Сикчевлӗ кун-ҫул :: Иккӗмӗш пайӗ
— Ку вăл, Ванчча пичче, Яхруç аппа хĕрĕ Маюк. Ăна Çар хĕсметĕнчен хăйне лайăх енчен кăтартнипе отпуска янă.
— Ытла та çыпăçуллă-çке ун çинче матрос тумĕ. Чисти куçа илĕртет.
— Эпир каяр-ха ĕнтĕ, Ванчча пичче, килсене çитсе çемьесене те курас килет.
Темченех пăхса тăчĕ ват çын çамрăксем килĕшӳллĕн утнине. «Эпĕ те вĕт матрос пулнă, манăн та кăкăр лаша пĕкки пек каçрăлса тăнă. Эх, иртрĕç çав çулсем», — кулянчĕ ăшĕнче шупка пуçлă мучи.
* * *
— Анне, эпĕ килтĕм, — чĕнчĕ чĕркуçленсех турăшсем умĕнче кĕлĕ тăвакан амăшне Маюк. Яхруç вартах ури çине тăрса сасă енне çаврăнчĕ, аллисене вĕçсе каясла сарса хĕрĕ патне утăмларĕ. Ăна хăй ытамне илсе пуçне Маюк хулпуççийĕ çине хурса сасăпах макăрса ячĕ.
— Килтĕн-им, хĕрĕм, çитрĕн-им ылтăнăм, — ĕсĕкленĕн тухрĕç сăмахĕсем, — кĕтсе илеймĕп тенĕччĕ эпĕ çак куна. Сасартăк амăшĕн аллисем Маюк пĕвĕ тăрăх шуса анчĕç, вăл татах чĕркуçленчĕ. Шывланнă куçĕсемпе Маюк куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ.
— Каçар мана, хĕрĕм, каçар. Аслă Аттемĕр умĕнче сана тархаслатăп. Ачапча ӳсĕмĕнче анне ăшшине сана параймарăм. Пуçăмра пĕрмай укçа шухăшĕ тăчĕ, таврара чи пуянни пулас терĕм. Хамри чун ăшшине укçашăн сутрăм, хам тунă хура ĕçе сан çине ярса таса юлас тесе тепеçлентĕм. Мĕнлерех хур кăтартнă эпĕ сана.
— Анне, халех тăр уру çине. Пулни-иртни тахçанах Тарса шывĕпе юхса кайнă. Кӳрентернĕ, тарăхтарнă пулсан та эсĕ мана пурнăç парнеленĕ пĕртен-пĕр анне. Сан çине тарăхнипе кайман эпĕ Çар ретне. Хамăн ĕмĕте пурнăçлас тесе эпĕ салтак пултăм, анчах сан çинчен кашни кун аса илнĕ, саншăн чун-чĕрене ыраттарнă. Халь, ак, вĕренме те кĕтĕм. Ку кăна та мар, эпĕ юлташсем пулăшнипе тăван аттене те шыраса тупрăм. Вăл — Арсен Ваганович Татулян, эрмен йăхĕнчен.
— Тупрăн апла?
— Тупрăм анне, тупрăм. Ăслă-пуçлă çын, арăмĕ те ун теветкел кăмăллă хĕрарăм, манпа хăй хĕрĕ пек ăшпиллĕн калаçрĕ.
— Эх, ăссăр мар-и ĕнтĕ эпĕ? Алла кĕме пултарнă телее хамах таптаса çĕрпе танлаштарнă. Манри мĕнпур ухмахлăх атте-анне тĕрĕс ăс-хакăл пама тăрăшманнинчен килчĕ. Эпĕ вĕт Тилишухсен йăхĕнче пĕртен-пĕр хĕр ача пулнă. Ачашлăх ытамĕнче иртĕхсе ӳснĕ пулсан та ман кун-çул çавăн чухнех сикчевленме пуçланă. Сана та эпĕ Аслă Турă умĕнче пысăк çылăха кĕрсе пурнăç панă. Иртнине каялла тавăрма çук, анчах пĕр çулталăк пĕчченлĕхре асапланни ман кăмăла çĕнетрĕ, çынсем, пурнăç çине урăх куçпа пăхма пуçларăм. Халиччен ман кăмăл тӳнтер пулнă-тăк, паян вăл пиччĕн енпе палăрать.
— Çитĕ ĕнтĕ анне хăвна питлесе кышлама. Пулни-иртнине çын куçĕсене ĕмĕрлĕхе хупиччен те манаймасть. Эсĕ вĕсене ăсна час-час ан кĕрт, çынсемпе ытларах хутшăнăва кĕр. Часах эсĕ те пĕччен пулмăн. Çинукпа Кирюк туйĕ хыççăнах чаçе таврăнсан Çар хĕсметĕнчен анне пĕр пĕччен асапланать тесе хăтарма ыйтатăп, Тăрнапуçне таврăнатăп. Кавĕрле те таврăнать. Тен, кăçал кĕркунне, пирĕн туй та та кĕрлĕ…
— Ай пĕсмĕлле! Ниушлĕ çын çине тăруках çавăн чухлĕ телей йăтăнса анма пултарать? Пĕлетĕн-и, Маюк хĕрĕм, пурнăçра чи хăрушши — пĕчченлĕх. Атте хӳттинче çав хăрушлăх мана çитмĕ тесе шутланă, ун хӳттипех эпĕ халăха та улталанă, Петруçа та хам çумма çирĕп кăкартăм тесе шанса пурăннă, сана та хамăн суялăхпа пылчăкпа варалама хăю çитернĕ. Анчах тĕрĕслĕх темле каварлă суялăха та тăрă шыв çине кăларать. Хам таса юлас тенĕ ĕмĕт пĕр куна та çитмерĕ. Çемьере тĕрĕслĕх тупас çуккине ăнкартса эсĕ хăвна хӳтĕлеме шанчăклă юлташсем хăвăрт тупрăн. Вĕсен пуçарăвĕпе шкулта пуху ирттерсе Кĕлмук мучие те унта калаçтарнă. Матур, эсĕ, ман хĕрĕм. Анчах мĕншĕн Çар ретне каймаллаччĕ? Пĕр-пĕринпе ăшпиллĕн калаçса тĕрĕслĕх патне çитеймен пулăттăмăр-им?
— Анне, эсĕ ун чухне манпа пĕрре те ăшшăн калаçман. «Çавна ту, кăна ту», — хушусене кăна илтнĕ. Ял хушшине тухсан Маюк Петруç хĕрĕ мар текен калаçусене пĕрре мар илтнĕ. Пайтах пуçа ватнă эпĕ кун пирки. Петруç аттепе хам юна ДНК тишкрĕвне ирттерес шухăш çуралчĕ, халăх калаçăвĕ чăнлăха уçрĕ. Çирĕм çула яхăн эпир суялăх танатинче вĕткеленсе пурăннă. Çав суялăх сан пурнăçна та аркатса хăварчĕ.
— Тĕрĕсне калатăн хĕрĕм, халь эпĕ урăх кăмăллă çын, ял-йышпа пĕр чĕлхе тупрăм. Нумай та кирлĕ мар иккен çынсемпе килĕштерсе пурăнма — тĕрĕслĕхе çеç мала хумалла. Ун чухне кун-çула та нимле сикчевлĕх те пусăхлаймасть. Эпĕ халь яка та тикĕс çулпа утатăп.
— Маттур эсĕ манăн аннем. Ху ăсупа çак шухăшсем патне çитрĕн пулсан эсĕ маншăн та çынсемшĕн те шанчăклă çын.
— Апла каçаратăн?
— Анне, эпĕ сана тахçанах каçарнă. Турă каçартăр. Эпир санпа эп килнĕренпе калаçатпăр. Хырăм сăмахпа тăранмасть, атя-ха мĕн те пулсан çиер.
— Ах, каçар хĕрĕм, чейнике плита çине лртам-ха, — васкрĕ Яхруç тĕпелне. — Холодитльникре кăлпассисем, сыр, сарçу та пур. Пĕчченшĕн эпĕ сайра хутра кăна яшка пĕçернĕ.
Чейникри шыв вĕреме кĕрсенех вĕсем кăлпассипе, сырпа, çăкăр çине çу сĕрсе чей ĕçрĕç. Яхруç сехечĕ çине пăхса илчĕ те лавккине кайма пуçтарăнчĕ.
— Эпĕ те санпа ял курмалла пыратăп, пĕччен мĕн туса ларас ман килте?
— Атя, хĕрĕм, атя, курччĕр çынсем эсĕ еплерех пикене çаврăннине. Çар тумĕ те сан çинче çав тери ятуллă ларать, каччăсем те сан çине ăмсанса пăхĕç.
Маюкпа Яхруç тăкăрлăкпа тӳрĕрен тухмарĕç, ял урамĕсемпе лавкка патне çаврăнăçран васкамасăр утрĕç. Куран-пĕри вĕсене пуç тайсах сывлăх сунчĕ, темченех амăшпе хĕрне ăшшăн пăхса юлчĕ. Вĕсене хусахла пурăнакан Пракух тĕл пулчĕ, шанках хытрĕ, Маюка çавăркаласа пăхрĕ те:
— Ах, ватта юлтăм пулас, çамрăкрах пулсан эпĕ паянах çак пикене качча илме хатĕр. Ах Тур илемленсе кайнă эсĕ Çар хĕсметĕнче. Пирĕн ялтан халиччен Çар ретĕнче хĕрупраçсенчен никам та тăман. Сана курса, курăр ак, ыттисем те салтака кайма пуçлĕç. Маттур эсĕ, Маюк, пур енчен те маттур.
Маюк амăшпе лавккара кăшт тăрсан тăван ялне курса çӳреме тухса кайрĕ. Хăй хыççăн пĕр ушкăн хĕр пынине туять хĕр. Вĕсем хăйсен хушшинче пăшăлтатса калаçаççĕ, сăмах тапратма вăтанаççĕ. Пĕри, хăюллăраххи чăтаймарĕ, Маюка хуса çитрĕ те:
— Кала-ха, Маюк аппа, Çара каяс кăмăл пур хĕрсене пурне те салтака илеççĕ-и?
— Сывлăх чипер пулсан никама та хирĕçлемеççĕ.
Каçпа кĕтӳ кĕрсен Маюк Петруç ашшĕсем патне çитсе кученеçĕсене пама кайрĕ. Вĕсен çурчĕ умне халĕрех кăна тракторпа утă кӳрсе пушатнĕ. Петруçа пулăшма кӳрши-аршисем те пухăннă — пурте типĕ утта вите тăрне туса лартнă хуралтă патне сенĕксемпе йăтаççĕ. Петруç ашшĕ виç йӳплĕ сейникпе утта вите тăрне парса тăрать, шалтан Таиç сасси илтĕнкелет: çĕклеме хăш еннерех памаллине каласа тăрать. Маюк та сейник тупса утта вите патне йăтма тытăнчĕ.
— Хĕрĕм, варланса-çӳпĕленсе пĕтетĕн вĕт, — асăрхаттарчĕ Петруç сывлăх суннă май.
— Темех мар, атте, çӳппи-çаппи, тусанĕ хывăнса силлесен веçех тасалать.
Пĕчĕк ниме ĕçĕ кал-кал пычĕ, çур сехет те иртмерĕ, типĕ утă шыв кайман хуралта вырнаçрĕ. Таиç çĕре анчĕ, вăл пăшăхса тарланă питне сапунĕн вĕçĕпе сăтăрса илчĕ. Петруç пурне те пӳртне кĕме хушрĕ. Унăн амăшĕ Хвекле сĕтел çине тĕрлĕ çимĕç лартса тухнă. Эрех кĕленчи те, холодильникрен кăларнăскер, сивĕ пăспа витĕннĕ. Таиç Маюка чи сумлă вырăна лартрĕ. Сĕтел тавра йĕкрешсем явăнаççĕ.
— Анне, мана чăх тукмакне пар-ха, — тет пĕри, — мана шур ашне, — ыйтать тепри. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме те хĕн.
— Хăшĕ мĕн ятлă-ха кунта?
— Ку Сантăр.
— Сантăр шăллм, тыт-ха ман кученеçе, — кăларчĕ Маюк пакетĕнчен вылямалли КАМАЗ машина, илемлĕ сантали, матроссенни пекех пĕчĕк телняшкăпа шăлавар. Сантăрăн куçĕсем çак парнесене курсан савăнăçлăн çиçсе илчĕç, питне ăшă кулă тапса тухрĕ. Парнесем аллине кĕрсе ӳксенех вăл чăх тукмакĕ çинчен те манчĕ, тав турĕ те кайри пӳрте васкарĕ.
— Тепĕр шăллăмĕ мĕнле ятлă-ха?
— Вăл пирĕн Хĕветĕр
— Кил-ха, Хĕветĕр шăллăм, тыт ман кученеçсене, — тесе ача аллисем çине Сантăрăнни пекех япаласем хучĕ. Хĕветĕр те кайри пӳрте васкарĕ. Часах йĕкрешсем çĕнĕ тумсемпе вăтанчăклăн малтине кĕрсе тăчĕç.
— Пăхăр-ха, пирĕн çуртра та халĕ матроссем пур, — савăнăçне пытармарĕç Петруçпа Таиç. Часах Маюк Петруç ашшĕн хулпуççийсем çине илемлĕ кĕпе, Таиçе тинĕс пек сенкер кофтăпа пĕркерĕ.
— Тавта пуç сана хĕрĕм пире çапла сума сунишĕн, сана аса илсе тăхăнăпăр çак кĕпепе кофта, — терĕç кăмăлĕсем тулнă Петруçпа Таиç. Петруçăн ашшĕпе амăшĕ, Хĕветюкпа Урине те парнесĕр юлмарĕç: Маюк вĕсене илемлĕ ал тутрисем парса чысларĕ.
— Ытла та ырă кăмăллă эсĕ, Маюк, ĕмĕрӳ телейлĕ савăнăçпа ирттĕр, — терĕç ватăсем.
Нимене пухăннă çынсем салансан Маюк кăштах калаçса ларчĕ те килне васкарĕ. Амăшĕ часах ĕçрен килмелле. Холодильникĕнче чăх тушки пурччĕ. Амăшне вăл чăх яшкипе кĕтсе илме тĕвĕлерĕ.
* * *
Тăватă юлташ каçпа Культура керменĕнче тĕл пулчĕç. Хуласенче вĕренекенсем те каникула килнипе çамрăксем йышлă. Пĕр класра вĕреннисем Çинукпа Кирюка, Кавĕрлепе Маюка сырса илчĕç, тĕрлĕ ыйтусем парса тултарчĕç. Хĕрсем Маюкран хăпа пĕлмерĕç, хăшĕ-пĕри матрос тумне пӳрнисемпех хыпашласа пăхрĕ. Тантăшĕсен тимлĕхĕ Маюка йăлăхтарса çитере пуçларĕ. Юрать-ха вальс кĕвви янрарĕ. Кавĕрле хĕре зал варрине илсе тухрĕ, ыттисем те мăшăрланса ташша пикенчĕç.
Залĕ пысăк, кĕвĕ майĕпе çаврăнма пурне те вырăн çитет. Кавĕрле стена çумĕнче пĕр хĕр пĕчченлĕх кичемĕнче ташлакансем çине ăмсанса пăхса тăнине курчĕ.
— Кам ара вăл, халиччен эпĕ ăна пĕрре те курман, — кăсăкланать Кавĕрле.
— Хăна хĕрĕ вăл, Уçтюк аппасем патне килнĕ.
— Маюк, эсĕ ан кӳрен, ан кӳлеш, тепĕр ташша эпĕ ăна илсе тухатăп. Тăрнапуçсем хăнасене яланах сапăр пулнă, кунта хĕр тунсăхпа кичемлĕх тыткăнĕнче.
— Илсе тух, эпĕ хирĕç мар. Ялти яш-кĕрĕм манран ютшăннă чух эпĕ те стена çумĕнче сахал мар тăнă. Ылханаттăм эпĕ ун чухне мĕнпур тĕнчене.
— Юрĕ ĕнтĕ, аса илсе чĕрӳне ан вĕчĕрхентер.
Часах вальс кĕвви вĕçленчĕ, тепĕр ташă кĕвви янрарĕ. Кавĕрле хăна хĕрне ташша илсе тухрĕ. Хĕрĕ ăста ташлать. Ятне те, хăш ялтан иккенне те ыйтса пĕлчĕ каччă хĕртен. Илешнирен иккен.
— Ман анне те Илешнисем, эпир капла тăвансемех пулса кайрăмăр.
Ташă вĕçленсен Кавĕрле хăна хĕрне хĕрсен ушкăнĕ патне çитерчĕ, хăй сцена çине хăпарса кĕвĕ ăстине магнитофонпа дискотека музыкине хускатма ыйтрĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...