Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тăм ӳкнĕ ирПирвайхи юратуВăхăт таппиИрĕк çилПурăнас килетПурнӑҫ утравӗсемКĕтмен венчет

Эп — Чăваш!


Эп — Чăваш,

Пытармастăп ютран.

Эп — Чăваш, —

Вăтанмастăп унран.

Йăваш? Çук!

Мăнкăмăллăх пур ман.

Мĕскĕн? Çук!

Хальччен намăс курман.

Тивĕçлĕх?

Ют çынран кая мар.

Çепĕçлĕх?

Шăнчăкпа юнашар.

Çав-çавах

Мĕскĕн, теççĕ, пире.

Тур çырлах!

Çӳхе, теççĕ, пире.

Кам кăна

Шăл йĕрмешкĕн пăхман?

Ăс-тăна

Çĕлен евĕр сăхман?

Ют çынран

Чăваш пач катăк мар,

Тен, ăсран

Тарăнрах та тымар.

Кам ĕçчен?

Вăл — чăваш этемми,

Ĕç тесен —

Ăна йăлт шăл çемми.

Юрăсем

Пирĕн питĕ нумай.

Ташăсем

Çаптаратпăр ай-хай!

Эрешсем

Илĕртеççĕ куçа.

Яш-хĕрсем

Ытараймăн курса.

Мĕн çитмест

Пурнăçа ăнланма?

Мĕн çитмест

Чăваша çынланма?

Мĕскĕнлĕх?

Хамăртан вăл килет.

Тĕттĕмлĕх?

Тăрăшсан вăл вилет.

Кар тăрса

Пĕр йыша хутшăнсан,

Ăнтăлса

Пĕр-пĕрне ал парсан,

Чăваш пур,

Çĕр çинче пурăнатъ.

Унăн, кур,

Малалла

«Энтри Пасарĕ таврара пит паллă...»


Энтри Пасарĕ таврара пит паллă:

Кунта чăваш чĕлхин ăсти çуралнă!

Тултарĕ вăл çĕр çирĕм е çĕр аллă —

Егорова чыс тăвĕ пĕтĕм халăх.

«Çăвать-и çумăр çĕрĕпе...»


Неççе Кулине

 

Çăвать-и çумăр çĕрĕпе,

Çиçет-и çиçĕм,

Çӳрет-и пуртă-çĕçĕпе

Хурах пĕр вĕçĕм,

Сӳнет-и çăлтăр тӳпере,

Çĕрет-и йывăç,

Чĕр пурнăç сӳнекен çĕре

Хĕрес те хывмĕç!

...Эсĕ куратăн та веçех

Юпа лартатăн.

Мĕнпур чăваш тăвас ĕçе

Пĕччен тăватăн!

 

~1999, çурла, 26.

Пурнăç хĕлхемĕ


Тавралăха каç сĕмĕ çавăрса илнĕ. Сехет йĕппи тăхăр сехет кăтартнă. Апла пулин те Петĕрĕн çывăрас килмен. Вăл тĕрлĕ сăлтав тупса вăхăта тăснă: е кĕнекисене портфельтен кăлара-кăлара пăхнă, е куç хӳрипе телевизор еннелле тинкернĕ, е кухньăналла утнă, е пӳрт çумĕнче ларакан лапсăркка йăмрапа тем пирки калаçнă. Амăшĕ:

— Петĕр, çывăрма выртмалла, ыран каллех тăрас килмест тейĕн! Кампа калаçăтăн ара? Тем чӳречерен такам шакканă пек илтĕнмерĕ-и? — тесе кантăк çумне пырса урамалла пăхрĕ, анчах йăмрасăр пуçне пĕр чĕрĕ чун та çуккине асăрхарĕ.

— Анне, мĕнле никам та çук пултăр. Эпĕ йăмрапа калаçатăп, ăна та каçа ыррăн ирттерме сунатăп. Вăл та пирĕн пекех чĕрĕ вĕт, — терĕ амăшĕпе килĕшмесĕр ывăлĕ.

— Мĕн калаçатăн кирлĕ мара. Ăçтан вăл чĕрĕ пултăр, пирĕн пек шухăш пур-и унăн? — текелĕрĕ каллех амăшĕ.

— Анне, йăмран пире курма куçĕ çук, калама — чĕлхи, анчах йывăçăн алли вырăнне тураттисем пур. Çын кĕлеткине аса илтерекен вулли пур тата пирĕн пекех чунлă вăл, — парăнмарĕ Петĕр.

Кантăк умĕнче ларакан йăмра амăшĕпе ывăлĕн калаçăвне илтнĕрен ассăн та ассăн сывларĕ, хирĕçлесе чӳречерен тураттисемпе шаккарĕ. Хурланнипе унăн çулçисем тăрăх куççуль тумламĕ çĕр çине тумларĕ. Хăйне ырă сунакан Петĕре тав туса пуçне усрĕ те шухăша путрĕ. Петĕр çывăрма кайиччен тепĕр хут йăмрана ал сулчĕ те хăйĕн пӳлĕмне кĕрсе кайрĕ. Çывăрас килмест текен ача пуçне минтер çине хурсанах тĕлĕрсе кайрĕ. Çав самантрах йăмран туратти чӳречерен темле майпа тăсăлчĕ те çывăракан Петĕре пĕр ансăр йăлтăркка çавра сукмакпа таçталла илсе кайрĕ. Ача йĕри-тавралла пăхкаласа тĕлĕнчĕ: акă ун çулĕ çинче тĕрлĕ фигурăллă çуртсем курăнаççĕ. Пуç тăрринче тĕлĕнмелле причёскăллă, пружин пек силленсе тăракан тумтирлĕ, кăмрăк пек çунакан куçлă, лутака кĕлеткеллĕ çынсем унталла-кунталла утаççĕ. Палламан ача çине çаврăна-çаврăна пăхаççĕ, анчах пĕри те унпа сăмах хушса калаçмаççĕ. Юлашкинчен Петĕр чăтаймарĕ, хăйне çул кăтартакан йăмра тураттинчен çапла ыйтрĕ:

Малалла

Çил-тăман вĕçтерет


Çил-тăман вĕçтерет,

Чĕрене хĕстерет,

Ырра мар ку. Сисетĕп, сисетĕп...

Чун вĕрет. Пĕçертет.

Вăйăм çук. Пĕтерет.

Хамран-хамах çапла эп писетĕп.

 

Сивĕнет вĕри юн.

Кĕскелет шутлă кун.

Çав-çавах пурнăçа ăмсанатăп.

Эс ăçта, çамрăк чун?

Пулнă! Пулнă! Ан тун!

Юлашки хевтене хапсăнатăп.

 

Çил-тăман вĕçтерет,

Усала систерет.

Эх! Пурнасчĕ, пурнасчĕ, пурнасчĕ..

Çук. Чĕрем хĕстерет,

Вăхăта виçтерет,

Тӳперен Çĕр çине ман анасчĕ.

«Енилина пулсан — йăлтах ĕнерччĕ!..»


Енилина пулсан — йăлтах ĕнерччĕ!

Аттил лаши те çĕтĕлнĕ йĕнерчĕк,

Юман тымарĕ, ăрăм киремечĕ,

Неççе ятне те кивĕлле килтерчĕ!

«Исаев пур ватти, Исаев пур яшши...»


Исаев пур ватти, Исаев пур яшши,

Иккĕшĕ те вут пек хыпса çӳреççĕ:

Эльмек Иванĕ аслă гени теççĕ,

Ун эткерне ӳнер çуртне кĕртеççĕ,

Чăваш ăсталăхне çӳле çĕклесçĕ —

Çынсемшĕн тăрăшни вăл — пит якши!

«Асран тухмасть хуламăр Таяпа...»


Николай Балтаева

 

Асран тухмасть хуламăр Таяпа...

Умрах утать пек тимĕр туяпа —

Ăна çитес тесе мĕкĕлтететпĕр,

Лартатпăр йывăç юпаран хула,

Аваллăха тухатпăр та çула

Çитсе пĕтмесĕрех çĕре кĕретпĕр...

Сана шанатăп-ха. Кĕтетпĕр.

Йăмра пилĕ


Кăшал ялĕ пысăках мар. Унта урамĕ те виççĕ кăна. Çапах та ку ялăн та хăйĕн историйĕ, çыннисем, йăли-йĕрки, уявĕ… Ялти кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ… Пурнăç кустăрми кулленех çаврăнать, çаврăнать, çаврăнать… Пĕр тикĕс çавăрăнсан татахчĕ. Çук вĕт! Кама мĕнле шăпа пӳрнĕ — çавна курмах тивет. Унран ниçта та тарса хăтăлаймăн.

Çамкка та чиперех пурăнкалатчĕ-ха. Арăмĕпе иккĕшĕ пĕр ывăл ӳстеретчĕç. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Туймет тапчăм ӳссе çитĕнчĕ, пулăшакан та пулчĕ.

Çамкка хăй ывăлĕ валли çĕнĕ çурт хăпартса лартма ĕмĕтленетчĕ. Ашшĕ туса хăварнă пӳрчĕ кивелчĕ ĕнтĕ, ăшă тытми пулчĕ. Чăн-чăн арçыннăн çурт лартмалла теççĕ те, Çамкка та хăй ĕмĕрĕнче пĕр çурт çĕклесшĕн. Çĕнĕ çуртне вара аякка мар, кивви çумнех лартасшăн. Анчах пĕр чăрмав пур-ха: çурт лартас тенĕ вырăнта хулăн вулăллă, лаштра туратлă çӳллĕ йăмра кашласа ларать. Çамкка çамрăк чухнех пурччĕ çак йывăç. Миçе çул ларать-ши ĕнтĕ вăл пĕр вырăнта — никам та шутламан.

Çамкка пуçĕ çаврăнсах кайрĕ ĕнтĕ: шутлать, шутлать, шутлать… Кассан — каллех,.. касмасан — каллех... Çавах та йăмрана касса пăрахса çĕнĕ çурт çĕклес шухăш çĕнтерчĕ. Каланă — тунă. Виçĕ кун тăрмашрĕ Çамкка — йăмрана касса тирпейлерĕ. Касма касрĕ-ха та… Ахаль йывăç мар-çке вăл чăваш йăмри! Чĕрĕ вăл! Сывлать вăл! Сивĕре те, ăшăра та, çиллĕ çанталăкра та, аслати-çиçĕмре те хăйне сыхласа-упраса ларакан мăнаçлă йывăç. Турат çумне турат хушса, çулçă кăларса, çулçă тăкса хăй ĕмĕрне ирттерекен пархатарлă йывăç. Чăваш çыннин кулленхи пурнăçне сăнаса, унпа пĕрле е савăнса, е хурланса ларакан сăваплă йывăç. Тавралăха илем кӳрсе, сывлăша тасатса тăракан сиплĕ йывăç. Çынна хӳтлĕх паракан, чуна канăç кӳрекен ырă йывăç.

Малалла

Чунăма ырă ту


Çурхи ир йăмрасен айĕнче

Савăнать çĕнĕ кун — çут тĕнче.

Çурхи ир — юрату,

Чунăма ырă ту,

Вăй парсам юрату яшлăха çуркунне,

Вăй кĕртсем юрату яш-кĕрĕмĕн чунне...

 

Чунăма ырă ту.

Çурхи кун йăмрасен тăрринче

Кайăксем шăратаç юррине,

Çурхи кун — юрату,

Чунăма ырă ту,

Пĕлтерсем савние эп ăна кĕтнине,

Юрату тĕнчинче иккĕн çеç çĕтнине...

Чунăма ырă ту.

 

Çурхи каç йăмрасен сулхăнне

Пухăнсан çамрăксем çуркунне,

Çурхи каç — юрату,

Чунăма ырă ту,

Систерсем варлине, чĕререн савнине,

Юрату çимĕçне ĕшнере татнине...

Чунăма ырă ту.

■ Страницăсем: 1... 164 165 166 167 168 169 170 171 172 ... 796