Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеСалампиҪул юлташӗХуркайăк çулĕПулас кинсемКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...

Камшăн?


Камшăн юрă эп юрларăм?

Камшăн сăвă шăрçаларăм?

Камшăн юрă?

Чун савнишĕн.

Камшăн сăвă?

Чун парнишĕн.

Камшăн ĕмĕр ĕмĕрлерĕм?

Камшăн телее йĕрлерĕм?

Камшăн ĕмĕр?

Йăх-тымаршăн.

Камшăн телей?

Çут сăнаршăн.

«Ларса шутла та çавăрса кăлар...»


Ю.П. Матросова

 

Ларса шутла та çавăрса кăлар,

Касса чутла та кирлине хăвар —

Ăс-пуç хăвачĕ, кăмăл выляни

Каска пуканĕ мар иккен, ами, —

Шепсутлăх ĕçĕ — вутчулри кăвар!

 

Ĕçлекенни сахал, ĕçекенни пайтах,

Çак саманан нумаях мар пайта...

Ăста тесе ахаль кăна каламĕç —

Эпир ĕçсен те, эс, тăванăм, ан ĕç —

Ăсталăхпа чысна хăпарт, айта!

 

Сăрла, ăста чăваш, сăрла кăна,

Савать тĕнче пĕлсе сăрлакана.

Ютсен çĕрне пĕремĕк пек тусан та,

Тăван çĕрӳ ĕлĕкхиллех тусанлă —

Мухтасчĕ сан тусан шăлакана!

 

Пухас чухне пайларĕ Шупашкар,

Шĕкĕр хула пире памарĕ усă...

Ентешлĕхе чăмăртакан кăшкар

Пулмарĕ пирĕнтен, маттур Матрусăв —

Пулсамччĕ Чура паттăр пек патвар!

 

1997, нарăс, 9.

«Çĕньял Чурачăкран ман пĕр ентешĕм...»


Çĕньял Чурачăкран ман пĕр ентешĕм,

Хăй çамрăк мар та, пурпĕрех-ха ешĕл:

«Чурачăк» мĕн вăл тенине пĕлмерĕ,

«Чура+чăк» — Чура паттăр ялĕ, терĕм.

Хăйне те паттăра тухма пиллерĕм:

Улмуççипе йăмра тата чухăнпа пуян


Пурăннă тет ĕлĕк-авал пĕр чухăн хресчен. Çамрăкскер. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм хуçалăха уйрăлса тухнăскер. Вăл юрăхсăра тухма пуçланă кивĕ те лутра çуртра çеç пурăннă. Хушăран çимелĕх çăкăрĕ те çитсе пыман унăн. Çăкăрне туянма укçи те пулман. Выçă вилесрен ăна пĕр пĕчĕк пахчи çăлнă. Телее, ку хресчен ĕçрен хăраман. «Эпĕ ĕçрен хăрамастăп, вăл хăй манран хăратăр», — тенĕ вăл.

Пĕррехинче, çуркунне çитсен, хресчен пахчана улмуççи лартма шут тытнă. Темиçе улмуççи лартатăп та — вĕсем ӳссе çитсен манăн сутлăх пан улми нумай пулĕ тесе шутланă вăл. Вара çĕнĕ çурт та лартма май килĕ, — вĕлтлетнĕ ун пуçĕнче ялан канăç паман шухăш. Çапла хăйĕн хуçалăхне тĕреклетме шутланă хресчен.

Кашни кун тенĕ пекех шăварнă хресчен улмуççие. Ытти ĕçрен пушă чух — кăпкалатнă. Улмуççи çитĕннĕ, кашни çулах шап-шурă çеçкене ларнă, анчах та çимĕçне паман вăл. Хресчен йывăçа касса пăрахма шутлать. Çак ĕçе хĕл каçсан тăвăп-ха тесе тăхтама килĕшет.

Сивĕ хĕл хыççăн каллех хаваслă та илемлĕ çуркунне çитнĕ. Улмуççи каллех капăр тумпа витĕннĕ: вăл шап-шур çеçкене ларнă. Качча каякан хĕр евĕр чатăрпа витĕннĕ тейĕн ăна. Ун çийĕн вĕлле хурчĕсем нăрласа вĕçнĕ. Хресчен кăçал та пулин çимĕç пулĕ-ха тесе улмуççие касса пăрахма шелленĕ. Кашни кун тенĕ пекех ун патне пырса пăхнă. Вăл кĕтни калăхах пулнă: йывăç çимĕç паман. Хресчен пуртă илнĕ те йывăçа пуртăпа пĕррех сулса янă. Анчах та тĕлĕнмелле япала пулса иртнĕ пахчара — алăри пуртă хуçăлса кайнă. Хресчен аллине сулнă та ӳстĕрех эппин тесе лăпланмашкăн хăй пӳртне кĕрсе кайнă.

Малалла

Мăшăрăм


Эс маншăн ĕмĕрлĕх хăна,

Çут кĕтесри çветуй пекех.

Каласси манăн çав кăна, —

Ман пирĕштийĕм те эсех.

 

Мăшăрăм,

Мăшăрăм, çунатлă кăйкăрăм.

Кăйкăрăм.

Кăйкăрăм,

Пӳрнĕ шăпаçăм, мăшăрăм,

Мăшăрăм.

 

Пурнăçĕ пытăр çеç ăнса.

Урăх нимĕн те кирлĕ мар.

Юрату тăтăр çаврăнса, —

Вĕçне-хĕрне тухма ан пар.

 

Турă çырни вăл çавă пуль, —

Мăшăр çумра, чунра юлни.

Телейлĕ пурнăç — пысăк мул,

Мĕн виличчен пĕрле пулни.

Чечек мар эп... Хыт-хура


Чечек пулнă вăхăтĕнче

Эп те çын пекех.

Йĕнĕ, кулнă... Çутă тĕнче

Хитре мар текех.

Пулса юлтăм çав хыт-хура

Саншăн, мĕн тăвас?..

Чечек мар эп... Çавна кура

Эс тем пек хавас?

 

Чечек чунлă тек пулаймăн

Ватăлсан, ăнлан.

Ахăлтатса та кулаймăн

Сăлтавсăр ялан.

Çуркунне çырма та тулать

Шывĕ нумайран.

Хыт-хура та кирлĕ пулать,

Шырăн эс... кайран.

 

Чечек пулнă вăхăтĕнче

Эп те... Çук, текех

Çутă мар халь маншăн тĕнче,

Теттĕм, ман пекех.

Хыт-хура эп... Чечек мар,

Пулин, пултăрах!

Çав-çавах эп курмăп шар,

Турă, ан пăрах!

«Яташăм, тăванăм, ыр чунăм...»


Халăх художникне В.П.Петрова

 

Яташăм, тăванăм, ыр чунăм,

Чĕлхе тăрринчи пыл тути!

Аташăп, пăлханăп та çунăп,

Тен, юлĕ манран вĕтĕ çунăк —

Эс пултăн чăвашлăх çути!

 

Эс лартнă Юпа — чĕрĕ палăк —

Этемлĕх ăс-халĕн витти:

Чăваш тĕпелне уçрĕ алăк,

Ăнланчĕ хăйне чĕмсĕр халăх...

Çапла пул, чăвашăн Витти!

 

1996, авăн, 17.

Анна аппа


1

Ăçта кăна вĕри ĕç пултăр —

Унта çĕклен эс ял-йыша;

Унта эс çыхнă хĕрлĕ тутăр

Хăмач ялав пек ялкăшать.

 

Ăçта кăна çитетĕн эсĕ —

Унта тĕнче илемлĕрех.

Унта чĕрепеле ĕçлеççĕ

Унта чула та чун кĕрет.

 

Ăçта тулли вăйпа сывлать çĕр,

Ăнса ӳсет колхоз тырри —

Унта эс, пирĕн председатель,

Ял-йышăн çулăмлă чĕри.

 

Çавăнпала сана чĕнĕççĕ

Ватти-вĕтти те пĕр ятпа:

— Пуриншĕн те тăван эс, — теççĕ, —

Пӳришнĕн те — Анна аппа!..

 

Çав пысăк чыспала хисепшĕн

Пуçларăм эп те сăввăма.

...Иртнисене аса илсессĕн —

Ӳнта хĕн-хурĕ сахал мар.

 

Хĕвелсĕр, тĕксĕм тĕнче тăрăх

Тупă сасси кĕрленĕ чух,

Пĕр çултискер, эс юлнă тăлăх,

Ютра пуç хунă сан аçу.

 

Çак хуйхăра вара аннӳн те

Вĕри, тăварлă куççульпе

Сасартăк куç çутийĕ суннĕ

Çӳлти çут çăлтăр сӳннĕ пек.

 

Чӳречерен сив çилĕ вĕрнĕ,

Пĕр вĕçĕм йынăшса çинçен.

Чун татăлас пек эсĕ йĕрнĕ

Малалла

Вăта Сăварти Улăп


Ĕлĕк-авал Атăл хĕрринче чăвашсен мăн аслашшĕсем пысăк мар хула çĕкленĕ. Вăта Сăвар тесе ят панă вĕсем ăна. Унта пĕтемпех килĕшӳллĕ пулнă: сăрт çинче мăнаçлă карман аякранах курăнса ларнă, карман варринче — турхан станĕ. Капăр тумлă çынсем турхан çурчĕ тӳремĕ çине тухса хула ыйтăвĕсене пĕрле канашласа татса панă. Савăнăçлă та тулли кăмăллă пурнăçпа пурăннă кунти çынсем.

Хула тавра сĕм вăрман кашласа ларнă. Кунĕпех хĕвел хĕртсе пăхнă, кайăксем юрланă. Çырла, кăмпа, мăйăр — тем чухлех ӳснĕ кунта. Ют çĕр-шывсене сутмалăх та пулнă вăл.

Пĕррехинче çак вăрмана хăрушă тискеркке вĕçсе килнĕ. Çак самантран хула çыннисемшĕн сĕм вăрмантан пысăк инкек пыма пуçланă. Кашни кун тискеркке патне мĕнле те пулин парнелĕх чĕрчун пырса памалла. Илсе килмесен çак тискеркке хулана вĕçсе килет те ун çыннисене çисе ярать.

Кунсем те уйăхсем, çулсем те вунăçуллăхсем те иртнĕ — çапла тискеркке патне хула çыннисем тăтăшах мĕнле те пулин чĕрчун илсе пынă. Харсăр чăваш нукерĕсем ăна çĕнтересшĕн пулнă, анчах — пĕтĕмпех усăсăр. Вăрмана кайсассăнах хыпарсар-мĕнсĕр çухалнă, вĕсене урăх никам та курман.

Малалла

Юрату вăл...


Кам каларĕ юрату вăл

Хирти шур чечек тесе?

Юрату вăл кĕтмен тăвăл,

Тăрса юлăн йӳтесе.

 

Юрату пыл пекех тутлă,

Эрĕм пек хăш-пĕр чухне.

Юрату çунатлă утлă,

Хупса хур чун читлĕхне.

 

Шур чечек çеçкине татса

Пĕлме çук юратнине.

Чечек пекех тухать шăтса, —

Куç ан хыв эс татнине.

 

Икĕ чун ăшши çуратĕ

Юратăвăн çеçкине.

Шур чечек пекех шуратĕ

Çамрăк ĕмĕр саккине.

■ Страницăсем: 1... 166 167 168 169 170 171 172 173 174 ... 796