Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Сăвăсемпе поэмăсемÇул хыççăн çулĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томАли-паттăрЮманлăхра çапла пулнăПолк ывӑлӗКĕтмен венчет

«Ир те каç сана сăнатăп...»


Ир те каç сана сăнатăп,

Рита-рита-тай, —

эп сана телей сунатăп

нумайран нумай.

 

Ыттисем — калча пек...

Эсĕ — çамрăк вĕлтĕрен,

пĕр мана кăна тивмесĕр

айккипе çӳрен.

 

Эс пурришĕн, савнă йăмăк,

савăнатăп халь, —

нихăçан та эс ан йăмăх,

çăлтăр пек çутал.

 

Халь ӳсен-ха эс пĕр хушăн...

Халăх илемне

кăтартмалăх лайăх пулăн

пĕр-пĕр çуркунне.

 

Ман шутпа, илем те — ĕç вăл...

Тен, ĕмĕрлĕхе

йăмăксем халь ӳстереççĕ

ыр нарспилĕхе...

Паттăрлăх


Ытла та Çеçпĕл пулнă харсăр.

Кĕрешес мар çĕннишĕн ун —

Хура тăшман кулли пулмасăр

Паян та вăл куратчĕ кун.

 

Каçар, — тесе ыйтас Хрисанăн

Пăшал çĕкленĕ кулакран, —

Пурнатчĕ халĕ те хавассăн.

Çĕршыв çеç пĕлмĕччĕ ятран.

 

Ху çăлтăрна шанни — пит лайăх.

Çапах та инкекрен хăра.

Епле пултарчĕ Николаев

Çĕн йĕр хывмашкăн уçлăхра?

 

Пултарчĕ çав, куçпа куратпăр.

Çапла тума хушать чĕре.

Чĕре хушсан — кам пулмĕ паттăр,

Кам кӳмĕ чап тăван çĕре?

 

Пĕр уншăн — Çеçпĕл пулнă харсăр.

Хрисан ӳксен те парăнман.

Инкек пулассине пăхмасăр,

Хăюллăн вĕçрĕ Андриян.

Хури


Чăваш студенчĕсене

 

I

Пĕлместĕн-и эс,

Чăваш:

Мĕншĕн çак кĕтес

Йăваш?

Мĕншĕн çакăнта

Мĕнпур

Этем тӳсейми

Хĕн-хур?

Ĕçлетĕр вĕт пит

Маттур.

Ĕçлетĕр ĕмĕр-

Ĕмĕр,

Çапах саплăк çеç

Йĕмĕр,

Çапах çăпата

Ура,

Пурнан пӳртĕрсем

Хура,

Е ку хăвăра

Кура?

Чăваш ĕнсине

Хыçать,

Пăхать мал енне,

Хыçа.

Ытти те çаплах

Хресчен,

Такамшăн вăл та

Ĕçчен.

Мĕскер тăвăн-ха

Пĕччен?

Йĕрет, хурланать

Кĕсле,

Шырать урăхла

Меслет.

Анчах ун сасси

Çинçе,

Ялтан тухасси

Инçе,

Ларах кăмаку

Çинче.

Кавлет хĕвеле

Вăпăр,

Чӳке хатĕрле

Вăкăр.

Куçа тĕтĕрет

Кăмпа.

Сăра ĕçтерет

Чăмпа,

Кичем тĕк — вĕрет

Хăмпа.

 

II

Çулсем шăвăнаç

Пĕр май,

Лăпланчĕ шăпăр,

Сăрнай.

Шăппăн тĕлĕрен

Малалла

Савăнăçлă ир


Инçетрен-инçетрен, тĕнче хĕррине талккишпе çутатса, шурăмпуç шуралса хăпарать.

Николай Верăна вăратрĕ.

— Верочка! Эсĕ кунта, пирĕн енче, хĕвел мĕнле тухнине курман вĕт?

— Çук, курман, — ыйхăран вăранса, васкаса тăрса ларчĕ Вера.

— Атя, эппин, кайăпăр. Эпĕ ачаранпа хĕвел тухнине курма юрататăп. Çамрăк чухне, выртмаран иртерех таврăнсан, юри хĕвел тухмасăр çывăрмастăм.

...Тул çутăлать. Тухăçа кĕрен çутă карса илчĕ. Çăлтăр куçĕсем пĕрин хыççăн тепри сӳнсе пыраççĕ, сайралнăçемĕн сайраланаççĕ.

Ялтан тухсан, Верăпа Николай татах та çăмăлраххăн ута пуçларĕç.

Йĕри-тавра тулă пусси хумхăнать. Пуç кăларнă шултра пучахлă çăра хăмăл лăпкă çилпе юрланă пек чăшăлтатать. Унта та кунта путене авăтни илтĕнет.

«Лявук курпунĕ» текен тĕмескерен иртсен, вĕсен умне татах та илĕртӳллĕ, çĕнĕ ӳкерчĕк тухса выртрĕ. Тулă пусси хĕррипе таçтан аякран, симĕс кĕççе сарнă пек, тӳрем те аслă улăх пуçланать. Улăх варрипе, çĕлен евĕр авкаланса, Энĕш шывĕ юхса выртать, Шыв хĕррипе — вĕтлĕх вăрман; унтан лере — ĕмĕртенпе кашлакан хырлăх; тĕллĕн-тĕллĕн шур хăйăрлă вашмăк сăртсем курăнаççĕ.

Малалла

Макар Хурине


Тата тепĕр тантăш туй пухĕ, авланĕ,

Сар çулçă пек çаврăнĕç сар кĕпесем.

Тен, пирĕн ятпа лартĕç авăн автанĕ,

Вăлтса йĕтес туртĕç ырхан аннесем.

 

Пире аса илĕç, хурланĕç, йăпанĕç,

Çапах хăйсем шутлĕç вăлтма пĕр-пĕрне.

Çапах пире сунĕç хаваслă пулма çеç:

Телейлĕ шутлаççĕ ун пек çынсене...

 

Пăхсассăн куçсем тăртанса ыратмалăх

Шур юр тĕнчене сарлака сариччен —

Тăрать кĕркунне халь. Управлăх, сăпайлăх,

Йĕркелĕх тени сисĕнет пур енчен.

 

Пурне те ик алă, çемçе те тирпейлĕ

Алсем ачашлас пек — кашни япалах

Курнать илĕртӳллĕ, тӳлек те илемлĕ:

Тӳрри — йăрăсрах пек, таси — тăрăрах.

 

Пур вак-тĕвеке те, турпас татăкне те

Тытса ăшăтас килет алă çинче.

Темле, килти пек туйăнаççĕ чулсем те —

Тӳлек хĕртĕнеççĕ шоссе хĕрринче.

 

Кĕрен сукмакпа пынă чух эс каç кӳлĕм

Тăпах чарăнан та — умри шур теттех

Инçе пулнă пек — курăнать илĕртӳллĕн,

Таçти инçетри шур кермен евĕрлех...

 

Малалла

«Эпир те — яш...»


В. Волгина асăнса

 

Эпир те — яш... Пиртен яшши те

яланлăха çĕре кĕрсен

мĕн калăн, сăввăм? Йывăр питĕ,

янраççĕ шăппăн йĕркесем.

 

Ик куç çути халь те асрах-ха,

ĕнер çеç сӳннĕ куç çути...

Асрах упранĕ ун сăмахĕ —

вуншар кун-çул вĕçне çити.

 

Каллех эп шухăшлăп, поэзи,

пĕр сан пирки халь ирсерен:

сан кунусем — пиртен килеççĕ,

çук, эсĕ уйрăм мар пиртен.

 

Чуна часрах çитĕнтересчĕ

çĕршыв ĕçне умра курса.

Сан хăватна та ӳстересчĕ

сехетсерен вăя парса.

 

Поэзи сывлăшĕн сипечĕ

ялан упрантăр çĕр çинче, —

куллен çак шухăшпа ĕçлесчĕ

тăван çĕрте, тăван енче.

 

Кăшни хаваслăрах сывлатăр,

тасан упранччăр кăмăлсем.

...Çын ĕмĕрне вăрăмлатма та

пулăшайсанччĕ сăввăмсем.

«Тин ăшă ыйхăран вăратнă ача пек...»


Тин ăшă ыйхăран вăратнă

ача пек, лăпкă çутă пек,

ун чух эс ман пата тухсаттăн,

иртсеттĕн алăк умĕпе.

 

Аса илетĕп: йĕркешерĕн

ялтăракан хунарсене,

веранда кантăкĕ сенкеррĕн

ӳкернĕ уйăхăн çулне.

 

Тен, яшлăхна аса илсессĕн

çакна астумăн та питех?

Çап-çамрăкскер, упрантăн эсĕ

ман асăмра, тен, туллирех?

«Çурхи каçа эп тус пулмашкăн чĕнтĕм...»


Çурхи каçа эп тус пулмашкăн чĕнтĕм.

Караймĕ ыйхă маншăн çĕрĕпе.

Ир çывхарать.

Эп куç хупман пĕр чĕптĕм.

Эп сăвăпа айкашрăм çĕрĕпе.

 

Таса хирте суха касси пуçларăм,

Кун ăнасса юрларăм эп юри.

Ман юррăм пулчĕ пурĕ те пĕр çаврăм.

Çапах та вăл, — пĕлетĕп, чун юрри.

 

Эп яшлăха ирттертĕм урăм-сурăм.

Ĕмĕтĕме вăй пур чух çитерем.

Ĕçе кăна савать текех хул-çурăм.

Кĕрешĕве кăна савать чĕрем.

 

Поэт пуçне витесшĕн манăç юрĕ.

Ун тыррине çил шелсĕр сăвăрать.

Саманапа пĕр саслă пултăр юрă.

Кĕрлетĕр вăхăт чапĕ сăвăра!

 

Ир çывхарать.

Тинех лăпланчĕ ăшăм.

Эп шанчăкпа пăхатăп мал енне.

Пучах пекех хĕрелчĕ тухăç ăшшăн.

Алла илетĕп шуçăм кĕлтине.

Ик тăлăх ача


I

Хĕнкасси ялĕн пус хапхинчен тухса чăнкă мар сăрт çине улăхса çитсен вĕсем иккĕшĕ те ял çине çавранса пăхрĕç. Малалла анаталла утмалла, вара ял курăнми те пулать, курăнми пулать тăван ял...

— Анюк, эс ма çапах йĕме чарăнмастăн, — терĕ Энтруш хăйĕн пĕчĕк ултă çулхи йăмăкне.

Анчах çапла каларĕ те хăй те ĕсĕклеме тытăнчĕ. Йăмăкне каланă çăмах хăйĕн кăмăлне уçса ячĕ. Çамрăк кăмăлăн куççулĕ нумай. Ăшра вăй çителĕклĕ мар вăл куççульсене тытса тăма.

— Айта, Анюк, çитет, йĕрсе нимĕн те тума пулмасть, — хыттăнтарах калама тăрăшса калать Энтруш. — Мĕн пит йĕмелли пур уншăн...

Мĕн вăл «уншăн»? Ăна Анюк мар, вун виççĕри Энтруш та лайăххăнах тавçăрса илеймест: те ялшăн, те урăх хурлăхлă япалашăн...

— Ăçта каятпăр вара эпĕр?!

Тĕлĕнмелле ку Анюкпа! Ăçта каяссине мĕнле тĕллесе калатăр Энтруш? Çурăм çине хутаç çакнă ачасем ăçта каяссине ăçтан пĕлччĕр? Ăçта каяссин тĕлĕ пур-ши вара ун пек ачасен?!

— Айта-ха, айта, ут эс, — çĕтĕк чавсаран тытсах туртать Энтруш, — утăпăр ак çак çулпа та, пĕр-пĕр яла кĕрĕпĕр, ăçта çитсе перĕнессине ман ăçтан пĕлес?

Малалла

Çеçпĕл


Хĕç вылятса-и ыткăнаççĕ

Вĕç-хĕрсĕр курăнми çарсем? —

Сив хурçă пек çиçсе выляççĕ

Сив уйăх айĕн хăяхсем.

 

«Эппин, каллех кунта хăварчĕç,

Туссем пур — вăрçă хирĕнче...»

Тирек çумне хуллен таянчĕ,

Тăрать Десна çыранĕнче.

 

Чарусăр çил çаплах шинелĕн

Аркисене туртать, силлет.

Тĕрри йĕр кайнă, çĕткеленнĕ

Кĕпи çине шевле ӳкет.

 

Йĕр-йĕр тымарлă хĕрлĕ йывăç

Çине касса тĕрленĕ пек

Ун çӳçĕсем сулмаклă, йывăр

Выртаççĕ çирĕп йĕркепе.

 

Кĕрлет те çаврăнать синкерлĕ

Çилсемпеле тулса тĕнче.

Çапла пĕччен тăрать вăл тĕрлĕ

Вак кĕнекеçĕ умĕнче...

 

...Ак эп каллех аса илетĕп

Тăван чĕлхемĕре пĕрмай.

Çапла, пĕлетĕп эп: çемçе те

Сăпай сăмах унта нумай.

 

Йывăррисем те пур. Тăнланă.

Чул пек пусаççĕ. Çеçпĕл, тен,

Шăп çавсене манми упранă,

Тен, çавсене аса илсен

 

Ун куçĕ умĕнче хăватлăн,

Кĕренĕн-хĕрлĕн хĕвĕнсе,

Пуçа ыраттарса, сулмаклăн

Чӳхеннĕ йывăр мăкăньсем?..

■ Страницăсем: 1... 142 143 144 145 146 147 148 149 150 ... 796