Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ял калавĕЙĕрсем çухалмаççĕҪул пуҫламӑшӗҪавраҫилПахчапа мунча хуҫиПурнӑҫ утравӗсемАслă халал

Поэзи каçĕ


Кăнтăр хĕвелĕн шĕл-кăварĕ

Путсассăн тинĕсĕн тĕпне.

Пире культурник чĕнсе кайрĕ

Вĕçевçĕсен кану çуртне.

 

Хăех программа хатĕрлерĕ,

Хăех — ăста конферансье.

— Сăввăрсене янратăр, — терĕ, —

Ыра пĕлмесĕр, ыранччен!

 

Эпир тăратпăр — çичĕ каччă,

Çич халăхран — çичĕ поэт.

Умра хастаррăн ал çупаççĕ,

Кермен, хум çапнă пек, кĕрлет.

 

Пуçланчĕ ку — поэзи каçĕ,

Пурте тăван та çывăх тус.

Умлă-хыçлах вĕсем тухаççĕ —

Карел, армян та белорус...

 

Çине-çинех пире чĕнеççĕ,

Пире çĕклет пĕр ăшă çил.

...Эп тухрăм — Атăлçи поэчĕ,

Хам тăван халăхăн ачи.

 

Куçпуç сасартăк алчарарĕ,

Умра, çап-çутă çеç залра,

Çĕршыв ӳстернĕ сывлăш çарĕн

Мăттур геройĕсем лараç.

 

Вĕсĕм манран сăмах кĕтеççĕ,

Поэт халне çĕклентерсе,

Кăкăрĕсем çинче çиçеççĕ

Çут çăлтăрсем пек орденçем.

 

Эп çирĕпехчĕ тухас умĕн,

Анчах кунта тухсассăнах,

Чăн туслăхпа тăванлăх хумĕ

Малалла

«Пуян телейлĕ! Ăслă çын телейлĕ!..»


Пуян телейлĕ! Ăслă çын телейлĕ!

Чухăннипе ухмах телейлĕрех!

...Леш тĕнчере кăна этем телейлĕ.

Леш тĕнчере çын хакĕсем пĕрех.

 

1996, çу, 39.

Пушкăртстан, Юламан, «Шурă каç» уявĕ.

Сывпул, Стерлитамак


Ашкатарпа Стерле юппи —

Хитре Стерлитамак,

Сан пурнăçун самант чуппи.

Пуль тетĕп эп хама.

 

Яш тусăмсен тасалăхне

Ĕнен те вырăн пар.

Кунти яшсен асамлăхне

Упра эс, хурăнсар!

 

Эпĕ юратнă хурăнсен

Пулминччĕ хĕн-асап.

Упра, упра, ачусене,

Чипер Стерлитамак!

 

1995, раштав, 28.

Вăрттăнлăх пирĕштийĕ


— 50 çул вăл — пурнăçăн пĕр тапхăрĕ, пурăнма пуçлатăн кăна-ха? Ывăлу та авланчĕ, кĕçех хăйне атте тенине илтĕ, халĕ ĕнтĕ хăв пек чипер хĕр пĕрчи çуратса пама та пултаратăн... — пĕринчен тепри ӳксе юлас мар тенĕн, уяв кĕрекине пуçтарăннă хăнасем кил хуçи хĕрарăмне, Кирăна, самаях «тăн кĕртме» тытăнчĕç. Уйрăмах арçынсем хитререн те хитререх сăмахсем шырани сисĕнчĕ. Çакă юнашар ларакан мăшăрĕсене килĕшсех кайманнине курмарĕç (е, тен, курасшăн та пулмарĕç?) пулас вĕсем. Кĕвĕçӳ валли сăлтав пулмалла та мар пек тата: тăлăх арăм пулин те, хăй çур ĕмĕр (турăçăм, нивушлĕ çав çула çитрĕм-ши, хăраса шухăшласа илчĕ Кира) тултарнине паллă тума мăшăрлă тус-юлташĕсене кăна чĕнчĕ. Халĕ, акă, залри сивлеклĕхе туйса, айăп çук çĕртен айăплăн кулса илчĕ вăл, эй! сирĕнпе тенĕн ал сулса, чунĕнче мĕн пулса иртнине кăтартас мар тесе, кĕреке пуçĕнче тăракан тамадана куç хĕссе паллă пачĕ. Лешĕ вара, залра вырнаçнă оркестр енне çаврăнса: «Маэстро, сире сăмах!» — терĕ те, залра вальс кĕвви янăраса кайрĕ.

Çутă сӳннĕ самантпа усă курса, Кира ресторанти патша та çуран çӳренĕ пӳлĕме чупнă пек кĕрсе кайрĕ, алăка шăкăлт-шакăлт питĕрсе лартрĕ, халтан кайнăн, пӳлĕмри тĕкĕр патнелле утрĕ. «Турăçăм, 50 çул!!! Шухăшлама та пултарайман ку çула çитессе. Пурăнас темен çĕртен...» — пăшăлтатрĕç унăн куштăрканă тутисем, тĕкĕртен хăй çине пăхакан хĕрарăм çине пăхнă май. Чăн та, ăмсанмалăх-кĕвĕçмелĕх çук мар çав: хаклă йышши пусмаран çĕленĕ костюм яштака кĕлетке çинче ятуллă ларать, пĕве тата та вăрăмрах кăтартать, сăрă-писев таврашĕсĕр те илемлĕ сăн-пит, макияжа пула, пушшех те çуталса-якалса кайнăн туйăнать, кĕске кастарнă çырă çӳçĕ Кирăна тата та çамрăкрах кăтартать. Пĕтĕмпех вырăнта пек, пĕтĕмпех пур пек те (ахальтен-и мĕн вăйлă та телейлĕ тесе шутлаççĕ ун пирки ĕçĕнче) — çук çав, чунĕнчи курăнман пушар пирки пĕр хăй пĕлет. Чи çывăх юлташне те, Зинăна, каламан вăл ун пирки. Чи çывăх çыннине — пĕртен-пĕр ывăлне, Сережăна — та нихăçан та уçса памĕ ку вăрттăнлăха. Тепĕр тесен, çапла туса пĕр хăйне кăна асаплантарнине те питĕ лайăх ăнланать те, çук — каçараймасть, çук — манаймасть.

Малалла

Çулла


Çулла, ытла та эс хитре-илемлĕ,

Мĕн чухлĕ савăнăç илсе килен.

Çуллахи сывлăм та ытла техемлĕ,

Эс сиплĕх пиллемешкĕн пит пĕлен.

 

Улăхсенче çава сасси — чăн юрă,

Çурла та кăчăр-кăчăр сас парать.

Эй, тусăм, кил-ха, çак илеме курăн,

Çулла терт-хуйхă этемрен тарать.

 

Хĕвел, ав, кӳлĕре шыва кĕресшĕн,

Ăш çил вылять ун çутă сăнĕпе.

Этем терт-хуйхине йăлт пĕтересчĕ,

Усă курса çак çу хăтлăхĕпе.

Тархасшăн, шухăшла


Пĕл çакна: сăлтавсăр шухăшна

Ан васкат, ерĕхтерсе ярса.

Пĕр сăлтавсăр хытă сăмахна

Ан хăйра, хăвнах яран касса.

 

Ах, епле касать-çке сăмаху.

Туйăм аллинче халь ырату.

Ал параймăп — пулĕ çухату...

Тен, шутлатăн пуласса тарçу

Е хăратăн пуласран хуçу?

 

Тата мĕн шутлатăн шухланса,

Чăн пулманнине тарăхтарса?

Ăш сăмах каланĕ-шм савса

Манăçса, ачаш ыталанса?

 

Ырату упрайĕ-ши халне,

Юрату чĕртмелĕх тунсăхне?

Пĕр алпа ик алă ытамне

Тивĕçтерĕ-ши хаваслăхне?

 

Шанчăка, тархасшăн, ан вакла,

«Юри çеç», — тесе те ан шутла.

Шӳт сăмах пулать вăл кулăпа,

Шăнкăравлă, уçă сăмахпа.

 

Санăн сăмаху тăллать алла.

Халь епле хăвнах ыталама

Кичемрен кĕрнеклĕн сыхлама

Эп пултарăп? Чунăм, шухăшла!

«Итле-ха, тăванăм, эс те вĕт чăваш...»


Итле-ха, тăванăм, эс те вĕт чăваш,

Маттур ĕçӳпе эс кĕрнеклĕ те яш.

Мĕн-ма хăраса вăтанатăн йăваш?

Кăклаç тымарна — эс сывлатăн çеç хаш!

 

Тархасшăн, тăнла-ха, пĕлсемччĕ веçех,

Чăвашлăх тени хăçантан, еплерех?

Ан кас чĕлхӳне, вăл — этеплĕх вулли,

Ачу чăвашла калаçсанччĕ тулли.

 

Вăрттăн та шăппăн, вăтанчăклăн мар,

«Пĕлĕç те — кулĕç» тесе ан пытар.

Вырăсĕ илттĕр, илттĕр тутар —

Ăслă вăйпа, шухăшпа юнашар,

Çирĕп ăспа чăвашла калаçар.

 

Чĕлхе илемне варлама та ан пар,

Тăван сăмаха упрани ма начар?

Ăс-тăн хуçалантăр, çын пек шухăшлар,

Этеплĕх шайне çĕкленмешкĕн пултар.

 

Чăвашлăх мулне пĕрчĕрен те пуçтар,

Чăвашлăх йĕрне малашне те упрар.

Малашлăх çулпа янăравлăн утар, —

Тăнла-ха, ăнкар-ха, пулсассăн эс АР.

Çулăм чечекĕ


Ман шутпа пулсан, кăварлă туйăм

Вăратмалăх ялкăшсан хăват,

Çĕнĕ ят парас килет ман: «Çулăм»,

Тепĕр ят, кăварлă çĕнĕ ят.

 

Çулăмра сан тесӳсем выляççĕ —

Саррисем те, вутлă хĕрлисем.

Шуррине йăтса çӳле васкаççĕ

Чăнлăха туйса çил ачисем.

Салтак çырăвĕ


Ирсерен вăл илĕм-тилĕмпех алкум вĕçне тухать те, алă тупанне çамки тĕлне тытса, пахча карти урлă урамалла тинкерет. Станцирен килекен çул вĕсен Аслă урамĕпе иртет-çке-ха. Ватă çыннăн пуçĕнче ялан пĕр шухăш: урам вĕçĕнче таçтан-ăнсăртран салтакла тумланнă çын курăнса каймĕ-ши?

Шанчăкĕ çук этем — çур этем кăна, теççĕ. Шаннă йăвара час-часах кайăкĕ пулмасан та, этем ĕмĕр-ĕмĕр малаллине шанса пурăнать. Малаллине, лайăххине, ыррине...

Вăрçă пĕтнĕренпе ĕнтĕ нумай çул иртрĕ, анчах Ваçлей мучи хăйĕн виçĕ ывăлне пурпĕрех кĕтме пăрахмасть. Унăн карчăкĕ, çапла кĕте-кĕтех, çĕре кĕчĕ. Куллен алкум вĕçне тухса, ал тупанĕ айĕн урамалла тинкерес йăлана та Ваçлей мучи карчăкĕнченех илсе юлнă. Халь акă вăл тĕнчере пĕр-пĕччен. Чăн та, Татюк ятлă хĕрĕ пур-ха унăн. Татьяна Васильевна, тухтăр. Шупашкарта пурăнать. Кĕрӳшĕ те самаях пысăк вырăнта ĕçлет.

Вĕсем ашшĕне тахçанах хăйсем патне — хулана куçса пыма чĕнеççĕ. «Ялта кам пăхса усрĕ-ши сана? Текех çамрăк çын мар», — теççĕ.

Çапла, Ваçлей мучи текех çамрăк çын мар. Ĕнтĕ сакăрвуннă урлă ярса пуснă. Çапах та... çапах та вăл хăйĕн тăван кĕтесĕнчен уйрăласшăн мар. Вăл кунта çуралса кун çути курнă, кунта çитĕннĕ, кунта ялти сăпай хĕрпе Улинепе мăшăрланнă, тăватă ача пăхса ӳстернĕ. Виçĕ ывăл та пĕр хĕр. Тем те тӳссе курнă пурнăçра. Ырлăхне те, шырлăхне те... Çуралнă çĕршывпа ĕмĕрлĕхе сыпăннă кăвапана епле татăн-ха? Ĕмĕр тăршшĕпе пĕрер вĕрлĕкĕн пухса çавăрнă кил-çурта епле салатăн? Тата... тата пĕрле аллă çул ытла пурăнса ирттернĕ Улинене, унăн таса тăприне, епле пăрахса хăварăн? Çук, çук, нихăçан та!..

Малалла

«Вĕтке мар вăл! Элемет!...»


«Элемет» ушкăн тунă Ольга Сомовăна

 

Вĕтке мар вăл! Элемет!

Теççĕ мана хирĕç.

Кутăн-пуçăн выляса,

Упа-кашкăр уласа

Вылямашкăн тивĕç...

Ульха тусăм, шеремет,

Эсремет те киремет,

Туса пар пĕр элемет

Сана çакă пĕр ĕç!

 

1995, раштав, 24.

■ Страницăсем: 1... 196 197 198 199 200 201 202 203 204 ... 796