Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хурăн çитсăллă тавралăх,
Пурте шурă, юр пекех.
Çывăр, тĕлĕкри ачалăх,
Çывăр, ан вăран, текех.
Пăх-ха, кур-ха, хĕрпе каччă
Вальс ташлаççĕ иккĕн çеç.
Ах, илемлĕ, шăрăх, пăчă...
Шыв килсе ĕçтер, Чĕкеç!
Хурăнлăх — юмах çĕршывĕ,
Хурăнлăх — телей тĕнчи.
Сан çинчен кам юрă хывĕ?
Эпĕ — Хурăнлăх ачи!
(Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа)
Юбилей Сан, сăвăç, юбилей,
Кĕркунне, Çеçпĕлĕм, шăтса тухрăн.
Эс пурри поэзире телей,
Телейне çил-тăвăл витĕр пухрăн.
Юратма тата ĕмĕтленме,
Çирĕппĕн утма пире вĕрентрĕн.
Пуласлăха хыттăн ĕненме,
Сăвă тĕнчине Эсех çĕнетрĕн.
Ĕмрӳ ытла кĕске пулчĕ çав, —
Ахăр самана чунна чăмларĕ.
Усал тĕнче çуратрĕ çăхав,
Чир-чĕрĕ те тĕппипех кăкларĕ.
Эсĕ акнă тĕмĕ вăй илсе
Шăтса тухрĕ нимĕне пăхмасăр.
Сăвă-хайлавра чечекленсе
Ĕмĕр ешерет çеçке тăкмасăр.
Çĕнĕ Кун Ачи пулса паян
Харăссăн, пуç каçăртса утатпăр.
Чан сассийĕ янăрать ян-ян!
Сана çав сасра, поэт, туятпăр.
Сантăр Пикл ӳнерçе
Килтĕм. Куртăм. Хĕпĕртерĕм.
Аслă сан тĕнче кĕперĕ!
Куракан татах йышлантăр —
Паттăр та ăста эс, Сантăр!
2002, пуш, 11.
Пăва, Рункă ялĕ.
Ял урамне каç сĕмĕ çапнă ĕнтĕ. Кĕрхи ăшă çил вĕрет. Сарлака та çӳллĕ йăмрасем айĕнче пĕчĕк ачасем выляççĕ. Тăкăнса тулнă çулçăсенчен пысăк купасем тăваççĕ те вĕсем çине чупса пырса сикеççĕ. Эх, ахăраççĕ вара!
— Ванюш, эсĕ çак йăмра çине хăпарма пултаратăн-и? — ыйтрĕ Саша.
— Пултаратăп, паллах, мĕн, йывăр-им ку? Эсĕ хăв вара хăпарăн-и?
— Эпĕ ку йывăç çине пин хутчен та хăпарнă пуль, — мухтанать Саша.
— Халĕ хăпарса кăтарт, — ыйтрĕ Соня.
— Çук, паян хăпараймастăп-ха, ирхине сылтăм алла ыраттартăм, халĕ те тӳрленсе çитеймерĕ, — тет Саша.
— Ай-ай, Сашук, ан суй-ха, анчах выляса-ахăрса чупаттăнччĕ, нимĕн те ыратмастчĕ санăн, — кулчĕ Руслан.
— Эпĕ алла ирхине ыраттартăм, вăл кунĕпе ыратмарĕ, халĕ кăна хăй пирки аса илтерчĕ, — суйрĕ каллех Саша, пичĕ унăн хĕрелчĕ. Ачасем ахăлтатса кулса ячĕç.
— Эх, Сашук, суятăн, суйма та пĕлместĕн-çке, — каларĕ Руслан.
— Эпĕ суятăп-и?! — сиксе тăчĕ Саша. — Халех хăпарса каятăп йывăç çине! — кăшкăрчĕ вăл, унтан йăмра çине хăпарасшăн тапаçланма пуçларĕ, анчах чи аялти туратсем таран та алăпа çитеймерĕ.
Малалла
Ӳссе эп çитрĕм. Çын та пултăм.
Мĕскер вăл пурнăç? Куртăм-пĕлтĕм.
Нумай йĕм çĕтрĕм. Хамран хам култăм.
Арçын куççулĕпе те йĕтĕм.
Хури-шурри самай-çке пулнă,
Шăпа аллипеле те сулнă...
Сасартăк ӳкнĕ. Тăнă, Чупнă...
Асапĕ-терчĕ кая юлнă.
Халь асилетĕп. Кулăшла пек.
Тек йăнăш утăм тумăп та пек.
Тен, йăнăшсăр чăн пурнăç пулмĕ,
Тен, унсăр пурнăç асра юлмĕ?
Мăшăрăма — Галина Павловнана
Тӳпере çутатăп эпĕ çĕнĕ ÇĂЛТĂР,
Шурăмпуç шевлийĕ юлтăрччĕ пулса.
Ячĕпе — ГАЛИНА, мăшăр ячĕ пултăр,
Катара ир-каçăн тăтăрччĕ кулса.
Вăйă картине пиншер çăлтăр тухсассăн,
Уйăрса эп илĕп хамăн ÇАЛТĂРА.
Пăхăп та вăтанăп, сывлăп ассăн-ассăн,
Усал-инкекрен вăл мана çăлтăрах.
Çăлтăрсене мĕншĕн пит хитре-ши тетĕп,
Тĕнчере пĕр ЭСĔ пулнăран çеç пуль.
Пурнăçран телей те ăнăçу кĕтетĕп,
Çакăншăн йĕпетрĕ питĕме куççуль.
Çăмăл мар утмашкăн çăлтăр çумăр витĕр,
Çăмăл мар утмашкăн хирĕç ÇĔН КУНА.
Халь тесессĕн халĕ пулăшма эп хатĕр
МАШАРĂМ, сана, парнелĕп çур чуна.
Тӳпере эп çутрăм тинех çĕнĕ ÇĂЛТĂР, —
Ячĕ-и? Галина. Ытла савнăран.
Чĕремре яланах упранса вăл юлтăр, —
Сывлăхлă, тĕреклĕ эп — ЮРАТНĂРАН!
Вячеслав Романов фотожурналистăн пастель куравĕнче
Амăшĕ. Ашшĕ. Арăмĕ. Хĕрĕ.
Розов, Станьял, Теветкел...
Сӳрет куçĕсем пурнăçри пек чĕрĕ —
Пур вĕсенче çиçĕмпе хĕвел!
Чĕр хĕвеле тытма пĕлнĕ пулсассăн
Пур çав ӳнерçĕн телейлĕ тĕкел!
Йĕпреçсемехĕ Зотиков ӳнерçĕ —
Йăваш, çăпайлă, хĕрупраç манирлĕ,
Хăйпе пĕрле ун савăнăçĕ-терчĕ,
Мĕн чухлĕ ăсталарĕ те ӳкерчĕ,
Сасси çемçе, анчах та ĕçĕ — вирлĕ.
Чаптай, хисеплĕ ят сана та кирлĕ!..
Çуллахи вăхăтра Тавит пахчаран кĕме те пĕлмест. Мĕнле йывăç кăна çук унта! Улма-çырла йывăççисем çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ, çуллапа кĕркунне вара çимĕçĕпе савăнтараççĕ. Çак йывăçсене пурте юратаççĕ. Шăрăх çанталăкра вĕсене шăвараççĕ, çĕрĕ хытса кайсан — кăпкалатаççĕ. Кил хуçисемшĕн пĕтĕм савăнăç — пахчара.
Пахча вĕçĕнче пĕр йăмра тунсăхласа ларать. Ун патне пырсах та каймаççĕ, пăхмаççĕ те, ун çинчен аса та илмеççĕ. Ӳсет, çитĕнет йăмра. Темшĕн çак йывăç Тавита питĕ килĕшет. Пахчана тухсан вăл кашнинчех йăмра патне пырса тăрать те унпа калаçать. Тавит калаçать — йăмра чĕнмест. Майĕпен-майĕпен йăмра сасси те илтĕнкелеме пуçлать: паян — хулленрех, ыран — хытăрах. Çапла йăмрапа Тавит туслашсах каяççĕ. Арçын ача йăмра çинчен ашшĕ-амăшне пĕр сăмах та каламасть, каласан та — вĕсем ĕненмеççĕ.
Пĕр ирхине Тавит йăмра патне пырса тăрсан лешĕ тӳрех савăнăçлăн калаçма пуçлать: «Пĕлетĕн-и, манăн пĕр пысăк ĕмĕт пур. Тĕнче уçлăхне çул çӳреве каяс килет манăн. Санăн пĕрле пырас килмест-и?» — тет. Арçын ача савăнсах каять. Мĕнле каяс килмĕ-ха! Пурте тĕнче уçлăхне çитсе курма ĕмĕтленеççĕ. «Эпĕ никама каламасăр тухса кайсан аттепе анне мĕн калĕç? Вĕсем кулянаççĕ вĕт!» — тет Тавит. «Ан хăра, эпир тĕнче уçлăхне çитсе килнине вĕсем сиссе те юлаймаççĕ. Сана выляма кайнă тесе шутлаççĕ, эпĕ вара вĕсемшĕн — те пур, те çук», — тет йăмра.
Малалла
Çĕрĕпех алхасрĕ вутлă çиçĕм,
Çĕрĕпех кĕрлерĕ аслати.
Чĕремре те çавнашкал, савниçĕм.
Эс çумра çукран, тен, пулать-и...
Кантăкĕ уçса-хунăнса тăрать,
Хупма вăй çук, ĕненетĕр-и?
Пуш-пушă пӳлĕмре чунăм хăрать,
Пĕр-пĕччен тарăхтăр тетĕр-и?
Ăшă вырăн самантрах пушанчĕ,
Тухса чупрăм çумăр витĕрех.
Манпа пĕрле çумăр та кулянчĕ,
Куççуль юхрĕ. Йĕчĕ. Йĕтĕрех!
Шапарса утатăп çиле хирĕç,
Çăмăл мар пĕччен утма çĕрле.
Урăх çынпа эсĕ кĕçĕр терĕç, —
Шанăç çук сире пулма пĕрле.
Çĕрĕпех алхасрĕ вутлă çиçĕм,
Тăхлан тӳпе тăчĕ çуталса.
Каçарсам, тульккĕ, мана, савниçĕм,
Çылăхлă эп, йĕреп татăлса...
■ Страницăсем: 1... 161 162 163 164 165 166 167 168 169 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...