Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

АсаттесемҪавраҫилАча чухнехиĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томКĕперÇавал сарăлсанШевле çути

«Лăпăр-лапăр лап айне...»


Лăпăр-лапăр лап айне,

Кирĕк-çирĕк урайне,

Çемçе милĕк ячашлатăр

Маттур чăваш малайне.

 

Ăшши çаптăр ӳт-тире,

Сывлăх патăр вăл пире!

«Мукка мучи çапăнать...»


Мукка мучи çапăнать,

Чухха çури çавтăнать,

 

Ăшши парса, чăшши парса

Мунча пăсĕ çаврăнать.

 

Ăшши пултăр ӳт-тире,

Сиплĕх патăр вăл пире!

«Пăштах ларан паян...»


Пăштах ларан паян...

Е вăтанатăн

Чечеклĕ вăхăтра çуралнăран?

Çу-ук! Вăхăтсар кайнисене сăнатăн,

асра тытса калле-малле шутлан.

 

Шутламалли нумай...

Шăпамăр килчĕ шăртлă,

Лăпкарĕ те, тустарчĕ те самай

 

Пĕрех ан парăн, тусăм!

Эпир — чăтнă,

Кĕтмен инкексене те парăнман —

 

Ыттисем пек,

Сăра ĕçсен виç пуслăх

Урам варне тăрса чĕççи туман,

Тăшмансене вара тип варлăн шăртнă,

Татах шăртатпăр — кирлиех пулсан.

 

Хуйха сирсе, тинкер Урал енне —

Пире хăват парать Хĕвел-анне!

 

2004, çĕртме, 3.

Ан ĕнен, ан хăра, ан ыйт...


Шăпах Çĕнĕ çул умĕн çакăн пек лару-тăрăва лекессе кĕтменчĕ Слава. Чĕри çамрăкскерĕн кĕлеткинчен тухса тарасла тапрĕ. Сывлăш çитменнипе антăхсах кайрĕ пулин те ӳсĕрме те шикленчĕ. Халь-халь авăра сикес çын пек туйрĕ вăл хăйне. Акă, халĕ, çак самантран... Тĕлĕкри пек «Джентельмены удачи» фильмри «...Куçна чиксе шăтаратăп...» тесе кăшкăракан Доцент аса килчĕ. Унтан куç умне хăй пĕр талăк каялла лекнĕ пăтăрмах тухрĕ. «Сборка» текен вырăнта саккуна хирĕçле ĕç туса айăпа кĕнисене тытаççĕ. Карантин эппин. Унтан, суд пулнă хыççăн — тĕрме. Славăн пуçне ниепле те вырнаçма пултараймарĕ çакă. Эрне каялла кăна ирĕкреччĕ вăт-ха. Клава юлашки вăхăтра кутăнлашма-турткаланма тытăнчĕ пулин те, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пекчĕ. Халĕ акă никам та çук: икĕ-виçĕ ĕçре ĕçлекен амăшĕ те, юлташĕсем те, хĕрĕ те. Вĕсен вырăнне — тĕрме...

— Эсĕ пĕрремĕш хут çакланни тӳрех курăнать. Первоход-ха эппин. «Филкă» е «дурь» пур-и? Ну-у-у, укçа е наркота этем чĕлхипе каласан. Ан шелле пур пулсан. Ман урок-вĕрентӳ кирлĕ сана. Унсăрăн тĕрмерен чĕрĕ-сывă тухаймастăн. Сан пеккисене «хатăра», камерăра эппин, çур сехетре хывăнтараççĕ, çаратаççĕ, унтан «шконкă» айне переççĕ, — аса илчĕ вăл хăйне «обезьянникре» тăн панă татуировкăллă арçынна.

Малалла

Уй-хир


Эп утатăп, утатăп

Хитре уй-хирпе.

Уй-хире эп мухтатăп

Чепчен юррипе.

 

Ах, ытла та хитре эс,

Уй-хир, таврара.

Кур, мĕн чухлĕ хитре тĕс.

Çаран — улăхра.

 

Ак кĕрхи кунсем çитĕç

Сап-сар тĕсĕпе.

Ампарсем тулли пулĕç

Колхоз тыррипе.

 

Эп саватăп, саватăп,

Уй-хирĕм, сана,

Эп мухтатăп, мухтатăп,

Уй-хирĕм сана.

 

Янка Купала

Хĕлле


Чӳречерен кашни кунах

Хĕвел керетчĕ çап-çутах.

Ак халь вара пур таврарах

Сив юр выртать, ав, шап-шурах.

 

Пĕччен утатăп пуш хирпе,

Чупса иртет мулкач хăш чух.

Ытла та сивĕ пулнипе

Ача-пăча сасси те çук.

 

Сив пăр ытамĕнче çырма,

Ытла та шăп сĕм вăрманта.

Сыратăп йĕлтĕр ярăнма,

Килсемĕр, тусăмсем, кунта.

 

Янка Купала

Юбилей ячĕпе, шурсухалăм!


Юбилей ячĕпе, ШУРСУХАЛĂМ,

Чун Халалĕн хуçи эс, Турри.

Вуласан çĕкленет вăйăм-халăм,

Ăруташăн1 шăп — эс пурри.

 

Мал туртăмлă тата таса чунлă

Эс пиллетĕн пулма ĕмĕрех.

Мал утăмлă эпĕр, чыслă-сумлă...

Вĕрентсе ăс пани чĕререх.

 

Пехилте — ăшă туйăм, ăс-хакăл,

Пĕрлешме, кĕрешме вăл чĕнет.

Йышăнатпăр. Эпĕр — ялан хапăл,

Чун Халалĕ çавна çеç сĕнет.

 

Урăх шухăш, ют сĕм кĕртнĕ пулĕ

Пехилне хуп-хура юнлисем...

Вĕренӳ параканăн тĕп мулĕ —

Халала чун кĕртсе юлнисем.

 

Юбилей ячĕпе, ШУРСУХАЛĂМ,

Халална-пехилне — ирĕк çул!

Шанчăк пур-ха, çитет ман вăй-халăм

Çав çула якатма вăхăт пур.

Çамрăклăх


Çамрăклăх — çăлкуçăн тăрă шывĕ,

Ĕçнĕçем ĕçес килет чунтан.

Çамрăклăх — çурхи чечек çĕршывĕ,

Пуçланать ирхи савăк кунтан.

 

Çамрăклăх — асамлă шухăш-туйăм,

Канăçа чĕре, ав, çухатать.

Çамрăклăх — тин çеç ешернĕ уйăм,

Пирвайхи юрату çуратать.

 

Çамрăклăх — шăнса çитмен пăр çийĕ,

Йăнăшсан, путма та йывăр мар.

Çамрăклăх — кăнтăрăн ăшă çилĕ,

Ăшăпа сивĕ те юнашар.

 

Çамрăклăх — çылăхçăр пурнăç терчĕ,

Тертленӳ те ырă ку чухне.

Çамрăклăх — симпыл сăра щерпечĕ,

Сӳнме парас марччĕ вучахне.

 

Çамрăклăх — атте-анне пехилĕ,

Çамрăклăх пĕрре анчах, пĕрре...

Çамрăклăх — малаш пурнăç шевлийĕ,

Кăлăхах ан кĕр эсĕ чĕрре!

 

Çамрăклăх...

Кам эсĕ? Эпĕ кам?


Çыру

 

Мĕншĕн çыратăп-ха эпĕ ку çырăва? Пĕлместĕп. Çитерĕп-и ăна сан пата? Мĕнле чăнмелле ман сана? Эпĕ камне тата мĕнле сăмахсемпе ăнлантарас-ши? Пĕлместĕп çав, пĕлместĕп. Санăн вара, паллах, чăн малтан эпĕ кам, ăçтан, мĕнле хĕрарăм пулнине пĕлес килет, çапла-и?

Кам эпĕ? Мĕнех, эпĕ пуррине çулталăк ытла пĕлетĕн, пĕлейместĕн пулсан та сисетĕнех эсĕ. Çапла, çапла, шăпах çав хĕрарăм эпĕ. Мана пула мĕн чухлĕ макăрман, çывăрман пулĕ эсĕ. Мĕн тери курайман эсĕ мана, çапла-и? Ылханнă, вилĕм суннă... Мĕн тери курайман эсĕ мана... Эпĕ вăл, сирĕн çемье пурнăçне тамăка çавăраканĕ, сан Игоряшана — çапла чĕнетĕн-мĕн эсĕ ăна — туртса илекенĕ. Çемьене çавăн чухлĕ куççуль илсе килнĕ хĕрарĕм ятне упăшкунтан ыйтас е ыйтас мар тесе мĕн чухлĕ асапланнă, иккĕленнĕ эсĕ. Мăнкăмăллăх тени вара? Мăшăрунтан унăн савнă çынни çинчен ыйтни мĕскенленни пулмасть-и-ха вара? Е тен интеллигентлăха кăтартать çакă? Çук, хăйĕнчен мар, унăн юлташĕпе курса калаçрăн, унран ыйтрăн. Пĕлетĕп, чӳречерен сикес, унран çуратнă хĕрачасене вĕлерес шухăш та пулнă санăн. Ниçта кайса кĕрейменнипе мăшăрна та кăн-кăвак пуличчен хĕнесе пĕтернĕ. Çук, хирĕç тытман вăл. Кĕвĕçӳ-тарăхупа тулнăскер, эсĕ нимĕн умĕнче те чарăнса тăманнине ăнланнă. Эпĕ кăвакарнă-сарăхнă вырăнсене сĕртĕнсен, куçран мĕскĕннĕн, кулмастăн-и тенĕн пăхатчĕ...

Малалла

Çуркунне


Хĕвел шевлиллĕ сăнпала,

Çап-çутă тумпалла,

Тем чухлĕ сиплĕ шывпала —

Çӳрет вăл ак çапла.

 

Вылять хĕвел шевлисемпе,

Тырпул акма тухать.

Юрлать телейле сассипе,

Чечек тем чул пухать.

 

Таçта вĕçет ăш çил пулса,

Хĕвел патне çитет.

Вар-юханшыв шывпа тулса

Инçе-инçе чĕнет.

 

Хĕвел кашни çын сăнĕнче

Телей çӳрет сĕнсе.

Илемлĕ пирĕн çут тĕнче,

Килсем, Çурхи кунсем.

 

Янка Купала

■ Страницăсем: 1... 192 193 194 195 196 197 198 199 200 ... 796
 
1 Ăруташ — соплеменник, сородич