Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кăвайт çутисемĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томТанатаАслă халалУтартаĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томВатă чĕре — çамрăк чун

Айя-София


(Осип Мендельштамран)

 

Айя-София, — хушнă чарăн-машкăн

Кунта халăхсемпе патшасене!

Сан куполна пурне те кăтартмашкăн

Сăпка пек çакнă çӳл тӳпе айне.

 

Ас ирĕкĕ пулса — Юстннианăн! —

Çĕр çичĕ мрамор юпине илме

Ăна чарман-мĕн Эфесри Диана:

Ют турăсемшĕн пулччăр — ӳлĕме!

 

Сан ăстусем мĕн евĕр шут туса-ши? —

Çӳл ăс-тăн пулнă вĕсенче Хуçа:

Апсидсемпе экседрусем мĕн-ма-ши

Пăхаççĕ тухăçа та анăçа?

 

Сан хĕрĕх кантăку вăл — Çутă гимнĕ,

Сан куполун çавра уçлăхĕнче

Тăват архангел! — ĕмĕре пил илнĕ

Парăсусен ĕлккен анлăшĕнче.

 

Çухалĕç патшасем те, ăрусем те, —

Эс — упрăн Ас çĕкленĕ Илемне.

Макăрччăрах çерафимсем! — Вĕсем те

Тăкаймĕç фрескусен сар ылтăнне.

Хĕрарăм ĕмĕрĕ


«Хĕрĕх çул — хĕрарăм ĕмĕрĕ, —

Çапла каланă ĕлĕкрен, —

Хĕнпе асап курмашкăн ĕлкĕрĕ,

Телей курма ăна пӳрмен».

 

...Менелнĕк пулчĕ ман аппаçăмăн.

Хĕрĕхрискер хĕр пек вăр-вар.

Кулса калать: утма-чупма çăмăл,

Сӳнмен яш чухнехи кăвар.

 

Кил пуçтарать, пăхма та кăмăллă —

Ачи-пăчи çӳрет таса.

Хире тухать-и, — тулă хăмăлĕ

Кĕтет саламлăн пуç тайса.

 

Вăл хирте чух епле ан хĕртĕр ĕç?

Аппа кун курнă çак уйра.

Атте шутланă: татах хĕр терĕç,

Юрать-ха влаç çĕр уйăрать...

 

Калча пусси, çаранлăх айлăмĕ

Варлашнă ĕмĕрлĕх санпа.

Ахальтен мар анне çыхайнă-мĕн

Кăвапуна сар хăмăлпа.

 

Кĕлте çыххи пек сарă çивĕчĕ,

Тен, вăрăмрах ӳсетчĕ пуль —

Аппа хĕр чух çанталăк сивĕччĕ,

Юхатчĕ юн, хура куççуль.

 

Кĕр калчилле шăнатчĕ яш ĕмĕр.

Ăна пăвасшăнччĕ хĕн-хур.

Çĕнтериччен эпир кĕрешрĕмĕр,

Пирте ыраш мехелĕ пур.

 

Пĕр ята çеç аппаçăм асăнĕ

Малалла

Вĕренӳ прави


Кĕркуннехи вĕренӳ кунĕсем çитсе тăнипе, ирĕксĕрех аса килеççĕ авалхи ĕмĕрĕн тискер кунĕсем.

1913 çул. Август уйăхĕ. Эпир тĕнче тăрăх шкул шырама тухса кайрăмăр. Эпир — тăваттăн. Тăватă çамрăк. Тăватсăмăр та çуркунне икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă. Пуринчен начарри, пуринчен чухăнни, пуринчен выççи, пуринчен айван вĕренни — эпĕ. Вуникĕ предметран виççĕшĕ «удовлетворительные (3)». Вуникĕ предметран пĕрре те «отличные (5)» паллă илеймен.

Лайăх астăватăп: çуркуннехи экзаменсене пынă уездри шкулсен инспекторĕ Петухов мантан Христос ăçта çурални çинчен йăвашшăн ыйтса пĕлчĕ. Хам куçпах куртăм: «5» палли лартрĕ.

— Кайса лар! — терĕ икĕ сăмахпа. Эпĕ хĕпĕртерĕм. Васкаса утса пыратăп парта хушшине.

— Лайăх вĕреннĕ пулас ку çĕтĕк çытма? — вăраххăн ыйтрĕ инспектор саконоучительрен — Евдокимов пупран.

— Лайăх вĕренчĕ. Анчах тăлăх-турат вĕт. Праçник кунĕсенче таврари ялсенче ыйткаласа çӳрет, — вăраххăнах тавăрчĕ инспектора Евдокимов пуп.

Инспектор мана «çĕтĕк çитма» тенине илтсен эпĕ, хам çĕтĕк çитмана кăтартас мар тесе, васкаса лартăм.

— Кил-ха тепĕр хут. Исус Христос ăçта пурăннă? — ыйту пачĕ инспектор эпĕ тухса çитичченех.

Малалла

«Музыка вăл — вĕрентет...»


Музыка вăл — вĕрентет:

пурнăçра эс — пурăн тет;

савăн, макăр, кул, хурлан,

манăç та — кирлех пулсан;

инкеке — тӳссе ирттер,

савнăçа — вĕçне çитер,

элчелтен те ан хăра,

вăл та — вĕçсĕр вăйăра;

ĕç — пĕлтерĕшлĕ тесе

ан шиклен эс: хĕмленсе

вăйăри пек пул — ĕçре, —

эпĕ — çук, ак — пур пĕрех

эс юрланă юрă пек,

эс юратнă юрă пек,

пур — эп пурнăçра пулни,

эс пулни, туссем пулни!

Иртесси, иртни, — йăлтах

музыка пек — юлмаллах!..

Музыка вăл — вĕрентет

(пуринчен ытла, тен, Моцарт...).

Жасмин чечекре


Çав тĕлĕк, — шурă пĕлĕт!

Çук, шурă кăна мар, —

шур тăрăлăх чĕтревĕ,

куçа та курăнманлах!

«Шур тĕс» текен идейăн

пĕлтерĕшрен те пысăк,

ăс ăнкарми çути, —

сăмахсăр шурă сăвă!

Асамлă сăмахсем

пĕлетпĕр: «Моцарт», «Шуберт», —

ятсем те мар çав тейĕн,

пуç çавăран сас-чӳ! —

Ах, эс те, шурă тĕлĕк,

шур пĕлĕт, — çавăн евĕр:

шур музыка,

жасмин,

ăспа чĕре чĕтревĕ!

Пӳлĕмрен тух


Тӳпери сар хĕвел йăпанса,

Çĕр çине ăш куçпа пăхнă чух,

Ниепле пӳлĕмре хупăнса

Сăввăма вĕçлеме вăйăм çук.

 

Пӱлĕмрен сулхăна, уç çĕре

Ват йăмра таврашне тухса лар.

Ун чухне тепĕр хут эс Кĕрле,

Хĕмленен сăввуна çулăм пар.

 

Сан çумран, йăпанса сарă хĕр

Уттарайĕ колхоз уй-хирне.

Ун чухне эсĕ те сиксе тăр,

Çĕнĕ пурнăç юрри хатĕрле.

 

Ват йăмра айĕнчен тăрса ут

Хумханан сарă тырă хирне,

Сар хĕрсем хушшинче вырăн туп,

Кĕлтине çыхса пар пĕр хĕрне.

 

Сан çумрах чун савни Кĕтерни

Шăрантарĕ илемлĕ юрра.

Колхоз йышĕ ĕçре ĕлкĕрни

Паллă пулĕ пире вăл ыран.

 

Тӳперен сар хĕвел йăпанса,

Çĕр çине ăш куçпа пăхнă чух,

Ниепле пӳлĕмре хупăнса

Сăввăма вĕçлеме вăйăм çук.

Вунă çул ячĕпе


«Капкăнăм» сана саламлатăп,

Саламлатăп пĕтĕм чĕререн.

Савăннипе сана ыталатăп,

Ыталатăп ыталас килнĕрен.

 

Акă, эсĕ вунă çул тултартăн.

Вунă çул вăл кĕске вăхăт мар.

Сахал мар мана эсĕ култартăн,

Малашне татах та култар.

 

Пĕр кулăш кăна вăл сахал.

Мĕн чуль сан витĕр тухнă пуль кахал!

Вĕрентсе, хĕртсе вĕсене çын турăн,

Ĕçлеççĕ, тет, вĕсем халь маттурăн.

 

Тавтапуç тесе сана тав тăваççĕ,

Сан çинчен юрăсем те юрлаççĕ.

Кĕслеçĕ кĕвĕлет сан пирки çĕнĕ кĕвĕ,

Юратса итлеççĕ сухаç е çĕвĕç.

 

Юрататăп эп сана, юрататăп,

Юратсах та çак сăвва хайлатăп,

Анчах сурсах вăрçать Хапăс пупĕ:

«Пĕтерчĕ, тет, шуйттан — Шăпчăк Çĕпритунĕ».

 

Ĕçкĕ ăшне путнăччĕ Мухмăр Емельян,

Халь вăл асăнать мухтаса ялан:

«Эх, çав Шăпчăк Çĕпритунĕ-çке

Пăрахтарчĕ мана вăл ĕçке».

 

Сура-сурах вăрçать пуян Якурĕ:

«Шуйттан пуçне хăçан турă курĕ!

Кăтартăттăм пĕрре эп ăна!

«Капкăнра» пĕтерчĕ вĕт мана».

Малалла

Хăна-вĕрле пухать Кавĕрле


Вăхăт каçалана сулăнсан, вутă пуленкки пек пуклак шăм-шаклă Каптăркка Кавĕрли хăнасем чĕнме тухса кайрĕ. Чи малтан тӳрĕ урамра пурăнакан пуçани патне кĕчĕ.

— Çапла, пуçана! Кĕçĕр сирĕн пирĕн пата хăнана пымалла, — алă парса хыпарларĕ вăл.

— Мĕн тивлетпе? — юри пĕлмĕше печĕ мăк сухаллă пуçанăшĕ.

— Карчăкпа мăшăрланнăранпа вăтăр çул çитнине палăртас терĕмĕр. Как-никак та, хамăр та аллă урлă каçрăмăр.

— Аплаччĕ-çке. Илтнĕ-ха ку хыпара. Ман карчăк та кăштах хатĕрленкелерĕ пулмалла. Мĕн-и, ăшăтса парам мар-и пĕр курка?

— Халех... мĕн-ха... кирлĕ мар пуль, — пĕр вырăнта пускаласа тăчĕ Кавĕрле.

— Пĕр курка çеç, пуçана. Тутине астивмелĕх.

— Эппин, апла, пĕрер курка парса- пăхатăн-и...

Кăрчамине ăшăтсан, пуçанасем ăна пĕрер мар, икшер курка шаклаттарчĕç.

— Хă, каптăркка, аван та пулчĕ пулас ку, — тути-çăварне шăлкаларĕ Кавĕрле. — Ну, пырăр вара, пуçана! Тепре чĕнмелле ан тăвăр. Икĕ эрне ытла хатĕрлентĕмĕр те...

— Çитетпĕр, çитетпĕр.

Пуçани патĕнчен тухсан, кукăр касри вăртахĕ патне çитрĕ Кавĕрле. Лешсем вăл пырсан савăнса ӳкрĕç.

Малалла

Канлĕх


Кăмăл—çутă! Çӳллĕ! —

Калăн—шурă ту...

Кирлĕ мар хĕрӳлĕх,

Чăрсăр юрату.

 

Савасси халь — лăпкă:

Сывлăш çеç, — çил мар.

Кун та, каç та — шăп-ха, —

Сассăр тав тăвар.

 

Иртнипе пуласлăх,

Калăн, пĕр хир пек, —

Ах, епле вăл аслă

Шур ирĕкĕпе!

 

Шухăшăм — васкавсăр

Çав тӳлек хирте,

Иртмĕ сас памасăр

Мĕн сунни — пурте.

 

Асăм çăмăл-çăмăл,

Ним те çук пекех.

Шурă ту пек кăмăл,

Калăн — пĕр хăй çех...

Тĕлĕнмелле сăвăç


Пурнăçра ун — ăс та пур,

Сăввинче ак — сĕм те çук.

Курнă савнăç, хура-шур, —

Юрринче — хĕлхем те çук.

Пит хаяр хăй, — хăть хаярлăх,

Хăть чеелĕх, хăть япшарлăх

Пултăрччĕ ун сăввинче

(Пурнăçра — лăнках... Аюк!),

Шалт аптран: эккей, пичче,

Ку та çук йĕркусенче, —

«Çук» тени те унта çук!

■ Страницăсем: 1... 121 122 123 124 125 126 127 128 129 ... 796