Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнАли-паттăрАндрей ПеттокиЧипер АннаĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Хулари çил-тăман


Шур юр витĕр палăраççĕ

трамвайсен кӳлеписем.

Çанăсем ăшне чăмаççĕ

эп юратнă алăсем.

 

Савнă çыннăм, лекрĕн эсĕ

чĕлтĕр юр чӳхенĕвне,

манпала килĕштермесĕр

ямĕ вăл сана килне!

 

Хӳтлĕхре, шур çĕлĕк айĕн

тĕксĕмленĕç куçусем,

ман çине тинкернĕ майăн

лăпкăн ăшăнĕç вĕсем.

 

Çил-тăман хăтланкаларăш

пит вăтанчăк халь темме:

çаврăнатчĕ акăш-макăш,

халь — пуçларĕ чӳхенме.

 

Ахаль мар халь шăпланаççĕ

хулари пур сасăсем,

ахаль мар чăштăртатаççĕ

концертсен афишисем!

 

Иккĕн лифт ăшне кĕрсессĕн

тӳррĕн пăхăн та куçран

ху туймасăр, ху сисмесĕр

шăппăн уртăнăн мăйран...

Анне канлĕхĕшĕн


Эп тĕлĕк курнăçемĕн

Уçать те çенĕке

Кĕрсе тăрать аннеçĕм.

Майлать пуçелĕке.

 

Вĕçет сапунĕ вăштăр.

Пăшăлтатать тути.

Сăнне çутатнă фосфор.

Сар тупăкăн çути.

 

Ялан ун куçĕ хупă;

Пырса тăрсассăнах,

Мăкăртатать пĕр хушă,

Тем-тем калать сăмах.

 

Çук, илтĕнмест халапĕ,

Çитмест ман çывăха.

Аннеçĕм, тен, халь эпĕ

Кĕретĕп çылăха?

 

Сăнран эс кушăрханнăн

Сăнатăн пĕр кана.

Тен, шутсăр пăшăрханнă

Тăван-пĕтен мана?

 

Çын хуйхине, тен, маннă?

Çунатăп хамшăн çеç?

Йӳçек, чухлатăп, манăн

Сана çак кучченеç.

 

Епле куçран эп пăхăп?

Аннеçĕм, ан хашлат.

Шута кайса пĕр вăхăт

Пуçа эс хыпашлан.

 

Çӳçрен туртасшăн мар-и

Юри ĕлĕкхилле?

Чим, эс кала пуçларăн:

— Ачам, атя киле.

 

— Ăçтан кун пек хастарлăх?

Пуçу каллех шакла.

Мĕн-ма вара кастарнă

Çӳçна эс салтакла.

 

Малалла

Вăрçă чарăннă кун


Каллех райком ĕçне чĕнтернĕ,

Васкатăп телефон патне.

Шурăмпуçпе ир чĕнтĕрленĕ,

Хĕретнĕ пĕлĕт çунатне.

 

Çунать, хăмач ялав пек, тухăç.

Капăрланать теме кĕтсе.

Кĕçех суха тумашкăн тухĕç

Ача сăн-питлĕ йĕкĕтсем.

 

Пускил-хĕрарăм кӳлĕ вăкăр,

Турттарĕ вăрлăх кун каçа.

Çапла.

Тертпе пулать вăл çăкăр.

Вăрçи мантарчĕ канăçа...

 

Эп васкаса çĕклетĕп трубка.

Каллех тивет пуль ĕнтĕ ят.

Эп мĕн илтетĕп пĕр тăрукăн?

Çурăлас пек чĕре тапать.

Савăннипе ташла пуçларăм.

Тула тухатăп сирпĕнсе.

 

Тăкăрлăкпа утать хĕрарăм

Ик витрипе шыв çĕклесе.

Эп кăшкăрса çĕклетĕп алă.

Пăхать хĕрарăм тĕлĕннĕн.

Хăй ăшĕнче шутлать пуль:

Паллă,

Сыпма та пуçлăх ĕлкĕрнĕ...

 

Ах, вăрçă пĕтнĕ?

Вăрçă пĕтнĕ!

Йĕрет инке ĕсĕклесе.

Çак хыпара миçе çул кĕтнĕ.

Тинех-çке илтĕмĕр кĕтсе.

Кĕвентине Улька вĕçерчĕ.

Сăнран пăлханнă хăй самай.

Витре умне вăл чĕркуçленчĕ.

Малалла

Кӗттерекен хăна


— Çапла та, капла... Кампани пуçланчĕ. Кашнин ытлашши тырра патшалăх аллине памалла, — терĕ ял Совет председателĕ тĕксĕм хурал пӳртне пухăннă халăха.

— Кăçал ăçтан ытлашши тырă пултăр?! — хирĕç тавăрчĕ Кутăн Якку ывăлĕ Петĕр.

— Ничево... Тупатпăр. Анчах халь план килмен-ха. План кĕтетпĕр.

Халăх саланчĕ. Пурте утрĕç килĕсене. Хăшĕ-пĕрисем урам кĕтессине çитсен чылайччен пĕр-пĕринпе пуплесе тăчĕç. Кусен пичĕсем те йăлкăшмаççĕ. «Х-хву, ты, пурнăç-и ку» Йытă пурнăçĕ!» — тесе сурса илчĕ Уйчӳк Ваçли, хăйĕн вăрăм, сарă сухалне шăлса.

Теприсем васкаса утса, нимĕн чаранмасăр килĕсене саланчĕç.

— Иккĕн пĕр лав çине тийĕпĕр, Сахар. Ман лаша çуккине ху пĕлетĕн вĕт! Вĕсен планне кĕтсе... Леçетпĕр хамăрах. Мĕне кирлĕ вĕсен планĕ пире... — пуплешрĕ пĕри юлташĕпе.

 

* * *

Председатель кунĕн-çĕрĕн план кĕтет.

— План илсе килсе паман-и паян? — ыйтать арăмĕнчен вырăн çинчен тăрсанах.

— Мĕн планĕ ыйтатăн ара эсĕ манран пĕрмаях?

— Тырă планĕ. Тырă... Ăна та пĕлместĕн. Председатель арамĕ тесе усра вара сана. Тырă планĕ... — Хăмсарчĕ кил хуçи.

Малалла

«Çук, эп калавçă мар...»


Çук, эп калавçă мар,

эп тӳррĕн калаçасшăн.

Чун çулĕпе пыма

ирĕклĕрех пуль маншăн.

 

Сăнарăм ун çулне

йĕркеллĕн, васкамасăр,

унта мĕн курнине

йăлт каласса сунмасăр.

 

Чун çӳллĕшне сиссе

ăс ирĕклĕн сас парĕ,

хăй хăватне пĕлсе

çирĕпленме пултарĕ.

 

Систерĕ чун вăйне

сăмахăн вăй-хавалĕ,

чĕре тĕпченине

тусăмсене вăл калĕ.

Аслă юлташа


Сасса таса эп упраймарăм,

пĕччен эп юлтăм ун чухне.

Шăпланчĕ музыка... Туймарăм

ун ирĕклĕ пĕлтерĕшне.

 

Мана ун чух эс хăвармарăн,

халаллă шанчăк вăйĕпе

эс музыка пулса янрарăн —

юри ман ятшăн пулнă пек.

 

Ман шанчăкăм, тӳпе хум янăн,

çĕкленчĕ ирĕклĕн, тасан...

Чун кĕввипе эс — ман тăванăм,

ыр ăсăн вăйĕпе — тăван!

Йĕплĕ хурлăхан тĕмĕ


Б. Л. Пастернака

Таçта пек — çакă тĕм. «Вăл — çакă»

теме те çук пек... Çĕр каçах

шур садăн пуш архипелагĕ

шав сарăлать пек, — анратсах!

 

Юрпа çав тĕм хушши — пĕр сассăр,

пĕр йĕрсĕр, çутăсăр тĕнче.

Турат мĕлки çуралаймасăр

тӳрех путать ун ыйхинче.

 

Унччен ун сĕмĕ çуралсаччĕ,

çукран пур пулнă пек, кăртах, —

юр çутипе тăванлашсаччĕ

малтан, тен, куçсене шартсах, —

 

черчен пĕр кĕрешӳ пуçланчĕ

кайран вĕсемшĕн çак садра, —

ик енлĕн ирĕлсе çухалчĕç

вĕсем пĕр пĕтĕм артакра...

 

Халь — çук мĕлке те, юр çути те! —

Çак куç курми мĕлке анчах

сас-чӳсĕр тарăн ыйăх витĕр

ырса чĕтрет пек, — хĕл каçах...

 

Çак тухату — сасартăк иртĕ:

вăранĕ юр çути мартра,

чуна чун кĕнĕ евĕр, витĕ

турат мĕлки те сив юра, —

 

мĕлке вăййи аса илтерĕ

е тĕлĕкри сăрт-ту йĕрне,

е хут çине ача ӳкернĕ

тĕс-йĕрĕн сапаланчăкне.

Малалла

Пракуш пичче


Асран кайми Пракуш пиччеçĕм...

Те ватлăха вăл туйнăран,

Ларас килместчĕ пуль пĕчченçĕ,

Йышпа пуласшăнччĕ ялан.

 

Этемĕ чунĕпе çĕнехчĕ.

Пырса тăратчĕ те хуллен,

Сăмах тупма табак сĕнетчĕ

Е ал тытатчĕ йĕркерен.

 

Яшсем хăйне пулнишĕн хапăл

Вăраххăн пуç тайса пĕр си

(Ăçтан пĕлсех ку сăмаха вăл?)

Калатчĕ ал тытса: «Мерси».

 

Вăл, виçĕ вăрçă ветеранĕ,

Хăйне тытатчĕ салтакла.

Çӳретчĕ, пĕр хăнăхнăран-и,

Тин çеç ят тухнă пек шакла.

 

Кун пултăр — çăкăрĕ пулать-ха,

Ыраншăн вăл пĕлмен хытма.

Çапах упратчĕ плащ-палатка

Вилсессĕн чĕркенсе выртма.

 

Хăна чĕнмешкĕн юрататчĕ,

Ĕçне те пĕлнĕ вăхăтра.

Ял хушшинче ун пурччĕ ячĕ,

Хисеп те пурччĕ халăхра.

 

Ĕмĕрĕнче çын асăнмалăх

Нихçан та пуçлăх-мĕн пулман.

Çапах кулянчĕ пĕтĕм халăх,

Вăл сарăмсар вилсе кайсан.

 

Пракуш пиччем,

Выртса йĕрес-и?

Çунтармăш ĕмĕт ман пĕрре —

Ял умĕнче ята çĕртмесĕр

Сан пек пурнасчĕ ĕмĕре.

Чĕлхе


Паян райĕçтăвкомра туллиех халăх. Унта — ялканаш председателĕсен эрнере пĕрре пулса иртекен пухăвĕ. Райĕçтăвком председателĕ алли-урипе тапăртатса доклад тăвать. Каламан сăмах та хăвармарĕ. Юртсан-юртсан утмалла, теççĕ. Çавăн пекех председатель чĕлхи чăвашла сăмахсене вырăнăн-вырăнăн вырăсла та мар, чăвашла та мар лаплаттарса хурать. Хăш-пĕр сăмахне халăх ăнланса та юлаймасть. Лешĕ çаплах çаптарать.

— Вăт, пирĕн, таварищи, во что пы то ни стало, чăваш чĕлхине реализацилеме тăрăшмалла. Пес эттăвă, пирĕн чăваш халăхĕ никохта та малалла каяймасть. Тля эттăвă сире пурне те присываю поротсă всех. И паянхи сопранине претлагаю принять относительно çавăншăн постановлени йышăнма.

— Йышăнас! Йышăнас!

— Поетому, сначчăт, ырантан пуçласа отношени путем писать лишь чăвашла.

Тĕрлĕ ĕçсем пирки тĕрлĕ постановленисем йышăнчĕç. Халь ĕнтĕ малашне чăвашла çыратпăр терĕç те тухса утрĕç килсене.

Виç-тăват кун иртрĕ. Председатель хăй тĕслĕх кăтартма шутларĕ. Шăрантарать çеç хальхи чăваш чĕлхипе хушусем.

«Пур сельялканашсене те всем.

На основании Чăваштĕпĕçтăвкомран хут килнĕ тăрăх этим отношени сире пурне те претлагать тăватăп семенашăн нуштатсă тăвакан краштăнсен именной списоксене претставить тума с укасанием к нему миçе пăт, каккуй семена нушнă, потом мĕнле тырă кирлĕ. Пес эттова семена валеçме невосмошнă. Это вы хăвăр та пĕлетĕр. Скорей претставить тума тăрăшăр.

Малалла

Ӳкерӳ ăсти


Курни — сахал. Курнин пĕлтерешне,

хам туйнă пек, епле эп кăтартайăп?

Мĕнле йĕрсем эп кун валли тупайăп,

ăçтан илейĕп эпĕ вĕсене?

 

Эп тăвайман ӳкерчĕк — ман ăсра:

вăл сталактит пек ялтраса илет те,

курнать — Скопас вакханки пек... Чĕтрет те

сасартăк çухалать шухăшăмра.

 

Хĕрарăм пӳ-сине-и сĕмленсе

арçын пӳ-сийĕпе танлаштаратăп, —

пĕр пекскерсен уйрăмлăхне куратăп:

драмăпала трагеди пек вĕсем.

 

Асра эп самолетăн çунатне

куратăп: сивĕ çумăрăн тумламĕ

ялтрать пек ун çинче... Ун пек тăвам-и

ялти витре çинчи тумламсене!

 

Пăрланнă юр ӳкет хырсем çинчен, —

кĕрт ăшĕнчи йĕрри-суранĕ чĕрĕ! —

Ĕлккен курка, хуратнă кĕмĕл тĕрĕ

ялтрать пек — пăр амантнă кĕртсенче.

 

Эй, тертĕм: сăнарласчĕ — сăнара!

Саккун пек ку — ăса сăнар кĕрсессĕн.

Тен, йыт йăли пек... — Вăл

çыврас килсессĕн

çапла çаврăнкалать йăви тавра...

■ Страницăсем: 1... 135 136 137 138 139 140 141 142 143 ... 796