Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кăвак кĕленчене
хунарпала çутатнăн,
садри сирень тĕмне
кăшт уйăх кăвакартнă.
Сенкер сăрт йĕрĕсем
çак пĕр тĕмре чĕтреççĕ,
тĕлĕкри пек вĕсем
ӳсеççĕ, ишĕлеççĕ.
Шур пурă йĕрĕ пек
вĕт-вĕт турат эшкерĕ
кĕшĕлтетет майпе
пĕр шуррăн, пĕр сенкеррĕн.
Семафорсен шевли
юр тĕлĕнче аташнăн,
шур çеçкесемпеле
сенкеррисем пăтрашнă.
Веранда алăкне
эп ерипен уçатăп.
Шур сапакасене
вăйран кайса сăнатăп.
Çапла халтан каян
нихçан та лăпланмассăн —
юратнă хĕрачан
шур çаннине курсассăн.
Янравлă çурхи çеçенхир.
Вăл çакнă пин-пин шăнкăрав.
Çерем çивитти — çӳçенми.
Чечек ун çинче шăкăрах.
Илем шăкăрах çĕр çинче.
Пăхсассăн куç-пуç алчăрать.
Хĕвел çулĕ евĕр, инçе
Чĕп-чĕрĕ кавир тăсăлать.
Пĕлетĕп: ун тăрăх утсан
Сип-симĕс сăрт тухĕ ума.
Вĕçмест халĕ хĕмлĕ тусан,
Тăпра та пăрахнă çунма.
Карать çил кăвак хĕлĕхне.
Май ирĕ, ача пек, чечен.
Çав сăртăн çара тӳпине
Ӳссе ларнă хĕрлĕ чечек.
Сăртран курăнатчĕ хула,
Вутра çунакан Сталинград.
Ăна тĕтĕм витнĕ, хура.
Çавах парăнми вăл тăрать.
Юн тĕслĕ кĕрхи Атăла
Хăр вилĕм каçатчĕ кумса.
Юхатчĕç хумсем тăвалла,
Хăрушă та çăткăн хумсем.
Мĕн вăхăт ун хыççăн ăсанчĕ?
Анчах та — ăçта эс ан пул —
Паян та тупатăп шăранчăк.
Шăраннă вутра тимĕр, чул.
Шăранчăк ятне те пĕлетпĕр.
Ун ячĕ — асап та инкек.
Вăл шурă — пуç чашăкĕ евĕр,
Е хĕрлĕ — юн катăкĕ пек.
...Сăртра рота йышăнчĕ вырăн.
Малалла
Ушкăнра пур пĕчĕк кайăк,
Ирхине ирех пит лайăх
Юрă шăратать,
Çунатне саркаласа,
Çав тери хатăрланса
Ян-ян янтратать.
Шеп юрра пурте — мĕн хапăл,
Ал çупаççĕ шăпăл-шапăл,
Савнăç çĕклесе.
Тапранмасăр вырăнтан
Хăшпĕри каять ăнтан
Юрă итлесе.
Ваттисем те хĕпĕртеççĕ,
Сăмахне те тĕрĕслеççĕ
Юрă юхнăçем.
Шикленеççĕ-мĕн чунтан
Йăнăш, чурăс пуласран
Кĕвĕ çаврисем.
Юрă ăсти савăнать çке,
Майĕпен мала тухать-çке,
Дирижер пулать.
Вĕрентет пур кайăка
Юрламашкăн лайăхрах —
Вăрман ян! янтрать.
* * *
Пирĕн пур Лутра Никантăр,
Пур ĕçе те тума хатĕр —
Питĕ пултарать.
«Пуçлăх пĕчĕк те хастарлă.
Ĕç пĕчĕккинче те мар-тăр?» —
Пур ял-йыш ырлать.
— Ачана ят хуртарма килтĕм те эп.
— Кунта мар, леш сĕтел патне кай.
— Кунта-и ача ячĕ çыракан?
— Хăçан таврăннă ара сан ачу?
— Виçĕ кун çитет.
— Ма хăй килмест вăл?
— Хăй утаймасть-ха халь.
— Аманса килнĕ-им?
— Суранлă мар терĕ те павăшки.
— Мĕнле павăшки?
— Ара, çураттараканĕ.
— Э-э, сан анчах çуралнă эппин. Кунта салтака каяканнисемпе салтакран таврăннисене çеç çыраççĕ. Ав, çав сĕтел патне кай.
— Çавăнта-и çыраканĕ?
— Суккăр мар пуль эс, çырнине курмасăр. Мĕн çырмалла?
— Ача ячĕ хумалла та...
— Кунта мар, лере кай.
— Ача ятне кунта çыраççĕ-и?
— Çук.
Пĕр сĕтел патĕнчен теприн патне çӳресе аптрарĕ шеремет Тăнпуç Яккăвĕ. Саççемех аптрарĕ Якку.
— Эсĕ çыратăн-и, тен? — тесе ыйтрĕ юлашкинчен пĕр шур сухаллă старикрен.
— Çырас. Мĕн çырмалла?
— Ача ячĕ.
— Пар хутна.
— Кунта секретарь çеç алă пуснă. Председательне те пустарса кил. Унсăрăн çырмастпăр.
Вĕçтерчĕ Якку килелле, председателе ал пустарма. Вăт тăшман! Председателĕ уйăхлăха командировкăна кайнă.
Малалла
Каçхине тăман тухсассăн,
кантăка юр йĕпетсен
алăка такам шаккассан
туйăнать мана куллен.
Хăш çĕрте çӳретĕн эсĕ,
кам сăнать сан уттуна?
Ман пата сас çитермесĕр
йĕркелен эс кун-çулна.
Пурнăçра çынсен элчелĕ
çывăхрах туйăннăçем
упраса аса илмелĕх
эсĕ пур ман, ыр этем.
Пирĕн ĕмĕр пĕр татусăр
çĕклекен шухăшсене
ăнкаратăп та эп, тусăм,
хисеплеп çын шăпине.
Тĕплĕ пултăр шухăш-кăмăл,
çирĕп пултăр çын шăпи, —
кун пирки çырман эп çăмăл,
халĕ çăмăл çырăп-и?
Сан çинчен илтме пӳрсессĕн
шухăшлатăп эп ялан:
ыр-и эсĕ, сыв-и эсĕ,
шанчăку çавах-и сан?
Илтĕнет пек савнă сасă
ĕçĕм, сăввăм вĕçленсен
алăка такам шаккассăн
туйăнать пек каçсерен.
Сан çинчен: «Çук», — тесе-и калаçăп
халь, паян акă, ман аллăмсем
сĕтеле кăшт лексен те ир-каçăн
кăртлатни ӳт-пĕве витерсен?..
Мĕн вăйпа асăмран уйăрайăп, —
юнупа, сассупа, ыйхупа
шăнăр витĕр, юн витĕр, ӳт айĕн
йĕр хăвартăн пулсан, — мĕн вăйпа?..
Эпĕ хам — сан йĕррӳ... Сăрхăну та
çутату вăйĕпе — витĕрех —
манăн асăм пулса манра юлтăн —
ман тĕнчен негативĕ пекех...
Эп вăхăт валемне çĕклетĕп.
Йăтма вăй пур-ха кăкăрта.
Атте çулне кĕçех çитетĕп.
Вăл вилнĕ хĕрĕх тăххăрта.
Пурăнаймарĕ вăрăм ĕмĕр.
Куç хупаймарĕ килĕнче.
Ăна çунтарчĕ вăрçă хĕмĕ,
Пĕтерчĕ Витебск патĕнче.
Куççуль юхса анать-çке шăпăр
Атте шăпишĕн хурланса
Пĕр ачинчен пĕр татăк çăкăр
Вăл кураймарĕ тутанса.
Пӳрне хуçса пире шутлатчĕ,
Çитместчĕ аллинче пӳрне.
Çулран-çулах йыш хушăнатчĕ, —
Лекетчĕ ячĕ аннене.
Миçен пулсассăн та — саватчĕ.
Юлман-ха, тетчĕ, кĕлмĕçе.
Хыт аллипе пуçран шăлатчĕ.
Тĕк пек вăл туйăннă çемçе.
Патак та тивнĕ, кам-ха тунĕ?
(Хул-çурăм халь те астăвать.)
Судне атте пĕччен хăй тунă,
Хăех вăл пулнă адвокат.
Ачалăх пĕлĕчĕ тăп-тăрă.
Эп шырамастăп айĕпне.
Пускил ачи тусассăн вăрă
Мана та лекнĕ сых ятне.
Санран çуралнисем — хăюллă.
Кăштах илем-и мухтанса?
Хăратмалла эс йăтнă хулă
Малалла
Иртнĕ каçра
Ăш ыйхăра
Тĕлĕк тĕллентĕм.
Хам арăма
Суйса пама
Çапах иментĕм.
Çавах сире
Паян пĕрре
Суйса парам-ха.
Мĕн курнипе
Тĕпĕ-йĕрĕпе
Паллаштарам-ха.
Пĕлĕт çине
Çĕр çинченех
Шур хут куçать пек.
Çав япалах
Унтан, паллах,
Вĕçет, çăвать пек.
Ухăсемпе
Ку хутсене
Çынсем переççĕ.
Кун каçипе
Хăть пĕрине
Укереймеççĕ.
Шур хучĕсем
Юр пек вĕçсе
Çаплах çăваççĕ.
Хуласене
Е ялсене
Курăнми тăваççĕ.
Циркулярсем
Çапла вĕçсе
Халтан яраççĕ.
Волокитăна
Çĕн саманан
Çăварлăхласчĕ!
(Пурнăçри карттин)
Беспризорнăйсем хушшинчи ĕçе вăйлатмалла. Беспризорнăйсене хамăр енне çавăрасси çак çулсенчи, çак кунсенчи ĕç.
Хаçатсенчен
«Т-й» пăрахут Шупашкар пристанĕ çумне чашкăртса пырса ларчĕ. Пристаньре ĕç пуçланчĕ.
Пристань кĕперĕ çинче ялтан килнĕ ача тăрать. Карттусĕ çĕтĕк. Кĕпи витĕр чавсисем курăнса тăраççĕ. Уринче çăпата татăкĕ. Аллинче пилеш туя.
Сăрт тăрринчен тепĕр ача анать. Ку пысăкрах, илемлĕ. Çӳçĕсем кăтраланса çамки çине аннă. Çĕтĕк пиншакпа. Уринче ботинкă. Куçĕсем йăл-ял тукалаççĕ. Такама шырать. Пристань çине кĕрсе каялла тухрĕ. Унтан кĕпер çинче тăракан ача патне пырса:
— Ăçтисем эс?.. — тесе ыйтрĕ.
Ача сисмен çĕртен хăйне чĕннинчен шарт сикет.
— Мĕн хăран? Кала, ăçтисем?
— Туканашсем...
— Мĕн тума килтĕн кунта? Ăçта каятăн?
Ача ним тума аптрать. «Мĕн тума çыпăçрĕ-ха ман çумма ку?» — тесе шухăшлать. Анчах каламасан начар пуласран шикленсе:
— Туканашсем эп... Атте çук ман. Анне хамăн мар. Вăрçать. Çăкăр та çук ĕнтĕ... тухса килтĕм... Ăçта каяссине хам та пĕлместĕп. Тем курмалла... Паян çимен те-ха. Кунта «детски дом» пур терĕç те. Каяймарăм. Хăрап. Халь каç пулнă ĕнтĕ. Ыран каяс теп... Çаплах!.. — тесе арпаштарса каласа пачĕ.
Малалла
Сасартак вăранан, ача пек, инçетре.
Сасартăк — музыка, хула, урам, тĕтре.
Пăрланнă туратсен тĕтреленен çути —
çыран тăрăшшĕпех — ман патăма çити.
Лифт кантăкĕ çумне хуллен тĕршĕнсенех
аса килет мана пуласлăхăм тӳрех:
элчелĕм манăн пĕр: ялан, куллен-кунах
ман сас улшăнмалла — сана курсассăнах
сан фортепьяну шав вутра ялтрамалла,
ман çав вутра сана — ална сăнамалла,
чĕре ыратнине манас килсе çитсен,
балкон çине тухса тĕршĕнмелле хуллен,
кайран, ыйăхăмра, сана ман чĕнмелле,
ирччен, тĕлĕкĕмре, санпа пуплемелле.
■ Страницăсем: 1... 134 135 136 137 138 139 140 141 142 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...