаль вĕçсе! —
Малалли — йăва шăв-шавĕ.
Юрату та çапла мар-и?
Çунатланчĕ, хавхаланчĕ,
Сăвă ыйтрĕ, ыйтрĕ юрă,
Халь ак тытăн тет ĕçе, —
Малалли тет манăн — çавă...
1. Ятсăр юрă
Мĕнлерех ман ĕçĕм-пуçăм,
Эс пĕлместĕн те... Пĕлес те,
Кăшт сисесчĕ те теместĕн,
Ах, пиччем, тĕлĕнтеретĕн.
Мĕнлерех ман сывлăх-сыхлăх,
Эс ыйтмастăн та. Ыйтас та,
Кăшт пуплесчĕ те теместĕн,
Ах, аппам, шиклентеретĕн.
Мĕнлерех ман пурнăç-пурлăх,
Эс курмастăн та... Курас та,
Кăшт чĕнесчĕ те теместĕн,
Ах, тăванăм... пĕтеретĕн...
2. Çулçӳревçĕ юрри
Эп камне те эп мĕнне,
Ах, аннем те калаймарĕ,
Астумастăп аттене,
Пиччепе аппам пулмарĕ.
Тантăшсем, эсир, тен, калăр?
Шăпама та ӳснĕ чух
Анкармашкăн пĕлеймерĕм:
Тиекрен — ыйтассăм çук,
Юмăçа та çитеймерĕм.
Юлташсем, эсир, тен, калăр?
Тертĕм ма-ши тенĕ чух
«Кирлĕ» тенине илтмерĕм,
«Кирлĕ мар» тени те çук, —
Ма-ши пулчĕ, — пĕлеймерĕм.
Иптешсем, эсир, тен, калăр?
■ Страницăсем: 1... 123 124 125 126 127 128 129 130 131 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...