Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеКĕтмен венчетСана ҫырма сӑмах ҫитетКăвайт çутисемПирвайхи юратуĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

«Чаллă — çул çинчи хула...»


Чаллă — çул çинчи хула,

Чаллăра шерпет çăра

Чаллăсен хăйсен сăра,

Чаллăра урам таса!

 

Типпĕнех калаçăр-а

Пур-çука та мухтаса?

...Чаллă пит аван хула,

Чаллăра куç-пуç ула!

 

2000.

Чаллă автовокзалĕ.

Хветерккерен (Пушкăртстан) таврăннă май.

«Ни çуркунне, ни çулла...»


Ни çуркунне, ни çулла,

Ни урапа, ни çуна...

Утаймасар пĕр çулпа

Çунтартăмăр-çке чуна!

Ай-яй-я-я-я-ай-я-я!

 

1959,

Шупашкар, Юрату сăмсахĕ.

«Çуллахи» кафе.

Шупашкар çăкисем


Шупашкар çăкисем, Шупашкар çакисем —

Хамăр çамрăк чухне юратса лартнисем!

Йăрăс пӳллĕ эсир, ӳснĕ çӳллĕ эсир:

Ытараймăи пăхса халь сире каç та ир.

 

Ешĕл тумлă çыран, симĕс пурçăн çаран

Атăлпа пынă чух курăнать аякран;

Курăнаççĕ çуртсем, тăвалла урамсем —

Ку вăл пирĕн хула, асăмри тусăмсем!

 

Пăрахут кăшкăртать, вăрмана ян ярать,

Ăна хирĕç сăртран пăравус сас парать.

Ĕçлеме заводсем, вĕренме шкулĕсем,

Уçăлма сачĕсем, юратма хĕрĕсем...

 

Атăла пĕвесен, йăлăма шыв илсен,

Сарлака кукăрсем хумсемпе чӳхенсен,

Тусăм, кил хăнана, пĕрле тмнĕс курма,

Урамран урама ишсе каç юрлама.

 

Ай, тăван Шупашкар! Эс тинех чухăн мар,

Сан ятна мухтаса уççăн юрă юрлар.

Савăнса итпĕрсем, пирĕн çывăх туссем.

Шупашкар çăкисем, Шупашкар çăкисем!

Аш валамĕ


Каникулра атте патне Шупашкара килтĕм. Вăл ирех ĕçе каять. Кăнтăр апатне киле таврăнать. Атте килнĕ çĕре манăн мĕн те пулин пĕçермелле. Ку ĕç маншăн йывăрах мар-ха. Мĕн пĕчĕкренех эпĕ аттепе анне ĕçрен таврăннă çĕре тĕрлĕ апат хатĕрлеме вĕреннĕ. Уйрăмах яшка пĕçерме юрататăп. Атте те, ав, чăваш хырăмĕ яшка çимесĕр лăпланмасть тет.

Яшка пĕçересси темех мар темелле. Ашĕ анчах çителĕклĕ пултăр. Анне калашле, шăна çăвĕпе яшка тути кĕрес çук. Çавна эпĕ саккăрта чухнех питĕ лайăх ăнкартăм. Çĕрулми е купăста, кăшман е кишĕр, серте е пултăран, кĕрпе е пăрçа яшки — пурте кăна техĕмлĕ пулать. Аш яшки вара вăй парать.

Атте стройкăра ĕçлет. Унта ĕçлеме самаях вăй кирлĕ. Çавăнпа эпĕ ашне хĕрхенместĕп. Аттене питĕ вăйлă пултарас килет-çке.

Яшкине плита çинче пĕçермелле. Плитине вутăпа хутмалла. Вăл Анук аппа тивĕçĕ. Эпĕ ăна вутă йăтса паратăп. Вăл мана яшка кастрюльне плита çинче чи хĕрӳллĕ вырăна лартма пулăшать.

Кăнтăр апачĕ çитеспеле ĕне ашĕпе йӳçĕтнĕ купăстаран яшка пĕçертĕм. Апачĕ питĕ аван пиçрĕ. Тути те техĕмлĕ. Анук аппана та килĕшнĕ. «Лайăх повар эсĕ», — терĕ.

Малалла

«Инçетре, Сĕве таврашĕнче...»


Инçетре, Сĕве таврашĕнче,

Кушкă ятлă чăваш ялĕ пур.

Халь унта лутра пӳртсем çинче

Шурă явлăк пек шап-шурă юр,

Ир çинче-çке, шăтăр шартлама

Лăпкă сивĕ чух, пĕр айлăмра

Пурçăн кăтрине капăрлатма

Шухăшлать пек лăпсăркка йăмра.

Çав самант пӳртсем çумĕпелен

Кăчăрт-кăчăрт сас-чĕвĕ каять:

Сивĕ çăл умне витрепелен

Пĕр хитре хĕр шыв ăсма анать.

Асăнать-ши кĕвентеллĕ хĕр

Инçетри пăшаллă савнине,

Вăл хаяр çил-тăвăлра кĕçĕр

Куç хупмасăр каç ирттернине...

Астумастăп эп вĕсен ятне.

Тĕл пулсан та тин паллаяс çук.

Анчах темшĕн пĕр-пĕрин патне

Çыртарас килет асăннă чух.

Эпĕ хам та вăрçă хирĕнче,

Манăн та чи ăшă кăмăл пур;

Манăн та Сĕве таврашĕнче

Хам çуралнă савнă ялăм пур.

Амăшĕпе хĕрĕ


Шуçăм хĕрелменччĕ уçă пĕлĕтре,

Çĕкленсе вĕçменччĕ çырмаран тĕтре.

Сасă пачĕ алăк (вăл çапла куллен),

Шурă пир шăналăк сирĕлчĕ хуллен.

 

Амăш сывламасăр тăчĕ пĕр самант:

Ăшă çеç сăмахсăр ыйхине ан тат!

Савнă хĕрĕ унăн тутлăн çывăрать,

Тен, вăл савнăç суннă тĕлĕкне курать.

 

Мăшăр сарă çивĕт сӳтĕлнĕ кăштах,

Мăшăр куçĕ сивĕ тивнĕ пек хупах,

Çамрăк кăкăр лăпкăн çĕкленет, анать...

Амăш шăппăн-шăппăн хăй хĕрне сăнать.

 

Хĕвелччен вăратнă, кунĕпе уйра;

Хĕрĕ ырă ятлă пĕтĕм таврара.

Каç — хитре тумланнă (хăй тĕрлет ăста),

Вăййа тухнă-кайнă — ывăнни таçта!

 

Вăйăран савнийĕ ăсатнах ăна.

Шăппăн калаçнийĕ кĕнĕ хăлхана.

Вăл тытать ирпе çеç кăпăш минтере —

Кунĕсем иртеççĕ вăйăра, ĕçре.

 

Шурă пир шăналăк усăнчĕ хуллен,

Амăш хупрĕ алăк (вăл çапла куллен),

Тен, асне вăл илчĕ хăй çамрăклăхне,

Çавăнпа хĕрхенчĕ вăратма хĕрне.

«Пуç тӳпинчен ӳксе çухалнă...»


В.Г.Харитоновăна

 

Пуç тӳпинчен ӳксе çухалнă

Çӳç пĕрчине пуçтарнă пек

Ман кĕçĕн хĕрĕмçĕм, мăнтарăн,

Çакна пуçтарнă пĕтĕмпех.

 

Тен, пурринчен çуккийĕ лайăх,

Те усала ку, те ырра...

...Çут тĕнчере пулсассăн кайăк,

Çав кайăкăн сасси пурах!

 

2002, кăрлач, 22.

«Чăваш çĕршывĕн тĕп вулавăшĕ!..»


Чăваш çĕршывĕн тĕп вулавăшĕ!

Манран çак пĕчĕк кĕнеке

Пулинччĕ Тав курки пекех.

Ача-пăча е ашшĕ-амăшĕ

Е ӳркенми пĕр ăслă тахăшĕ

Ăна тытса пăхассăнах

Туятăп эпĕ. Çавăнпа —

Чун-хапăлпа та ăс-тăнпа —

Ман вулаканăм, Тав сана!

 

2002, кăрлач, 17.

Атя, тавлашатпăр...


Шарласа юхать канаври пăтранчăк шыв. Кăпăкланса çӳлелле хăпарса пынăн туйăнать. «Шыв юхăмĕ мана çулса илсен, туртса антарсан? Пĕрле юхтарса каять вĕт...» — кăштах шикленнĕ пек те пулать Валери. Хăй çав вăхăтрах тата пĕр вунă çул каялла ялĕнчи пĕве, çурхи хĕвел вăйлă хĕртнине пула, сасартăк ирĕлнипе ял урамĕсем тăрăх саланнине, пĕве хĕррисем, юхăма чăтаймасăр, татăлса кайнине, ача-пăча хĕпĕртесех пĕвери пулла алăпа тытнисене аса илет. Ăшă-ăшă пулса кайрĕ чĕринче. Эх-х-х, ăçта-ши вăл ачалăх?

Канав хĕрринче тăраканскер каллех шыв юхăмĕ çинелле тинкерет. Мĕн ку? Пăтранчăк шыв тасалса-çуталса пырать мар-и? Унчченхи пек тулли те мар пек тата халĕ. Канаври шыва икĕ урипе хăш вăхăтра анса тăнине сисмерĕ каччă. Витĕр курăнма тытăнчĕ шыв, çап-çутах пулса кайрĕ...

— Павлов! Павлов! Вăран! Куçна уç!.. — хăйне пит çăмартийĕсенчен ыраттармаллах çат! та çат! çупнипе тепĕр тĕнчене таврăннăнах, пачах урăх лару-тăрăва вăйпа туртса кĕнĕнех туйрĕ хăйне çамрăк çын. Анчах куçне уçма пултараймарĕ — вĕсем çине темле йывăр япала хунăнах туйăнать.

— Мĕн тумалла-ха? Наркозне те виçеллĕ патăмăр, вăл тăна кĕмест. Нивушлĕ çухататпăр ку салтака? Ах, ытла та çамрăк вĕт-ха, ашшĕ-амăшĕшĕн мĕн тери пысăк çухату пулать. Павлов! Павлов! Пурăнмаллах сан, пулăш пире! Куçна уç! Илтетĕн-и? Хăв пурнăçна çапла татма юрать-и вара? Пурăнмаллах сан, пурăнмалла!.. — çаплах чарăнми йăлăнчĕ хĕрарăм сасси.

Малалла

«Килсем, тăван, килсемччĕ ман пата...»


Килсем, тăван, килсемччĕ ман пата,

Харăс тăрса юрлар çĕнĕ юрра:

Хамăр пурнан хисеплĕ вăхăта

Ĕмĕр тăрăх яратпăр пурнăçра!

Эпĕр яшăланнă вăхăт пит те паллă,

Эпĕр пурнан кун-çул нимрен паха.

Чăваш, тутар е вырăс пĕртăванлă,

Пурте таптарĕç вĕт чуралăха.

Мучей калать: хальхи кун-çулăрсемшĕн

Ик ĕмĕрех паратчĕç пуль авал,

Ĕç çыннине этем шутне кĕмешкĕн

Тĕнпе саккун куçне уçма паман.

Çапла ĕнтĕ ку чух, хисеплĕ тусăм,

Пурте пĕрне-пĕри тăван шутлать.

Кунран-кунах пусатпăр çĕнĕ пусăм,

Çултан-çулах çĕнни аталанать.

Ĕнтĕ пире те вăхăт юрламашкăн,

Юрла, поэт, чĕрӳ шăраннă чух:

Çак çĕр çинче пурнăç умне тухмашкăн

Кĕрешӳсĕр пултараяс çук!..

■ Страницăсем: 1... 158 159 160 161 162 163 164 165 166 ... 796