Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалÇул хыççăн çулКуçа-куçăнТĕлĕнтермĕш юмахсемКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнекеВӗре ҫӗленЫлтăн вăчăра

Çĕнĕ çул юрри


Тантăшсем, тăвансемĕр,

Ушкăна пухăнар.

Ытлашши сăмахсемсĕр

Куркасем тултарар.

 

Иртсе кайрĕ çулталăк

Пултаруллă ĕçре.

Çĕнĕ çул уçĕ алăк

Пирĕн çĕн ĕмĕре.

 

Ăна чун пек кĕтетпĕр:

— Çĕнĕ çул, килсем, кил!

Пурте харăс çĕклетпĕр

Саншăн савăш курки!

 

Çĕнĕ çул—çамрăк Улăп

Алăк уçрĕ вăр-вар,

Килсе тăчĕ хăюллăн

Пирĕнпе юнашар.

 

Таса ĕмĕтлĕ куçĕ

Çăлтăрла йăл кулать.

Сасси кăмăллă, уçă, —

Сăмахне вăл калать:

 

— Мана мĕн-ши сунатăр?

Мĕн сунам хăвăра?

Итлеме эпĕ хатĕр

Сирĕн шухăшăра.

 

Эпир пурте пĕр харăс

Саламлатпăр ăна:

— Пире паттăр вăй пар эс

Лăпкă пурнăç тума!

 

Чăрмава пăхса ан тăр,

Тусем урлă çул хыв.

Çулсерен хăватлантăр

Пирĕн аслă çĕршыв!

 

Тырă-пулă хумхантăр

Тинĕс пек хир тулли.

Çĕршывра янăратăр

Ачасенĕн кулли.

 

Садра тайăлтăр йывăç

Малалла

Асамçă йăмра


Те чăнах ку, те юмах,

Пулнă тет вăл авалах.

Çичĕ тинĕс леш енче,

Çутă кӳлĕ хĕрринче

Пурăннă тет пĕр патша

Хăйĕн савнă çемйипе.

Кăвакарчăн мăшăрĕ

Парнеленĕ патшана

Виç ывăлпа виçĕ хĕр.

Ӳссе çитрĕç аслисем,

Мăшăр тупрĕç хăйсене.

Савăнса пурнас чухне

Хуйхă çитнĕ çемьене.

Кĕçĕн хĕр те, савнă хĕр

Йĕп çухалнă, çын курман.

Çемье путнă хуйăха,

Çитмен вырăн хăварман,

Кунпа çĕре чухламан,

Ăшĕ çуннă вутпалан.

 

Пĕчĕк çеç хура пӳртре,

Сĕм вăрманăн варринче,

Кайăк-кĕшĕк хушшинче

Пурăннă тет пĕр асамç.

Тупать патша асамçа,

Тархаслать вăл карчăка.

Чаплă çуртпа тем чуль мул

Пама пулать пулăшсан.

Карчăк пуçлать сăмахне,

Тинкерет патша çине:

— Сирĕн савнă хĕрĕрĕр

Çичĕ тинĕс леш енче,

Аçтахан вут аллинче

Хĕн курать-çке кунсерен.

Çăмăл мар унта çитме,

Хăтармашкăн хĕрĕре.

Аçтахан виçĕ пуçĕ

Вут-хĕм сапать инçете…

Эпĕ мĕн каланине

Итле, тăнла, ăса хыв.

Малалла

Тĕлĕк


Каш кашлать лаштра йăмра,

Ăшă çилпе калаçать,

Ял çумĕнчи айлăмра

Вăл мăнаçлăн курăнать.

Авкаланă вуллине

Çил те тăвăл сахал мар,

Çиçĕм хăртнă тăррине,

Пурпĕр çирĕп-ха тымар.

Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке

Хӳтлĕх парать ват йăмра.

Тытрăм эп те кĕнеке,

Меллĕн лартăм сулхăнра.

Сурăх-путек шăрăхран

Пуçне чикнĕ çĕрелле,

Хӳтлĕх ыйтса йывăçран

Йăпшăнать вулли çӳмне.

Каш кашлать лаштра йăмра,

Ăшă çилпе тем пуплет.

Пур чĕр чуна шăрăхра

Хăй сулхăнне парнелет.

Хĕвел çитрĕ улăхса

Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпене.

Çил те выртрĕ лăпланса

Ватă йăмра сăпкине.

Ыйхă пусрĕ пулинех

Мана, кĕтӳ ачине,

Пуçăм усăнчĕ кĕçех

Уçнă кĕнеке çине.

 

* * *

Куçăм хупăнчĕ. Анчах

Такам тĕртрĕ алăран.

Тусăм, Петĕр, ав, умрах,

Куктĕрриллĕ шăпăрлан:

— Атя, тусăм, хăвăртрах

Уттаратпăр кил енне,

Чăтăм пĕтрĕ шăрăхра,

Ав, тарасшăн ман ĕне!

Сан ĕнӳ те паçăрах

Малалла

Асамлă йăмра


«Эх, йăмра, йăмра, Шуршăлти йăмра

Йăмри авăнать, çулçи тăкăнать.

Эх, йăмра, йăмра, Шуршăлти йăмра

Хуть ăçта каям эп — эсĕ асăмра…», —

çапла мухтаса сăваланă пирĕн халăх поэчĕ Валентин Урташ чăваш йăмри çинчен. Каярах ун сăввипе юрă кĕвеленĕ. Халăх юратса юрланă юрра. Халăх йăмрана шута хунă. Мĕншĕн тесен хĕрӳллех мар пулсан та хуран айне хурса вучах чĕртме кайнă. Чухăн çыншăн пӳрт ăшши пулнă. çирĕпех мар пулин те савăт-сапа, ывăс, кукăль вăлашки ăсталама ал майлă, ансат йывăç пулнă. Турат е сыпă тирсе ларт нӳрĕрех, шывлăрах вырăна — вăл чĕрĕлет. Çавăнпа ăна çырма-çатрана шыв юххисемпе ишĕлесрен, пĕве пуçĕсене çурхи шывпа татăлса каясран лартса тухнă. Йăмраллă ялта сывлăшĕ те уçăрах пек туйăнать, сиплĕрех пек. Ялĕ те, йăмра айне путнă ял, юмахри пек асамлă та илемлĕ.

Кукамай юрланă ĕлĕкхи туй юрри аса килет:

«Ах, тур çырлах ку ялсем

Хура пӳртсем курнасран

Йăмра лартса тултарнă...»

Малалла

«Мĕн пулчĕ, мĕн килсе капланчĕ...»


3.С.Антоновăна

 

Мĕн пулчĕ, мĕн килсе капланчĕ —

Сывпуллашу-и, паллашу-и?

Тен, яшлăх çĕнĕрен пуçланчĕ,

Тен, çитрĕ ватлăх туйĕ-çуйĕ?

 

Сăмах вĕçне тухма пĕлмесĕр,

Курсассăн калаçас тесе-и,

Савса пăхса, куçа илмесĕр,

Тĕллентĕмĕр: — Тăван, эсех-и?

 

Яш чух мăнаçлăх хамăр пекчĕ

Пурахчĕ кăшт илемлĕ пит те.

Мĕн пек, мĕн пек ун чух чиперччĕ,

Айван пулсан та — чыслă питĕ.

 

Сăпайлăх халь те хамăрпах-тăр,

Чунсемĕн пур-ха ăраскалĕ.

Ытти-хыттишĕн тур çырлахтăр,

Алрах пулсам, телей мăскалĕ.

 

Мĕскер пире çунатлантарчĕ,

Чун ватăлмасăр хĕвĕшни-и?

Пире татах пĕрле лартсамччĕ,

Ватлăх кунри яш пирĕштийĕм!

 

1994, нарăс, 5.

Самар-Шупашкар.

Чăваш учителĕсен конференцийĕ.

Çумрах-ха ман тăван


Н.В. Хăмăшкана

 

Мĕншĕн чĕнместĕн нимене, тăван?

Нимелĕх ĕç тытма пăрахрăн-им?

Чăрмавлă тетĕн-им ниме тума?

Пĕччен епле чăтма пултарăн-ши?

 

Çумра та пур тăван,

Ютра та пур тăван,

Манман-и, тăвансем, тăван ятне?

Тăван асра пулсан,

Кĕме сăлтав тупса,

Кĕретпĕр, тăвансем, тăван патне.

 

Мĕншĕн кĕместĕн-ха пирĕн пата, тăван?

Уяв йăлисене çухатрăн-им?

Тăкаклă тетĕн-им ĕрет тухма?

Пĕччен юлма епле пултарăн-ши?

 

Çумра та пур тăван,

Ютра та пур тăван,

Манмастпăр, тăвансем, тăван ятне.

Калас сăмах тупса,

Пĕрле канаш тытса,

Ларар-ха, тăвансем, сĕтел патне.

 

1993, кăрлач, 3.

Çуркунне


Вĕссе кайрĕç уйăпсем,

Вĕçсе килчĕç кураксем.

Йăва çавраç кайăксем,

Савăнаççĕ ачасем.

 

Хĕвел хытă пĕçертет,

Юрĕ хăвăрт ирĕлет.

Хĕвел чупать савăнса,

Сивĕ тарать ухлатса.

 

Çеçпĕл тухрĕ вăрманта,

Шăнкăртатать шыв ялта.

Текех йĕлтĕр кирлĕ мар,

Вăрманалла халь чупар.

Кашлаççĕ йăмрасем çилпе


Ял хĕрринчи лаштра йăмра

Мана чĕнет пек хăй патне.

Сисетĕп хам та чунăмра

Пĕрре те лăпкă маррине.

 

Ун айĕнче ларса ĕçлем

Тесе пуçтарăнтăм ирех.

Эп илтĕм кĕнеке, калем,

Шур хут та кирлĕ пулатех.

 

Хальччен эп темшĕн шутламан:

Этем пекех-çке йывăçсем…

Йăмра-и вăл, çăка, юман —

Ватăлтараççĕ çав çулсем.

 

Утатăп акă урампа.

Пуçра тем тĕрлĕ ĕмĕтсем.

Инçех те мар ав укăлча.

Йăмра мана кĕтет-ши? Тем

 

Яш! турĕ çамрăк чунăмра.

Çил тухрĕ темĕн хушăра

(Ытла хăрушă хăй, кăра!),

Тусан çĕклерĕ ман умра.

 

Çӳçе лăскарĕ çавра çил.

Куç умĕнче — тĕтре, çӳп-çап…

Ăçта ларать-ши манăн кил?

Хăçан тамалĕ ку асап?

 

Çил-тăвăл иртрĕ. Укалча

Кунтах иккен. Йĕри-тавра

Сип-симĕс ешерет калча.

Анчах та курăнмасть йăмра.

 

Пĕр туххăмра аманнă чун!

Тымарĕ йăлт кăкланнă ун.

Шутларăм: «Ăраскалсăр кун…»

Хам пăхкаларăм-ха ун-кун.

Малалла

Сиплĕ шерпет вăрттăнлăхĕ


Элпи халь кăна вырăн çинчен тăнăччĕ-ха, хаваслă юрă шăхăрса физзарядка тума пикеннĕччĕ, анчах çав вăхăтра видеотелефон экранĕ çинче пĕр класра вĕренекен Юман сăнĕ курăнса кайрĕ.

— Ырă ир, Элпи, — терĕ вăл кăмăллă сасăпа.

— Сана та çавах, — терĕ хĕр пĕрчи, — мĕн пирки ирех шăнкăравлатăн?

— Каçар та, анчах эпĕ паян çĕрле Тарăн вар çырми пуçĕнче ларакан йăмра патĕнче темĕнле сасăсем илтрĕм.

— Кам та пулин кушак çури кайса янă пулĕ-ха, — кăшт куларах сассипе каларĕ Элпи.

— Çук, çук. Кушак çури макăрнă сасă мар вăл, темле ăнланмалла мар кĕвĕ евĕрлĕскер. Тен, паян каç пулсан çитсе килĕпĕр çавăнта.

Элпи килĕшсе пуçне сулчĕ, çавна май унăн сарă кăтра çӳçĕ чӳхеннĕ пек пулчĕ. Сенкер куçĕ ăшшăн çиçсе илчĕ. Темшĕн килĕштерет Юмана Элпи, ăна вăл хăй те татса калаймасть. Анчах çак каçăртарах сăмсаллă, çырă çӳçлĕ, яштака пӳллĕ арçын ача ăна чăннипех килĕшет. Суйма, улталама пĕлмест вăл, ытлашши нумай та калаçмасть. Çакăн пек юлташ пурри савăнтарать хĕрачана.

Çуллахи кун вăрăм пулсан та вăхăт хăвăрт иртсе кайрĕ. Ял урамĕ выльăх-чĕрлĕх сассипе тулчĕ. Кĕтӳ кĕрет. Элпи те, Юман та хăвăртрах кил таврашĕнчи ĕçсене пуçтарса пĕтерме тăрăшрĕç. Ара, вĕсене йăмра вăрттăнлăхĕ илĕртет-çке.

Малалла

Урăххине юратан


Ан пуç çап, урăх шанмастăп,

Çитĕ хур туни мана.

Манăç тунăшăн манмастăп,

Каçару пулмĕ сана.

Урăххине юратан,

Урăххине ыталан,

Урăххине чуп тăван,

Эс ăна та улталан...

 

Шанчăклă пулма пит йывăр,

Çăмăлттайшăн çăмăл, тен...

Туйăнан эс маншăн хăмăр,

Уйрăлаймастăн пилтен.

Икĕ питлĕ эс, пĕрех хут,

Хăçанччен чăтайăн-ши?

Тĕл пулсан манпа тепĕр хут

Вăтанса пуç тайăн-ши?

■ Страницăсем: 1... 180 181 182 183 184 185 186 187 188 ... 796