Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанПограничниксемҪул пуҫламӑшӗИлле ТăхтиЙĕрсемХурапа шурăАтте пилĕ

Ăраскал


Ăраскал кур, тăван, ăраскал.

Ăраскал сун мана, ăраскал.

Кашниннех хăйне май ăраскал.

Ĕмĕре ирттерер ăраскал.

 

Ăраскал — тăван эсĕ пурри,

Ăраскал — ăрасна пурăнни.

Ăраскал — ăрат сывă пулни,

Ăраскал — ăраскаллăн кулни.

 

Ăраскал кур, тăван, ăраскал.

Эс телейлй пулни — ăраскал.

Тĕнчере пурăнни — ăраскал,

Ыр ята çĕртменни — ăраскал...

«Йăлăм енче пурнать Палтай Микуçĕ...»


Йăлăм енче пурнать Палтай Микуçĕ,

Йăлттам алли-ури, чĕлхи, пит-куçĕ,

Чăн-чăн ăста, пĕртен пĕрре хуçа —

Çапать те кăларать çавра укçа!

«Яп-яшă чух эпир кавалерист...»


Геннадий Фомирякова

 

Яп-яшă чух эпир кавалерист,

Мухтаннă чух кăштах авангардист...

А мĕн юлать-ха, тусăм, пирĕн хыççăн.

Ним юлмасан — кайран-малтан та хыçăн!

Йăмра шавĕ


«Арçыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче ывăл çуратса ӳстермелле, çурт тумалла тата йывăç лартмалла», — тенĕ ĕлек ваттисем. Ман асатте вара, кун пирки, арçыннăн кăна мар, пурин те, тет. Çак сăмахсене ман асаттепе асанне кăна мар, аттепе анне те итлесе пурнăçласа пыраççĕ.

Эпĕ пирĕн çемьере çутçанталака юратса, йывăç курăка упраса тавралăх илемĕпе киленсе пурăннине мĕн пĕчĕкрен, анне пĕвĕнче ӳсне чухнех курнă. Ман аттепе анне пĕр-пĕринпе вунă çул хушши юратса килĕштерсе пурăннă хыççăн тин вĕсене турă мана парнеленĕ. Палах, чылай çул кĕтнĕ ачана пурте тĕрĕс тĕкел ӳссе кун çути куртăр тесе тăрăшнă. Çавна пула аннепе мана пурте упранă, пĕртте ĕçлеттермен. Çапах та, эпĕ анне пĕвĕнче çич уйăха çитсен, анне, килти пĕчĕк ĕçсене туманскер, алла кĕреçе тытса эрне хушши ĕçлет. Мĕн тăвать-ха вăл?

Пĕр ирхине анне хăйне япăх туйнине аттене пĕлтерет. Тухтăрсем патне çитсе килнĕ хыççăн та самайланман аннене ман асанне ял хĕрринчи ватă йăмра çумĕнчи пĕчĕк пӳртре пурăнакан юмăç карчăкки патне илсе каять. Леш тем тĕрлĕ курăк шывĕсем туса ĕçтерет, асамлă кăмпа тĕтĕмĕпе тĕтерет, юлашкинчен вара: «Сан, Лисук, уйăх тулнă кунсенче, эрне хушши, кашни кун пĕрер йывăç лармалла, вĕсем аван ӳсчĕр тесе тарăшмалла, вара ывăлу та вăхатра, чĕрĕ сывă çуралĕ», — тет.

Малалла

Çăлтăр


Тӳперен татăлса анчĕ

Ахах çăлтăр Çĕр çине.

Самантрах чăл-пар саланчĕ.

Сӳнчĕ. Мантăм ăçтине.

 

Çĕр çине çăлтăр ӳксессĕн

Ырă мара тетчĕç пуль.

Сан ĕмрӳ кĕске тесессĕн

Хăйпе хăй юхать куççуль.

 

Тӳперен татăлса аннă

Çăлтăр маншăн ан пултăр.

Тĕлĕкĕмре эп куляннă, —

Чăнлăхра йĕр ан юлтăр.

Улттăмĕш туйăм


Хĕрарăмсен кăна пур теççĕ

Çак туйăма хăш-пĕрисем.

Ыранхине те-мĕн сисеççĕ

Вĕсен асамлă чĕрисем.

 

Чăнах, асамлă та хăватлă

Хĕрарăм туйăмĕ, чĕри.

Сăмахĕ çепĕç те сăваплă,

Питех те вырăнлă, вĕри.

 

Итле-итле чуна кантарăн,

Ăшша-и хирĕç кашни çын?

Çапла туять-и-ха, мăнтарăн,

Патвар пулсассăн та арçын?

Ĕмĕр иртет


Ĕмĕр иртет.

Чĕнмесĕр.

Илтмесĕр.

Пурпĕр мар-и?

Ĕмĕр иртет.

 

Ĕмĕр иртет.

Пĕлмесĕр.

Сисмесĕр.

Пурпĕр мар-и?

Ĕмĕр иртет.

 

Ĕмĕр иртет.

Курмасăр.

Чăрмавсăр.

Пурпĕр мар-и?

Ĕмĕр иртет.

 

Ĕмĕр иртет.

Пурпĕр мар.

Ĕмĕр иртет.

Яр тымар.

 

Ĕмĕр иртет.

Ят хăвар.

Ĕмĕр иртет...

«Пур манăн пĕлĕш-тус Чаканарта...»


Пур манăн пĕлĕш-тус Чаканарта —

Хуммаретсен ӳнерçĕ Хуначийĕ.

Ӳкернине аван (малти) карта

Лартса кăтартасси вăл — унăн чирĕ.

Улăпсен çĕршывĕпе туслашрĕç


Пурăннă тет пĕр çемье: ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен Улăп ятлă ывăлĕ. Пĕррехинче вĕсем пурăнакан пӳрчĕ çине метеорит ӳкнĕ. Пӳрчĕ çунма пуçланă, чӳречисем чăнкăррр! кăна ванса кайнă. Ывăлĕ часрах урама чупса тухнă. Вăл ашшĕ-амăшне чĕнме пуçланă. Хирĕç никам та сас паман.

Пӳрчĕ хытă çунма пуçличчен вăл часрах киле кĕнĕ те ашшĕпе амăшĕ вилсе выртнине асăрхарĕ. Улăп хăранипе макăрса вăрмана чупрĕ. Чупнă вăхăтра вăл ачалăхри пурнăç саманчĕсене аса илчĕ. Мĕнле савăнаçлă, телейлĕ пулнă ун пурнăçĕ. Халĕ вара вăл пĕр-пĕччен юлчĕ, ăна никам та ачашламĕ, никам та йăпатмĕ, никам та пулăшмĕ. Пĕтĕмпех хăйĕн тума тивĕ.

Çапла шутласа вăл вăрман варринех çитрĕ. Чарăнчĕ. Çĕр çине выртрĕ те тата хытăрах макăрса ячĕ. Хăçанччен макăрнă-ши, астумасть — вăл çывăрса кайнă. Тепĕр кунне ир-ирех вăл хăйне валли йывăç тураттисенчен ӳпле хатĕрлеме тытăнчĕ. Туса пĕтерсен хырăм выçнине туйрĕ: çырла çиме кайрĕ. Çырла хырăма тутă тытмасть иккен. Вара вăрман кăкласа тырă-пулă акма шутларĕ. Какснă вăрманĕнчен пысăк çурт çĕклерĕ. Çавăн пек аталанса, ĕçе хăнăхса пычĕ Улăп.

Кĕркунне çитрĕ. Юр çума пуçларĕ. Сукмаксем юрпа витĕнчĕç. Улăпа сĕм вăрманта пĕччен пурăнма кичем пула пуçларĕ, тунсăх пуса пуçларĕ.

Малалла

Тĕкĕрĕм


Тĕкĕрем,

Пăхсам кăштах ачашшăн.

Тĕкĕрĕм,

Кулсам, кулсам эс ăшшăн.

Ĕмĕрĕм,

Иртсе килетĕн манăн.

Ĕмĕрĕм,

Тăхта, тăхта тăванăм.

 

Пурнăçăм,

Ытла ачаш пулмарăн.

Пурнăçăм,

Телейпеле тулмарăн.

Пӳлĕхçĕм,

Шăпам çапла, мăнтарăн.

Пӳлĕхçĕм,

Санран ăçта-ха тарăн.

 

Турăçăм,

Тавах манпа пулнишĕн,

Турăçăм,

Тавах манпа юлнишĕн.

Тĕкĕрĕм,

Ман пурнăçăм эс, тĕкĕрĕм.

Тĕкĕрĕм,

Ман ĕмĕрĕм эс, ĕмĕрĕм...

■ Страницăсем: 1... 165 166 167 168 169 170 171 172 173 ... 796