Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сунарçă халлапĕсемАкăшсем таврăнаççĕСалампиКăвак çĕмренӐшӑ ҫумӑрПулать-çке пурнăçраÇавал сарăлсан

«Юр ӳкрĕ çĕр çине пĕр си...»


Юр ӳкрĕ çĕр çине пĕр си.

Шап-шурă хирĕн варринче

пас тытнă хăмăлăн пусси

утрав пек курăнать чечен.

 

Таса сив сывлăш пухăнать

халь хăмăл хăвăлĕсене.

Машина çăвĕ хуратать

çӳхе шоссе хĕррисене.

 

Кăштах кăна витĕннĕрен

тăпра муклашкисем чăпар.

Шăпланчĕ ахрăмăм хуллен,

сас-чӳсĕр кун та-са, уяр.

Çĕнĕ тинĕс


Çурхи çилпе канаш туса

Чупать вакун:

Ка-

наш. -

Ху-

сан.

Чуна пĕр ĕмĕт ыталать —

Курас килет Мăн Атăла.

Шутлатăн: тепĕр сехетрен

Çуталĕ куç тулли хитрен.

Ак... тĕлĕнсе каях шалттин эс:

Вăрман арки вашт уçăлать,

Шыв ик енчен хĕсет çула.

Умра çиçет хĕвеллĕ тинĕс.

Пĕр ушкăн çамрăк хурăн, ав,

Ейӳ патне васкать вăййа.

Ăçтан чаратăн яш вăя —

Тӳрех шыва кĕрет хунав,

Çур тăхăнтартнă çĕн кĕпе

Шăп пилĕк таранах йĕпе.

 

Лаштра юман, ан хуйхăр тин эс, —

Кĕç сан патна та çитĕ тинĕс.

Хăватлă Атăл таппинче

Ман халăх ăсĕ, вăйĕ, ĕçĕ,

Çавна пĕлтернĕн шыв çинче

Хумсем чупаççĕ вĕçе-вĕçĕн.

Çăхан


Хырăмĕ выçсан, Çăхан

Илтнĕ, тет, хыпар таçтан:

«Пĕр хресчен кĕлетĕнче

Тĕплĕ çимĕç — çур тĕнче!

Çиес килсен — çимелли,

Ĕçес килсен — ĕçмелли», —

Катаранах çав кĕлет

Çăхана пит илĕртет.

«Эх, ырă-çке, ырă-çке.

Ман ĕмĕтре — çĕн ĕçкĕ!» —

Тесе сăмах хучĕ те

Вĕçтерчĕ хăй кĕлете.

Ак унта кĕрсе каять,

Урлă-пирлĕ пăхкалать.

Тупаймасть вăл кирлине,

Салатать йăлт тыррине.

«Ай-яй, йĕксĕк çыннисем

Улталарĕç, — тет Çăхан. —

Хăйсен те чăх-чĕпĕсем

Ырă кураймĕç манран».

 

* * *

Нумая хапсăнакан —

Чăннипех те вăл хантар.

Пур-ха, пур ун пек Çăхан —

Нумай та мар, сахал мар.

«Пĕчĕк кăна япала

Тултармасть ман кăмăла.

Пултăр, тет вăл, пысăкки,

Пысăкки те лайăххи!»

Вагонра


Пĕр пĕчĕк станцăра пирĕн вагона икĕ çын кĕчĕ: иккĕшĕ те çар çынни.

Эпĕ вĕсен питне-куçне кураймарăм. Вагонра тĕттĕмччĕ, хунар ăшне лартнă çурта такăнса ӳкесрен сыхланмалăх çеç çутă паратчĕ.

Çĕнĕ пассажирсем шавламасăр кĕчĕç, çынсене хисеп тăвас кăмăлпа кăшт çеç илтĕнмелле калаçса, ман çывăхра ирĕк вырăн тупса вырнаçрĕç. Вĕсенчен пĕри, кĕсйинчен çурта кăларса, сĕтел çине çутса лартрĕ. Çавăн чухне тин эпĕ ухсахларах утса кĕрекенни хĕрарăм иккенне асăрхарăм.

Вырнаçса ларсанах калаçма тытăнчĕç. Итлес темен çĕртенех вĕсен сăмахĕ ман хăлхана пырса кĕрет. Калаçасса вĕсем малтанах тапратнă пулас. Хĕрарăм-салтак юлташне хăй темиçе уйăх госпитальте выртни çинчен тата урасăр юласран хăрани çинчен каласа пачĕ. Калаçнинчен ку хĕрарăм-салтак халь килне таврăнма тухни çинчен те пĕлтĕм.

— Германи çĕрĕ çине пусмасăр киле таврăнас мăр тенĕччĕ, телейĕм пулмарĕ, — терĕ вăл. Кун хыççăн ассăн сывласа илчĕ. Унтан хушса хучĕ: —Тантăшсен çырăвĕсене вуланă чух кĕвĕçес те килет, хурланас та килет, анчах ним те тума çук.

Çапла каларĕ те хĕрарăм-салтак, унтан медальне хумалли хĕрлĕ коробкинчен пуç пӳрне пысăкăш тимĕр татăкĕ кăларса, ăна юлташĕ аллине тыттарчĕ.

Малалла

«Ир вилекен сăвăсене...»


Ир вилекен сăвăсене

эп яланах шеллетеп.

Шеллетĕп сăвăçисене,

чĕнмешкĕн именетĕп.

 

Пичетлемен пулсан — аван,

пулать çурса тăкмашкăн.

Пичетлесен вара — кайран

май пулмĕ пытармашкăн.

 

Çынсем кураççĕ вĕсене —

шеллеççĕ: сăвă вилнĕ.

Çут тĕнчене ун вырăнне

урăххисем-çке килнĕ.

 

Çыраканни — çӳрет чĕрех,

хăй сăввине вăл маннă.

Анчах хăш чух асилтерет

пуç таякан айванĕ.

 

Вара чĕр сăввусем çинех

йăхатăн эс шанмасăр.

Эс тишкеретĕн вĕсене —

вĕсен хакне туймасăр...

 

Эп çакă асапа пĕлсе

васкассинчен писетĕп,

чуна чи çывăх шухăшсем

палăрасса кĕтетĕп.

 

Шухăшăмсен сăлтавĕсем

ирĕкленсе йĕрленччĕр.

Шăнăрĕсем, тымарĕсем

йăлт палăрса çитейччĕр.

 

Вĕсем кăртлатнине сăвва

кĕртсессĕн васкамасăр —

сăвву сан пурăнĕ сывах,

чĕр япала пек, сансăр.

Шăпчăк вĕтлĕхре


Хыпа-хыпа çунать. Кăчăртатса илет.

Сӳнет. Вара каллех — кĕпер, йĕпе тĕмсем.

Турат çеç чӳхенет, хăй мĕлкине кĕтет.

Сасартăк инçетре — каллех йĕрсем, хĕмсем.

 

Сасне шырать. Тăхтать. Тупать те — антăхать.

Шур пĕлĕт йĕрĕ пек, таçта темскер ӳсет,

йăр-яр çавăрăнать, вĕрин кăлтăртатать,

сасартăк тайăлать, ĕшне тĕпне тивет.

 

Эп. Уйăх. Шăпчăк. Халь эпир çеç тĕнчере.

Çак виç кĕтеслĕхре вăл пĕр-пĕччен асать,

хыпа-хыпа çунать, кĕрлет те ӳхĕрет,

сӳнет те — уйăхпа мана çеç хăварать.

Пушкăртстан


Çил-пăравус, саламласа пĕр кăшкăрт,

Сывла кас-кас вĕри пăспа туллин.

Ак Туймаза.

Умра — хĕвеллĕ Пушкăрт.

Хам ĕмĕте куçпа эп куртăм тин.

 

Ивановпа кăштах паллашнă хыççăн,

Силпи çинчен хыпар илтсен малтан,

Кунта килме шутлаттăм; ывçăн-ывçăн

Валак шывне ĕçес килетчĕ ман.

 

Килес килет. Нарспи аппан хĕн-хурлă

Шăпи текех хăртаймĕ никама.

Туссем патне яратăп хир-сăрт урлă

Тĕп чăвашран çитернĕ салама.

 

...Çула чĕнсе каларĕ Пушкăрт çилĕ;

— Васка хире; çӳл ту çине хăпар;

Çурхи вăрман чăпар куккук сассиллĕ,

Кашни çăлкуç пĕлтерĕ çĕн хыпар.

 

Чăнах иккен. Тухатăн хирсене,

Юпа утать-и Куйбышев енчен —

Ыраш çине, сап-сарă вир çине

Пралук мĕлки ретпе ӳкет çӳлтен.

 

Çăлкуçĕсем... куратăн ху сăнна.

Ĕçетĕн те, чĕрӳ каллех маттур.

Шăнкăр саспа хыпарлĕ шыв сана:

Çĕр айĕнче мĕн чухлĕ пурлăх пур!

 

Сăртра — шур пĕлĕт евĕр сурăхсем.

Хысакĕнче — кунçул сунса пире —

Малалла

Аçа кушак


Кушак Аçи кахаллине,

Унран пайта сахаллине

Пурте кураççĕ.

Анчах хăшсем хĕпĕртесе,

Пӳртре Кушак пултăр тесе,

Çавах усраççĕ.

Вăл ĕçлемесĕр пурăнать,

Хăй çеммине мăр-мăр мăрлать

Кăмăл туличчен.

Е кунĕн-çĕрĕн çывăрать,

Вăрттăн апат вăрт! çавăрать

Хуçи сисиччен.

Хуçа мулне шăши çиет.

Хуçийĕ тарăхса çӳрет

Аптранипе.

Кушак Аçи ним пулман пек

Выртать çемçе тӳшек çинчех

Кунĕ-кунĕпе.

Анчах хайхин шалчи тулать,

Ăна хуçи тытса сутать

Ытла наяншăн.

Ун вырăнне Ама Кушак

Илет хуçа. Ăна хушать

Шăши тытмашкăн.

 

* * *

Хăшпĕр кантурăн пуçлăхĕ —

Чăнах Аçа Кушакăн йăхĕ,

Ним те ĕçлемест.

Умран хыçран ĕнселесрен,

Ĕçĕсене тĕрĕслесрен

Пач та шикленмест.

Суд та вут


Шăп кăнтăрла. 12 сехет.

Шакканă сасă илтĕнчĕ пӳртумĕнче. Итлесе тăнă пек пулчĕ Кĕркури пӳртре, урай варринче.

— Тук-тук-тук! — хыттăнах илтĕнчĕ тул енче.

— Питĕрмен! Хытăрах тĕк! Кам унта? — пӳртрен пӳртӳмнелле пуплесе тухрĕ Кĕркури.

— Ара, питĕрмен... Питĕрмен, ачам!..

— Уç! Халь тин пытараймăн.

Кĕркури нихçан питĕрмен алăка çĕклесе уçрĕ.

— Алăкки çапла анса ларать те вăл. Çĕклерех уçмалла. Вăт çапла, — алăка вăраххăн çĕклесе кăтартрĕ тул енчен кĕрекен çынна.

— Ан йăпăлтатса тăр. Пĕлетпĕр питĕрнине. Ăçта таварусем?

Ăнланаймарĕ Кĕркури. Темĕнле таварсене ыйтрĕ тул енчен кĕрекен.

— Пасара кайнăччĕ-ха вăл Анна, — терĕ аса илнĕ пек пулса.

— Мĕн ухмахланса тăратăн? Кала тӳррипе: ăçта таварсем?

— Эсĕ кам пулатăн-ха? Паллаймарăм-ха. Куçĕ-пуçĕ те...

Килнĕ çын хаярланса кĕчĕ пӳртелле.

— Пасара янă сначчăт?!

— Пасара. Укçа кирлĕ пулчĕ те...

— Сначчăт чăнах торковать тăватăн?

— Мĕн торковать туни-качки. Халь çулла. Пĕр эрнере чылай пухăнать çав. Кайса сутас терĕ.

— Киле нимĕн те хăварман-и?

Малалла

Хурав


...Пĕчченлĕхпе-и хăрататăр?

Çумра çĕр çын суять пулсан —

Пĕри ан суйтăр. Пуç ан тайтăр.

Тепри те тупăнĕ кайран.

■ Страницăсем: 1... 132 133 134 135 136 137 138 139 140 ... 796