Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Каллех — санпа тĕл пулмалла:
Хуçа пек мар, чура пек!
Сана çапаймăп, — ман алла
Сан Амаку хăй çапĕ.
Сана тăнпа çĕнеймĕп эп, —
Эп — чирлĕ, эсĕ — сывă.
Сана амантаймастăп эп, —
Мана амантăн йывăр.
Сана эп тавăраймăп, — ман
Хăватăм çук, — пĕлетĕп.
Мана эс тавăрса манран
Ман хăвата илетĕн.
Мана çапса-ыраттарса
Эс ман сасса итлетĕн, —
Яланлăх ху сассу туса
Çав сасăпа чĕнетĕн!
Шур хут листи выртать пĕр хăратса.
Эп кĕтнĕ шухăш, тен, пуçа та килмĕ.
Сăмахăма калас килет татса.
Çырас килет хăюллăн пурнăç гимнĕ.
Шухăшăмра çӳретĕп аякра.
Тан-пăр çине юлташăмсем ӳкеççĕ.
Пăр хĕрелет юнпа тем самантра.
Ӳкменнисем хĕлхем ăшне сикеççĕ.
Кĕске е вăрăм санăн ĕмĕрӳ, —
Сана çĕршыв сăнарĕ вăй парать.
Çапла кăна килет вăл, çĕнтерӳ.
Çапла çеç пурнăç гимнĕ çырăнать.
Шар курнă çын ман сăмахпа çураçĕ.
Суранăмпа супсассăн вĕçĕмех,
Ăнлантăм эп: пурнăç гимне çыраççĕ
Перопа мар — хура штык вĕçĕпе.
Йытă, тет,
Выртнă, тет,
Мăн купа çине.
Çимест те,
Кĕртмест те
Утă çывăхне.
— Хам, хам, хам!
Кунта хуçи хам.
Ачам,
Эс кам?
— Эпĕ — колхоз лаши, —
Тет ăна кӳрши. —
Сан айри утă çĕресрен
Памăн-ши кăштах хĕрринчен?
— Хам, хам, хам!
Кунта хуçи хам.
Çывăха ан кил.
Ак сана ман пил.
— Утă çиместĕн çавах,
Пĕлетĕн хăвах.
Ăна колхозник алли
Хатĕрленĕ мана валли.
Сан айăнта ахаль çĕриччен,
Тислĕк пуличчен
Пар та тивĕçлĕ пая мана,
Тав тăвăп эпĕ сана.
Сая каймĕ паха утă.
Эпĕ те пулăп тутă.
Çакă çеç ман ыйту.
Виçине пĕлсе кăмăл ту.
— Хам, хам, хам!
Кунта хуçи хам.
Ан çывхар пата.
Сан ĕç çук кунта, —
Хаярланчĕ Йытă,
Сар шăлне йĕрсе,
Калама çук хытă,
Урнă пек вĕрсе.
* * *
Шел çав, шел.
Пулăшмасть хăш чух
ыр мехел.
Тен, пулмалла
Йытăпа йытăлла?
Урамра икĕ юлташ калаçса тăннне куртăм.
— Кулас килет, — терĕ пĕри, ассăн сывласа. — Пуçана патĕнчен тухрăм-ха.
— Пуçану култарса ячĕ-и? — йăл-л кулса ыйтрĕ тепри.
— Вăл мар, унăн амăшĕ — Чакак тăхлачă.
— Мĕншĕн култарчĕ-ха тата ку?
— Кулмасăр. Ман Юркка пуçана ашшĕсĕр, амăшĕпе кăна, ӳснине пĕлетĕн вĕт-ха эсĕ. Питĕ тăрлавсăр ачаччĕ. Икĕ хутчен суда лекрĕ çавăншăн. Лере те пулса килчĕ. Халĕ акă авлансан ĕçме пăрахрĕ. Тăна кĕчĕ: чип-чипер йĕркеллĕ çын пулса тăчĕ. Чакак тăхлачă вара çавăншăн макăрать.
— Мĕн тесе?
— Кинрен хăраса ĕçме пăрахрĕ, тесе кулянмаллипех кулянать.
— Ха-ха-ха! Ачи йĕркене кĕнĕшĕн кулянать, эппин. Кулăшла ку, чăнах та. Хăйне ӳсĕр ывăлĕ тамаша кăтартнисене манчĕ апла. Ывăлĕ хуçнă аяк пĕрчи те тӳрленчĕ пуль çав унăн. Çапла, тĕрĕс. Сайраран пур ун пеккисем, çук мар. Пирĕн хамăрăн Тӳмма тăхлачă та тĕлĕнтерет.
— Мĕн тăвать-ха вăл сирĕн?
— Манăн йăмăк ун ывăлне качча тухрĕ. Кĕрӳпе иккĕш килĕштерсех пурăнаççĕ-ха. Ну, пĕтерет вĕт тăхлачи.
— Мĕн туса?
— Йăмăка, кинне, кĕвĕçсе. Ăна килте ним патне те ярасшăн мар, хуть ăçта пырсан та ум пӳлет. Йăмăк кăмака умне апат пĕçерме пырсан, вăл та унта пырать, халь пĕр енне, халь тепĕр енне пăрăнкала-пăрăнкала тăрса йăмăка чăрмантарать.
Малалла
Хăш чух мĕскершĕн тĕплĕ çыраймастпăр?
Çынсемшĕн ӳстересчĕ кăмăла!
Тен, тантăшсем, шухăшласах каймастпăр?
Хавхалану та çук çавна пула.
Поэзи вăл — кун-çул та ĕмĕр ĕçĕ,
çăмăлттайсем çуйхашмалли çурт мар.
Çĕр-шыв вăйне ун вăйĕпе виçеççĕ,
епле, туссем, çакна эпир манар?
Емĕрпеле пĕр тан пулас тесессĕн
ялан тан пул эс ĕç этемĕпе,
ун шанчăкĕн вăйне ăнкарăн эсĕ
чи сисĕмлĕ поэзи чунĕпе.
Тен, çакăншăн çеç кирлĕ пулĕ эпĕр.
Çак шухăшсем йĕркеленсе çитсен
ĕç халăхĕн йышне эпир кĕретпĕр
чуна çирĕплетсе, тен, çĕнĕрен.
Мăн эстакада айĕнчи
ват лашасен куçĕсене
сасартăк чарăнса тăрса
сăнаттăм эпĕ каçхине.
Опалубка хăмисемпе
хуллен тулатчĕç лавĕсем.
Пĕр вĕçĕмсĕр чăн-чанк туса —
янратчĕç тимĕр-тăмăрсем.
Вара чĕтретчĕç мăйĕсем,
чĕтретчĕç хăлхисем майпен:
тен, тĕлĕнетчĕç те пуль çав
кун пек сассем те пуррннчен.
Вĕсен вĕри куçĕсенче
тем чӳхенетчĕ кĕп-кĕрен —
тăванлăн туйăнса мана
туртатчĕç куçĕсем вĕсен.
Тен, пилĕк-улт лаша анчах
тĕл пултăм пулĕ çав ĕçре.
Анчах эп вĕсене мансан
тем çитмĕ ман кĕнекемре...
I
Кăвак комбинезонлă хĕрсене
аса илетĕп эпĕ ялăмра.
Вĕсен уттисене, куллисене
упратăп ыррăн лăпкă асăмра.
Кĕписене комбинезон ăшне
тирпейлесе чикмешкĕн вĕренсен
утти те улшăнать пуль хăш чухне...
(Каçарăрсам мана, йăмăкăмсĕм...)
Эй, пиçĕ çирĕплĕх! Вăл — куçсенче,
хăй ирĕкне хăй сиснĕ кулăра.
Ялта, пĕччен, çак вăрăм каçсенче
туятăп çак çирĕплĕхе хамра.
Руç тенĕ ăнлану ман асăмра
чи ырă, аслă музыка таран
çĕкленнĕ чух, çак лăпкă çутăра
илемĕр сирĕн ялкăшрĕ ялан.
Çак музыка манра халь, манпалан...
Унра янраççĕ сирĕн куллăрсем,
шур юр çути çиçет унта тасан,
унта шур хурăнсен шур хĕмĕсем...
II
Йăмăкăмсем! Епле эсир ыраттăр!
Бетон çук чух кăштах хӳтте кĕрсе
епле эсир çыврам пеккн тăваттăр
опалубка сумне кăшт тĕршĕнсе!..
Сире сивлек сăмах эп каламарăм —
анчах каламаллаччĕ ыррине!
Сире чуна уçса, тен, кăтартмарăм —
Малалла
Çĕре пит йывăр çаврăнма,
Шатăртатать ун тĕнĕлĕ.
Эп шикленетĕп çавăнпа.
Çĕр ӳкесрен кам тĕкĕлĕ?
Ахрат тĕпне персе чикесшĕн
Кун çутине хура вăйсем.
Епле вĕçес вара чĕкеçĕн?
Епле çын пурăнĕ хăйса?
Çĕрле кăшкăрашса илетĕп.
Пăшал перетĕп вĕçĕмрен.
Алла, ача пек, сиктеретĕп,
Каллех сурать вăл çĕвĕрен.
Каллех атте ӳкет çĕре.
Сар сухалне витет шур юр...
Епле тӳсет çакна чĕре?
Тĕнче хуйхи манра та пур.
Каллех, тен, кĕçĕр чĕрĕлĕ
Çĕршер виле шăл шаккаса?
Шăтăртатать çĕр тĕнĕлĕ
Кĕç-вĕç каяс пек хуçăлса.
Эп малашне мĕнех кĕтем?
Шухăшласа тухать сив тар.
Этем,
Ыр кăмăллă этем!
Кун çутине сӳнме ан пар.
Кĕрĕк пиншаклă, лутакарах, сарă çын. Карттусне чалăшла пусса лартнă ĕнсе çинелле. Хулĕ айĕнче пысăкран пысăк кĕнеке. Сылтăм аллинче шĕп-шĕвĕр вĕçлĕ хĕрлĕ кăранташ.
— Сасартăк кĕмелле! — систерчĕ хăйпе пĕрле пыракан икĕ юлташне.
— Нда-а! Чăххисене тартас марччĕ, — шăл витĕр пĕрĕхтерчĕ сурчăкне юлташĕсенчен пĕри.
«Кă-р-ик!» — турĕ Кăпитун хапхи малти урамра.
«Хам, хам, хам!» — вĕрет пусма айĕнче ула йытти.
— Кăтартăпăр «хам, хам». Вылесай! — команда пачĕ пусма айĕнчи йытта, кăранташĕпе юнаса, сарă çын.
Йытă лăпланчĕ. Хăрарĕ пулас ĕнтĕ мĕскĕн.
— Тухан-тăк тух! Чĕрĕлле хăтăлаймăн çавах! — çилленчĕ сарă çын йытă хăй сăмахне итлеменшĕн.
— Аллуна чиксе йĕкĕлте! — кăт тĕкрĕ куна пĕр юлташĕ.
— Хăр-р-р-р, хам-м-м! — туллашрĕ йытă.
— Ай, ай, ай! — аллине сасартăк туртса илчĕ йытă патĕнчен сарă çын.
Килнĕ çынсем пӳрте кĕменнинчен тĕлĕнчĕ кил хуçи. Чăтаймасăр кусене хирĕç тухрĕ.
— Мĕн пулчĕ ара аллуна? — хăраса васкавлă ыйтрĕ юнлă аллине юрпа çуса тăракан сарă çынтан.
— Молчать! Мăшкăллама-и эсĕ манран?
— Чимĕр-ха, Кирилл Павăлч! Ара...
Малалла
Опалубка аякĕсем
мĕн иртенпе паян шап-шур.
Ӳкет шур юр, пĕрремĕш юр,
эрнипелех ӳкмелĕх пур.
Чернилпала исленнĕ пурă
туска çике йĕрленĕ пек,
йĕри-тавра сенкер те шурă —
цемент юрпа хутшăннипе.
Цемент тултарнă вакунсем
курнаççĕ урăхла паян:
шур хысаксем пек, сăнасан...
Е шур поселок-и куран?
Хура фуфайкăсем курнаççĕ
тĕл-тĕлĕпе чăлтах шап-шур.
Хавхалатаççĕ, йăпатаççĕ.
Хурлантарни те темшĕн пур...
Таçта кĕрлеççĕ пуйăссем.
Ман каймалла инçе-инçе.
Умра — шап-шур, таса тĕнче.
Çут рельсăсем çинçе-çинçе...
Иркутск — Шупашкар, 1959
■ Страницăсем: 1... 133 134 135 136 137 138 139 140 141 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...