Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ


— Пĕр самант, эсир ыйтни пурнăçланать. Хăй микрофон патне пычĕ те:

— Халь çамрăксем, — дискотека!

Эй хуçкаланчĕç, эй пăркаланчĕç вара каччăсемпе хĕрсем пĕр çаврăма тăрса. Хăна хĕрĕ те ушкăнран юлмарĕ. Дискотека вĕçленсен Маюкпа Кавĕрле хăна хĕрне Уçтюк аппăшсем патнех çитерсе хăварчĕç.

— Ыран эпир апла Кирюксем патне сĕтел майлаштарма каятпăр? — ыйтрĕ Маюк савнийĕнчен.

— Кирюк çапла терĕ, туйĕ вĕт тата эрнерен, унччен веçех хатĕрленсе çитмелле.

— Апла эсĕ ирхине ман пата пыр, пĕрле кайăпăр, халех хăнăх манпа пĕрле çӳреме.

— Итлетĕп аслă матрос. Эсĕ хушни маншăн хирĕçлеме май çук приказ, — терĕ те Маюка ытамне илсе хăй çумне чăмăртарĕ, тутинчен хĕрӳллĕ те вăрахчен чуп турĕ.

— Инкек эсĕ, Кавĕрле, инкек. Пĕрремĕш каçах мана ирĕксĕлерех чуп тунăччĕ. Çав йăла халĕ те тăсăлать. Хулара пурăнса та культура хăнăхман. Ыйтасчĕ хăть, сана синйорита чуп туса илсен эсĕ хирĕç мар-и? — тесе. Тутана кăштах писевлетнĕччĕ, ăна веçех ĕмсе илсе çăтсах ятăн пуль?

— Сана çав писев шалккă-им? Эсир ăна тутăрсене сĕретĕр, наркăмăшлах мар пуль-ха вăл, ман хырăмах пăсмĕ.

— Ан çиллен, эпĕ шӳтлешетĕп çеç. Эсĕ чуп тума тытăнсанах ӳт-пӳ тăрăх савăнăç хумĕ чупса чĕре патнех çитрĕ. Нумай тăрар мар, Кирюксам патне иртерех çитер. Савнисем уйрăлса Маюк пӳртне кĕчĕ, Кавĕрле килне утрĕ.

 

* * *

Туй — ял-йыш, тăван-пĕтенсен пысăк савăнăçĕ. Халăх мăшăрланакансене сума суса йӳççине ĕçсе тутлă юрăсем шăрантарать. Çапах та хальхи туйсем аваллăхрисемпе танлаштарсан — çĕрпе пĕлĕт. Аслă вăрçă хыççăнхи çулсенче те хĕр çураçма кайсан ашшĕ-амăшĕсем туйĕ миçе киле, çĕнĕ хăна ĕçки миçе киле кĕмелли пирки калаçса татăлнă. Хальхи туй пулас упăшкан килĕнче çеç иртет. Вăхăт иртнĕçем йăла-йĕркесем те улшăнса пыраççĕ. Апла пулсан та савăнăç шупкаланмасть.

Çинукпа Кирюк туйĕ ыран тесен Хĕлип Элексейĕн çурчĕ патне икĕ çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Пĕринчен Мĕтри пиччĕшпе мăшăрĕ, ачисем, тепринчен Арсен Вагановичпа армĕ, вĕсен ывăлĕпе хĕрĕ анчĕç. Хаклă хăнасене Кĕтернепе Элексей, Витюк шăллĕне аллинчен яман Çинук, туя хатĕрленме пулăшма килнĕ Маюк çăкăр-тăварпа, кăпăкланса тăракан чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç.

Каярахпа Красноярск хулинчен Анук аппăшĕпе упăшки, Томск хулинчен Микĕхвĕр пиччĕшĕпе мăшăрĕ çăмăл машинапах килсе çитрĕç. Тĕлĕнтерчĕ çак икĕ мăшăр ашшĕ-амăшĕсене. Микĕхвĕр арăмĕ майра, Анук упăшки вырăс пулсан та таса чăваш чĕлхипе пĕр çаврăм юрă юрă шăрантарчĕç.

 

Туй, туй тесе çил пек вĕçсе çитрĕмĕр,

Яшка-çăкăр килте те пур, эрех ĕçме килтĕмĕр.

 

Апăшпе пиччĕш Тăрнапуçĕнчен кайнăранпа та тăван киле пĕрре те килсе курман. Вĕсем туя килсе çитни кӳршĕллĕ çемьесемшĕн ик хут савăнăç пулчĕ. Кăпăкланса тăракан чăваш сăрине ĕçсен:

— Вăт ку сăра-тăк сăра, — мухтарĕç хаклă хăнасем. Çинук аллинче пĕчĕк ача курсан сăмах калама аптраса тăчĕç-ха пиччĕшпе аппăшĕ.

— Ара, чим-ха, качча тухичченех ача çуратма ĕлкĕртĕн-и? — тĕлĕнчĕç вĕсем.

— Çук, ку ман ача мар, вăл ман чи юратнă шăллăм.. Çакна илтсен аппăшпе пиччĕш ашшĕпе амăшĕ çине тата та тĕлĕнерех пăхрĕç. Ашшĕ пенси çулне ик çул каярахах çитнĕ, амăшĕ те пиллĕкмĕш теçеткене вĕçлесси тата ик çул çеç юлнă.

— Эсир асар-писерле ан шухăшлăр-ха, — хутшăнчĕ калаçăва Элексей. — Çинук вĕренме кайсан ачасăр çурт тăлăха юлнăн туйăнчĕ. Çинук хĕллехи каникула килсен унран ирĕк ыйтса чунсăр çамрăк амăш çуратнă ачине больницарах хăварнă. Вăт çавна эпир усрава илтĕмĕр. Витюка эпир усрав ачи пек мар, хамăр çуратнă ача пек ӳстеретпĕр.

— Вăт, Боря, эпир те санпа виç пӳлĕмлĕ хваттерте иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Каларăм-çке сана, атя-ха пĕр тăлăха çемьене илер тесе. Эсĕ тем хăраса тăратăн. Ман аттепе анне ватлăх çулĕсене кĕрсе пыраççĕ пулсан та, ав, хăраса тăман. Пĕтрĕ ман тӳсĕм, Красноярскине таврăнсанах пĕр тăлăх ачана çемьене илетпĕр.

— Эпир мĕн урамра калаçса тăратпăр, атьăр пӳрте, — татрĕ калаçăва Кĕтерне. Сире унта чаплă кĕреке кĕтет.

Пĕрер черкке ĕçсе апатланнă хыççăн ăшă калаçу темченех тăсăлчĕ. Анук хĕрĕпе Микĕхвĕр ывăлĕ инçет тухăçри хуласенчи ĕç-пуç, Элексейпе Кĕтерне, Ваççа, Мĕтри пиччĕш Атăл тăрăхĕнчи пурнăç çинчен каласа пачĕç. Унта та, кунта та ĕлĕкхипе танлаштарсан ытлă-çитлĕ пурăнакансем сахал. Çавăнпах хуласенче те, яллă вырăнсенче те ыйткалакансем йышланса пыраççĕ. ĕçсĕр тăрса юлнисем те сахал мар.

— Тĕлĕнетĕп эпĕ, — тет Ваççа, — пĕтĕм Раççейри хура халăх тертпе нушана кĕрсе ӳкнĕ. Олигарсем, Патшалăх Думин депутачĕсем тата ăнăçлă ĕçлекен усламçăсем çеç çĕр çинчех райри пек пурăнаççĕ. Ытти халăх тем пек тăрăшсан та сикчевлĕ кун-çул йăрăмĕнчен тухаймасть. Акă эпир Элексейпе хамăр лавккана уçрăмăр. Ямăт укçа хăйпăтас тесе кашни уйăхрах Шуршывран тĕрлĕ тĕрĕслевçĕсем килсе çӳреççĕ. Тупрĕç вĕт чăкăлтăшланмалли сăлтав: лавккапа столяр цехĕ пĕр çуртра пулмалла мар — станоксен шавĕ ытла вăйлă-мĕн. Тĕрĕс-ха вăл, станокĕ пысăк шав кăларать. Мĕншĕн чиновниксем лавккана уçнă чухнех асăрхаттарман. Халĕ ĕнтĕ лавкка уçă чух манăн цех ĕçлемест. Элексей ашшĕн кив вити пур, туй хыççăн ăна юсаса станоксене çавăнта куçаратпăр. Ик хут ĕç тутараççĕ.

— Çитĕ-ха сире начарри çинчен кăна калаçма, — хуппа кĕрет Кĕтерне. — Начарри çумĕнче лайăххисем те йышланса пыраççĕ, хутран-ситрен пенсисене те кăштах ӳстереççĕ. Паллах, çĕрме пуянсен шайĕнче эпир нихăçан та киленес çук. Çапах та ял çынни, çĕр çинче ĕçлекен выçă вилес çук. Хамăр кăна мар хула çыннисене те çăкăр çитеретпĕр, аш-пăшпа тивĕçтеретпĕр. Атьăр-ха хуларан килнĕ хăнасем умĕнче хамăр мăнаçлăха мĕскĕнлетер мар, ыранхи туя савăнăçлă, пуçа усмасăр ирттерер.

— Тĕрĕсне калать анне. Икĕ пиччĕшпе пĕр аппăш Çинукăн хĕр туприне тивĕçлĕ, ĕмĕр асăнса пурăнмалăх парне пирки шутлар, вăрттăн, ймăкăмăрăн хăлхи илтмелле мар, — сĕнет Мĕтри.

Икĕ пиччĕшпе аппăш сĕтел хушшинчен тăрса урама тухрĕç. Канашлу вăраха пымарĕ. Сĕтел хушшине таврăнсан Анук аппăш Çинукпа юнашар ларчĕ те ăна хăлхинчен тем пăшăлтатрĕ.

— Çичас, — терĕ вăл, шифоньер çӳлĕкĕсем çинчен хăй паспортне илсе Анук аппăшне тыттарчĕ.

— Халь ĕнтĕ эсĕ Зинаида Самаева пулса тăнă, Филиппов хушаматшăн тунсăхламастăн-и?

— Малтанхи вăхăтра пурччĕ ун пек туйăм, анчах Кирюкпа… Калас тенине вĕçне çитереймерĕ йăмăкĕ, хăмач пек хĕрелсе кайрĕ.

— Сан çĕнĕ паспортна Микĕхвĕр те курасшăн, — апăшĕ куçĕнчен пăхсах ăнланчĕ йăмăкĕ калас сăмахсене.

Мĕтри, Анук, Микĕхвĕр аслин машини çине ларса Шуршыва вĕçтерчĕç. Кунта пĕр лавкка çеç çăмăл машинасем сутать. Часах вĕсем ем-ешĕл Лада Гранта текен машина патне çитсе тăчĕç.

— Ăшă тĕс, пурнăçĕ те вĕсен ешерсе çеç тăтăр. Машинана Çинук ячĕ çине çыртарса укçа тӳлерĕç те Микĕхвĕр çĕннин рульне тытрĕ, Анук Мĕтри пиччĕшпех Тăрнапуçне таврăнчĕç. Тин туяннă машинана Кавĕрлесен картишне хăварса ашшĕ çуртне таврăнчĕç.

 

* * *

Çĕртме хĕвелĕ тӳпенелле кармашнă май Тăрнапуçне çупăрлать. Чиркӳ чанĕ янраса халăха ирхи кĕлле йыхравлать. Хĕлип Элекçейĕпе Самай Ваççин çемйисем те, килнĕ хăнасем те хĕвелпе пĕрлех ура çинче. Тăхăр сехетре Кирюк, каччă çуммисем, паллах пĕри Кавĕрле, тепри Кĕтнепуçĕнчи ĕçкĕç пулнă Матрюн ывăлĕ Çеруш тата ытти юлташĕсем туй сĕтелне валли апат-çимĕç хатĕрлеме пулăшаççĕ. Кавĕрлепе Маюк сапунсем çыхнă та сад пахчин пĕр кĕтесĕнче чăх тукмакĕсенчен, сысна ашĕнчен шашлык пĕçереççĕ. Çеруш вĕсене тĕтĕм ытларах тухтăр тесе нӳрĕрех кăвайтсемпе тивĕçтерсе тăрать.

— Ну, мĕнлерех пыраççĕ ĕçсем, — кăсăкланать таçта васкаса утакан Ваççа.

— Чиперех-ха, Ваççа пичче Кирюкпа Çинук венчете кайнă çĕре эпир хамăра шаннă ĕçе пурнăçлатпăрах, — тавăраç Кавĕрлепе Маюк.

— Матурсем эсир. Çеруш, аннӳ халь эрехпе пит иртĕхмест-и? — чарчĕ Ваççа кăвайтă йăтса пыракан йĕкĕте.

— Ваççа пичче, эсĕ асамçă пулас, çавăн чухне аннене ир-ирех эрех шырама яманни ытла та вырăнлă пучĕ-тĕр, çавăнтанпа эрех таврашне çăварне те илмест. Пирĕн киле телей яланлăхах тĕпленчĕ пулас. Сана пуç тайса тав тăватпăр йăмăкăмпа, шăллăмпа пĕрле. Анне те Турăш умне тăрсах Çӳлти Аттемĕртен кĕлĕсем каласах сан сывлăхна упрама, ĕçĕсене ăнтарма ыйтать. Эпĕ ĕнтĕ вăтам шкула кăçал вĕçлерĕм. Тем пекех аслă шкула кĕрсе тарăнрах пĕлӳ илесшĕн, анчах аннене, йăмăкпа шăллăма хăйсене кăна хăварма шикленетĕп. Çавăнпа куçăн мар кăна вĕренме кĕресшшĕн. Аграном пуласшăн эпĕ, тăван ялтах ĕçлесшĕн. Пирĕн колхоза та «Шуршыв — тĕш-тырă» холдингне йышăнчĕç. Çавăн пысăккăш ялта бригадир пулса ĕçлеме çын тупаймаççĕ. Арçынсем шапашка çӳреме хăнăхрĕç те çĕр ĕçĕнчен пачах писрĕç. Мана çураçаççĕ бригадир пулма, экзаменсем вĕçленессе çеç кĕтеççĕ. Хăратăп эп, Ваççа пичче, çав яваплă вырăна йышăнма, ытла çамрăк вĕт.

— Эй, Çеруш, эсĕ мĕн ачаран нушапа терт, хуйхă-суйхă ытамĕнче ӳснĕ, темле йывăр пулсан та аннӳне пăрахман. Яшлăх çулĕсенчех пурнăçăн йӳççĕшне тăраничченех тутаннă, сакăлтăклă шăпана парăнмасăр çĕнтерӳçе тухнă. Апла-тăк, сан кăмăлу çирĕп, чуну çăл шывĕ евĕр таса та уçăмлă. «Куç хăрать те алăсем тăваççĕ», — тенĕ пирĕн мăн асаттесемех. Йывăр пулĕ малтанлăха, анчах ан парăн эсĕ вĕсене. Çын пурнăç тăршшĕпе кĕрешет, алне усмасан çĕнтеретех çав йывăрлăхсене. Килĕш бригадир пулма.

— Юрĕ, Ваççа пичче, сан канашна тĕпе хурса йышăнăп эпĕ çав вырăна. Кĕтнепуçпе Тăрнапуç ялĕсем хушшинче 15 километр çеç, канашсем ыйтма сан патах килкелĕп.

— Кил-кил, эпĕ çĕр ĕçĕнче вăй хуман, ман алăра пуртă-пăчкă вылянă, çапах ăна-кăна ăнкртатăп. Ман ăс çитмесен тыр-пул ăстисемпе курăнаçса калаçăн. Манăн пĕрремĕш канаш — акăнмасăр юлнă анасен калăпăшне чакар. Çĕр хĕсĕр ĕне мар, вăл кашни çулах тухăç паракан çăлкуç, хресчен, пĕтĕм халăх пуянлăхĕ. Çакна нихăçан та ан ман, — сăмаха вĕçлесе Ваççа хăй ĕçне тума утрĕ, Çеруш — шашлык пĕçерекенсем патне.

Элексейсем патĕнче те ĕçлĕ хĕвĕшӳ. Çинука аппăш, инкĕш, Арсен Ваганович мăшăрĕ тирпей-илем кĕртеççĕ: туй кĕпине тăхăниччен пит çăмартисене писевсемпе сăрлаççĕ. Ахаль те илемлĕ хĕре юмахри пикене çавăраççĕ. Кĕтерне хуплу тума пăрахсах хĕрне ăрăмçăланине пыра-пыра пăхать. Юлашки пырура чăтаймарĕ:

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11