Сар ачапа сарă хĕр


Ĕнтĕ тăван сăрт тӳпемне те хăпарса çитрĕç. Ял.

Юр — çăп-çăра. Шурă-шурă, мăнă-мăнă пĕлĕте авăртса-алласа тăнăн, тӳперен татти-сыпписĕр тăкăнать, тăкăнать, тăкăнать... Тавралăха, пĕтĕм çĕре шурă хурлăхпа хупăрласа хурасла, акăнать, акăнать юр çăмхи... Чарăнассин вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть.

Лав, ку çăтмаха Кĕçение урăх ĕмĕрне те кăтартмасла сĕвеккелле чăмса, шуххăн, ӳсĕмлĕн кĕрсе кайрĕ укăлча хапхинчен. Ку укăлча халхине, ку урама курасси — ĕнтĕ Кĕçенишĕн юлашки. Тем пек, тем пек тепеçленсен те пурнăç çиппинчен тытасла, татăлнă ĕнтĕ пурнăç çиплийĕ ун тĕлне, çĕрнĕ-çĕрĕшнĕ çĕнелмесле. Хăй мар, хăй урипе утса мар ĕнтĕ тек, йăтса, тулăка хурса, икĕ енчен виçшерĕн тăрса, тупăкне алшăллисемпе витĕрсе, алшăллийĕсемпе хулпуççи урлă кӳлĕнсе, татăла-татăла йĕрсе, вăраххăн та тӳсĕмлĕн капламланĕ Кĕçенин тăван-пĕтенĕ çак укăлча хапхинчен каялла. Чун пек, курăнас кун пек ылтăн шевлиллĕ этемрен вăхăтсăр, ытла та вăхăтсăр уйрăлма тивнишĕн хӳхлĕ, хурланĕ ял халăхĕ. Çапла, кĕрес пĕр енĕн ячĕ — пурнăç, тухас тепĕр енĕн ячĕ — вилĕм.

 

7

Килне çити ăсатасса ăсатать те-ха, хĕрĕпе епле пуплешмеллине тĕшмĕртсе пĕтереймест-çке-ха Никандр. Динăпа, хальччен илтмен-курман çын мар пулин те, мĕн тесе калаçмалла-ши унпа? Сăмах тупайман енне ял хыпарĕсем, шкул ĕçĕсем-мĕнсем çинчен пакăлтатса, харам халап çапса тăмалла-ши е хăçан та-пĕр пурпĕрех тапратмалли евĕке ним вăтанса-туса тăмасăр тӳрех, халех, çак самантрах тĕпĕ-йĕрĕпе лаплаттарса хумалла-ши? Чарас та хĕре, мĕн пулмалли пултăрах, мĕн илтмелли илттĕрех тесе — хăй кăмăлне кăлтăрт кăна карăнлаттарса хурас? «Юрататăп сана, Августина, хытă-хытă, çав тери, калама çук хытă юрататăп, сансăр минут та, çеккунт та пурăнма пултараймастăп», — тес. Е, васкакан вакка сикнĕ тенĕшкел, аякран-аякран çеç тапратмалла мар-ши ун пек-кун пеке? Калăпăр, иккĕшĕ улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех, акă, Динăна пĕри-тахăшĕ: «Августина, эсĕ питĕ-питĕ лайăх хĕрача. Яланах манпа çавнашкал лайăх пул. Пушкин», — тесе хут татки çырса панине аса илтернинчен пуçламалла мар-ши? Тавçăртăр, ăнланса илтĕр. Тавçăраймасан, ăнланса илеймесен вара, мĕ-ĕн...

Ну, çитрĕ тейĕпĕр Динăсен хапхи умне, ну, тăркалĕ тейĕпĕр йăли-пăлишĕн пĕр темиçе самант, тен, мăн çын пек, кĕçĕрхи çанталăксем-тӳпесем пирки те пăт-патхавхалавса пăхĕ-ха, ну, мĕн-ха вара малалла, мĕн? Ырă каç, тутлă тĕлĕк сунĕ те хĕре, урăх ним сăмах хушмасăрах, таплаттарĕ-и килнелле Никандр? Ашĕнчи ăшăнчăкне пач та палăртма хăю çитереймĕ-и? Нимĕн чухлĕ те-и? Ачаран пĕрле выляса-кулса ӳснĕ пулин те (вĕренессе те пĕр класрах вĕренеççĕ — вуннăмĕш класра), ай-яй кансĕр кĕмсĕркке иккен вăл кӳршĕ хĕрĕпе сăмах хушса чĕнес-си те!.. Чисти чĕр тамăк!..

Ак, Никандрсен, килĕ умне те çитрĕç вĕсем, унтан та иртрĕç, тепĕр тăватă кил аялалла та анса кайрĕç. Динăсен хапхи умне те пырса тăчĕç — йĕкĕтĕн ни хăйсен калинкки тĕлне пăрăнса кĕрес, ни Никоновăна хапхи патне çитерсе хăварнă-хăварман каялла çаврăнса утас кăмăлĕ палăрмарĕ-ха. Тăрать-ха, акă, вăл хĕре алăка уçса кĕме тăхтаттарасшăн хирĕнкелесе. Мĕнрен, мĕн амакран сăмах пуçарса ямаллине чухлаймасăр аптрать. Çĕлĕкне, шарфне, пальто çухавне майлакалать, ӳсĕре-ӳсĕре илет, алсасăр аллисене пальто кĕсйине чике-чике кăларать — çук, чĕринчи пур евĕке пурпĕр хăйса, патлаттарса калаймасть Никандр. Хĕр систĕр тесе, ун куçĕнчен те йăпăрт-йăпăрт пăхать, хăй хăюсăрлăхĕнчен именсе ассăн сывла-сывла ярать, сăмах хушма, пуçласа тапратма вара — пултараймасть. Хытнă ун чĕлхи, шалтан такам нĕрсĕррĕн тăлласа, пусăрăнтарса тăнăн, чăлханнă-чăмаккаланнă.

Дина та кӳршĕ каччи çырма хĕрринчи пӳрт умне çак вăхăтра, çĕр хута, ахальшĕнех анманнине сисмест мар, сисет. Хăçантанпа туслă-юлташлă пурăнса та кӳршĕ каччи ăна хапха умне çакнашкал ăсатса- хăварнине ас-тумасть-ха хĕр. Шкултан-мĕнрен, уроксем хыççăн е клубран, ушкăнпа кĕрлесе-шавласа аннисем пулман мар, темĕн чухлĕ те пулкаланă, анчах та кунашка-ал — «Дина, санпа калаçмалли ,пур-ха», тесе клубран иккĕшĕ пĕрле тухса килелле май сулăнни — çук, астумасть унашкаллине хĕр. Чи малтанхи, чи малтанхи ăсату ку хĕрпе каччă-шăн. Çавăнпа, йĕкĕт сахал сăмахлă иккеннине пĕле тăркач, путакана хавхалантарасла, «улăм çӳппи те тăсса пама» тăрать ăна хĕр:

— Кĕрес пуль, вăхăчĕ те вăраха кайрĕ, — тесе, алăкăн уçмалли тимĕрне шăнкăлт тутарса илет вăл.

Кă-ххăм! ӳсĕренçи тăвать йĕкĕт:

— Чим-ха... Ан васка-ха, Дина... Ман калаçмаллисем пурччĕ те санпа...

— Калаçмаллисем?.. Терĕн те-ха... Бал-маскарад çинчен-и? — пĕлмĕше печĕ Дина.

— Б-ал- маскарачĕ-мĕнĕ... Миçе градус сивĕ пур-ши кĕçĕр?.. Ашă, чĕпĕтмест... — чĕпĕтменнине, ăшă иккеннине палăртма, уснă çĕлĕк хăлхисене те хăпартса тĕвĕлесе хучĕ Никандр.

— Эп астăвассах Çĕнĕ çул каçĕ çапла, Ашă. Тӳлек. Çилсĕр. Умĕн кĕрлеттерет-кĕрлеттерет те сивĕ пĕр кана, унтан, хаяр хĕм сапса ывăннăн, лăпланса выртать тепĕрçемĕн, — хĕр сасси шухăшлă, ӳркевсĕр. — Юр вĕл-вĕл вĕçекенччĕ е лаплаттарсах çăваканччĕ иртнĕ çулсенче. Тем, курăнмасть-ха вăл кĕçĕр каç...

— Çапла çав, — килĕшрĕ унпа Никандр. — Виç эрне каялла епле тĕрĕлтеттерчĕ те, ĕшенчĕ те пуль, мăнтарăн. Сивви те, шартлами те ку халлĕн... Пулĕç-ха, пулмĕç теме çук. Пĕрре тытăнчĕ-тăк шатăртаттарма... Хам каçман та, аннӳ епле-ха, Дина? Самайланать-и, мĕн-и?

Те ыйтăвĕ тăрлавлă самантра мартан, те ыйтăвне кура чăнах та амăшĕн асапне чунĕ тĕлне тунăран, тăрук нимĕн те тавăрса калаймарĕ хĕр, уççи-хупписĕр çĕрелле пăхса тăчĕ-тăчĕ те хаш-ш сывласа ячĕ хуйхăллăн:

— Тăраймасть çав. Вырăнпах выртать. Хухнăçем хухать. Апатне те çын пулăшмасăр çиеймест, — терĕ вара амăшĕ умĕнче хăй темĕн айăпа кĕнĕн. — ... Ĕнтĕ эрне хыççăн эрне. Ним самайĕ, лайăхланни те палăрмасть. Пĕтнĕçем пĕтет... Хăрушă... Аптрамалла... Эсĕ çавна ыйтса пĕлесшĕнччĕ-и, Никандр?..

Хуравламарĕ ыйтăва Никандр.

— Вĕренӳ çулĕ вĕçленесси те тепĕр çур çул анчах.Тытăпăр, ларăпăр экзаменне. Аттестат илĕпĕр, çитĕнсе итни çинчен калаканнине. Саланăпăр, уйрăлăпăр пĕр-пĕринчен. Дина, ăçталла каясшăн эсĕ шкул пĕтерсен? — калас шухăшĕ пуртан, ыйтăва ыйтупа хупăрларĕ йĕкĕт. — Мĕнле, шухăшласа: пăхман-и эсĕ ун , пирки? Эпĕара, — каллех пĕр авăк тăхтаса тăчĕ каччă, — тухтăр ĕçпе, медицинăна çулăхса пăхас тетĕп. Пĕлместĕп, те пулĕ кĕресси, те пулмĕ малтанхи ăстрăмрах: конкурсĕ пит пысăк, теççĕ. Тапаçланасса вара — тапаçланса пăхатăпах. Пĕр хут, икĕ хут, виçĕ хут тапăнса пăхатăп — кĕрессе вара пурпĕрех кĕретĕпех... Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен манăн пĕр çавăнта кăна кĕрес килет, урăх ниçта та мар. Чун çавăнта çеç туртăнать, акă мĕн!.. Туртать-тĕк — çĕр çывăрмасăр вĕренетĕп те — кĕретĕпех. Пултараймастăп пуль, кĕрейместĕп пуль тесе тăмастăп, каланă — тăватăп...

Тĕлĕне тăрать Никандр: хăйĕнчен апла-каплине нихăçанах та асăрхаманччĕ вăл — ак сана, ме, кур: вăр та вăр ыткăнать ун çăварĕнчен чăх сăхса ĕлкĕрейми сăмах. Эккей, ахалех калаççĕ, эппин, ун пирки «чĕлхесĕр чĕлĕх» тесе. Парĕ ак сана вăн «чĕлхесĕр чĕлĕх». Никандр мар, Мукуç мучи хăраххи тейĕн. Йăт хăлху анине, сар: тытсан тытса чарайми ĕрĕхтерет вĕт чĕлхипе.

— Медицинăна тетĕн-и? — халиччен курмăш туса пурăннă çыннăн пачах та ку таранччен асăрхаман енне, вĕр-çĕнĕ енне, ярр! асăрханăн сасартăках, тем вăхăт пăхса тăчĕ йĕкĕт çине Дина. — Кĕтменччĕ. Тăнларăм та паян (ну, паян мар ĕнтĕ — çĕркаç, у-у-у, вăхăчĕ те тĕпĕртеттерет кăна иккен — ав, паçăрах çур çĕр иртсе иккĕмĕш сехет енне сулăннă), бал-маскарадра сана, ну, пирĕн хушшăмăртан та поэт тухать иккен, тесе шухăшласа илсеттĕм. Ăмсантăм. Мĕнлеччĕ-ха, ă-ă-ă... «Телей тени саркайăк евĕр çапсассăн мăшăр çунатне...» Шутсăр кăмăла кайрĕ. Вăт сăвă-тăк сăвă. Шутламан та эп эс ун пек çырасса. Халиччен пĕлтермен-вуламан — сасартăк, пат...

— Андрей Васильевич ыйтрĕ те... Кăтарткаланăччĕ эпĕ ăна хам çыркаланисене. Тухрăм вара пите кĕççе çĕлесе. Намăслантăм, — чăнахах та намăсланнă, çав намăсне питĕнчен шăлса тасатасла, янахне алă лаппипе сăтăркаларĕ Никандр, — Э-э-э, тупнă мухтамалли. Манашкал сăвăçсем кашни ялтах çыххи-çыххипе пуль. Вылямалла кăна вăл. Ячĕшĕн. Кĕрĕк арки йăваласа ларасси теесрен, — хĕр мухтани килĕшрĕ курăнать йĕкĕте — тути хушшинче кулă палăрчĕ унăн. — Мана та сăвăç вырăнне картсан вара. Ак, тап та ак çак хапха юпине тăрăслаттарса, сас кăларать-тăк, эппин, ăна та сăвăç темелле пуль?..

— Апла ан кала, Никандр. Итлерĕм те — питĕ чĕре патне пычĕç сăввусем. Шухăшлă, сăнарлă сăвăсем. Туйăмлă сăвăсем. Малалла та çыр, ан пăрах чуну суйласа илнĕ ĕçе. Тăрăш. Пурин те пулмасть вăл ун пекки. Çун. Тертлен. Атăлантăр тур панине, — терĕ те хĕр вĕçлемеш шухăшне çапла тĕвĕлесе хучĕ. — Ман шутпа, пустуях медицина пирки ăссăрланатăн эсĕ, Никандр. Санăн, ман шутла, сăвă енĕпех каймалла. Шупашкара-и, Мускава-и унта. Пур япалана пĕтерме памалла мар... Итлерĕм те сăввусене — ахашь-махаль çын мар иккен эсĕ, Никандр. Кӳршĕ каччи, кӳршĕ каччи тесе пурăнаттăм та, эп, пĕлменни, тĕшмĕртленни те темĕн чухлех иккен санра. Тĕлĕнмелле. Ахальтен каламаççĕ иккен: ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен, тесе... Вулаттармăн-и тата ытти сăввусене? Хаваспах, хапăлласах паллашнă пулăттăм. Вăт сана Никандр, те. Эс иккен — сăвăç!

— Сăвăç?! Хĕ, ĕнтĕ ăна та çырни вырăнне картсан, — Дина хавхалантарнипе хавхаланăвах кĕрсе ӳкрĕ, ахăр, Никандр — калаçать те калаçать. — Çынсем вăт — çырнă-тăк çырнă. Медицина енĕпех каятăп эпĕ, паллă!.. Нивушлĕ çынсене вăрăм ĕмĕрлĕ тума май çук? Сыватма, ыратмасăр пурăнтарма, нумай-нумай çул хевтеленме... Куратпăр вĕт-ха: сан аннӳ те, хăшĕ-хăшĕ те... Эх, пĕлейсенччĕ эпĕ тĕнче вăрттăнлăхĕсене... Ну, пăртак, хăть, ну, кăшт та пулин хăть... Ну, эппин, кантăр вăрри пысăкăш те пулин хăть. Вара... Вара эпĕ саншăн, Дина, калама çук чаплă япала туса панă пулăттăм. Пурăнтарăттăм сана çакă çутă тĕнчере аллă, утмăл, çитмĕл, сакăрвунă çул кăна мар, çĕр, икçĕр, виççĕр... тăватçĕр çул таран пурăнтарнă пулăттăм. Ну, хăвăн мĕн чухлĕ пурăнас килет, çавăн чухлĕ пурăнтарнă пулăттăм, эппин...

— Ой-ой-ой! Кайрĕ тĕпĕртеттерсе! Эс иккен, Никандр, ваккат пекех чĕп-чĕрĕ. Романтик тата, çитменнине. Интереслĕ. Эппин, çăхан ĕмĕрĕ сунатăн-ха эсĕ мана? Ну-у, Никандр! Ху, непуç, вăл таранах тертленесшĕн те мар-тăр-ха... Тăватçĕр çул! Тăватă ĕмĕр! Шанк хытмалла вĕт шухăшласан! Кăравул кăшкăрмалла! Тамăк! Чĕрĕлле нуша!.. Ну-и ну, Никандр! Аплах тертлентерме, мĕнпе айăпа кĕтĕм вара эпĕ сан умăнта?

— Айăпĕ-мĕнĕ... Кулатăн та-ха эсĕ манран. Çăвар вылятса çеç калать, тетĕн пуль те... Эп, мĕн, — каллех тем мутасларĕ Никандра, хавхаланăвĕ те чаксах-чакса пычĕ унăн, сăмахлас сăмаххи те уççăн-куççăнах ӳрĕкленчĕ — те «чĕлхесĕр чĕлĕхĕ» сырăнчĕ ăна паçăрхиллех: лап чĕмсĕрленчĕ йĕкĕт. — Эп, мĕн... — «Дина, килĕштеретĕп эпĕ сана. Килĕштеретĕп кăна-и? Юрататăп. Хытă-хытă, çав тери, калама çук хытă юрататăп, сансăр минут та, çеккунт та пурăнма пултараймастăп...» — тесе каласшăнччĕ те ĕнтĕ каччă, сăмаххи, ав, кăварли, пыр айĕнчен тухса вăркăнмалли, пыр анинчех катрамланса-хытса ларнă иккен хăйĕн; тухмасть, вăркăнмасть, чукмарпа тăрăслаттарсан та. — Эс, мĕн, Дина, вĕренсе пĕтерсен, сăрă енĕпех пикенсе пăхасшăн пулĕ-ха. Шакăр пиллĕкпе ĕлкĕрсе пыратăн та. Медаль те парĕç, ак, ылтăннине? Кирек ăçталла та саншăн çул уçă. Куратăн... — теме çеç пултарчĕ вара хăюсăррăн. — Сăрласса та такамран маттур сăрлатăп эс. Пиçет санăн, Дина. Класра та эсĕ — чи-чи хевтелли те чи-чи ăнтармалли...

— Тепле, ĕмĕтпе кăна унпа. Ĕмĕт вă-ăл... — курнăçанçи турĕ хĕр. — Кăвак хупли евĕр йăлтăрр курăнса хĕпĕртеттерĕ те пĕрре... Мĕн-ха, шухăшламан мар, шухăшла-каланă-ха эпĕ ун пирки. Ху калашле, кĕреймĕп те пикеннĕ-пикенмен. Ĕмĕчĕ те шатăрт хуçăлĕ. Намăсĕ те пĕкĕрĕлтермеллех тиенĕ...

— Кĕретĕнех! Каларĕ тесе калăн: кĕретĕнех! — Динăшăн мар, хăйшĕн пĕлтернĕн, шарт! татса хучĕ Никандр. — Сан ăсу-тăнупа та кĕмесен. Пустуй... Аннене пăхакан та кирлĕ. Каллах ураланаймасан... — çĕрлехи урама клуб енчен хуткупăс сасси хыттăн, уççăн вăркăнса кĕнĕрен, тăп такăнчĕ Дина: «Турчăка ачи, ахăр, Виталий». — Шкул вĕçлесе тухасси те тапĕр çур çул-ха. Пурăнар-ха унччен, курăнĕ...

Никандр хăйĕннех печĕ:

— Аннӳ те апла териех кансĕрленмĕ-ха. Тăрĕ. Ураланĕ. Сывалĕ. Утса-чупса çӳрекен пулĕ... — хĕрĕн хапхаран кĕрес кăмăлне туйăмласа «чĕлхесĕр чĕлĕхне» каллех «калаттарма» варшăнчĕ йĕкĕт. — Атя, иксĕмĕр те Шупашкара каяр? Эс — пединститута, художествăпа графика факультетне, эс — университета, медицина факультетне. Иккĕн иккĕнех. Пĕр ял каччипе хĕрĕ. Пĕр хулара. Курнăçса, пĕр-пĕринпе сăмахласа тăрăпăр... Иксĕмĕре те лайăх пулĕ...

— Эс, Никандр, çавна каласшăнччĕ-и паçăр? Тем, калаçмаллисем пур, тесеттĕн те? — клуб енчи купăс сасси кунталла, Çуткасалла, вăйланса килнĕрен, «чĕлхесĕр чĕлĕхĕн» салтăнмах пуçăннă тути-çăварне тĕппипех салтма, чăлханчăкне сирме пулăшасла, йĕкĕте хыпалантарчĕ хĕр. — Кала, кала, каламалли пулсан. Тăнлатăп эп... Çавна çеç каласшăнччĕ-и вара эс, чăн та?..

— Ăна-кăна мар та-ха... — хĕр хăюлăхĕнчен шалт аптăрарĕ каччă, — Ăна кăна мар та-ха... Эп, мĕн...

— Эс, мĕн... — сăмаха самахла сыпăнтарчĕ Дина, Никандр еннĕ пат пахса. — Калам-и хамах эс мана мĕн калассине?

Пуçĕ тăрне халь-халь темиçе пăтлă темĕскер йăтăнса анасса кĕтнĕн, пĕтсе; хулпуççийĕсене пусăрăнтарса, хĕре питĕнчен пăхма хал çитереймесĕр шăппăн сас пачĕ Никандр:

— Кала... Калах, эппин, калассăвах килсен, — терĕ.

— «Дина, эпĕ сана юрататăп. Тахçантанпах, тахçантанпах: Савниçĕм. Кĕçĕр, бал-маскарадра, «Телей тени саркайăк евĕр çапсассăн мăшăр çунатне...» сăвва та эпĕ сана халалласа çырнă. Ун пек сăвăсем манăн татах та, татах та пур», — тесшĕн вĕт эсĕ? Ну, пĕлтĕм-и? — каччăн пăчăртаннă чĕри çине хутаççипех пăрăç чӳшкĕнтерчĕ Дина.

— Ну... — тата мĕн илтмелли юлчĕ-ши-ха тесе, пушшех те пĕкĕрĕлерех пачĕ Никандр.

— «Августина, эсĕ питĕ-питĕ лайăх хĕрача. Яланах манпа çавнашкал лайăх пул. Пушкин», — тесе хут татки çырса пани те эсех. Улттăмĕш класра чухне. Тăватă çул каялла. Паян тавçăрса илтĕм çавна. Итлерĕм те сăввусене — янк пырса кĕчĕ пуçа: «Акă кам иккен вăл хамăр ял Пушкинĕ, Анат Сăрмăш ывăлĕ — Никандр», — терĕм... Ну, мĕнле, пĕлтĕм-и?.. Тĕп-тĕрĕсех-и? — тимĕр çатма çинче ăшалантарнă пек ăшалантарчĕ йĕкĕте Дина.

— Ну... — килĕшет унпа Никандр, нимпе тӳрре тухма тавçăраймасăр.

— Ну, вăт, апла-тăк, итле! — хăтăрин хăтăрмасăр, мĕн витĕмлемеллине шат! татса, пĕтĕм сулăмпа витĕмлет каччăран хăвăртрах уйрăлса пӳрте кĕме хыпăнакан Дина. — Юратмастăп эпĕ сана, Никандр. Илтетĕн-и, ю-рат-мас-тăп. Ан çӳре эсĕ ку хапха умне урăх. Хăвăр хапхăр умне Çит те — чарăн. Сана мар, урăххине юрататăп эпĕ. Ан çиллен. Кĕрер. Килтисем те çухатсах ячĕç пуль. Вăхăчĕ те чылая кайрĕ, — терĕ хĕр, хапха алăкĕн тĕксе уçмалли тимĕрне хыпаласа. — Ăсатса хăварнăшăн, уçăлса калаçнăшăн — тавтапуç.

— Тавтапуç!.. Ытла та хаяр капла, Дина, шелсĕр! — ăнланасса кĕтнĕн, тилмĕрнĕн тĕсĕрĕ Никандр хĕре; куçĕпе унăн пӳне-сине, çĕрлехи юр çутинче сулхăннăн палăракан сăнне-питне ыталарĕ. — Вĕлтрен чĕлхе...

— Вĕлтĕрен-и, вĕлтĕрен мар-и — чăн сăмах, Никандр. Хамра тĕвĕленменнине ма пур туса кăтартмалла, тет, вара ман? Саншăн-и? Сан еккӳне самайлатас тесе-и? Ара, вăхăчĕ çитсен, суйи тытăнмаллипех тытăнсан, тĕкмепе карталаса çаврăнсан та хăтарса хăвараймăпăр ку лăтти-латтие... Ара, мĕн тенĕ-ха ваттисем... Ирхи ăс каçхи ăсран пин хут уçăмлăрах, тенĕ-и-ха? Çавна илер те, эппин... Каçхи çутăра ырри те усаллăн, усалли те ыррăн курăнакан та... — шанчăк хĕлхемне вĕлкĕштересле сăпайлăн хуравларĕ хĕр. — Ну, уйрăлăпăр, эппин. Сывă пул... Эп кĕтĕм...

■ Страницăсем: 1... 19 20 21 22 23 24 25 26 27 28 29 ... 35

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: