Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сана ҫырма сӑмах ҫитетИлле ТăхтиАча чухнехиАсаттесемПулать-çке пурнăçраЙĕрсемЙышăнман сăмахсем

Палăк


Эп куратăп авалхи пĕр палăк,

Пушкин юррине кĕнĕ фонтан.

Ăна лартнă ĕмĕр асăнмалăх

Тыткăнри хĕр ячĕпе пĕр хан.

 

Кĕлетки ун çын сăн-пичĕ евĕр,

Шыв тумла тăрать ун куçĕнче:

Вĕçĕмсĕр куççуль тăкать ку тейĕр;

Вăл чăнах çав шухăшлă иккен.

 

Ун çине пăхатăн та туятăн:

Юрату — чун савăнăçĕ мар,

Юрату — кăшт хурлансах калатăн —

Чĕрене çунтаракан кăвар.

 

Савнă тусăн ячĕпе пĕр палăк

Манăн та лартасчĕ пурнăçра;

Лартаясчĕ ĕмĕр асăнмалăх

Чи илемлĕ юрă-сăвăран.

 

Шухăшĕ ун пултăрччĕ çунатлă

Чун савни патне вĕçсе кайма,

Чăн сăмахĕ — çепĕç те хăватлă

Сарă хĕрĕн кăмăлне уçма.

 

Çамрăк ĕмĕрех ăна вулатăр,

Туйтăр: юрату — вăл хурлăх мар;

Юрату вăл — савăнсах калатăр —

Чуна ырлăх паракан кăвар.

«Ăраскалăн — ăрăсĕ...»


А.А.Сосаевăна,

«Кунçул тĕпренчĕкĕ» кĕнеке çине

 

Ăраскалăн — ăрăсĕ,

Кĕленчен — тĕпренчĕкĕ.

Кам курасшăн — курăсăн:

Ку — Станьялăн енчĕкĕ...

 

2001, раштав, 28.

«Пирĕн пурнăç çаплалла...»


Л.С. Митрюхинăна

 

Пирĕн пурнăç çаплалла —

Кирлĕ çăкăр, çăпала,

Кирлĕ тетпĕр кĕнеке те.

Кĕнеке сана пиллетĕп.

Кĕнеке çине çырни —

Хам чăтни те хам курни.

Пул телейлĕ, хамăрьял.

Тав тăватăп эп. Станьял.

 

2001, раштав, 15.

Сехете пулăшни


Эпĕ шăм-шак вĕриленсе кайнипе вăрантăм. Кăмака çинче выртатăп-çке. Анне вут хутса янă иккен. Кĕçех сăмсана шаркку шăрши йĕкĕлтеме пуçларĕ. Шак-шак, шак-шак! шаккать стена çинчи сехет...

Паян анне Трак пасарне кайма хатĕрленет. Ку вара маншăн телейлĕ кун. Ара, пасартан вăл нихăçан та пуш алăпа таврăнмасть, пĕремĕк, канихвет е сахăр туянса килет. Сутлăх услам çуне анне эрне каяллах хатĕрленĕ. Ĕни пирĕн çуллă сĕт парать.

— Çур кĕренкке çупала кĕренкке çурă пĕремĕк килет, — тет анне.

Чăхсем те çăмарта тума пуçланă. Эппин, çăмарта сутма та пулать. Укçипе сахăр туянĕ вăл.

— Кил, шаркку антартăм. Уйранпа çи. Çĕрулмипе уйран çисен хăвăрт ӳсетĕн, пысăк пулатăн.

Акă анне пасара кайма хатĕрленсе çитрĕ. Тумланнă май мана ĕç хушса хăварать: путексене утă памалла, шыв ĕçтермелле. Утта перекетлемелле, карçинккана кăшт кăна хумалла. Нумай хурсан путексем утта тăкса, таптаса пĕтереççĕ.

— Сана кил хуçи вырăнне хăваратĕп. Нумаях тăмастăп. Акă лайăх пăхса юл сехет çине, — пӳрнепе тĕллесе калать анне, — пĕчĕк йĕппи — вуниккĕ, вăрăмми улттă тĕлне çитсен пасартан çаврăнса килетĕп.

Малалла

И.Я. Яковлев


Кăнна Кушки... Ăна туран куратăн:

Çырмаллă ял; ял вĕçĕнче çаран.

Тахçан кунта иккен тăлăх-туратăн

Кĕтӳ кĕтсе вăл ӳснĕ ачаран.

Ун чух чăвашăн пурнăçĕ, кун-çулĕ

Хăй пӳрчĕсем пек пулнă-çке хура.

Юхтарнă халăх тарпала куççулĕ,

Пуççапнă ĕмĕр Пихампар турра.

Ун ăслă юррипе юмах-халапĕ

Усраннă теççĕ хăвăл ăшĕнче;

Шуйттан çырми те Пыллăх,

Кашкăр лапĕ

Итленĕ вĕсене сĕм каçсенче.

Ĕмĕтленни-çунни те иртнĕ кăлăх,

Çырса хумашкăн сас палли те çук...

Çакна йăлтах курса ăнланнă тăлăх

Çĕрсем-хирсем виçсе çӳренĕ чух.

Вăл çитĕ тенĕ яланах мăнтарăн

Ятне илтсе тăма саманара,

Ак Чĕмпĕр çулĕпе тусан тустарнă

Ун çăпаталлă ачисем вара.

Патша саманинче вăл тем те тӳснĕ,

Нумай вăл курнă хурапа шурра.

Вăл лартнă çимĕç тертлĕн шăтса ӳснĕ,

Пур халăхпа çĕр асапне кура.

Сĕм чăтлăх витĕр çĕнтерсе тухасшăн

Вăл парăнмасăр утнă çутталла.

Ăна хавхалантарнă Ленин ашшĕ —

Ĕмĕтсемпе, ăспа, кăмăлпала.

...Ту айĕнче ларать мухтавлă Кушкă.

Малалла

Саламлатăп


Мĕскер сунам-ши,

Мĕскер пиллем-ши,

Çуралнă кун ятпа сана?

Чечек ĕмрийĕ,

Шанчăк юррийĕ,

Саншăн пултăрах самана.

 

Телей те сывлăх,

Юрату — пурлăх

Упранччăр ĕмĕр тăнăçра.

Эп — санăн шанчăк,

Эс — манăн шăпчăк,

Тата мĕн кирлĕ пурнăçра.

 

Çывлăхĕ пултăр,

Юрату култăр,

Пурнăçĕ пытăр çеç ăнса.

Çуралнă кун вăл —

Телейлĕ кăмăл,

Телейĕ тăтăр тăкăнса!

«Ырса курман вут Ытарай...»


Н.В. Ыдарай çыравçа

 

Ырса курман вут Ытарай,

Эсĕ маттур та пултарай!

Вăй-хал санра татах та пултăр,

Санпа вĕт-шакăр ырă куртăр!

«Ачам, ан макăр...»


М.Р. Федотов профессора

 

Ачам, ан макăр.

Пурнăç вăрăм, —

Тесе каланине астурăм.

Управçă чăваш йăмри


Антун çуралса ӳснĕ ял таçтан инçетренех курăнса ларать. Унăн ячĕ те янăравлă — Йăмракасси. Çак ял ячĕ те мĕн авалтанах урамăн икĕ енĕпе лапсăркка йăмрасем кашласа ӳснинпех çыхăннă пулĕ. Антунсен килĕнче йăмраран асталанă катка пичкесем пайтах. Антунăн амăшĕ çак каткасемпе халĕ ĕлĕкхи евĕр пахча-çимěçсем тăварланă чухне усă курмасть. Анчах та вĕсене кăларса пăрахма е çунтарса яма та алли çĕкленмест унăн.

Марук аппа çамрăках мар пулин те, пурнăç таппипе пĕр тан пырать. Вăл пушă вăхăтра тĕрлĕ хаçат-журнал вулать. Халĕ хаçат-журналта темĕн çĕннине те пĕлме пулать. Марук аппан хаçатри юратнă кĕтесĕ — «Кивĕ япаласене çĕнелле усă курасси». Çакна пулах ĕнтĕ Марукăн пахчинче кивĕ катка пичкесем, лаша ураписем, шыв кĕвентепе витрисене йăтнă Нарспи те темĕнле асамлăх тĕнчине йыхăрать иртен-çӳрене.

Йăмра… Мĕнле асамлă йывăç вăл. Ăна юрăра та, сăвăра та, халап-юмахра та асăнмасăр хăвармаççĕ. Мĕн кăна ăсталамаççĕ-ши йамраран: катка пичке, сенĕк, кĕреçе аврисем, сĕтел-пукан тата ытти те.

Таврари ялта Йăмра Макарĕ пек ăста алăллă çын çук та пулĕ. Туй-çуй кĕрлет-и е ача пăтти, салтака ăсатмалла-и яш-кĕрĕме, пур çĕрте те Йăмра Макарĕ ăсталанă пичекепе сăра курки чи кирлĕ хатĕрсем пулнă. Пĕр пушă вахат та пулман Антун аслашшĕн. Вăл хайĕн ылтăн аллипе кашни çуртах йăмраран мĕн те пулин ăсталаса панă. Çавăнпах ăна Йăмра Макарĕ тесе чĕнме пуçланă.

Малалла

Юбилей паян...


Вуннăра чăваш хаçачĕ,

Пирĕн «Канаш» вуннăра.

Улшăнмарĕ унăн ячĕ

Çулсем иртнĕ хушăра.

 

Вулакан — хаçат хăвачĕ, —

Чунпа çамрăк пулнăран.

Туслăхпа шанчăк кăвайчĕ

Ялкăшса çеç çуннăран.

 

Пилĕкçĕр ытла кăларăм

Тухрĕ чăвашсем валли.

Савăнать ентеш, сăнарăм,

Ку вăл — Малашлăх палли.

 

Вунă пин те виççĕр сакăр

Çыру сиртен илтĕмĕр.

Пĕри — «пăрăçлă», е — «сахăр»...

Тĕрлĕ хыпар пĕлтĕмĕр.

 

Турра щĕкĕр, Турра тавах,

Пурăнатпăр-ха пĕрмай.

Тĕп редакторăмăр çавах,

Вăл нихçан пулман сăрнай.

 

Малтанхи кунран ĕçлеççĕ

Тĕп бухгалтер, секретарь...

Вĕсенчен «çамрăкрах» теççĕ

Ырьята. Эп — хирĕç мар.

 

Ĕçтешсем патвар та хастăр,

Пурте аслă пĕлӳллĕ.

Вăй-хăват пирте ан чактăр,

Пĕрле ĕç те ӳсĕмлĕ.

 

Пирĕнпе, ав, кĕпĕрнаттăр,

Пире пулăшсах пырать.

Çавăнпа сатур та паттăр

Эпир, çын курса тăрать.

 

Паян юбилей, ентешĕм,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 160 161 162 163 164 165 166 167 168 ... 796