Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Хыçалти вăрман енчен,
Уйăх сарнă сукмакпа
Вăштăр çил утать çемçен,
Тем пуплет хăй такампа.
Уттинче пур уяни —
Кăларма хăрать пуль сас:
Ыйхăри урпа ани
Ан хускалтăр, тет, пулас...
Шурăмпуç килет, çу каçĕ
Сывлăмне сапать пĕр си...
Исленет пăрçа хутаçĕ.
Тăвăр, тет шалта пăрçи.
Ĕнтĕ çил те нурĕпе
Тайăлса ӳкет ӳпне.
Ĕнтĕркенĕ нăрă пек
Трактор тăнă кас умне...
Пĕлĕт тутăрĕ çӳçеллĕ,
Чатăр карнă пек юри.
Çын канать. Кĕлте — пуçелĕк.
Тухăçа лекет ури.
Çĕр çинче кам чи сумли,
Ылтăн-кĕмĕлтен хакли,
Пĕчĕк чух лăпкаканни,,
Анăçлăх сунаканни?
Чун хĕвелĕ эс АННЕ!
Çĕр çинче чи çывăххи,
Шур чечек пек лайăххи,
Кам-ши тунсăхлаканни,
Хăй ăсне параканни?
Пурнăç çути вăл АННЕ.
Çĕр çинче кам чи чысли,
Таса çăлтăр пек куçли.
Пирĕншĕн çунаканни,
Чĕререн саваканни?
Пурнăç паракан АННЕ!
Уçă кăмăлли, ăсли,
Çĕр çинче кам сăпайли,
Çепĕç пуплешекенни,
Ыр кун-çул пиллекенни?
Эсĕ вăл, тăван АННЕ!
Пирĕн чĕлхе пĕтесрен,
Ĕмĕрлĕхе сӳнесрен
Эмелне тупаканни,
Сиплесе чĕртекенни,
Вилĕмрен çăлаканни,
Ячĕ-суме те палли
Пулнă Яковлев Иван —
Пиреншĕн чăн-чăн тăван.
Чăвашсемшĕн тăрăшса,
Мăшкăл-хуртан хăтарса,
Çутталла çул хывакан,
Çутă кун кăтартакан,
Унăн пурнăçĕ, утти —
Пирĕн пурнăçăн çутти.
Паллă халь чăвашсене
Шухăшĕ-ĕмĕчĕ те,
Кăмăлĕ-сипечĕ те.
Сыхласси чăваш мулне —
Çепĕç, ятпар чĕлхине.
Пурнăçлантăр ун пиллевĕ,
Чăвашсен вăл çут хĕвелĕ.
Сумлă çын ӳсет ĕçре,
Пархатарлă çемьере.
Пурнăç ĕçчене кĕтет,
Ырлăх, ăнăçлăх сĕнет,
Телее те вăл пиллет.
Пул эс çирĕп те сăтур,
Яланах ĕçре — маттур.
Пултăр сывлăх çитĕнме,
Вĕренме те ĕçлеме,
Çынсене телей кӳме.
Тимлĕ те хастар эс пул,
Пултăр ырлăхлă кун-çул,
Тупăн ху та телейне,
Тивĕç пулăн çын чысне,
Ĕç тытсан — çитер вĕçне.
Пĕл: мăн кукаçи ятне
Сана хунă. Малашне
Сан сыхлас пулать чапне
Кукаçу-кукамунне,
Аçупа-аннӳн пилне.
1
Шăнкрав сасси илтĕнменччĕ-ха. Марине ĕнтĕ сцена çине тухмалли çипуçне йăлтах типтерлесе çитерчĕ. Пысăк тĕкĕр умне пырса, хăрах урипе чĕвен тăчĕ те пĕр вырăнтах вăр та вăр çаврăнкаласа илчĕ.
— Хĕрсем, эпĕ хатĕр, — терĕ вăл, питĕнчи гримне тата кăшт тӳрлеткелесе.
— Эсĕ ĕнтĕ... Санпа ăçта! — кӳлешенçи пулчĕç хĕртусĕсем. — Тӳпенех вĕçсе кайăттăн та — чаршавне уçман. Акăш мар-и?..
— Эсир... Эсир — пусма ларнă кăвакал амисем, — чĕлхине пĕчĕк ачалла тăсса кăтартрĕ Марине. — Вĕçĕм мăраланатăр...
Хĕрсем кӳренмерĕç. Пĕр-пĕрне çивĕч сăмахпа йĕплесе илесси вĕсен тахçанах йăлана кĕнĕ. Тепĕр чухне вĕсем тата йӳçекрех сăмахсемпе те перкелешеççĕ. Паллă ара, сцена хыçĕнче — сцена çинчи мар, — проза ытларах.
Артистсен тумланмалли пӳлĕмĕнчен Марине коридора тухрĕ. Ташланă чухнехи пек, вĕттĕн-вĕттĕн пускаласа, сцена еннелле кайрĕ, унтан çав мехелпех каялла таврăнчĕ. Хăй темĕнле питĕ çепĕç кĕвĕ ĕнĕрлет.
Çук, балетри солистка Марина Авдеева нихçан та юлашки шăнкăравччен кĕтсе тăмасть. Вăл малтанах тумланать, малтанах гримне тирпейлет. Чаршав уçăлас умĕнхи самантра вара хăйĕн рольне, балетри пек каласан — хăйĕн партине, малтан пуçласа вĕçне çитиех аса илсе тухать. Шухăшĕпе ташланă май, балет кĕввине те шăппăн-шăппăн кăна ĕнĕрлесе пырать. Малтан пуçласа вĕçне çити... Çапла ташласа-уткаласа, Марине алли-урине, шăмшакне çемçетет...
Малалла
Çук, шеллемест кунçул пичечĕ!
Хăваратех йĕр, пусатех.
Атте те пултăм эп, пичче те.
Халь эп — пĕлсемĕр — асатте.
Ансассăн ăшă пĕр тăрукăн,
Çĕр иленсен çурхи тĕсе,
Сап-сар ача, Çерук мăнукăм,
Хăй чĕлхипе чĕвĕлтетсе
Пуçарĕ чаплă калаçу:
— Атя вылятпăй, аслаçу...
Каç пулчĕ, ыйхăсăр çĕре
Ирттерĕп. Эх, хăяматне,
Ват çын-и? Хĕрĕх виççĕре
Эп илтрĕм асатте ятне.
Чунра сӳнмен те яшлăх хĕмĕ,
Чăпарланать куллен çӳç-пуç.
Иртет, иртет сисмесĕр ĕмĕр.
Мĕн чул тата тытман ĕç-пуç?
Ӳркенчĕк чун, çĕнел те улшăн,
Ĕçре тарлам эп тăтăшах.
Мăнук пуртан татах вăй хушнăн
Эп калăп çакă шухăша:
«Пичче ятпа вута эп кĕтĕм.
Эп акрăм хир атте ятпа.
Халь асатте эп саншăн, кĕтĕк.
Мул пухаймарăм, — ан ятла.
Ман мул вăл — эс, вăл — малалли,
Ача пек йăл кулан тĕнче.
Çак хĕвеле сана валли
Шăратнă вăрçă хирĕнче...».
Пит вăрăм çак сăмах ачашăн.
Витмест çеçке пек чĕрене.
Çапах шевле çипне тытасшăн
Вăл кармашать хĕвел енне.
Кил тĕлне çул тавăрчĕ,
Умра — тăван тавра.
Пĕлĕт — шурă тăпăрчă,
Хир — çăкăр пек çавра.
Курăк курчĕ: сывă-и? —
Курка йăтать чунтан.
Çăлтăрлă ир сывлăмĕ
Хĕмле çиçет унта.
Маншăн мар-и, хăмăшăм,
Çил кĕввине куман?
Сар çăкалăх — кăмăлшăн —
Пыл сĕнчĕ пĕр тумлам.
Пĕлĕт — шурă тăпăрча.
Хир — çакăр пек çавра...
Ним те — талăк вăхăчĕ
Хуманччĕ çăвара.
Эх, шăпаçам-ăрăмçă,
Эс хутăн мĕн туса?
Килĕм çывăх курăнчĕ —
Эп лартăм тăранса.
Манра хресчен телейĕ тем —
Асрах кĕр умĕнхи йĕтем.
Самант эс тĕлĕнсе пăхан:
Хĕрелнĕ тухăç пек — капан,
Атте кĕлте перет çӳле.
Кашни кĕлти — хĕру шевле.
Кашни пучахĕ — хĕм пĕрчи,
Кăвар сапса вĕçет пĕр си.
Хĕвел тăрать йăл-йăл çунса,
Ирĕлтерет шур пĕлĕте...
Атте персе яран кĕлте
Çиçет-им, сар хĕвел пулса?
Шăлсене сиплекен пулĕм. Пукан çине хитре хĕр хăпарса ларнă. Тухтăр аллисене пĕр-пĕринпе сăтăркаласа илсе ĕçе пикенет. Хĕр çăварĕ патне тухтăр хура коронка çывхартса пырсанах:
— Эсир мана хура шăлсем лартасшăн-им вара? — тесе нăйкăшса ячĕ.
— Ара, мĕнле тĕслĕ шăлсем лартмалли çинчен асăрхаттармарăр та... Акă сирĕнпе калаçса татăлнă пирки хучĕ те пур.
— Эпĕ... Эпĕ... Эсир хăвăрах пĕлетĕр пуль тесе.
— Нимĕн кала та пĕлместĕп. Эпир çак хут çинче мĕн çырнă тăрăх ĕçлетпĕр. Шăл техникĕ те мĕн кирлине веçех туса хатĕрленĕ. Материал мĕн чухлĕ пĕтернĕ тата?! Халь тин нимĕн тума та çук, — терĕ тухтăр хĕре тата ытларах «хăратса».
— Манăн хура шăлсемпех çӳремелле-и вара? Эпĕ çамрăк-ха, качча каяс шухăшăм та пур.
— Мĕн, Сире качча шăлăсене тĕрĕслесе илет-им савнă çыннăр? Ара, Эсир лаша мар вĕт. Апла пулсан вăл Сире юратмастех, — терĕ тухтăр кулкаласа.
Пĕр вăхăт хушши пӳлĕмре шăплăх хуçаланать.
— Юре, эпĕ ирĕксĕрлесех шăл лартмастăп. Тӳленĕ укçăра каялла илме пултаратăр. Тен, урăх тухтăр патне кайăр. Халĕ Ульяновскра кашни çуртрах шăл тухтăрĕсем ĕçлеççĕ. Хăвăрăн кăмăлăр, хăш тухтăрне ытларах шанатăр — çавна суйласа илме пултаратăр. Халĕ коммунистсем хуçаланнă вăхăтри пурнăç мар. Демократи!
Малалла
Пирĕн ял Шурă ту айĕнче,
Ту сулхăнĕ ăшĕнче.
Шурăту халăхĕ вĕренмен,
Вĕрентекене ĕненмен,
Пурăна киле куртăмăр,
Анлă çынсем пултăмăр.
Пирĕн ăнлă пуласси —
Чăвашла çыру вуласси.
Хусан чăваш хулинче,
Вĕреннĕ çынсем хушшинче,
Чăвашла хаçат кăларчĕç,
Тĕттĕме хăваласа ячĕç.
Чăвашла хаçат янăшăн,
Пире çутта кăларнăшăн,
Мĕн каласа тав тăвар
Епле майпа пулăшар?
Пулăшу кирлĕ пулсассăн,
Пире çыру ярсассăн
Пулăшма хатĕр тăрăпăр,
Ыйтнине тума тăрăшăпăр.
Ялпа пĕрле пухăнса
Чăвашла хаçат вуласа
Ялăмăр хуйхи пĕтрĕ,
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ,
Хура чăваш та сисрĕ.
■ Страницăсем: 1... 150 151 152 153 154 155 156 157 158 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...