Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Юрату йĕтесĕТаркăнИлемВатă чĕре — çамрăк чунКăвайт çутисемВăхăт таппиҪул юлташӗ

Чикĕ


Эп пушăлăхра çеç кăшкăратăп.

Пушăлăхăн вĕçĕ пур пулсан

пултăрччĕ вăл пысăк-пысăк кантăк

е стена, тен... Пултăрччĕ вăл сан

пӳрт-çурту... Çав пушăлăхăн вĕçĕ,

хӳтĕлĕх пуçламăшĕ... Ман сас —

эп хама вырнаçаймасăр, кĕçĕр

йывăррăн, хам чунăма татса

кăшкăрни — ниçта та сăрхăнмасăр,

сывлăшăн пин-пин хĕмĕсемпе

пĕрлешмесĕр, ман вĕрилĕхпе

ман ыратăва сапаламасăр —

сас хумĕсенче-хĕмĕсенче

ман асапăма илсе çитертĕр

сан улах пӳртне. Вăл чӳречен

куçĕ тăрăх шăвăнса чĕтретĕр,

эсĕ çак сасса ху сассупа

хупличчен — йĕри-тавра кĕрлетĕр

ман юнра çĕкленнĕ хăватпа!..

Пурнăç — пĕтрĕ. Юлчĕ — кăшкăру çеç.

Этем ăсĕн вĕçĕ пур пулсан —

ухмаха ерме пуçтарăнуçăн

çын пĕрех çын евĕр курăнсан —

пулмаллах çак пушăлăхăн вĕçĕ,

кăшкăрун та вĕçĕ пулмалла!

Тен, эп халь каланине итлеççĕ

тăванла чунсем — пуласлăхран!..

Пулăп — пушăлăх пĕтсе хаваллă

пурăнăç пуçланнă чикĕре,

манăн кăшкăру пĕтсен вăй-халĕ

юлтăр сăвăри вĕрилĕхре!..

Чĕрĕ тĕвĕ


1

Упа пек мĕкĕрсе ямалăх

чĕре тени кӳтсе çитсен

сĕтел урисене чăрмалăн

пушмакăн пуçĕпе ирччен.

Вăй пĕтĕ те — йăваш та сапăр,

Йĕркеллĕ пулăн ирхине.

Кашни сăмах хура шăна пек

ӳтри кашни тар шăтăкне

çӳçентермешкĕн пуçласассăн —

нимех те мар. Нимех те мар.

Мĕн пур ӳт-пӳ сурать пулсассăн —

ыратнине кăшт чакарма

ӳт-пӳ калăпăшне чакар эс.

Пуçна аллусемпе хĕстер.

Шăлна çырт. Чăмăртан та — лар эс.

 

Саватăн канлĕхе? Чипер!

Вăл тирĕкри шӳрпе пек — канлĕх,

тăкмасăр утас тен пулсан,

утту — кăштăртатса пымалăх

асăрхануллă пултăр сан.

Е ӳт-пĕвӳ тачка та лĕнчĕр,

çемçе те сĕлпĕр пулмалла, —

çĕре ватса чулсем чĕтреччĕр

ун айĕнче — ку ӳт, паллах,

чĕвен тăмасть вăл. Карăнмаççĕ

шăнăрĕсем. Вĕри хĕмсем

ӳтре чĕлтĕртетçе хыпмаççĕ.

Симметри саккунне сиссе

хăех тепĕр енне куçать вăл —

шĕвек ӳт-пӳ. Куçать — юлхав.

Хăй те сисмесĕрех упрать вăл

турилккери лăпкăлăха.

 

Малалла

Вăрçăра пуç хунисене


Çапла.

Вĕсем вилсен те парăнман.

Парăнманран каллех тăраççĕ чĕррĕн.

Чĕррисемпе пĕр харăсах, пĕр тан

Тĕнче ĕçне тăваççĕ кунĕн-çĕрĕн.

 

Сире хирте куратăп çĕнĕрен.

Кашлать тырпул, тапать тăпра сĕткенĕ.

Тăван çĕре юнпа хĕретнĕрен

Кăвар пучах пулса эсир çĕкленнĕ.

 

Балтикăран шур Шупашкар таран

Çĕн мăрьесем ӳсеççĕ кутăруçăн.

Хăй сывлăшне, тен, паттăр панăран

Сывлать заводăн кăкăрĕ яр-уççăн.

 

Çӳлтен çӳле, хĕвел патне çити,

Йăлтăртатса выртать ракета çулĕ.

Çав çутăра — вут чĕресен çути,

Пуç хунисен хĕлхемĕ те пур пулĕ.

 

ГЭС пĕвине çапатпăр-и сăвай,

Асту, тĕнче, малтан кам никĕс хучĕ?

Хум сиккине пӳлекенни пирвай —

Ман тусăмсен çунса хуралнă ӳчĕ.

 

Пур металран хĕрӳллĕ вăл, уран.

Тар кăларать, илтсессĕн, атом ячĕ.

Салтак чĕри пин хут вĕри унран —

Хăй кăварне вăл çĕнтерӳшĕн пачĕ.

 

Çĕр тĕнĕлне сыввисемпе пĕр тан

Паян эсир, ман тусăмсем, тытатăр.

Малалла

Снайпер патне янă çыру


Хаçатсем пĕлтернĕ хыпар тăрăх

 

Гварди чаçĕнчи хăюллă салтаксем патне пĕрре чечекленĕ çыру пынă парнесемпеле пĕрле.

Ыр саламлă ăш çыру килнĕ питĕ инçетрен, Чăвашри пĕр паллă, пысăк колхозри чипер хĕртен.

«Саламлатăп пурсăра та сире, паттăр йекĕтсем!», — тесе çырнă çырура вăл, суннă ырлăх-сывлăхсем.

Кĕскен çеç унтан пĕлтернĕ, ыйтнă пĕтĕм чĕререн: «Ман парнеçĕм пултăр, — тенĕ, — чи хăюллă снайпере».

Шута кайнă боецсем те çак çырăва вуласан... Вĕсен чаплă снайпер пур-мĕн. Вăл — Фроленко лейтенант.

Салтаксем вара хавассăн килĕшсе пĕр-пĕринпе çак Фроленкона параççĕ чăваш хĕрĕн парнине.

Пысăк мар-мĕн хĕр парнийĕ: пур печенипе табак, бритвă, супăнь, куç кĕскийĕ тата сахăр пур пăртак.

Пуринчен хаклийĕ пулнă çырупа хитре портрет. Хĕрĕн сăнĕ йăлтăр кулнă. Тĕлĕнтернĕ чăннипех.

«Чăн та, эпĕ палламастăп, хаклă снайперĕм, сана. Анчах эсĕ хĕрхенмесĕр çĕмĕретĕн тăшмана.

Пире пусмăра чикесшĕн уракан фашистсене пур тискер ĕçсемшĕн эсĕ тавăратăн хĕмленсе.

Сана — паттăр çынна — эпĕ юратса пур кăмăлтан тав тăватăп, саламлатăп, чăмăртатăп аллуна...»

Малалла

Хулари çур кунĕ


Эп — çын çеç мар, эп халь —

кун-çул кĕрлевĕ,

вĕри ялтравĕ, куçăвĕ, илемĕ...

 

Кĕнекесем те халĕ маншăн урăх:

çав-çав тĕлте çав-çав хакпа туяннă

шкапа хумалăх япала çеç мар, —

унчченхинчен урăхларах уçатăп

эп вĕсене те... Улăм çӳппине

тусанлă çулпала каç кӳлĕм

çил хуллен вĕçтернине аса илетĕп...

 

Сар улăм çӳпписем... Вĕсем каç кӳлĕм

кĕренĕн те ачашшăн курăнаççĕ...

Илтсеччĕ эпĕ: Николас Гильен,

сип-симĕс Кубăн ăслă юрăçи,

çырасшăн теççĕ лăпкă сăвăсем, —

çав ырă та таса сăвăсенче

çапла ялтрамалла пуль — лăпкан, хĕрлĕн

çул хĕрринчи çут хăмăш çулçисем...

 

Кĕнекене хупатăп та (мĕн чухлĕ

вуларăм эп е шухăшларăм?) лăпкăн

тухса каятăп урама каллех, —

хама унта килти пекех туятăп;

рабочисем ак тротуар юсаççĕ, —

йăлтăртатса, чĕлтĕртетсе тăрать

ирĕлекен смала... Таса ыр шăршă

кăшт пуçăма асамлăн çавăрать.

Киле çитсен çыру çырма ларасчĕ, —

ман Епхӳри юлташăн хĕр-тусне

Малалла

Юмах


Йĕпе хирте çӳретĕп

Эп хур кĕтĕвĕпе.

Каçпа яла кĕретĕп

Йăмралăх айĕпе.

 

Пӳрте çуса тасатнă,

Мачча-урай çап-çут.

Кăмакана шуратнă

Ик си шăлса ик хут.

 

Анне тӳшек сарать те,

Выртатăп сак çине.

Ыйха кайса тăнлатăп

Вут-хĕм вĕркенине.

 

Вĕт çулăмăн кĕрлевĕ...

Турат çатăртатать...

Хурсем шуйлашнă евĕр

Çак сасă туйăнать.

 

Пĕлетĕп — вут тивет те

Хуранăн хăрăмне,

Хĕмсем çунаççĕ — вĕттĕн

Хыпса, çине-çине...

 

Хĕрсем каяççĕ тейĕн

Каç кӳлĕм çырлана...

 

Никам та çук — пĕлетĕп,

Пĕртен-пĕр эс кăна.

 

Хуралнă хăмăл тăрăх

Утан ман тĕлĕкре.

Хурсен мĕлкийĕ вăрăм

Куçа-куçа çӳрет.

 

Утан эс курăк витĕр —

Ик аллупа сирсе.

Утан — ман тĕлĕк витĕр

Ман асăма кĕрсе.

Салтак сăмахĕ


Эп пĕчĕк çын, янравсăр ятăм.

Эп хапсăнмастăп нумая.

Çапах пĕлетĕп — мĕн вăл атом,

Чухлатăп атомри вăя.

 

Ман пĕлмелле те: Сталинградăн

Пуласлăхне хăтарнă кун

Хул ӳкрĕ хуçăлнă туратăн,

Хама шăварчĕ хамăн юн.

 

Ман пĕлмелле! Алхасрĕ çиçĕм,

Çунса кĕлленнĕ çут тĕнче.

Виç вăрçăра пулса аттеçĕм

Пуç хучĕ Витебск патĕнче.

 

Пĕлетĕп эп — ман савнă ывăл

Çуралнă çĕн хĕвел çутма.

Ăна ан хуçтăр вутлă тăвăл,

Вăл ан ылхантăр атома.

 

Эп пĕчĕк çын, кĕрлемĕ ятăм.

Мана мул-пурлăх кирлĕ мар.

Çапах калатăп:

— Мирлĕ атом,

Эс халăха пуянлăх пар!

Çăкăр


Пĕр çурхи кун, эп астăватăп,

Киле килетĕп вăрçăран.

Ывăннипе аран утатăп,

Çунса тухать вĕри суран.

 

Ял çывхарсан пур пек хал-хăтăм

Ăшра ман хĕрнĕччĕ кăна —

Тăп чарăнса сасартăк тăтăм,

Эп куртăм, куртăм эп çакна:

 

Ана çинче — çур шывĕ хăмăр,

Юртан тасалнă тин тăпра.

Тем чавалать пĕр çамрăк хăвăрт,

Алли те, пичĕ те хура.

 

Сулкаланать пĕччен шурутăн,

Асăрхамасть мана пачах.

Ыйтатăп: — Шăллăм, мĕн шыратăн?

— Крахмал пухатăп, — тет ача.

 

Пĕр çĕрулми сирсе кăларчĕ,

Хирте вăл выртнă хĕл каçа.

Каймасть çусан та пылчăк карчĕ,

Йĕпетрĕ пĕчĕк хутаçа.

 

Хура шыв юхрĕ сумккинчен.

Мана курнать вăл чĕрĕ юнăн,

Кĕнекисем выртаççĕ унăн

Урок кĕтсе сукмак çинче...

 

...Вутра çуралнă çутă ирĕк

Вутра çунмарĕ. Кур паян:

Кашлать тăван колхоз уй-хирĕ,

Кашлать пучахĕ йывăртан.

 

Юхса килет ăш çил ачашĕ

Ĕçре çĕкленнĕ юрăпа.

Малалла

Кукамай


Сарă сĕтел тавра хĕрсем лараççĕ. Спалюк аппа шăтăкла çыхать, Нинукпа Уках тĕрĕ тĕрлеççĕ. Вĕсемпе юнашарах кукамай. Вăл манăн пĕчĕк йăмăка, ăшă утиялпа чĕркенĕ Надеждăна, чĕрçи çинче тытса ларать.

Халь кăна-ха радиопа «Айдар» спектакле итлерĕмĕр, пурте ун çинчен калаçаççĕ.

— Пинерпие питĕ хĕрхенес килет. Ирĕксĕр качча пачĕç те ăна, çын вырăнне хумаççĕ. Айдар йышши кулаксем çав териех усал пулнă-и вара, кукамай? — тесе ыйтрĕ Спалюк аппа.

Кукамай шăл тунине кăтартса кăмăллăн кулкаларĕ те:

— Эсир пĕлместĕр çав ăна, пĕлместĕр. Усал анчах-и?.. Эпĕ хам тӳссе курнă унашкал пурнăçа, — терĕ.

Хĕрсем пурте шăпланчĕç.

— Çамрăк чухне эпĕ ятлă хĕр пулнăччĕ, — терĕ кукамай. — Шăхасан пасарне кайма хăраттăм. Каччă терĕшсем утма памастчĕç мана унта, хыçранах кĕпĕрленсе çӳретчеç. Пасартанах вăрласа каяс текенсем те сахал марччĕ.

— Мĕнле вăрласа? Çынна та вăрласа кайнă-и?

Кукамай пирĕн çине пăхрĕ те каллех кăмăллăн лăхăлтатрĕ.

— Вăрлатчĕç çав, вăрлатчĕç. Лайăх хĕрсене арăмлăха вăрласа каятчĕç,— терĕ вăл. — Аран тара-тара хăтăлаттăм эпĕ те вĕсенчен, Çапах, тепле пулсан та, эпĕ хамăн упăшка пулассине чунăм килĕштернипех качча тухрăм. Пуян çĕртенччĕ вăл, хамăр ял ачиех-ха. Хамăр ялсем пулсан та, çын ăшĕ витĕр пăхса курăнмасть-çке, ăçтан пур енĕпе те пĕлсе çитерĕн.

Малалла

Парне


(И. С. пирки шухăшласа)

 

Юратăва куçпа курас килет, —

Этемлĕх тупнă пĕр аван меслет:

 

Туса — парне параççĕ кăмăлтан,

Чи вашават йăла ку авалтан.

 

Анчах эс савнă çын сана сутсан,

Вăл сан юратăвна вараласан —

 

Сăна эс: ун кашни япалиех,

Куçа курнан кашнн вак-тĕвекех

 

Йĕрĕнтерет сана хăй тĕсĕпе —

Киремете пăрахнă пăхăр пек!

 

1949—1955

■ Страницăсем: 1... 141 142 143 144 145 146 147 148 149 ... 796