Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Елчĕкренех тата пур тепĕр каччă,
Ӳкерчĕк муталать роман çырма.
Эп Эктеле Наманганра курсаччĕ,
Шупашкарта куравĕ çук тем-ма...
Чăваш сăрлавĕн сумлă апогейĕ —
Çăра, кĕрнеклĕ, чĕмсĕркке Агеев.
Вăт вăл — чăваш-тăк чăнласа чăваш,
Вăл эсĕ мар, ун хăйĕн антураж!
Фламандире те пулнă пек курнать вăл,
Çӳренĕ пек те ĕлĕк Грецире...
Ах, пултарать-тĕк пултарать вĕт, явăл,
Куçпăванла ярса илет сĕре!
1
Тĕлленмен те... Тĕлĕнтерчĕç, —
Хыпар çитрĕ ăнсăртран:
Ман ята та пичетлерĕç
Кăçал пысăк хаçатра.
Сăн та çапăнчĕ. Сухалăм
Тухнă ытлашши япшар.
Хаçата тытса вуларăм,
Тĕрĕс çырнă, суйса мар.
Карчăк сăмсине тĕртетĕп,
Хам ыйтатăп майĕпе:
— Старикку сан сĕтĕрнет-и
Килсĕр йытă урипе? —
Вăл мана çапла хăртатчĕ,
Тăвансемĕр, куллен-кун.
Халь ак пусăрнчĕ пăртакçă.
Хамăн та лăпланчĕ чун.
Çулсен шучĕ пур-ха манăн,
Ĕнтĕ — утмăл çиччĕре...
Утнă-çке, пайтах таптанă
Аслă, тӳсĕмлĕ çĕре.
Анчах çук, иртмен-ха ĕмĕр!..
Мухтанмасăр каласан,
Хам ĕçре эп, тăвансемĕр,
Хама майлă партизан.
Эп чăлаххăн çуралман çав,
Ĕмĕр кăххăм ӳсĕрмен.
Чунăмпа эп — йăлт сунарçă,
Ку килет вăл yесĕлрен.
Ĕç нумай, паллах, колхозăн —
Ферминче те уйĕнче.
Вăй хурса ĕçле, ан усăн
Тăван халăх мăйĕнчен.
Малалла
Пĕр хитре хĕр ача пурăннă. Вăл Натали ятлă пулнă тет. Натали çемьере пĕччен ӳснĕ, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕ ăна питĕ юратнă, уншăн нимĕн те шеллемен, унăн кашни ĕмĕтне пурнăçланă. Натали вырăнĕнче тепĕр ача пулсан ачашлансах каймалла, анчах та Натали çав тери сăпайлă та ĕçчен хĕр ача пулнă, унăн ачашланса ларма вăхăчĕ те пулман, вăл пахчара аппаланма юратнă, чечек йăранĕсем çумланă, чечексене шăварнă, хурлăхан тĕмисене çум-курăкран тасатнă, ӳкнĕ пан улмисене пуçтарнă , пахчана тирпейлесех тăнă.
Натали пахчари йывăçсемпе калаçма юратнă, вĕсемпе канашланă, чуна тунсăх пусса илсен ăна уçма пахчана васканă, тăванĕсене пустуй кулянтарас килмен унăн. Йывăçсем ăна ăнланнă, хĕр ачана лăплантарма тăрăшнă, Натали каллех савăнăçлăн кулма пуçланă. Малтанах Натали хăй йывăçсемпе калаçнинче нимĕн тĕлĕнмелли те курман, анчах та çитĕннĕçемĕн çакă ăна тĕлĕнтерме пуçланă: никам та йывăçсен чĕлхине ăнланмасть, хĕр ачашăн вара йывăçсем чи çывăх туссем.
Натали вăрман урлăри ялта пурăнакан кукамăшĕ патне хăнана çӳреме юратнă. Килте ĕçсем нумаййипе вăл ку эрнере кукамăш патне каяймарĕ. Пĕр ирхине Натали çула пуçтарăнчĕ, ирхи апат çисе амăшне тав турĕ, кукамăш патне кайма тухрĕ.
Малалла
Ки-как! Ки-кай хуркайăксем
Вĕçеççĕ кăнтăра.
Кĕç сивĕтет, мăнтарăнсем,
Йĕретĕр? Шăнтăра?
Ки-как! Ки-как! хуркайăксем
Кĕтетпĕр каялла!
Вĕçсе анаççĕ тĕкĕсем, —
Çакланчĕç ман алла.
Ки-как! Ки-как! хуркайăксем,
Тепре тĕл пуличчен!
Тăван çĕршыв элчийĕсем,
Ан юлăр çеç пĕччен...
Пĕлетĕп, тăшман эсĕ маншăн,
Пĕлетĕп, эп саншăн тăшман.
Пĕлетĕп, çул хупă тăшманшăн,
Уçмашкăн ăна тăрăшман.
Çур ĕмĕр иртсен тин ăнлантăм
Кун пек пулмалла маррине.
Ăнлантăм та питĕ хурлантăм, —
Кĕтме шанчăк çук ыррине.
Çĕр Чăмăрĕ лысăк та анлă,
Пурне те кĕтес çитмелле.
Этем этемпе тус-тăванлă
Пулма, лурăнма пĕлмелле.
Санран каçару эп ыйтатăп:
— Каçар, пултаратăн пулсан!..
Чăпар пуçăма эп таятăп,
Ăшра йывăр шухăш юлсан.
Мана çак шайран ăнлансассăн,
Ыйтсассăн, ман пек, каçару, —
Паян эп сывламăттăм ассăн,
Ку пулĕ — паха пуçару.
Ун чух тăшман мар эпĕ пулăп, —
Çулти тус-тăван та юлташ.
Туспа юлташ пур чух çын — Улăп,
Ютри те сана хурăнташ.
Мана ан кӳрентер.
Сив сăмах авăрне ăнсăртран ан пытар.
Мана ан кӳрентер.
Çума-çумăн тăрса малаллах утăмлар.
Мана ан кӳрентер.
Пурнăç тени асамлă пулăм. Ан васка.
Мана ан кӳрентер.
Чăн ара, мăкланать ялан выртан каска.
Мана ан кӳрентер.
Çур ĕмĕр пурăннă çынна ан кӳрентер.
Мана ан кӳрентер.
Эп пулнă. Пурăнасшăн-ха. Ан кӳрентер...
Тимĕр Александров ӳнерçе
Тăмпа вылять те — кĕлетке пулать,
Хăма чутлать те — сăн килсе тухать.
Çур ĕмĕрте хускатайман ĕçе вăл
Туса та хучĕ тăм вылятнăçемĕн...
Чунĕ вĕри, алли вăр-вар пирки те
Ăна эп хисеплетĕп халĕ питĕ.
Вăл калăпланă асăну хăми
Сана курма, Пасарлă ял хăни!
...Чĕлхеçĕ лартнă аслă çурт çинче
Ялти ӳнерçĕн чапĕ те çиçет!
2000, нарăс, 11.
В.Г.Егоров 120 çулĕ.
Маруç амăш ăшшине ас тумасть, унăн амăшĕ хĕр ача çуралсанах вилнĕ. Çулталăкран ашшĕ тепре авланать, ял хĕрринче пĕччен пурăнакан хĕре качча илет. Ашшĕ хĕрне чунтанах юратать, унпа калаçса-выляса хуйхине пусарать. Амаçури амăшĕ малтанах çакна сисмен пек тăватчĕ, анчах та пурăна киле ăна упăшки кашни кун Маруçа йăпатни килĕшми пулчĕ. Вăл хĕр ачана килтен кăларса яма шутларĕ. Амаçури амăшĕн килĕнчен инçех мар тĕлĕнтермĕш пĕчĕк кӳлĕ юхса выртнă, шăрăхра ялти çăлсенче шывсем типсе ларсан ял халăхĕ çавăнта шыв ăсма çӳренĕ. Пĕр каçхине тăван мар амăшĕ юриех : «Çăлта шыв типсе ларчĕ», — тесе калать. Шăп çур çĕрте хĕр ачана шыв ăсма хăваласа ярать. Маруç: «Пĕччен тула тухма хăратăп», — тесе ашшĕне вăратасшăн пулать. «Аçу ывăннă, кантăр, ăна ан чăрмантар!» — тесе хĕрарăм кăшкăрса ятлаçма пуçлать.
Маруçăн пĕчченех шыв ăсма кайма тивет. Шăп та лăп вун икĕ сехетре, шăп та лăп çур çĕрте. Кӳлĕ патне çитсен ăна темĕнле усалсем хăвалама пуçлаççĕ, усал сывлăшпа вĕреççĕ, шартлаттараççĕ, тăмана пек, çĕрлехи çăткăн кайăк пек ухлатаççĕ. Хĕр ача хăранипе çăлăнмалли вырăн шырама пуçлать, кӳлĕ хĕрринче ӳсекен йăмрана курать: «Ил мана хăв ытамна», — тесе йăлăнать. Йăмра Маруçа шеллет, ăна хăйĕн тураттисемпе хупласа пытарать.
Малалла
Юрату шерпетне ĕçрĕм,
Юрату сим-пылне çирĕм.
Ӳсĕрĕлтĕм,
Ӳсĕрĕлтĕм...
Çунатлантăм. Вĕçрĕм, вĕçрĕм,
Хама хам шанми кĕвĕçрĕм.
Сĕвĕрĕлтĕм,
Сĕверĕлтĕм...
Юрату авăрне лекрĕм,
Авăра чунăма тĕкрĕм.
Пĕтрĕм! Çĕтрĕм!
Çĕтрĕм! Пĕтрĕм!..
Юрату шерпетне ĕçрĕм,
Ирех мухмăрăма чĕртрем.
Лĕпсĕртетрĕм,
Лĕпсĕртетрĕм...
Юрату шерпетне ĕçрĕм...
■ Страницăсем: 1... 163 164 165 166 167 168 169 170 171 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...