Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вăрман ачисемТаркăнÇич çунатлă куракĔмĕр сакки сарлака. 2-мĕш томАкăшсем таврăнаççĕПĕчĕк патшалăхПăва çулĕ çинче

«Сывлăм çийĕн чупнă пĕр пăхмасăр...»


Сывлăм çийĕн чупнă пĕр пăхмасăр —

кив пушмакĕ нӳрлĕ курăнать...

Перронта йышпа пăтрашăнмасăр

хĕр чечек çыххи тытса тăрать.

 

Илĕртӳллĕ вырăсла сăпайлăх,

куçĕсем те вырăсла сенкер...

Кам-ши вăл, çапла пăлхантармалăх

ун асне кĕрсе вырнаçнăскер?

 

Юратать-ши — сывлăш пӳлĕнмелĕх,

инçетре палланă тутăра

курсанах — сасартăк именмелĕх?

Пĕр çапла, çапла çеç пултăрах...

«Ăш вĕçрĕ, пултараймăп çывăрмашкăн...»


Ăш вĕçрĕ, пултараймăп çывăрмашкăн,

Ĕмĕтленер, çутăласса кĕтсе...

Ыранхи ир, ыранхи кун вал маншăн, —

Çырмашкăн пулнă сăввăмсем.

 

Эп те йышра пĕр тан чыспа çӳретĕп,

Çынсем мана та шаннине сиссе

Çак тивĕçе сиртен кивçен илетĕп, —

Çырмашкăн пулнă сăввăмсем.

Юпа уйăхĕ


Çерçи çемйи каллех иленчĕ

Пушаннă шăнкăрч йăвине.

Куратăн çыранра

именчĕк

Çаралнă хурăн тăнине.

Ун кĕпине çил хывнă илнĕ,

Хăй çарамас та, вăтанать...

Кĕр тĕрĕслет пурне те тимлĕ, —

Çулçа,

юлашкине,

татать.

 

Кив календарь листи пек çулçă

Вĕлтĕртетсе ӳкет çĕре.

Çӳхе пăр кантăкĕ йăл кулчĕ

Çул хĕрринчи кӳлленчĕкре.

Унта тӳпе тăрать пуçхĕрлĕ,

Хăрать сасартăк ӳкесрен...

Уяв плакачĕ пек хĕп-хĕрлĕ

Çунать мал енĕ ирсерен.

Пур ĕçсене пуçтарнă майăн

Кĕр мулĕ йăтăнса килет.

Пĕлетĕп эп:

Шыра — тупаймăн

Халь ялĕпе пĕр пуш кĕлет.

Ĕçлекен арçыншăн нимĕн те шел мар


Çуркунне тапса çитрĕ. Пахчара ĕç пуçланчĕ. Эпĕ те пуç çĕклемесĕр тенĕ пек йăрансем туса тĕрмешетĕп. Пĕчченех. Кампа ĕçлес-ха манăн? Упăшка? Вăл-и? Вăл пахчара ĕçлеме юратмасть. Тутлă çиме кăмăллать, йӳçĕ ĕçме юратать. Çынсен арçыннисем кунĕпе анкартинче ĕçлеççĕ. Арăмĕсем хатĕр йăрансем çине хăяр, кишĕр, çарăк акаççĕ. Эх, мĕнешкел ырă кураççĕ çынсен арăмĕсем.

Мĕн тăвас-ха халь тин? Телее сутăн илме çук-çке. Камăн мĕнле шăпа. Хăшĕ ырă курать, хăшĕ нуша тӳсет. Чун ыратать. Тарăхнипе ĕç те малалла каймасть. Мĕн тумалла? Капла мĕнле пурăнмалла? Мĕншĕн манăн пĕччен асапланмалла? Ĕçлес мар тетĕн — чун чăтмасть. Çынран намăс. Ял кулли пулас килмест вĕт. Пахчана хуратса хăвармаллах.

Пуçларăм пуç тавра çавăрттарма. Упăшкана çур литр шурă эрехе çĕклесе кăтартрăм та — чăшт! тухса сирпĕнтĕм. Ман хыççăн чупать:

— Тавай! Ярса пар! Тавай, халех пар! — тет. — Вилеп мухмăрла!

Эп те ухмах мар:

— Ав, сарайĕнчен кĕреçе кайса ил! — терĕм. Çав вăхăтра кĕленчене пахча вĕçне, çĕр айне, пытарса хутăм.

Кĕреçе кайса илчĕ, мана куçран тимлесех пăхать.

— Ну, кайса илтĕм. Халь пар ĕнтĕ, — тет.

Малалла

Ятсăр сăвă


(Юлташ вулаттарнă çыру)

 

Тем те пулĕ кайран. Пулĕ уйрăмлăх, пĕрлĕх,

Ĕç, çемье, кил ăшши... Пур пĕр ман пурнăçра

Çутă вăрттăнлăх пулнă хĕрарăмлăх, хĕрлĕх

Уçăлми тупсăм евĕр упранĕ санра.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

 

Ик эрне килĕмре пурăнатăп чиперрĕн,

Ик эрне куçма-куç кураймарăм сана.

Çынсенчен сан пирки эп ыйтса пĕлеймерĕм, —

Сан ятна асăнсан шӳт сăмах пуçланать.

 

Ăнлансам эс мана: саншăн эп вăтанмастăп,

Хăрамастăп манран куç хĕссе куласран, —

Ниепле те йышра лăпланса лараймастăп

Сан пирки: «Вăл хĕр пуçăн...» тесе хускатсан...

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

 

Астăватăн-и эс (ун чухне эп ачаччĕ):

Инçетри улăха тухса кайрĕç хĕрсем.

Йĕпе атă çине сарă вăрă сапатчĕç

Кустăрма хушшипе явăнан курăксем...

 

Юлашки вут çути сан çинче ялтăрарĕ, —

Иккĕн кайрăр эсир... Сӳнсе ларчĕ вучах.

Малалла

Çăпата


Çăпата маршне эп астăватăп.

Пытару юрри пек илтĕнетчĕ...

Теприсем сана питех мухтаççĕ

Утма канлĕ урана, тесе.

Эс — шăнтсан янратăн атă пек.

Йăкăш-йăкăш ташлама та меллĕ:

 

Тăхăр пушăт çăпати

Тăхăнтармăн-и, ати.

Юлашки ку çăпата,

Евчĕ килчĕ ман пата.

 

Тĕрен çинче йăл-йăл кулсан хĕвел,

Сухаç ури силле-силле утатчĕ.

Итем сарсан, тапатчĕç те кĕлте,

Пучах шевли сапатчĕ çăпата.

Шыв-шур чухне çĕле те каптăрма,

Тан тапнă Атăл урлă каçăн шиксĕр.

 

Çапах сана чунран эп ылханатăп,

Эс — мĕскĕнлĕх,

Эс — чухăнлăх парни.

Каçса кайсах улпут таврашĕ кулнă

Сăхманлă, çăпаталлă чăвашран.

Кам атăпа, ăна тăрсах ал панă.

Кĕрекене те лартнă юнашар.

Сана эп кураймастăп, çăпата.

Ман уява сӳнтертĕн ăшăмра.

 

...Ял халăхĕ урам тулли кĕрлетчĕ.

Ялав йăтса утатчĕ юрăпа.

Çак уява хăçантанпа эп кĕтнĕ,

Малалла

Çĕр кĕнеки


Ытарайми тăван енсем!

Вĕри салам ăçта вырнаçĕ?

Çĕр кĕнекин страницисем —

Çĕн пусăсем — вашт уçăлаççĕ.

 

Йăмăхтарать тырпул куçа.

Ăна кам савăнса сăнамĕ?

Мухтав сана, тулли пучах, —

Çав кĕнекен тĕп умсăмахĕ.

 

Кунта çынсен паха йăли —

Вăй-хал хумасăр ырлăх килмĕ.

Мухтав сана, ĕçчен ялйыш!

Кĕнекине эс çырнă тимлĕ.

 

Юхтарнă тар ларман йӳне.

Ĕçленĕ кăмăл çырлахмалăх.

Эс хĕпĕрте: кĕнекӳне

Вулаканни пулать пур халăх.

 

Ирпе хир анлăшĕ тӳлек.

Шăпах кулач шăршиллĕ айлăм.

Пĕр çил çеç, чăркăш критик пек,

Пуш пучахсем шырать — тупаймăн!

 

Çĕкленнĕçем тырпул хӳми;

Шутлатăп эп, чунтан хумханнăн:

Çĕр кĕнеки пек хухĕмми

Пĕр кĕнеке çырасчĕ манăн.

«Хурăнлăхра — хурăнсем...»


Хурăнлăхра — хурăнсем,

Юманлăхра — юмансем,

Пирĕн атте-аннесем

Çак хурăнсем, юмансем.

Хурăнлăха пухăнса,

Саркаланса юрлар-и?

Юманлăха пухăнса,

Ура хуçса ташлар-и?

Эпĕр юрлас юрăсем

Аннемĕрсен юррисем,

Эпĕр ташлас ташăсем

Аттемĕрсен ташшисем.

Хурăнлăхра юрлани

Юманлăха янратĕ,

Юманлăхра ташлани

Хурăнлăха ташлатĕ.

...Хурăнлăхра хурăнсем,

Юманлăхра юмансем,

Çак юмансем, хурăнсем

Пирĕн атте-аннесем...

Хам айăплă


Юрату ватăлмасть, вăл вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕрех çамрăк, ун çинчен каласа панисем те нихçан йăлăхтарас çук теççĕ. Тĕрĕсех те-и. Акă эпир те, тăватă çын, тăватă çĕртен Шупашкара тĕрлĕ ĕçпе вăхăтлăха килнĕскерсем, халиччен пĕрне-пĕри курман-пĕлменскерсем, каçхине, гостиницăн пĕр пӳлĕмĕнче выртатпăр. Радиопа юрату юрри юрлаççĕ. Каçăхса кайса тăнлатпăр. Чĕрене пырса витерекен илемлĕ юрă! Халех тăрса урама чупса тухас килет. «Мĕн тери илемлĕ иккен пурнăç!» — тетĕн хăвна ху, чĕре патĕнче темĕнле ытла та ыррăн туйса. Юрри ку çĕнĕскер-ха, халăх юрри. Паллă композитор илемлетнĕ ăна. Сăмахĕсем те халăхăн. Юрласса вара иккĕн, пĕр колхозри художествăлла пултарулăх кружокĕн членĕсем — арçынпа хĕрарăм юрлаççĕ. Ватăскерсем-и вĕсем, çамрăкскерсем-и, эпир ăна пĕлместпĕр, анчах сассисем!.. Сассисем ытла та тĕлĕнмелле, çынна тыткăнласах илеççĕ.

Çак илемлĕ юрă маншăн питех те кĕске пек туйăнчĕ. Эпир ăна чуна кантармалăх итлесе тăранаймарăмăр. Ахăртнех, концертра-мĕнре пулнă пулсан, çине тăрсах тепĕр хут юрласа пама ыйтнă пулăттăмăрччĕ. Халĕ эпир, юрă хыççăн, пурсăмăр та чĕлхесĕре тăрса юлтăмăр, нихăшĕ те ним пуçарса чĕнме пĕлмест.

Малалла

Аннене


Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан,

Уçса хур алăка, тухса кай пахчана.

Кулленхи ал ĕçне сак çине хăварсам —

Тахçанах ман валли çыхакан чăлхана.

 

Çĕрулми калакне таянтар кĕтессе,

Кăранташ татăкне хур эс кантăк çине,

Эп ăнланăп хамах кĕсьери конвертсем

Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине.

 

Сăмахпа эс каллех ӳпкелеймĕн мана:

Упкевӳ манăçать эп килте пулнă чух.

Ăсатса янă чух—ятламаççĕ çынна...

Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух.

■ Страницăсем: 1... 143 144 145 146 147 148 149 150 151 ... 796