Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эй, ман тунсăх, çул тунсăхĕ! Эп асилетĕп
Иржи Волькерăн, чех сăвăçин, сăмахне:
«Пуйăссем, эп илтетĕп эсир чĕнннне!»
Асăмра эп каллех юратса тинкеретĕп
Семафорăн çинçе шевлине.
Зй, машин çăвĕпе чăпарланнă ик атă!
Çул çинчи курăксем сулланса тивнĕ май,
тусанланчĕç вĕсем, тусанланчĕç пĕрмай
Асăмра та пулин çул çине эп тухатăп:
эп курни — сахал мар, курманни те — нумай!
Пуйăссем, пуйăссем — малаллах ыткăнаççĕ,
антрацит пек ялтраççĕ хула çурчĕсем,
каçсерен рельсăсем çумĕнчи хунарсем
хĕрлĕ çутă сапса, шăппăн, лăпкăн çунаççĕ —
пĕчĕк Пимен ларать пек кашни хунарта,
ман кун-çулăм çинчен тем çырать пек унта!
Эп вакун шăв-шавне кунĕн-çĕрĕн илтетĕп,
хуласем, тинĕссем уçакан тусăмсем!
Çĕр çинче, эп пĕлетĕп, пур урăх çынсем —
тахçанах уçса-тупнă çуртсем ăшенче те
сĕтелсем çеç уçса пурнакан этемсем!
Вакунра хăй çутаççĕ — çывхарчĕ çу каçĕ...
Сарă çӳçлĕ хĕрарăм ялан ман асра:
пĕчченех вăл ларать пуль таçта, аякра —
Малалла
Митта Ваçлейне
Эс сас памалăх, эс мана илтмелĕх
май пур-ши? Пур-ши вĕçĕмсĕр тĕнчен
кĕрлевĕнче, çак чĕрĕлĕх-илемлĕх
куçăвĕнче те çаврăнăвĕнче —
сана, сан çутуна çынсем пĕлмелĕх
упраякан хăват çĕр вăйĕнче?
Е эс чĕнми те çуталми пулсассăн,
эс шăплансан санран, сан ӳтӳнтен
писет-и çак тĕнче... Çапла пĕр сассăр
тухатăн-и кун-çул тытăмĕнчен?
Вăл — йывăç пек... Эс ун çулçи пулсассăн
сан ӳкмеллех ху вăхăту çитсен...
Кунта — ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,
ху çутупа, таса ăспа çĕнсе
ху илемне кăтартрăн.. Ку çеç мар-и:
эс халăх кăмăлне, чунне пĕлсе
ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн
ăна вăй пур таран илем кӳрсе.
1957, Иркутск
Виçĕ йăмăкăм ялта.
Кашниннех кил-çурт, пахча.
Карта выльăхĕ... «тата
Пĕр кĕтӳ ача-пăча».
Çапларах хăйсем шӳтлеççĕ,
Пухăнсан хăна-вĕрле.
Хуть хăçан —
Ирпе, çĕрле —
Пепкисем йĕрме-йĕреççĕ,
Çаруран чупса çӳреççĕ.
Кăвапа таран кĕпе.
Кăкăр умĕ йĕп-йĕпе...
Ним те мар-çке.
Астусамăр,
Еплерех ӳсмен-ши хамăр?
Хырăм пулнă параппан —
Ирĕн-каçăн çĕрулми.
Вăл пулсассăн пурăнан,
Сăн-пит çеç пулать кулми.
Пурпĕрех, хурах эшкерĕ
Вăрçăпа килсен,
Кĕреш пек туссем ĕшкерĕç
Фашиста тĕпрен.
Урăхла лару-тăру
Çĕнĕ вăхăт,
Çĕн ăру.
Сăмахлать ача, итленĕ,
Кăшт чĕлхи уçăлсанах,
Малтан —
Амăш. Ашшĕ. Ленин.
Унтан —
Спутник. Космонавт.
Сирĕншĕн малашлăх кунĕн
Хатĕрех çул парнисем.
Çилпеле хĕвел чуптунă
Хăмăр ӳтлĕ ачасем.
Çавăнпа кунта эс ĕлкĕр,
Шухăшăм, калас пурри:
Вăрçă асапне ан пĕлтĕр,
Малалла
Тихăнпа Пăрамун тесен-и? Э-э, çапла, пирĕн таврара вĕсене палламан çын çук çав вара. Ий-я, ватти-вĕтти таран пĕлеççĕ. Усаллипе мар, çу-ук, мĕншĕн усаллипе пултăр-ха, ырă ятпа сума суса, мухтаса асăнаççĕ вĕсене.
Тихăнĕ ватăскер ĕнтĕ, шанкама ырхан питлĕ. Хăрах куçне, сулахаййине, пĕчĕк чухнех шурă карса илнĕрен, хура сăран саплăкĕпе çыхса çӳрет.
Парамунĕ унран чылай çамрăкрах çын. Пысăкки те пысăк та, вăйĕ вара — ай-вай-вай! Пĕррехинче вăл хăйне сĕкме тăнă вăкăра, мăйракипе сăмсинчен çаклатса илсе, ним мар парăнтарнă.
Тихăнпа Пăрамун хурăнташлă. Чылай пулчĕ-ха унтанпа. Тихăн ывăлĕ Ванюшке Пăрамун йăмăкне Машука качча илчĕ. Пирĕн таврара çак çынсене вĕсем хăталлă пулнишĕн пĕлеççĕ тесе ан шутлăр эсир. Вĕсем иккĕшĕ те ăста платниксем.
Çапла, çак ăста платниксен чапĕ таçта çитиех сарăлнă ĕнтĕ. Ара, ниçта пырсан та аллисене пăсман вĕсем, пур çĕрте те ĕçлес тесех ĕçленĕ.
Тихăнĕ вăл, хăрах куçлă анчах пулсан та, ашшĕне кура, урайĕнче упаленме пуçласанах пуртă тытма вĕреннĕ темелле. Халь вара хăрах куçне хупать те пуртăпа пĕрене касма тытăнать. Çапла куçа хупнă пулсан та, пурттине çĕр хутчен шак та пĕр йĕр çине лартать. Кирлĕ пулсан, тавлашас-тăвас тетĕр пулсан, пин хут та лартса кăтартать, шутласа пыма çеç ан ӳркенĕр.
Малалла
Л. Путякова
Ман тĕлĕкре юлашки вăхăтра
вĕлтĕрен тĕмĕсем хуралса-чӳхенсе
тĕкме еннелле туртăнаççĕ,
пас тытнă рельссем
халь-халь янраса сас парас пек ялтраççĕ.
Тĕлĕкре манăн йăмăк
утать шпалсем тăрăх, таçта пĕр пăхмасăр васкать,
ăçталла çул тытать вăл — пĕлместĕп,
ăçта, кам еннĕ, мĕн енне?
Нӳрлĕ хир тăрăх утать пĕр-пĕччен, час-часах такăнать
шăннă йăранăн тумхахĕ çине...
Хупахсен çулçисен кушăрхаллă енне
улача кĕпе-йĕмлĕ художник-ача
каллех тĕлĕкре варалать сăрсемпе.
Хупахсен çулçисен тепĕр енĕ шатраллă,
арманта ĕçлекен ват лаша хăлхине
мăян вăррисем сăрнă пек.
Çапла ир енне тĕлĕкре эп куратăп,
ачалăхăм, сан вăхăтна!
Алсене сив вителĕк çинче хăваратăп
ирччен вăрана-вăрана.
Ирпе — тĕлĕк вĕçĕн ӳкерчĕкĕ пур:
ыр вăрттăнлăх пек курăнать шурă юр...
1957, Переделкино
N. N.
Юр, шурă юр, юр!
Юр витĕр юр куçать,
юр витĕр юр ялтрать,
юр витĕр юр çаврăнать,
юр витĕр юр чӳхенет...
Юр чĕлтĕрех витет
йĕпенсе-хуралса пынă май ӳссе пынă пек курнакан
телефон юписен ретне.
Кашни юпиех — çултан аташса, çултан
пăрăнса кайнă пек — пĕчченех...
Шлагбаум каштин рет-рет йĕррисем
юрпа хупланаççĕ,
шуралнă шпалсен хушшисем
чакса пынă пек туйăнаççĕ...
Поэт дачине хӳтĕленĕ карта
юр ларнăран пысăкланнă,
вăл — инçетри ман ялта
пахчара ларакан тĕкме пек калăпланнă...
Картара — тĕкмере
йывăçăн вилĕмĕ хытса-чарăнса упранать,
эпир пурăнас, утас, калаçас ĕмĕре
çаплипех вăл, кунтах, ирттерет.
Çавăнпа, тен, пире
ĕмĕрлĕх çинчен те аса илтерет...
Юр, шурă юр, юр,
Юр витĕр юр чӳхенет...
Çак каç çĕнĕ шанчăк санра тепĕр хут йăл илсе
сансăрах пурăнма пикенет —
лере, —
электричка шуса иртекен çĕрте,
Малалла
Сасартăк кăшкăрас килет,
сасартăк: — Чарăн! Чарăн!
Ан кай манран! Кĕр ман киле,
çӳре, шавла!.. Ан парăн —
мана та! Ху çуттупала
ху çĕкленсе ху пурăн,
эп — çул юпи кăна пулам,
çулу çинче кăшт шуррăн
курнам кăна — мана çитет,
çулу — инçе утмашкăн.
Кирек ăçтан иртсессĕн те
пурĕпĕрех-иç саншăн!
Эппин, эппин, ирт ман çумпа,
манран инçе каймалăх
яланлăх уйăран çулпа
ирт — эп курса юлмалăх!
Шутсăр пысăк мар Мĕн Явăш ялĕ.
Курăнмаççĕ çурчĕсем çăран.
Пурĕпĕр, шутларăм та эп халĕ,
Икçĕр çын килмерĕ вăрçăран.
Чун катмасăр юлнă кил çуках вăл!
Хурлăх камăн куçĕнчен пăхман?
Таврăнмарĕ Мустăрсен виç ывăл,
Виççĕшне çухатрĕ ват Тимань.
Çывăх тус, Васлей Аршуткин, пурччĕ,
Сарă яш, хăюллă утаман.
Хуйхăрать паян та ашшĕ пӳрчĕ
Пушанса сасартăк юлнăран.
Тархаслаччĕ Арçинке Самаров:
«Ывăла килех, тур, çавăрса».
Пĕртен-пĕр ачи ун таврăнмарĕ,
Виличчен ылханчĕ вăл вăрçа.
Астăватпăр — курнисем манмаççĕ —
Йăмăксем те пулнăччĕ кулми.
Çур çитсен тултарĕ Ал хутаçĕ
Уй-хиртен йĕпеннĕ çĕрулми.
Тертлĕ Вăхăт.
Ан тусамăр айăп
Асилме çитернĕшĕн хăю,
Паянхи кун тӳпинчен пит лайăх
Курăнать, ялйышăм, сан вăю.
Çав кунсем нихçан асран каймаççĕ:
Канăç çук, ĕçлетĕн çĕр хута, —
Пурпĕрех хуплаймĕ хурлăх каçĕ
Ĕмĕт чĕртнĕ чĕрери çутта.
Малалла
Районти потребительсен союзĕн правленийĕн хĕрлĕ кĕтесĕнче лăк тулли çын. Таçти çынсем мар, хамăр хушăрисемех — суту-илӳре ĕçлекенсем. Кашни ялтанах пынă вĕсем. Унтах облаçран килнĕ представитель те пур. Вăл сăмах калать. Ялсенчи суту-илӳ работникĕсене тимĕр-тăмăр пухма хушнă иккен, анчах вăл ĕçе нихăшĕ те пуçăнман-ха. Облаçран килнĕ представитель çавăншăн канашлăва пухăннисене хытах пăсăрлантарма тапратрĕ.
— Сирĕнтен нихăшĕ те пĕр килограмм тимĕр-тăмăр пухса паман. Чул пек хытă хăлхаллă çынсем мĕн эсир, — терĕ вăл.
Саруй ялповĕн Уйпуç ялĕнчи лавккинче ĕçлекен Шалаш Ляппи, çак сăмахсене илтсен, пуçне чăнк тăратрĕ. Унăн хăлхисем ытла та ыррăн кăтăкланса кайрĕç. Представитель ятласа каланă сăмахсем ăна çемçе тӳшек çинче ыталанса выртнă чухне арăмĕ пăшăлтатса пĕлтерекен юратуллă хыпарсем пекех туйăнчĕç.
Ку çеç пулсан татахчĕ-ха. Ляппан чĕлхи вĕçĕ хăлхинчен ытла кăтăкланчĕ. Аптрамалла вăл шăмăсăр чĕлхепе, Ляппа сисичченех кăшкăрса ярасшăнччĕ, хуçи çук пекех хăтланасшăн. Ляппа ăна, вĕчĕлтетсе кĕçĕтекенскере, витере кĕçенсе тăракан юпах ăйăра хупнă пек, аран шăлĕсемпе картласа хучĕ.
Малалла
1
Туятăп эп: ман пит çинче
вĕри те сарлака куçсем
йывăрланса та юнăхса
çывăхараххăн туртăнаççĕ.
Вĕсем сана йăлтах-йăлтах:
урусене, аллусене,
куçусене, — хĕвел хĕртсе
çӳхен çемçетнĕ çĕмĕрт пек
чĕлтĕртетсе, тĕксĕмленсе
ялтăракан куçусене —
сана, сана, йăлтах, йăлтах
курасшăн пĕр пулса, пĕрле,
пĕрле пĕр сулăмлă пуласшăн
çывăхараххăн туртăнса.
Çапла куç сарăлать, çапла
куç уçăлать, çапла тĕнче —
тăват енне çиçен тĕнче —
сарлакаланнă май куçсем
йывăрланса та юнăхса
курма пуçлаççĕ — тĕнчене.
Куратăп эп: пăт-пат тĕссем
пĕрре те сапаланчăк мар, —
вĕсем те йывăррăн куçаççĕ —
йĕр хăварса, тарăнлатса,
мана хăйсен çулне-йĕрне
куç кĕретех кăтартнă пек.
Çапла вĕсем те куçнă май
кĕреççĕ сулăма, вĕсем те
кĕресшĕн пĕр вĕри тĕсе,
кăварлашса-амалашса
хыпа-хыпа ялтăракан
пĕр тĕс пулса çавăрăнасшăн.
Çапла ĕне тирне сӳсен,
çав тир çинче, тӳнтер енче
Малалла
■ Страницăсем: 1... 139 140 141 142 143 144 145 146 147 ... 796
|
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...